Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +4.3 °C
Ӑслӑ ҫын нихҫан та ҫынна ухмах темест.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Политика: Чӑваш Енӗн вӗренӳ министрне Иванова лартнӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Вика Сорокина 16.05.2018 17:58 | 1958 хут пӑхнӑ
Политика

Паян Чӑваш Енӗн вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министрне лартнӑ. Портфеле Александр Иванова тыттарнӑ. Ҫапла-ҫапла, унччен республикӑн Информаци политикипе массӑллӑ коммуникаци политикин министерствине ертсе пынӑ Александр Степановича.

Александр Иванова Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев хӑйӗн паянхи хушӑвӗпе пӗр ӗҫрен хӑтарса тепӗр ӗҫе вырнаҫтарнӑ.

Хӑй вӑхӑтӗнче эпир Раҫҫей Президенчӗн суйлавӗ хыҫҫӑн Чӑваш Енри хӑш-пӗр тӳре-шара ӗҫсӗр юлассине систернине хыпарланӑччӗ. Калаҫтаракан ҫак хыпара, аса илтерер, Александр Белов журналист «Правда ПФО» интернет-хаҫатра ҫырса кӑтартнӑччӗ. Унта республикӑн Правительствинче ӗҫсӗр юлма пултаракан министрсен ячӗсене асӑнса кайнӑччӗ. Унта ҫырнине ӗненсен, ӗҫрен хӑтармаллисен малтанласа ҫирӗплетнӗ списокӗнче информполитика министрӗ Александр Иванов, транспорт министрӗ Владимир Иванов, строительство министрӗ Владимир Михайлов, юстици министрӗ Наталья Тимофеева, культура министрӗ Константин Яковлев тенӗччӗ.

#Вӗренӳ министерстви, #хушусем, #Информаци политикин министерстви, #ӗҫ вырӑнӗсем, #тӳре-шара, #Элтепер

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Микула // 9259.3.8429
2018.05.21 05:44
Ырламалла. ЧНТ спутникпе курмалла тума пултарчĕ. Тен тăрăшсан. Шупашкарта пурăнакан чăваш ачисем валли те тăван чĕльхепе ÿстермелли ача сачĕсем туса парĕ .

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем