Чӑваш Республикин прокурорӗн пӗрремӗш ҫумӗ пулмашкӑн Михаил Шпакова ҫирӗплетнӗ. Ку хушӑва РФ Президенчӗ Владимир Путин ҫу уйӑхӗн 7-мӗшӗнчех алӑ пуснӑ.
Михаил Шпаков – Ростов облаҫӗнчен, вӑл Вешенская станцӑра 1980 ҫулта ҫуралнӑ, Питерти ШӖМ университетне пӗтернӗ. Прокуратура органӗсенче вӑл 2008 ҫултанпа ӗҫлет.
Михаи Шпаков юлашки икӗ ҫулта Ленинград облаҫӗнчи Тихвин хула прокурорӗнче ӗҫленӗ. Сӑмах май, унччен ЧР прокурорӗн пӗрремӗш ҫумӗ Илья Жилин пулнӑ. Вӑл пӗлтӗр кӗркунне тивӗҫлӗ канӑва тухнӑ.