Ҫӗнӗ Шупашкарти хула пульницинче кӗлӗ пӳлӗмӗ уҫӑлӗ. Турра ӗненекенсем валли республика влаҫӗсем 13,2 тӑваткал метрлӑ пӳлӗм уйӑрма йышӑннӑ.
Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, пульницӑн иккӗмӗш хутра вырнаҫнӑ хирурги корпусӗнчи пӳлӗме Елисавета кнеҫ хӗрӗн чиркӗвӗн православи прихутне парӗҫ. Пӳлӗмре кӗлӗ кӗтесӗ пулӗ.
Пульницӑри пӳлӗме прихут харпӑрлӑхне парасси ҫинчен калакан хушӑва Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн Пуҫлӑхӗ Иван Моторин ӗнер алӑ пусса ҫирӗплетнӗ. Ӗҫлӗ хута ӗнерех Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталне вырнаҫтарнӑ. Унта палӑртнӑ тӑрӑх, куҫман харпӑрлӑха пӗр баланс ҫинчен тепӗр баланс ҫине куҫарни — конкуренци ҫинчен калакан федераци саккунӗпе килӗшӳллӗн пурнӑҫланӑ утӑм.
Хамăр ял // 3199.70.7123
2018.08.08 00:55 | |
Анчах, пульницира медицина валли пулемсем сителекле-и? | |
Памук // 1173.1.8625
2018.08.10 22:11 | |
Пупсен бизнӗсӗ пур ҫӗре те хӗсӗнет... |