Паян Чӑваш Енри журналистсемпе полиграфистсем ӗнерхи професси уявне — Раҫҫейӗн пичет кунне — палӑртрӗҫ. Вӗсене республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев, ЧР Патшалӑх Канашӗн Ертӳҫи Валерий Филимонов, информаци политикипе массӑллӑ коммуникаци министрӗ Александр Иванов саламланӑ.
Чӑваш патшалӑх филармонийӗнче иртнӗ уява пухӑннисенчен хӑшӗсене тӗрлӗ шайри Хисеп грамотисемпе саламланӑ. Чи пысӑк наградӑна — ҫӗршыври хисепе — ЧР Информаци политикин тата массӑллӑ коммуникаци министерствин финанспа экономика пайӗн пуҫлӑхӗ — тӗп бухгалтерӗ Елена Михайлова тивӗҫнӗ. Ӑна РФ Ҫыхӑну тата массӑллӑ коммуникацисен министерствин Хисеп грамотипе чысланӑ.
Пысӑка хурса хакланисен хушшинче харӑсах икӗ пуҫлӑх: Елчӗк районӗнчи «Елчӗк Ен» хаҫатӑн тӗп редакторӗ Николай Алексеев тата Вӑрмар районӗнчи «Хӗрлӗ ялав» хаҫат тӗп редакторӗ Зинаида Павлова. Вӗсем уявран Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗсем ятпа таврӑнӗҫ.
Сурхури… Темиҫе ҫул каялла ҫак уява пирӗн ялта анлӑ паллӑ тӑватчӗҫ. Шел те, халӗ ку уяв манӑҫса пырать. Эпир ача чухне ҫветке чупаттӑмӑр. Аслисем те тӗрлӗ тум тӑхӑнса килӗрен ҫӳресе пӑрҫа сапалатчӗҫ. Эх, интереслӗччӗ мӗн тери! Хӑшӗ-пӗри сурхури ачисене кӗртес мар тесе алӑка питӗретчӗ. Урамра тӗл пулнӑ ҫынсене юр ӑшне чӑмтараттӑмӑр. Пӗррехинче ҫветке супса чутах шар кураттӑмӑр. Ун чухнехи пӑтӑрмаха аса илме кӑмӑллӑ мар та, ҫапах каласа кӑтартам. Хамӑр урам ачисем пуҫтарӑнтӑмӑр та пит-куҫа капрон чӑлхапа хупласа, тӑлӑп-пальто, ҫӑмат тӑхӑнса килӗрен кайрӑмӑр. Кашнин патне кӗрсе урайне пӑрҫа сапаларӑмӑр. Кӑштахран ял вӗҫне ҫитрӗмӗр. Виҫӗ-тӑватӑ пӳрт кӑна юлнӑччӗ кӗмелли. Ҫтаппансен тӗлне ҫитсен тӑпах чарӑнтӑмӑр. «Малалла каяр мар пуль, каялла ҫаврӑнса утар», - терӗмӗр. Пурте килӗшрӗҫ.
Юрать, малалла кайман. Эпир ун чухне 11-12 ҫулсенчи ачасем ҫеҫчӗ. Ун чухне кӳршӗ пӳрте кӗнӗ пулсан, тен, хӑрушӑ ӳкерчӗк курӑттӑмӑр. Шӑпах ҫав каҫ пӗччен пурӑнакан кинемее такам тискеррӗн вӗлернӗ. Тепӗр кунхине яла милици килсе ҫитрӗ.
Раштав уявӗнче республикӑра пурӑнакан 4000 ача валли чӑн-чӑн праҫник пулнӑ. Вӗсене «Шупашкар-Арена» пӑр керменӗнче иртнӗ «Кӗлпике» представление йыхравланӑ. Ачасене пылак парнепе те савӑнтарнӑ.
Кӑрлач уйӑхӗн 7-мӗшӗнче хулари тӗп елка иртнӗ. Пӗрремӗш тата иккӗмӗш хутра шӑпӑрлансем юмахри тӗрлӗ сӑнарпа пӗрле чӑрӑш тавар ҫаврӑннӑ. Унта Хӗл Мучипе Юрпике те килнӗ.
Кун хыҫҫӑн «Кӗлпике» балет пуҫланнӑ. Унта Олимп чемпионӗсем Наталья Бестемьянова, Андрей Букин, Раҫҫей тава тивҫлӗ тренерӗ Игорь Бобрин хутшӑннӑ. Ку юмаха Раҫҫейӗн тӗрлӗ кӗтесӗнче кӑтартнӑ. Пурте пӗлеҫҫӗ ӗнтӗ: Кӗлпике пушмакне ҫухатать. Ку юмахра вара вӑл конькипе ярӑнать. Ҫавӑнпа йӑлтах ӑнланас тесен юмаха вӗҫне ҫити курмалла.
Спектакльте хальхи йышши технологисемпе усӑ курнӑ. Ӑна паян та кӑтартнӑ.
Чӑваш Республикин ача-пӑчапа ҫамрӑксен вулавӑшӗнче чӑваш ҫыравҫисен Сурхурине халалланӑ хайлавӗсен «Ҫитрӗ акӑ Сурхури» вулавӗ иртнӗ. Ӑна вулавӑшӑн таврапӗлӳпе наци литературин пайӗ йӗркеленӗ.
Сурхури вулавне хутшӑннисем Ҫӗнӗ ҫула тата Сурхурие Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи регионсенче епле уявланипе те паллашнӑ. Чӑвашсем хӗлле Сурхури ирттереҫҫӗ, тутарсем — Нартукан, марисем — Шорыкйол, мӑкшӑсем — Од ие, пушкӑртсем — Яны иыл нэнан, удмуртсем — Выль арен. Пирӗн халӑхӑмӑрӑн Ҫӗнӗ ҫулти тӗп сӑнарӗсем Хӗл Мучипе Юр Пике пулсан, марисен — Йушто Кугыза тата Лумудыр, тутарсем — Кыш-Бабай тата Кар-Казы, мӑкшӑсем Хӗл Мучине Нишке тата Мороз Атя теҫҫӗ, пушкӑртсем — Кыш Бабай, удмуртсем — Тол Бабай.
Вулавӑша пухӑннисене чӑвашсен хӗллехи уявӗсемпе те паллаштарнӑ.
«Ҫӑлкуҫ» кафере паян Сурхури уявӗ иртрӗ. Ӑна йӗркелекенӗ тата ирттерекенӗ — чӑваш наци культурин «Сӑвар» фончӗ. Пирӗн сайт вара информаци тӗлӗшӗпе пулӑшрӗ.
Уява Анатолий Кипеч ҫыравҫӑ уҫрӗ. «Эпир хӑюллӑ! Эпир никамран та вӑтанса тӑмастпӑр. Чӑвашӑн ун пек туйӑм пулмалла та мар! Чӑваш халӑхӗн нимӗнле халӑх умӗнче та парӑмӗ ҫук», — терӗ вӑл хӑйӗн сӑмахӗнче. Пурте пӗрле «Алран кайми аки-сухи» юрра тарса юрланӑ хыҫҫӑн Патшалӑх Думин депутачӗ Олег Николаев, Владимир Болгарский, Виталий Станьял, Николай Адёр тата ыттисем сӑмах илчӗҫ.
Тимӗр Тяпкин ҫавӑн пекех Сурхурине уявне ҫитеймен ҫынсен саламӗсене ҫитерчӗ: Юрий Зоринран, Атнер Хусанкайран, Олег Мустаевран, Николай Лукиановран.
Чӑваш халӑх сайчӗ уявра пире иртнӗ ҫулталӑкра пире самай пулӑшнӑ ҫынсене Хисеп хучӗсемпе чысларӗ. Чи малтанах Аҫтахар Плотников «Сӑвар» фонд ертӳҫине Тимӗр Тяпкина чыс турӗ. Ҫавӑн пекех сайта пулӑшса пынӑшӑн Владимир Болгарские тата хыпарсемпе пире пулӑшса пыракан Тимӗр Акташ журналиста Хисеп хучӗсемпе чысларӗ.
Сурхури уявӗ мӗнле иртни пирки тӗплӗнрех ятарлӑ статьяра паллашма май пулӗ.
Чӑваш наци культурин «Сӑвар» фончӗ кашни ҫул Сурхури уявне ирттерет. Кӑҫал та ҫак йӑлана пӗтересшӗн мар вӗсем, уяв шӑматкун, кӑрлачӑн 7-мӗшӗнче иртӗ. Сурхури сӑрине ӗҫме пурне те «Ҫӑлкуҫ» кафене 14 сехете йыхравлаҫҫӗ!
Ҫитрӗ, ҫитрӗ сурхури!
Сурхури, сурхури терӗмӗр,
Сурхури ҫитрӗ курӑнать.
Атьӑр тухӑр, ачасем,
Урам тӑрӑх кайӑпӑр,
Килӗрен киле ҫӳрӗпӗр,
Килӗрен кукӑль чӳклӗпӗр.
Чӑваш халӑх сайчӗ те, «Сӑвар» фонд та сире пурте ҫитсе пыракан Сурхури уявӗ ячӗпе саламлать!
Хисеплӗ хӑнасем, чӑвашлӑх анинче ырми-канми ӗҫлекенсем!
Чӑваш халӑх сайчӗ сире пурне те ҫывхаракан Ҫӗнӗ 2017 ҫулпа саламлать!
Пур ҫитменлӗхсене те, пур хуйха-суйха та иртсе каякан ҫулта хӑварса ҫӗннине хаваслӑ кӗтсе илме, ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем тума сунать! Япӑххи киввинче юлтӑр, лайӑххи ҫӗннинче пултӑр! Ырлӑх, сывлӑх, юрату, телей сире!
Кӳрентернине каҫарар, усал сунар мар, ырӑ тӑвакана — мухтар та хисеп тӑвар! Япӑххине асӑнмалла ан пултӑр, ырри тупӑнсах тӑтӑр!
Ҫапла пултӑр!
Муркаш районӗнчи Атапай ялӗнче 50 ҫул урлӑ каҫнисем валли елка ирттернӗ. Унти клуба Атапайӗнчи, Ҫеменкассинчи, Сентимӗрти ҫынсем пуҫтарӑннӑ.
Вӗсем валли елкӑсӑр пуҫне уяв сӗтелӗ те хатӗрленӗ. 50 ҫултан аслӑраххисем валли хатӗрленӗ уява Оринин ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ С.В. Бардасов, Ветерансен канашӗн ертӳҫи В.И. Вязов, вырӑнти ял тӑрӑхӗн депутачӗ Р.П. Быкова ҫитнӗ. Ҫӗнӗ ҫула пуҫтарӑннисене вӗсем ҫывхарса килекен уявпа саламланӑ май малашне те вӑр-вар пулма, ҫӑмӑл кӗлеткеллӗ пулма суннӑ. Аслисене ырӑ сунма, уяв кӑмӑлӗ парнелеме Хӗл Мучипе Юрпике те пырса ҫитнӗ. Пӗрле савӑнма пуҫтарӑннӑ халӑх уявра кӑмӑлтан хавасланнӑ, юрланӑ та, ташланӑ та, Ҫӗнӗ ҫул ҫитнишӗн, уява пухӑннишӗн ҫамрӑк чухнехиллех хӗпӗртенӗ.
Ҫӗнӗ ҫул умӗн ҫул ҫине Хӗл мучи тухӗ. Вӑл – унӑн тумне тӑхӑннӑ ҪҪХПИ ӗҫченӗ.
Хӗл Мучине ҫул ҫинче паян Шупашкарта курма пулать. Ҫакна «Хӗл Мучи полицейски» акципе килӗшӳллӗн ирттереҫҫӗ. Хӗл Мучи аллинче жезл вырӑнне туя пулӗ. Вӑл машинӑсене чарсан протокол вырӑнне парне парӗ. Ахаль парне мар: ҫул-йӗр правилисен кӗнеки, сувенирсем, машинӑра тутлӑ шӑршӑ кӑлармалли хатӗрсем…
Пӗчӗк пассажирсене вара пакунлӑ мучи пылак ҫимӗҫпе савӑнтарӗ. Хӗл Мучи пурне те Ҫӗнӗ ҫулпа саламласа ӑсатӗ.
Кӑҫал та пирӗн республикӑра Ҫӗнӗ ҫулти вӑрӑм канмалли кунсене усӑллӑ ирттерме май туса парӗҫ. «Новогодний лабиринт» (чӑв. Ҫӗнӗ ҫулти пӑтрашуллӑ ҫулсем) ятлӑ мероприятисен ярӑмӗ кӑрлачӑн 2-мӗшӗнче уҫӑлӗ те республикӑри сакӑр района илсе ҫитерӗ.
Ку проекта республикӑн Культура министерстви кӑҫалхи ҫӗнӗлӗх, анчах вӑл пӗлтӗрхи ҫавӑн йышши мероприятисенчен амаланнине палӑртать. Астӑватӑр пулӗ, пӗлтӗр, чӑн та, «Время отдыхать в Чувашии» (чӑв. Чӑваш Енре канма вӑхӑт) проекта хута янӑччӗ.
Кӑҫалхи «Ҫӗнӗ ҫулти лабиринт» хайӗн географине анлӑлатнӑ. Кӑрлачӑн 2-мӗшенче Муркаш районӗнче кӗтеҫҫӗ, 3-мӗшӗнче – Етӗрне тата Элӗк районӗсенче, 4-мӗшӗнче – Сӗнтӗрвӑрри районӗнче, 5-мӗшӗнче – Ҫӗнӗ Шупашкарта, 6-мӗшӗнче – Хӗрлӗ Чутай районӗнче, 7-мӗшӗнче — Ҫӗрпӳ тата Йӗпреҫ районӗсенче. Куракан валли вӗсенче кашнинчех ятарлӑ программӑсем хатӗрленӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |