РФ Президенчӗ Владимир Путин Чӑваш Енӗн прокурорӗн должноҫне Эдуард Гиматова сӗннӗ. Паян Федераци Канашӗнче ҫак кандидатурӑна ырланӑ.
Эдуард Гиматов - Курган облаҫӗнчен. Вӑл 2002 ҫулта Тюменьти патшалӑх унивреситетне ӑнӑҫлӑ пӗтернӗ. 2003 ҫулхи ҫу уйӑхӗнченпе прокуратура органӗсенче ӗҫлет. Малтан прокурор пулӑшуҫи пулнӑ, кайран – Тюмень облаҫӗн тата Тюмень хулин прокурорӗ. Ҫавӑн пекех Тамбов облаҫӗн прокурорӗн ҫумӗнче ӗҫленӗ. Вӑл – юстицин аслӑ канашҫи. Ӗҫре ҫитӗнӳсем тунӑшӑн ӑна пӗрре мар хавхалантарнӑ, ҫав шутра – Раҫҫейӗн тӗп прокурорӗ те.
Аса илетер: унччен Чӑваш Ен прокурорӗ Андрей Фирсов пулнӑ. Вӑл кӑҫалхи утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Атӑл урлӑ ишсе каҫнӑ чухне вилнӗ.