
Паян Чӑваш Ен Правительствине ҫӗнӗрен йӗркелеме пуҫланӑ. Аса илтерер: ӗнер, авӑн уйӑхӗн 22-мӗшӗнче, Олег Николаев Чӑваш Ен Элтеперӗн должноҫне йышӑнчӗ. Ҫавӑн хыҫҫӑн вӑл республикӑн Правительствине отставкӑна ячӗ. Ҫавӑн пек тума саккун хистет.
Паян Олег Николаев чылай министра ҫӗнӗрен ҫирӗплетнӗ. Ҫав вӑхӑтрах пукансӑр юлнисем те пур. Вӗсем хальлӗхе иккӗн: вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министрӗ пулнӑ Сергей Яковлев тата культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министрӗнче ӗҫленӗ Роза Лизакова. Вӗренӳ министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлама Алла Салаевӑна, культура министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлама Светлана Каликовӑна шаннӑ.

Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев Федераци Канашӗнче Чӑваш Енрен кам пулассине пӗлтернӗ тесе Чӑваш халӑх сайчӗ унчченех хыпарланӑччӗ. Ку вырӑнта Николай Федоровах юлать тенӗччӗ ун чухне.
Аса илтерер: регион Элтеперне суйланакан кашни кандидат суйлав кампанийӗ вӑхӑтӗнче сенатор должноҫӗ валли виҫӗ кандидат тӑратать, ҫӗнтерсен вӗсенчен пӗрне суйлать. Олег Николаев Федераци Канашӗн вице-спикерне Николай Федорова, «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин Чӑваш Енри уйрӑмӗн ертӳҫине Алена Аршиновӑна, Раҫҫей Геройне Николай Гаврилова тӑратнӑччӗ. Паян Олег Николаев Элтепер должноҫне йышӑннӑ хыҫҫӑн темиҫе хушу кӑларнӑ. Вӗсенчен пӗринпе вӑл Николай Федорова сенатор портфельне пама йышӑннӑ.

Паян Чӑваш Ен Правительствине отставкӑна янӑ. Ҫакӑн пек хушӑва республикӑн Элтеперӗ Олег Николаев должноҫе йышӑннӑ хыҫҫӑн алӑ пуснӑ. Ӗҫлӗ хута республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ.
Тӳрех палӑртар: асӑннӑ йышӑнӑва Чӑваш Ен Конституцийӗн 72-мӗш тата 91-мӗш статийӗсемпе килӗшӳллӗн тунӑ. Тепӗр майлӑ каласан, Элтепер должноҫне йышӑнсан Правительствӑна отставкӑна ямалла. Ӑна ҫӗнӗрен йӗркеличчен унчченхи йышӑн малтанхиллех ӗҫлемелле.
Паянах Олег Николаев тепӗр хушӑва та алӑ пуснӑ. ЧР Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫи пулма вӑл хӑйне ҫирӗплетнӗ.

Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев суйлава пӗтӗмлетме журналистсене брифинга пухсан Правительство тытӑмӗнче улшӑнусем кӑштах пулма пултарассине пӗлтернӗччӗ.
Ӗнер ун пек пӗр йышӑну пулчӗ те. Промышленность тата энергетика министрӗ пулма Олег Николаев Евгений Герасимова шанчӗ. Вӑл Воронежри «Масловский» индустри паркӗн коммерци директорӗнче ӗҫленӗ. Унччен вӑл «Четра-Промышленные машины» акционерсен уҫӑ обществинче суту-илӳ пайӗн пуҫлӑхӗнче тӑрӑшнӑ, Ҫӗнӗ Шупашкарти «Дехим» обществӑн учредителӗ тата директорӑн ҫумӗ пулнӑ.
Министр тивӗҫне пӗр вӑхӑт пурнӑҫланӑ Сергей Лекарева министр ҫумӗ пулма куҫарнӑ. Паян асӑннӑ министертсвӑра тата тепӗр кадр улшӑнӑвӗ пулса иртнӗ. Министр ҫумӗ пулса ӗҫленӗ Николай Голубцова ӗҫрен кӑларнӑ.

Паян Чӑваш Ен Правительствинче кадрсемпе ҫыхӑннӑ темиҫе йышӑну пулса иртнӗ.
Пӗрремӗшӗнчен, республикӑн промышленность тата энергетика министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫланӑ Сергей Лекарева ӗҫрен хӑтарнӑ.
Министр пулма республика Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев министр пулма Евгений Герасимова шаннӑ. Хушӑва республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ.
Тепӗр йышӑну та пур унта. Маларах асӑннӑ Сергей Лекаревпах ҫыхӑннӑ вӑл. Ӑна промышленность тата энергетика министрӗн ҫумӗ пулма шаннӑ.

Чӑваш автономи облаҫне туса хунӑранпа 100 ҫул ҫитнӗ ятпа кӑларнӑ медальпе паян черетлӗ йыша чыслама палӑртнӑ. Хушӑва Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев алӑ пуснӑ. Ӗҫлӗ хута республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ.
Сумлӑ йышра Чӑваш халӑх академикӗсем: Евгений Ерагин тата Иван Дубанов – та пур. Унсӑр пуҫне Чӑваш наци конгресӗн вице-президентне Владимир Тяпкина та хисеп тунӑ.
Маларах Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ художникне Николай Балтаева (ӑна Палтай Микуҫӗ тенипе те пӗлеҫҫӗ) та ҫав медальпе чыслама йышӑннӑччӗ.

Ҫитес ҫул Республика кунне Ҫӗмӗрле районӗнче уявлӗҫ.
Паян, авӑн уйӑхӗн 11-мӗшӗнче, Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николав ятарлӑ хушу кӑларнӑ. Унта каланӑ тӑрӑх, республикӑмӑрӑн ҫуралнӑ кунне 2021 ҫулта Шупашкарта тата Ҫӗмӗрле районӗнче уявлӗҫ. вырӑнти инфраструктурӑна хӑтлӑлатма муниципалитета (сӑмах Ҫӗмӗрле районӗ пирки пырать) укҫа пама шантарнӑ. Ку ӗҫшӗн явапли — республикӑн Правительстви яваплӑ. Мероприятисен планӗ пирки те Министрсен Кабинечӗнех пуҫ ватмалла.
Вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсем валли те ӗҫ пур. Вӗсен Республика кунне халалласа тӗрлӗ мероприяти, ҫав шутра Акатуйсемпе Сапантуйсем те, ирттермелле.

Сӑр тата Хусан хӳтӗлев чиккисене чавнӑранпа 80 ҫул ҫитет. Ҫавна май Чӑваш Енре медаль ҫирӗплетме палӑртнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: вӑл патшалӑх наградисен йышне кӗмӗ, хавхалантармалли ҫеҫ пулӗ. Хушу проектне ҫурла уйӑхӗнче Чӑваш Енри нормативлӑ актсен порталӗнче пичетленӗччӗ.
Паян Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев хушу кӑларнӑ.
ЧР Министрсен Кабинечӗн астӑвӑм медалӗн эскизне хатӗрлес енӗпе конкурс ирттермелле. Медале хатӗрлеме хыснаран хушма укҫа уйӑрма тивӗ.

Раҫҫейре класс ертӳҫисене 5-шер пин тенкӗ хушса тӳлӗҫ. Ку хушӑва Раҫҫей премьер-министрӗ Михаил Мишустин алӑ пуснӑ.
Чӑваш Ене ку тӗллевпе 180 миллион тенкӗ килӗ. Ку тӳлеве класс ертӳҫисем авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен илме пуҫлӗҫ. Палӑртмалла: класс ертӳҫисене регионта компенсаци пама йышӑннӑ саккунсем те вӑйра пулӗҫ.
Класс ертӳҫисене укҫа хушса тӳлессине РФ Президенчӗ Владимир Путин йышӑннӑ. Ку тӗллевпе ҫӗршыври регионсене 24,73 миллиард тенкӗ ярӗҫ.

Паян пирӗн республикӑра ҫӗнӗ канаш йӗркеленӗ. Унӑн ячӗ — Инвестици тата усламҫӑсен пуҫарулӑхне аталантарас, предпринимательсен правине хӳтӗлес енӗпе ӗҫлекен координаци канашӗ.
Указа республика Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев паян, ҫурла уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ.
Документра каланӑ тӑрӑх, канаша инвестицин пӗрлехи политикине йӗркелес тата пурнӑҫа кӗртес тӗллевпе туса хунӑ. Асӑннӑ канаш республикӑн социаллӑ пурнӑҫӗпе экономика аталанӑвне тӗпе хурса ӗҫлемелле.
Ҫӗнӗ канашӑн ертӳҫи республика Элтеперӗ хӑй пулӗ. Канаш йышне те вӑл хӑех ҫирӗплетӗ. Кун пирки те Указра палӑртса хӑварнӑ.
