Ӗнер Чӑваш Республикин Элтеперӗ темиҫе ҫынна хисеплӗ ятсем пама йышӑннӑ.
Федерацин травматологи, ортопеди тата эндопротезировани центрӗн аслӑ медицина сестрине Светлана Архиповӑна «Чӑваш Республикин сывлӑх сыхлавӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» ят панӑ, Шупашкарти электроаппаратура савучӗн пахалӑх службин бюровӗн пуҫлӑхне Владимир Бахарева, Шупашкарти электроаппаратура савучӗн автомат цехӗн участок мастерне Валерий Максимова — «Чӑваш Республикин промышленноҫӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ», Шупашкарти юханшыв порчӗн электрооборудование юсакан тата тытса тӑракан электромонтера Олег Григорьева — «Чӑваш Республикин транспортӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ».
Кӑҫалхи раштав уйӑхӗн 31-мӗшӗнче канасси пирки Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: кун пирки республика Элтеперӗ Олег Николаев Инстаграма хыпарланӑччӗ. «Раштав уйӑхӗн 31-мӗшӗнче канӑпӑр», — ҫапла ҫырнӑччӗ вӑл раштав уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Инстаграмри хӑйӗн страницинче.
Кану кунӗ туса хурасси ҫинчен Олег Николаев ҫав кунах хушу кӑларнӑччӗ. Анчах унта сӑмах патшалӑх служащийӗсем пирки пырать. Ҫапах та Элтепер республикӑри ытти организаци ертӳҫисене раштавӑн 31-мӗшӗнче ӗҫченсене кантарма сӗннӗ. Ун вырӑнне раштав уйӑхӗн 26-мӗшӗнче, шӑматкун, ӗҫлеттерсе.
Алла Салаевӑна Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн Председателӗн ҫумӗ – вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министрӗ пулма ҫирӗплетнӗ. Хушӑва республика Элтеперӗ ӗнер алӑ пуснӑ.
Алла Салаевӑна 2015 ҫулхи юпа уйӑхӗнче Чӑваш Ен Министрсен Кабинечӗн Председателӗн ҫумӗн пуканне пӗрре шаннӑччӗ-ха. Анчах унта вӑрах ӗҫлеменччӗ вӑл. 2016 ҫулхи ака уйӑхӗнче ҫав ӗҫрен кайнӑччӗ.
Алла Салаева 1979 ҫулта Шупашкарта ҫуралнӑ, И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче истори учительне вӗреннӗ. Педагогика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ. Алла Салаева Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн социаллӑ ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен ҫумӗ пулса та тӑрӑшнӑччӗ. Кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗн 10-мӗшӗнче ӑна Чӑваш Ен Министрсен Кабинечӗн Председателӗн ҫумӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлама /news/24340.html
ҫирӗплетнӗччӗ. Юлашки вӑхӑтра вӑл вице-премьер пулнипе пӗрлех вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министрӗн тивӗҫне пурнӑҫланӑччӗ.
Пирӗн республикӑра Чӑваш тӗррин кунне туса хунӑ. Кун пирки Олег Николаев паян хушу кӑларнӑ. Чӑваш тӗррин кунӗ чӳк уйӑхӗн 26-мӗшӗнче пулӗ.
Ҫак куна ахальтен суйламан. Шӑпах ҫав кун Екатерина Ефремова художник ҫуралнӑ. Вӑл чӑваш халӑхӗн тӗрӗ ӳнерне аталантарма нумай тӑрӑшнӑ.
Екатерина Иосифовна 1914 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Хусан кӗпӗрнинчи Чистай уесӗнчи Якурккел ялӗнче (халӗ – Тутарстанри Нурлат районӗ) ҫуралнӑ. 2020 ҫулхи нарӑс уйӑхӗ 26-мӗшӗнче Шупашкарта ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. Паллӑ ӑста Мускаври техникумра тата институтра ӳнер ӑсталӑхне вӗреннӗ.
Аса илтерер: Чӑваш Енри тӗрӗ ӑстисем Чӑваш тӗрррин кунӗ пирки ӗмӗтленни ҫинчен эпир шӑп та лӑп ҫулталӑк каялла пӗлтернӗччӗ . Ӑстасем республикӑн ун чухнехи Элтеперӗпе, Михаил Игнатьевпа, 2019 ҫулхи юпа уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Чӑваш тӗррин музейӗнче тӗл пулнӑччӗ. Тӗрӗҫӗсенчен пӗри, Чӑваш Республикин культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Евгения Жачева, Чӑваш тӗррин кунне йышӑнма сӗннӗччӗ.
Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев ӗнер, юпа уйӑхӗн 13-мӗшӗнче, патшалӑх наградисемпе чысласси ҫинчен 272-мӗш номерлӗ хушу кӑларнӑ.
Чӑваш патшалӑх пукане театрӗнче ӗҫлекен Алевтина Тимофеева артиста «Чӑваш Республикин халӑх артисчӗ» ят пама йышӑннӑ.
Асӑннӑ культура учрежденийӗнче литературӑпа драматурги пайӗн пуҫлӑхӗнче ӗҫлекен Любовь Вдовцевӑна «Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» хисеплӗ ят парас тенӗ.
Сӑмах май, Чӑваш патшалӑх пукане театрӗ кӑҫалхи ака уйӑхӗн 15-мӗшӗнче 75 ҫул тултарчӗ. Театр директорӗ – Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Елизавета Абрамова, пултарулӑх ертӳҫи – Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ Юрий Филиппов.
Максим Петрова Чӑваш Енӗн транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министрӗн ҫумӗ пулма шаннӑ. Хушӑва Олег Николаев паян алӑ пуснӑ. Ӗҫлӗ хута республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ.
«Ҫыхӑнура» порталта пӗлтернӗ тӑрӑх, маларах Максим Петров министерствӑра автомобиль ҫулӗсен аталанӑвӗн пай пуҫлӑхӗ пулса ӗҫленӗ.
Аса илтерер: ӗнер министр ҫумӗн пуканне Евгений Павлов пушатнӑччӗ.
Республикӑн транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министрӗн Владимир Осиповӑн паянтан икӗ ҫум: Юрий Арлашкин тата Максим Петров.
Паян Чӑваш Ен транспорт тата ҫул-йер хуҫалӑхӗн министрӗн ҫумне Евгений Павлова ӗҫрен хӑтарма йышӑннӑ. Ӗҫлӗ хута республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ. Ӑна республикӑн Министрсен Кабинечӗн ертӳҫи Олег Николаев юпа уйӑхӗн 12-мӗшӗнче алӑ пуснӑ.
Транспорт тата ҫул-йр хуҫалӑхӗн министрӗн Владимир Осиповӑн халӗ пӗр ҫум: Юрий Арлашкин.
Евгений Павлов министр ҫумӗн должноҫне 2016 ҫулта йышӑннӑ. Унччен вӑл финанс пайӗн пуҫлӑхӗ пулса ӗҫленӗ, патшалӑх программисене пурнӑҫлассишӗн тата ҫул-йӗр фончӗ валли уйӑракан укҫа-тенкӗпе усӑ курассишӗн яваплӑ пулнӑ.
Паян Чӑваш Енӗн экономика аталанӑвӗн тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрӗн ҫумӗ пулма 39 ҫулти Денис Спирина шаннӑ. Ҫапла вара экономика министрӗн ҫумӗсем халӗ тӑваттӑн: Инна Антонова, Екатерина Кузьмина, Ирина Крылова тата Денис Спирин.
Денис Спирин — Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев пуҫарнипе авӑн уйӑхӗнче ирттернӗ «Ертӳҫӗсен команди» республикӑри конкусра ҫӗнтернӗ пилӗк ҫынтан пӗри. Пӗр вӑхӑтра вӑл «Мегаполис» банкӑн правленийӗн председателӗ пулнӑ, кайран «Анастасия» тата «Динас» предприятисен гендиректорӗнче ӗҫленӗ. Аслӑ пӗлӗве Шупашкарти коопераци институтӗнче, Питӗрти патшалӑхӑн экономика университетӗнче, Мускаври гуманитарипе экономика институтӗнче илнӗ.
Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев 2020 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 27-мӗшӗнче алӑ пуснӑ Хушӑва улшӑну кӗртнӗ. Ҫапла вара 65 ҫултан аслӑрах, ҫаплипех ӗҫе ҫӳрекен ҫынсем килте ларма пултарӗҫ. Уншӑн вӗсене укҫа тӳлӗҫ.
Килте лармалли вӑхӑта юпа уйӑхӗн 5-мӗшӗнчен пуҫласа 18-мӗшӗччен тата юпа уйӑхӗн 19-мӗшӗнчен пуҫласа чӳк уйӑхн 1-мӗшӗччен тесе палӑртнӑ. Чӑваш Ен Элтеперӗн пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, кайран ҫаввӑхӑта тата тӑсма пултарӗҫ.
Ҫак йышӑнӑва ҫынсем тӗрлӗ вирус чирӗпе, ҫав шутра, паллах, кӑшӑлвируспа, ан чирлеччӗр тесе тунӑ.
Ӗнер Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев черетлӗ хушӑва алӑ пуснӑ. Маларах вӑл республикӑн Правительствине йӗркеленӗччӗ. Министрсенчен нумайӑшне хальхи вӑхӑтра ҫирӗплетнӗ ӗнтӗ. Министр тивӗҫне пурнӑҫлаканӗсем темиҫен ҫеҫ.
Республика Элтеперӗн ЧР Патшалӑх Канашӗнчи пайташӗ пулма Олег Николаев Элтепер Администрацийӗн ертӳҫине Вячеслав Борисова ҫирӗплетнӗ.
Аса илтерер: Вячеслав Борисов 2008 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 2-мӗшӗнченпе Федерацин монополипе кӗрешекен службин республикӑри управленийӗн пуҫлӑхӗнче ӗҫленӗччӗ. Вӑл 1972 ҫулта Хӗрлӗ Чутай районӗнче ҫуралнӑ. Виҫӗ хутчен аслӑ пӗлӳ илнӗ, ҫав шутран пӗри — юридици. Экономика наукисен кандидачӗ. Чӑваш Ен пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрӗн ҫумӗ, Федерацин Финанс енчен сыватакан тата панкрутлӑх енӗпе ӗҫлекен службӑн Чӑваш Енри органӗн ертӳҫи, транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министрӗ пулнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (31.03.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ишетер Федосия Дмитриевна, чӑваш тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Садай Владимир Леонтьевич, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Воробьёв Алексей Александрович, чӑваш сӑвӑҫи вилнӗ. | ||
| Спиридонов Моисей Спиридонович, чӑваш живописецӗ, графикӗ вилнӗ. | ||
| Афанасьев Алексей Андриянович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, тӑлмачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |