Чӑваш Енӗн Ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн патшалӑх автоинспекцийӗн управлени пуҫлӑхӗн заместителӗнче — пай пуҫлӑхӗнче тӑрӑшакан Марат Михайлова «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медалӗпе чысланӑ. Марат Сергеевич — полици полковникӗ. Хушӑва Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев алӑ пуснӑ.
Полицин подполковникне Владимир Петрова вара Чӑваш Республикин Хисеп грамотипе чыслама йышӑннӑ. Владимир Александрович – Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствин Наркотик ҫаврӑнӑшне тӗрӗслекен управленин «Гром» спецназӗн пайӗн пуҫлӑхӗ.
Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев ӗҫе тивӗҫлипе пурнӑҫламан муниципалитетсен ертӳҫисене ӗҫрен кӑларса яма пултарӗ. Ку вӑл сити-менеджерсене (тепӗр майлӑ каласан, Депутатсен пухӑвӗсен председателӗсене — вӗсем муниципалитет округӗсен пуҫлӑхӗсем шутланаҫҫӗ) тата муниципалитет округӗсен администрацийӗсен пуҫлӑхӗсене пырса тивет.
Ятарлӑ хушӑва Олег Николаев ӗнер алӑ пуснӑ. Тивӗҫне йӗркеллӗ пурнӑҫламан ҫынна малтан асӑрхаттарӗҫ е выговор парӗҫ. Пӗр уйӑхра вӑл юсанмасан ӑна Элтепер ӗҫрен кӑларма пултарӗ.
Шупашкарти троллейбус управленине республика харпарлӑхне пама палӑртни пирки пӗлтернӗччӗ. Паян ЧР Элтеперӗ Олег Николаев ҫак хушӑва алӑ пуснӑ.
Управленипе пӗрле унӑн пӗтӗм куҫман пурлӑхӗ куҫнӑ. Халӗ троллейбус упавленийӗ - патшалӑх унитари предприятийӗ. Унччен вӑл МУП пулнӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкарти троллейбус управленине те республика харпӑрлӑхне пама палӑртнӑ.
Аса илтерер: тӳре-шара кӑҫал раштав уйӑхӗнче ҫак икӗ хула хушшинче троллейбуссем ҫӳреме пуҫлассине пӗлтернӗччӗ
Чӑваш Енӗн Патшалӑх ветеринари службине 3 ҫул ертсе пынӑ хыҫҫӑн Константин Викторов ӗҫрен хӑйӗн ирӗкӗпе кайнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ-ха.
Паян ку должноҫе Александр Шакин йышӑннӑ. Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев алӑ пуснӑ хушӑва республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче паян вырнаҫтарнӑ.
Патшалӑх ветеринари службинчи хыпар тӑрӑх хакласан, Александр Шакинӑн икӗ заместитель: Николай Харитонов тата Дмитрий Моисеев. Ҫак йӗркесен авторӗ ӑнланнӑ тӑрӑх, Александр Шакин унччен Тӑвай районӗнче ӗҫленӗ.
«Фармаци» патшалӑх унитари предприятийӗн директорне Юрий Бабаева должноҫрен кӑларнӑ. Ку хушӑва ЧР Элтеперӗ Олег Николаев алӑ пуснӑ.
Вӑл ку предприятире 2020 ҫулхи юпан 15-мӗшӗнче тӗп директор пек ӗҫлеме пуҫланӑ. Унтан директор пек пулса юлнӑ. Ӗнертенпе вара вӑл ҫак предприяти ертӳҫи шутланмасть.
Палӑртмалла: «Фармаци» ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстине пӑхӑнать.
К.В. Иванов ячӗллӗ Чаваш патшалӑх академи драма театрӗн артистне Геннадий Медведева Чӑваш Республикин Хисеп грамотипе чыслама йышӑннӑ. Хушӑва республика Элтеперӗ Олег Николаев пуш уйӑхӗн 3-мӗшӗнче алӑ пуснӑ.
Пулас артист 1961 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Канаш районӗнчи Сиккассинче ҫуралнӑ. 1983 ҫулта Мускаври М.С. Щепкин ячӗллӗ Аслӑ театр училищинчен вӗренсе тухнӑранпах Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче ӗҫлет.
Чӑваш Енре «Халӑх учителӗ» ята ҫирӗплетесшӗн. Хушу проектне Элтепер администрацийӗ хатӗрленӗ.
Проектра палӑртнӑ тӑрӑх, «Халӑх учителӗ» ята ҫулталӑкра пӗрре, Вӗрентекен кунӗнче, парасшӑн. Ҫак ята вӗренӳ тата педагогика ӗҫӗн пӗлтерӗшне, вӗрентекенсен ҫитӗнӗвӗсене палӑртас тӗллевпе пама пуҫласшӑн.
ЧР патшалӑх ветеринари службин ертӳҫи Константин Викторов ӗҫрен хӑйӗн ирӗкӗпе кайнӑ. Ку должноҫре вӑл шӑп та лӑп 3 ҫул ӗҫленӗ.
Константин Викторов ку пукана 2020 ҫулхи нарӑс уй ӑхӗнче йышӑннӑ. Унччен вӑл Шупашкарти кайӑк-кӗшӗк хапрӑкӗнче, ветеринари тата фитосанитари тӗрӗслевӗн федераци службин управленийӗнче ӗҫленӗ.
Константин Викторов ӗҫрен каясси пирки паян влаҫ органӗсен порталӗнче хушу тухнӑ.
Кӑҫал Шупашкарта иртекен пӗтӗм тӗнчери кинофестиваль 6 кун мар, пӗр эрне пулӗ. Ку хушӑва нумаях пулмасть ЧР Элтеперӗ алӑ пуснӑ.
Ҫапла кинофестиваль ҫу уйӑхӗн 26-мӗшӗнче пуҫланса 31-мӗшӗнче вӗҫленмест, ҫӗртмен 1-мӗшӗнче кӑна хупӑнӗ. Хальхи вӑхӑтра икӗ номинаципе ӗҫсем йышӑнаҫҫӗ: «Вӑйӑ киновӗ» тата «Этника тата регион киновӗ». Суйлав ака уйӑхӗн 1-мӗшӗччен пулӗ.
ЧР вӗренӳ министрӗн тепӗр ҫум пулӗ. Ҫапла хушу кӑларнӑ ЧР Элтеперӗ Олег Николаев.
Министр ҫумӗ икӗ пая ерте пырӗ. Вӗсем ҫамрӑксен политики, ҫамрӑксен юхӑмӗн, патриотлӑх воспитанийӗн аталанӑвӗ енӗпе ӗҫлеҫҫӗ.
Хальхи вӑхӑтра Дмитрий Захаров министрӑн пӗрремӗш ҫумсӑр пуҫне тепӗр икӗ ҫум пур. Ҫӗнӗ должноҫе кам йышӑнасси хальлӗхе паллӑ мар.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (31.03.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ишетер Федосия Дмитриевна, чӑваш тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Садай Владимир Леонтьевич, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Воробьёв Алексей Александрович, чӑваш сӑвӑҫи вилнӗ. | ||
| Спиридонов Моисей Спиридонович, чӑваш живописецӗ, графикӗ вилнӗ. | ||
| Афанасьев Алексей Андриянович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, тӑлмачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |