В. Кочков ячӗллӗ республикӑри Олимп резервӗн 5-мӗш шкулӗн кӗрешӳ залӗнче ирӗклӗ майпа кӗрешекен ачасемпе ҫамрӑксен ӑмӑртӑвӗ иртнӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсем валли парнине чӑваш парламенчӗн депутачӗ, Шупашкарти 1-мӗш ҫӑкӑр савучӗн генеральнӑй директорӗ Елена Бадаева хатӗрленӗ.
Парламентари парнисене тивӗҫессишӗн ринга 10—14 ҫулсенчи 200 ытла кӗрешӳҫӗ тухнӑ. Ҫирӗп вӑй-халлӑ, спортпа туслӑ пулма, сывӑ пурнӑҫ йӑли-йӗркине тытса пыма ачасене Хӗл Мучи суннӑ.
Ҫӗнтерӳҫӗсене тата турнира хутшӑннисене депутат парнисене те Хӗл Мучиех тыттарнӑ.
Асӑрханӑ тӑрӑх, Елена Бадаева тӗрлӗ мероприяти тӑтӑшах ирттерет. Шупашкарти 1-мӗш ҫӑкӑр савутне вӑл 1985 ҫултанпа ертсе пырать. Унӑн юбилейӗ тӗлне Татьяна Ильина журналист пӗлтӗр кӗнеке те кӑларнӑччӗ.
Ача-пӑча юмаха, тӗлӗнтермӗш пулӑмсене, асамлӑ патака ӗненет те, республикӑн Юстици тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министерстви ачасене савӑнтарас тенӗ. Ведомствӑра ӗҫлекенсен тӗпренчӗкӗсене киле ҫитсех Хӗл Мучипе Юр Пике саламланӑ, парне тыттарнӑ, елка тавра тӑрса ҫаврӑннӑ.
Тӗлӗнтермӗш хӑнасем килессине маларах аслисем систернӗрен ачасем капӑрлансах кӗтсе илнӗ. Хӑшӗсем Хӗл Мучипе Юр Пикене шикленерех йышӑннӑ-ха, парнине те хӑрасарах тытнӑ. Нумайӑшӗ вара вӗсемпе пӗрле елка тавра ҫаврӑннӑ, юрланӑ, ташланӑ, сӑвӑ каланӑ. Уҫӑ кӑмӑллӑ юмахри паттӑрсем ачасене парне панипе пӗрлех аслисене — ашшӗ-амӑшне — итлеме, шкулта тӑрӑшса та лайӑх вӗренме, маттур ача пулма ырӑ суннӑ, таса та ҫирӗп сывлӑх пиллесе сывпуллашнӑ.
Юлашки вӑхӑтра уявсенче ҫын нумай пухӑнакан вырӑнта эрех-сӑра сутма чараҫҫӗ. Кунашкал чару Ҫӗнӗ ҫулта та пулӗ. Кун пирки ЧР влаҫӗсен официаллӑ порталӗнче пӗлтереҫҫӗ.
Ку йышӑнӑва ЧР Министрсен Кабинечӗ тата Шупашкар хула администрацийӗ тунӑ. Вӗсем алӑ пусса ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, раштав уйӑхӗн 31-мӗшӗнче тата кӑрлачӑн 1-мӗшӗнче массӑллӑ мероприятисем иртекен вырӑнсенче эрех-сӑра сутма юрамӗ.
Чи малтан ку Хӗрлӗ тӳреме пырса тивет. Ун ҫывӑхӗнче вырнаҫнӑ лавккасене те эрех-сӑра сутса тупӑш тума май килмӗ.
Ҫӗнӗ ҫулта Шупашкарта общество транспорчӗ ирчченех ҫӳрӗ. Паян Шупашкар хула администрацийӗн ЖКХ, энергетика, транспорт тата ҫыхӑну управленийӗ графика палӑртнӑ. Ҫӗнӗ ҫул каҫхине общество транспорчӗ ирхи 3 сехетчен ҫӳрӗ.
Хӗрлӗ тӳреме уява килекенсем киле ҫӑмӑллӑнах ҫитчӗр тесе ҫапла тунӑ. Кун пирки кӑларнӑ хушӑва ку эрнинче, юнкун, пичетлӗҫ.
Кӑҫал Хӗрлӗ тӳремри концерт 23 сехетре пуҫланӗ. Унта чӑваш эстрада артисчӗсем, вокал студийӗсем, фокусниксем, фаерщиксем хутшӑнӗҫ. Унта Хӗл Мучи те пулӗ.
Ҫур ҫӗр ҫитсен светодиодлӑ экранпа РФ Президенчӗ Владимир Путин саламланине курма май пулӗ.
Ҫур ҫӗр иртни 1 сехетре кӳлмекре фейерверк вӗҫтерӗҫ. Ирхи 3 сехетчен конкурссем, вӑйӑсем иртӗҫ, ташӑ каҫӗ пулӗ.
Пӗрремӗш каналпа эрнекунсерен кӑтартакан, халӑхӑн юратнӑ кӑларӑмӗ пулса тӑнӑ «В поле чудес» (чӑв. Тӗлӗнтермӗш уйӗ) кӑларӑмне чӑвашсем сахал мар хутшӑнчӗҫ. Паллӑ ҫынсем те унта ҫитмен мар. Сӑмахран, Чӑваш Республикин халӑх артистки Августа Уляндина телекӑларӑмӑн кӑҫалхи нарӑсӑн 5-мӗшӗнчи эфирне хӑйӗн ансамблӗпе тухнӑччӗ. Унта вӑл Шупашкар ҫынни, Иван Дмитриев, чӗннипе кайнӑччӗ.
Халӗ тата кӑларӑма Шупашкар районӗнчи «Ясна» этнокомплексри чӑваш Хӗл Мучийӗпе Юр Пики хутшӑннӑ. Телеэфирта вӗсем Ҫӗнӗ ҫулпа чӑвашла саламлӗҫ, тӑван халӑхӑмӑрӑн наци инструменчӗсемпе вылӗҫ, Сурхури валли хатӗрленӗ наци ҫимӗҫӗпе паллаштарӗҫ. Чӑваш Хӗл Мучийӗ хутшӑннӑ кӑларӑм телеэфира раштавӑн 30-мӗшӗнче тухӗ.
Шупашкарти Хӗрлӗ тӳремре кашни кун, раштавӑн 25-мӗшӗнчен пуҫласа кӑрлачӑн 6-мӗшӗччен (31-мӗшӗсӗр пуҫне), вырӑс тата чӑваш юмахӗсене тӗпе хурса 12 представлени кӑтартӗҫ. Вӗсем каҫхи 6 сехетре пуҫланӗҫ.
Представлени Хӗл Мучин пӳрчӗ умӗнче пулӗ. Театрланӑ представленисенче пурте хутшӑнма пултарӗҫ.
Раштавӑн 25-мӗшӗнче «Петушок — золотой гребешок» кӑтартӗҫ. Тепӗр кун — «Барсик и испорченный Новый год». Раштавӑн 27-мӗшӗнче — «С Новым годом, Маша!», раштавӑн 28-мӗшӗнче — Однажды в новогоднем лесу», раштавӑн 29-мӗшӗнче — «Новогодний переполох», раштавӑн 30-мӗшӗнче — «Путешествие Маши и Медведя», кӑрлачӑн 1-мӗшӗнче — «Лесная сказка», кӑрлачӑн 2-мӗшӗнче — «По волшебной тропинке», кӑрлачӑн 3-мӗшӗнче — «Новогодние приключения Петушка», кӑрлачӑн 4-мӗшӗнче — «Кот-проказник и лесное приключение», кӑрлачӑн 5-мӗшӗнче — «Маша и загадочное желание», кӑрлачӑн 6-мӗшӗнче «Приключение под Рождество» кӑтартӗҫ.
Вӗсенчен хӑшӗ чӑвашла пулнине хыпар ҫӑлкуҫӗнче палӑртман.
Ӗнер, раштавӑн 20-мӗшӗнче, Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Федерацин хӑрушсӑрлӑх службин республикӑри управленийӗн ӗҫченӗсене тата мӗнпур право хуралне «патшалӑхӑн влаҫ тата вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсемпе Чӑваш Енри хӑрушсӑрлӑха тивӗҫтерессишӗн тата право йӗркине тытса тӑрассишӗн, республикӑн социаллӑ экономика сферине аталанма тӑнӑҫлӑ услови туса парассишӗн» «тухӑҫлӑ ҫыхӑну тытнишӗн» тата «пӗрлехи ӗҫшӗн» тав тунӑ.
Ӑшӑ сӑмах калама сӑлтавӗ те пулнӑ: ФХС тӑрӑшакансем професси кунне уявланӑ. Ҫав ятпа йӗркеленӗ савӑнӑҫлӑ мероприятире Хӑрушсӑрлӑх службин республикӑри управленийӗн пуҫлӑхӗ Сергей Софронов генерал-майор ӗҫтешӗсемпе пӗрлех вӗсен ҫемйисене те, ветерансене те саламласа сывлӑх тата ӗҫре ӑнӑҫу суннӑ.
Ҫӗнӗ ҫул умӗн хуласемпе район центрӗсенче, пысӑкрах хӑш-пӗр ялсенче те Хӗл Мучисемпе Юрпикесен парачӗсене ирттересси йӑлана кӗнӗ. «Август» фирмӑн Вӑрнарти хутӑш препаратсен савучӗ те унти рабочисене тата вӗсен ҫемйисене, поселокра пурӑнакансене савӑнтармалли-кӑсӑклантармалли тупсах тӑрать. Нумаях пулмасть унта Хӗл мучисемпе Юрпикесен парачӗ иртнӗ. Тӗп Хӗл Мучийӗ — савут пуҫлӑхӗ Владимир Свешников.
Унчченхи ҫулсенче савутрисем уявсене хӑйсен территорийӗнче кӑна ирттернӗ пулсан, хальхинче кӑҫалтан хута янӑ «Химик» паркра пуҫтарӑннӑ. Парада аслисемпе пӗрлех ачасем те тухнӑ. Шел те, хӑшӗсем унта хутшӑнайман: савутӑн саккас нумаййине кура канмалли кунсенче те ӗҫлеме тивет.
Аса илтеретпӗр, халӗ савутра креативлӑ елкӑсен конкурсӗ пырать.
«Назад в СССР» (чӑв. Каялла, СССРа) ят панӑ корпоратива хатӗрленсе халӗ унтисем иртнӗ ӗмӗрӗн 20–80-мӗш ҫулӗсенчи евӗр тумтир шыраҫҫӗ, аслашшӗ-асламӑшӗн сунтӑхне ҫавӑрттараҫҫӗ, ӳркенменнисем ҫӗвӗҫ патне кайсах ҫӗлеттереҫҫӗ.
Чӑваш халӑх сайчӗ Чӑваш наци культурин «Сувар» фончӗпе пӗрле ҫитес ҫул валли ҫӗнӗ кунталӑк (календарь) кӑларчӗ.
Ытти ҫулхисемпе танлаштарсан пысӑк уйрӑмлӑхсем ҫук — календарьте эсир чӑваш халӑх уявӗсен кунӗсемпе, чӑваш халӑхӗпе ҫыхӑннӑ пӗлтерӗшлӗ пулӑмсемпе паллашма пултаратӑр. Ҫавӑн пекех официаллӑ уяв кунӗсене те палӑртнӑ. Сӑмах май, Республика кунӗ кӑҫал шӑматкуна лекнӗрен, ӑна хӑш кун ҫине куҫарнине калакан саккуна тупайманран канмалли кун пек ҫӗртмен 23-мӗшне палӑртрӑмӑр.
Улшӑнусенчен: уйӑх ячӗсене чӑвашлисӗр пуҫне вырӑсла тата акӑлчанла ҫырнӑ. Шупкарах, тӳрех ан курӑнччӑр тесе тӑрӑшрӑмӑр пулин те типографирен тухнӑ хыҫҫӑн ятсем чиперех вуланни курӑнчӗ. Чӑвашла ятсенчен вырӑслисем ҫине куҫма пуҫланӑ тесе ан шухӑшлӑр.
Яланхи пекех календаре «СУМ» лавккара туянма пулать, хакӗ 20 тенкӗ. Кӑҫал укҫа-тенкӗ сахалтарах пулнипе тиражне пысӑккӑн кӑлармарӑмӑр — 100 штук кӑна.
Севастопольти чӑвашсен наципе культура обществин хастарӗсем Крымра пурӑнакан халӑхсен кухнисен III фестивальне хутшӑннӑ. Мероприяти кӑҫал раштавӑн 18-мӗшӗнче иртнӗ. Уява «Лукоморье» паркра ирттернӗ.
Фестивале пирӗн чӑвашсем те кӑмӑлпах пырса ҫитнӗ. Вӗсем наци кухнин вӑрттӑнлӑхӗпе хаваспах паллаштарнӑ. Унчченхи ҫулсенче те ун пек мероприятие хутшӑннисем ытти ҫул курнӑҫнисемпе тепӗр хутчен калаҫнӑ, тӗрлӗ нацин культурин вӑрттӑнлӑхӗсене сӳтсе явнӑ, пӗр-пӗрин ӑсталӑхне ӑша хывнӑ. Уява пынисем чунтан савӑннӑ, калаҫнӑ, шӳтленӗ. Ун пек мероприятисем Крымри тӗрлӗ наци ҫыннисене, ҫав вӑхӑтра вӑл тӑрӑхра тӗпленнӗ чӑвашсене те, тем пек кирлине палӑртса ҫитес ҫулхи фестивальчен ырӑ кӑмӑлпа сывпуллашнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |