Паян К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче Петӗр Хусанкай ҫуралнӑранпа 110 ҫул ҫитнине халалласа чаплӑ уяв иртнӗ. Унта пулса курнисем каланӑ тӑрӑх, мероприятие чӑннипех те ҫӳллӗ шайра йӗркеленӗ.
Уява Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев, культура министрӗ Константин Яковлев, Тутарстанран килнӗ йӑхташӑмӑрсем тата ытти сумлӑ ҫын пуҫтарӑннӑ. Чӑваш халӑх поэзийӗн ҫутӑ ҫӑлтӑрӗ ҫуралнӑранпа 110 ҫул ҫитнине хисеплесе пуҫтарӑннисем хушшинче уйрӑмах хаклӑ хӑнасем: поэтӑн мӑшӑрӗ, СССР халӑх артистки Вера Кузьмина тата ҫӑлтӑр-мӑшӑрӑн ывӑлӗ, литература критикӗ, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ Атнер Хусанкай — пулнӑ.
Уяв мӗнле иртни чылайӑшне килӗшнӗ. «Тахҫанах кун пек савӑнманччӗ. Тӗлӗнмелле чаплӑ уяв! Ҫутӑ, таса, ырӑ! Тата — чи пахи — пӗтӗмпех чӑвашла! Кун пекки тахҫанах пулманччӗ! Михаил Игнатьев та чӑвашла ҫеҫ калаҫрӗ», — савӑнӑҫне пытарман Валерий Туркай сӑвӑҫ.
Чӑваш Енре пурӑнакан ҫамрӑк мӑшӑр туй тесе пӗр миллиона яхӑн тенкӗлӗх парӑм пухса янӑ. Малтан ҫамрӑксем ӗҫкӗ-ҫикӗ валли кивҫене кӗнӗ. Кайран чуп-чуп уйӑхне астумалӑх ирттерес тесе кредит илнӗ. Алла венчет ҫӗрри тӑхӑннӑ ҫамрӑк хӗрарӑмпа арҫын
вӑл укҫапа ҫулҫӳреве тухса кайнӑ. Кайран, парӑм каплансах пынине сиснӗ хыҫҫӑн, тата темиҫе кредит илнӗ — унпа вӗсем унчченхисемпе татӑлас тенӗ. Ҫапла сисмен те — пӗр миллиона яхӑн тенкӗ парӑм пуҫтарӑннӑ. Хӑйсем вӑй ҫитереймен енне панкрута кӑларма ыйтса хут ҫырнӑ.
Росреестрӑн Чӑваш Енри управленийӗнче REGNUM информагентствӑна пӗлтернӗ тӑрӑх, панкрута кӑларма ыйтса пирӗн республикӑра 350-а яхӑн ҫын ҫырнӑ. Вӗсенчен 30-а яхӑн ҫынна панкрута кӑларнӑ. Ыттисен ыйтӑвне тишкереҫҫӗ.
Уйрӑм ҫынсене панкрута кӑлармалли саккуна 2015 ҫулхи юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен улшӑну кӗртнӗччӗ.
Ӗнер Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗн Владимир Григорьевӑн 50 ҫулне паллӑ тунӑ. Ӑна палӑртма вӗсем ӗлӗкхиллех Трактор тӑвакансен Культура керменне, унти Пысӑк зала, пуҫтарӑннӑ.
Пурнӑҫне театр ӳнерне халаллама йышӑннӑ ҫак ҫын раштавӑн 24-мӗшӗнче Элӗк районӗнче ҫуралнӑ. Ун шалти пуянлӑхӗ Борис Чиндыковӑн «Алӑксем патӗнче» пьеси тӑрӑх лартнӑ спектакльти Иван художника сӑнарланӑ чух уйрӑмах уҫӑлнӑ тесе хаклаҫҫӗ. Борис Чиндыковӑн «Урасмет» пьеси тӑрӑх лартнӑ спектакльти Санай рольне те вӑл лайӑх калӑпланӑ. Кайран та, паллах, нумай сӑнара ӗнентерӳллӗ вылянӑ вӑл. Вӑл шутра хаваслисем те, йывӑр шӑпаллисем те лекнӗ. Ӗнер Владимир Григорьева ӗҫтешӗсем юбилейпа саламласа малашне те ӑнӑҫлӑ сӑнарсем суннӑ.
Севастопольти наципе культура обществисен ассоциацийӗн (ертӳҫи — В.А. Мелодан), Севастопольти чӑвашсен наципе культура обществин тата Крымри чӑвашсен наципе культура автономийӗн пайташӗсем Крымри этнографи музейне йӗркеленӗренпе 25 ҫул ҫитнине халалланӑ уява хутшӑннӑ.
Крымри этнографи музейӗ Симферопольте вырнаҫнӑ. Музей фондӗнче халӗ 14 пине яхӑн экспонат упранать. Вӗсенчен самай пайне ҫурутрав ҫинче пурӑнакансем пырса панӑ. Уява «Собираем, храним, изучаем» (чӑв. Пуҫтаратпӑр, упратпӑр, тӗпчетпӗр) куравпа уҫнӑ. Вӑл нарӑс уйӑхӗн 20-мӗшӗччен ӗҫлӗ.
Этнографи музейӗн чӗрӗк ӗмӗрне халалланӑ курава хутшӑннӑ чӑвашсем те музей пӗлтерӗшне пысӑка хурса хакланӑ. Сӑмах май, юбилей ҫулталӑкӗнче музейра ытти мероприяти те иртмелле.
Кӑшарнире Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков шыва кӗнӗ. Унӑн ҫумӗсем те Атӑлти шывра чӳхеннӗ.
Вӗсем Арҫынсен ҫветтуй Троица мӑнастирӗнче каснӑ вакра шыва кӗнӗ. Администрацирен унта 10 ҫын килнӗ. Алексей Ладыков ыттисене те вакка чӑмма чӗнсе каланӑ, ҫынсене Кӑшарнипе саламланӑ.
Сӑмах май, паян та шыва кӗме юрать. Вак каснӑ ҫӗрте ӑшӑнмалли ятарлӑ пунктсем пур. Вакка тытӑнса анмаллине те ятарласа хатӗрленӗ. Вӗсене канмалли кунсенче пуҫтарӗҫ.
Ҫак кунсенче тӗнче тетелӗнчи хаҫатсенчен пӗринче, вӑл Правительство ҫумӗнче мар хаҫатсен шутне кӗрет, Михаил Игнатьев Элтепер ҫуралнӑ тӑрӑхра, Шупашкар районӗнчи Янӑшра, районти Акатуя ирттерме хыпарлакан информаци пичетленчӗ. Анчах темшӗн ку хыпара хӑшӗсем кутӑнла йышӑннӑ, ырӑ хыпар айне тем тӗрлӗ комментари хӑвараҫҫӗ. Республика ертӳҫи Михаил Васильевич вӑл тӑрӑхран пулнипе унта ирттереҫҫӗ, унтисем иртӗхеҫҫӗ тесшӗн.
Хам та Шупашкар район ҫынни пулнӑ май унти пурнӑҫа сӑнаса тӑратӑп. Район администрацине Георгий Егоров ертсе пыма тытӑннӑ хыҫҫӑн вӑл муниципалитетра Акатуя райцентрта унчченхи пек ирттерессине пӑрахӑҫланӑччӗ. Георгий Иванович республикӑри евӗртерех йӗркелеме пуҫланӑччӗ: ял тӑрӑхӗсем хушшинче конкурс ирттереҫҫӗ те ҫӗр ӗҫченӗн уявне ӑҫта йӗркелессине палӑртаҫҫӗ. Республикӑри Акатуй та ҫавӑн пек иртет-ҫке: Шупашкарта уявланипе пӗрлех пӗр-пӗр районта ирттереҫҫӗ. Шупашкар районӗнче вара Кӳкеҫре йӗркелемеҫҫӗ, пӗр-пӗр ял тӑрӑхӗнче пухаҫҫӗ.
Пӗлтӗрхи конкурсра Ҫӗньял-Покровски ял тӑрӑхӗ ҫӗнтернӗччӗ.
Нарӑс уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче Чӑваш Енӗн культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченне Мария Асламаса тата унӑн ывӑлне, «Камерата Брно» чех оркестрӗн дирижерне, Шупашкарти Ф.П. Павлов ячӗллӗ музыка училищине вӗренсе пӗтернӗ Алексей Асламаса хисеплесе асӑну каҫӗ иртмелле.
Уява министерствӑсемпе ведомствӑсен, ӑслӑлӑх учрежденийӗсен, культура тата вӗренӳ учрежденийӗсен пайташӗсем, студентсем, Асламассен тӑванӗсем пуҫтарӑнмалла.
Музыка ӳнерӗн ӗҫченӗсем Инна Асламас, Татьяна Асламас, Алексей Аcламас, Антон Асламас, Марина Соприко, Динара Федотова, Дмитрий Семкин «Спешите жить» (Пурӑнма васкӑр) концерт программи хатӗрлеҫҫӗ. Уява пухӑннисем Асламассен династийӗпе курав урлӑ те паллашайӗҫ. Мероприяти 18 сехетре акт залӗнче пуҫланӗ. Унта тӳлевсӗрех кӗртеҫҫӗ.
Канаш районӗнчи Ҫӗнӗ Ачча ялӗнче пурӑнакан уҫӑ кӑмӑллӑ ҫынсем вырӑнти Культура ҫуртне бойлер-чейник парнеленӗ. Парнене ял ҫыннисем вырӑнти культура ӗҫченӗсем Ҫӗнӗ ҫулпа ирттернӗ аукцион вӑхӑтӗнче тыттарнӑ.
Аукциона Хӗл Мучи ертсе пынӑ, ӑна Юр Пике пулӑшнӑ. Аукцион лочӗ — тӗлӗнтермӗш япаласем пулнӑ. Теприсем питӗ хаклӑ-чаплӑ япаласемех пулман та, анчах ертсе пыракансем ӑна ырланине-мухтанине кура туяннӑ. Аукционӗ, сӑмах май, япалине кӑтартмасӑр, ӑна хаклани тӑрӑх иртнӗ. Мӗн сутнине тавҫӑракан япалине тӳлевсӗрех тыттарнӑ.
Аукциона пуҫтарӑннӑ ял ҫыннисем вырӑнти Культура ҫуртне бойлер-чейник парнелени Хӗл Мучипе Юр Пикене те тӗлӗнтернӗ. Ара, вӗсен парни мар-ҫке: ял халӑхӗ пухнӑ укҫапа туяннӑскер.
Крымра пурӑнакан чӑвашсем ӗнер, кӑрлачӑн 14-мӗшӗнче, Севастопольти наципе культура обществисен ассоциацийӗ ирттернӗ мероприятие хутшӑннӑ. Мероприятие Крымра халӑхсен хӗллехи уявӗсене халалланӑ.
Ассоциаци 23 ҫул ӗҫлет. Ӑна Валерий Милодан ертсе пырать. Белоруҫсен, эстонсен, гагаузсен, мӑкшӑсен тата чӑвашсен обществисем чи лайӑх ӗҫлекеннисен йышӗнчине палӑртма кӑмӑллӑ.
Тӗрлӗ халӑхӑн культурин илемлӗхне, апат-ҫимӗҫне, тумтирӗпе тата йӑли-йӗркипе паллаштарас тӗллевлӗ уява пуҫтарӑннисене Севастопольти тӳре-шара, общество организацийӗсен пайташӗсем саламланӑ. Вӗсем ассоциаци ӗҫ-хӗлне пысӑка хурса хакланӑ, вӑл тӑнӑҫлӑхпа лӑпкӑлӑха упрама пулӑшать тесе ырланӑ.
Ӗнер пирӗн халӑхӑмӑрӑн Крымри пайташӗсем те уяв сӗмне аванах кӗртнӗ. Тӑван халӑхӑмӑр тумтирне тӑхӑннӑскерсем ыттисем пекех тӑван чӗлхепе юрланӑ, наци апат-ҫимӗҫӗпе хӑналанӑ, йӑла-йӗркепе паллаштарнӑ.
Паян пӗрремӗш хут Пичет кунне уявланӑ мероприятие хутшӑнтӑм. Унччен те, паян та, унта мана чӗнменччӗ те, вӑл мӗнле иртнине халиччен хам куҫпа курманччӗ, хам хӑлхапа илтменччӗ. Паян вара пырса ҫитме май пулчӗ. Тепӗр тесен, хама та калем ӑсти тесе хаклама пулать-ҫке. Енчен те Мускаври тӳре-шара пирӗн сайта МИХ пек регистрацилеме хирӗҫ пулмасан (хутсене ярса парса) хам та малашне ют ҫын пек унта пулмӑп ӗнтӗ.
Чи малтан мана мӗн тӗлӗнтерчӗ-ха? Ӑна Раҫҫей пичечӗн (кӑрлачӑн 13-мӗшӗ) тата Чӑваш пичечӗн (кӑрлачӑн 19-мӗшӗ) кунӗсене халалланӑ пулин те чӑваш чӗлхи пач та курӑнмарӗ. Филармонине лексен те, зала кӗрсе вырнаҫса ларсан та. Пур вырӑнта та — йӑлт вырӑс чӗлхи. Салам баннерӗсенче те, филармонийӗнчи фойере те. Сӑмах май, фойери колоннӑсене илемлетнӗ чухне хаҫатсен сӑнӗсемпе усӑ курнӑ. Анчах, ӑна мӗнле хатӗрлени те питӗ курӑмлӑ — вырӑсла тухакан хаҫатсене («Советская Чувашия», «Грани») — ҫӳле, курӑмлӑ вырӑна вырнаҫтарнӑ пулсан, чӑвашлисене — чи аяла. Тӗпсакайне. Ҫак япалана хатӗрлекенӗ хаҫатсен паянхи саманари вырӑнне тӗп-тӗрӗс сӑнласа панӑ темелле: вырӑслисене тимлӗх пысӑкрах уйӑрнине кӑтартнӑ, вӗсем тӳре-шарашӑн пӗлтерӗшлӗрех пулнине палӑртнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |