Чӑваш Енӗн вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министрӗн пӗремӗш ҫумне Алексей Лукшина ӗҫрен кӑларнӑ. Ҫавӑн ҫинчен калакан хушӑва республика ертӳҫи Олег Николаев паян алӑ пуснӑ, документа влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ.
Вӗренӳ министрӗн Дмитрий Захаровӑн паянхи кун икӗ заместитель тӑрса юлнӑ. Вӗсем – Надежда Никандрова тата Марина Лежнина.
Алексей Лукшин министерствӑри ҫав пукана шӑп та лӑп виҫӗ ҫул йышӑннӑ. Министр ҫумӗн тилхепине ӑна 2020 ҫулхи юпа уйӑхӗн 22-мӗшӗнче тыттарнӑ. Унччен вӑл Шупашкарти 45-мӗш шкул директорӗнче ӗҫленӗ.