Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +11.3 °C
Ҫиччӗ виҫ те пӗрре кас.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: хушусем

Персона
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Чӑваш Енре ҫӗнӗ вице-премьер пулӗ. Вӑл – Олег Николин. Хушӑва ЧР Элтеперӗ паян алӑ пуснӑ.

Олег Николин – Сӗнтӗрвӑрри хулинчен, вӑл унта 1973 ҫулта ҫуралнӑ. И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУран экономиста вӗренсе тухнӑ. Карьерине РФ ШӖМӗн шалти ӗҫсен органӗсенче пуҫланӑ. Карьерин пысӑк пайӗ, 25 ҫул, Перекет банкӗпе ҫыхӑннӑ. 2021 ҫулта Олег Валентинович Чӑваш Республикин Элтеперӗн Тав хутне тивӗҫнӗ. Вӑл авланнӑ, мӑшӑрӗпе икӗ хӗр ӳстереҫҫӗ.

Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, ҫӗнӗ вице-премьер экономикӑпа тата финанссемпе ҫыхӑннӑ ыйтусем тӗлӗшпе ӗҫлӗ.

 

Политика
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

ЧР Правительствин председателӗ Сергей Артамонов транспорт министрӗн ҫумне Аретм Пилкина палӑртасси пирки хушӑва алӑ пуснӑ.

Вӑл Транспорт министерствинче 2012 ҫултанпа ӗҫлет. Унччен Строительство министерствинче вӑй хунӑ. Пӗр вӑхӑт патшалӑх службинчен кайса харпӑр усламҫӑ пулнӑ. Хальхи вӑхӑтра Чӑваш Енри ЕТК операторӗн дирекректорӗ те шутланать. 2022 ҫулта Транспорт министерствине таврӑннӑ, транспорт пайӗн пуҫлӑхӗ пулнӑ.

Аса илтерер: чӳкӗн 28-мӗшӗнче министр ҫумӗ пулнӑ Юрий Арлашкина ӗҫрен кӑларнӑ.

 

Республикӑра
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев ҫитес ҫула республикӑра мӗне халалланине палӑртнӑ, хушӑва алӑ пуснӑ.

Ҫитес ҫул Чӑваш Енре Халӑхсен туслӑхӗн ҫулӗ пулӗ. Олег Алексеевич палӑртнӑ тӑрӑх, шӑпах уншӑн ҫынсем нумай сасӑланӑ.

Аса илтерер: пӗлтӗр республикӑра Ҫӗнтерӳ тата патриотизм ҫулталӑкӗ пулнӑ, 2024 ҫулта вара – Экологи культурипе ҫутҫанталӑкпа перекетлӗ усӑ курмалли ҫулталӑк.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/oanikolaev
 

Персона
mvprint.ru сайтри сӑн
mvprint.ru сайтри сӑн

Чӑваш эстрада юрӑҫине Алексей Московские «Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» ята панӑ. Хушӑва ЧР Элтеперӗ Олег Николаев ӗнер алӑ пуснӑ.

Алексей Московский 1981 ҫулхи ҫӗртмен 14-мӗшӗнче Елчӗкре ҫуралнӑ. Хӑй каланӑ тӑрӑх, ача чухне вӑл тытӑнчӑклӑн калаҫнӑ, урокра ытлах сӑмах хушман.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/ishutov_news
 

Республикӑра
«Чеб.ру» сайтри сӑн
«Чеб.ру» сайтри сӑн

Чӑваш Енре пушара хирӗҫ режим вӑйра пулма пӑрахнӑ. Ӑна юпа уйӑхӗн 6-мӗшӗнче пӑрахӑҫланӑ. Хушӑва Министрсен Кабинечӗн ертӳҫи Сергей Артамонов алӑ пуснӑ.

Ҫавӑн пекех муниципалитетсене те ҫак режима пӑрахӑҫлама сӗннӗ. Аса илтерер: пушара хирӗҫ режим Чӑваш Енре ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен вӑйра пулнӑ. Ҫак тапхӑрта вӑрманта кӑвайт чӗртме, ҫӳп-ҫап ҫунтарма, кӑвайт ҫинче апат пӗҫерме юраман.

Сӑмах май, пӗлтӗр республикӑра пушара хирӗҫ режима юпан 18-мӗшӗнче пӑрахӑҫланӑ.

 

Тӗн
cheb.ru сайтри сӑн
cheb.ru сайтри сӑн

Чӑваш Ен правительстви Шупашкарти «Университет» микрорайонта православи храмне тумашкӑн ҫӗр уйӑрса панӑ. Хушӑва аван уйӑхӗн 19-мӗшӗнче алӑ пуснӑ. 7,3 пин тӑваткал метр лаптӑка Шупашкар тата Чӑваш Ен епрахине 2035 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗччен усӑ курма панӑ.

Ҫапла ҫак микрорайонта та православи тӗнне ӗненекенсем валли храм пулӗ. Вӑл Лукин урамӗнче 9-мӗш тата 11-мӗш ҫуртсене хирӗҫ вырнаҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-194537172_23986
 

Республикӑра
miloserdie.ru сайтри сӑн
miloserdie.ru сайтри сӑн

Ҫӗмӗрле округӗнчи Вырӑс Улхаш ялӗнче тилӗ виллине тупнӑ та экспертизӑна янӑ. Вӑл урнӑ чирпе аптӑрани паллӑ пулнӑ.

Паянтан Вырӑс Улхашӗнче – карантин. Хушӑва ЧР Элтеперӗ Олег Николаев алӑ пуснӑ. Ялтан 1,6 ҫухрӑм радиусри территори ку чир енчен хӑрушӑ пулнине палӑртнӑ.

Хальхи вӑхӑтра ветеринарсем чире сарӑлма парас мар тесе ӗҫлеҫҫӗ. Карантин пулнӑ чухне чӗрчунсен куравне йӗркелеме, вӗсене сутма юрамасть.

Сӑмах май, авӑнӑн 9-мӗшӗнченпе Ҫӗнӗ Шупашкарта та карантин. Унта «Агния» сад юлташлӑхӗ патӗнче тилӗ виллине тупнӑ, вӑл урнӑ чирпе аптӑранине палӑртнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/gosvetchuv/4123
 

Персона

Геннадий Дегтярёв чӗлхеҫе хисеплӗ ят панӑ. Вӑл «Чӑваш Республикин вӗрентӗвӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» ята тивӗҫнӗ. Ҫапла пӗлтерет «Пуринчен малтан» телеграм-канал.

Геннадий Анатольевич — Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн ертсе пыракан ӑслӑлӑх ӗҫченӗ, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ. Халӗ ав ӑна сумлӑ ятпа чысланӑ.

Хушӑва Чӑваш Республикин Элтеперӗ Олег Николаев алӑ пуснӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/nikamran
 

Персона
Театрпа капелла сӑнӳкерчӗксемпе усӑ курса Таисия Ташней хатӗрленӗ коллаж
Театрпа капелла сӑнӳкерчӗксемпе усӑ курса Таисия Ташней хатӗрленӗ коллаж

Чӑваш Енри икӗ пултарулӑх ӑсти хисеплӗ ята тивӗҫнӗ. Хушӑва республика Элтеперӗ Олег Николаев иртнӗ эрнере алӑ пуснӑ.

Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗн тӗп режиссёрне Дмитрий Михайлова «Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ» хисеплӗ ят панӑ. Ун пек ята Шупашкарти «Классика» капелли» концерт учрежденийӗн тӗп дирижёрӗ Владимир Петров та тивӗҫнӗ.

 

Персона
https://vk.com/wall-96482380_4655?z=photo-170179245_457247866%2Fd27e8fed602f7bf8e3 сӑнӳкерчӗкӗ
https://vk.com/wall-96482380_4655?z=photo-170179245_457247866%2Fd27e8fed602f7bf8e3 сӑнӳкерчӗкӗ

К. В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалах академи драма театрӗн гример-постижерне Наташа Спиридоновӑна «Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ артисчӗ» ят панӑ.

Хисепле вулаканӑмӑрсем, Наташа тенинчен тӗлӗнме кирлӗ мар, Наташа Спиридонова тесе ӗҫлӗ хутра ҫырнӑ.

Сӑмах май каласан, ҫав ӑста 2023 ҫулта ӳкернӗ кӗске метрлӑ «Пиртен пӗри» фильмри артистсене те сӑрласа ҫӗнӗ сӑнарпа ҫывӑхлатнӑ.

 

Страницӑсем: 1, [2], 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, ... 45
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ахӑртнех, сирӗн унчченхи юрату йӑл илӗ. Ку пӗр-пӗринпе интересленни те пулма пултарать. Анчах шӑпа пӳрнипе сирӗн ҫулсем пӗрлешӗҫ. Килти ӗҫсене нумай тимлӗх уйӑрсан вӗсен ӑшне путсах ларатӑр. Кайран вара унтан тухма йывӑр пулӗ.

Авӑн, 04

1889
137
Илле Тӑхти, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1926
100
Максимов Пётр Андреевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1947
79
Яклашкин Морис Николаевич, хор дирижёрӗ ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа тарҫи
кил-йышри арҫын
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа хӑй
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуть те кам тухсан та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа арӑмӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть