Ҫанталӑк пӑсӑлнӑ май Чӑваш Енре ӗнертенпе инкеклӗ лару-тӑру режимӗ пулнине палӑртнӑ. Ку хушӑва ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев алӑ пуснӑ.
Документра палӑртнӑ тӑрӑх, ЧР Министрсен Кабинечӗн район тата хула администрацийӗсемпе пӗрле асар-писер ҫанталӑк шар кӑтартнӑ пулӑма сирмелли ӗҫ хатӗрлемелле, инкеклӗ лару-тӑрӑва пӗтермешкӗн республикӑн резерв хыснинчен укҫа уйӑрмалла. Муниципалитетсене вара вӑйлӑ ҫил сиен кӳнӗ ҫуртсене юсама, ӳкнӗ йывӑҫсене тирпейлеме хушнӑ. Инкеклӗ лару-тӑру режимӗ ятарлӑ хушу пуличчен тӑсӑлӗ.
Аса илтерер: Красноармейски районӗнчи Еншик Чулла ялӗнче шкул спортзалӗн, ФАП тӑрри сиенленнӗ. Вӑрмар районӗнчи Пысӑк Енккассинче шкул тӑррине сӳнӗ, Тавай районӗнчи Турикас Тушкил ялӗнчи шкул ҫивиттине те ҫил илсе пенӗ.
Вӑрмар тата Пӑрачкав районӗнче инкеклӗ лару-тӑру режимӗ пулнине ҫу уйӑхӗн 30-мӗшӗнчех палӑртнӑ. Юпасем, йывӑҫсем ӳкнӗрен 17 районти 3702 ҫурт электричествӑсӑр юлнӑ. Ӗнер ирхине электролинисене йӗркене кӗртсе пӗтернӗ.