«Раҫҫей хаҫачӗн» порталӗнче 2018 ҫулта канмалли кунсен графикне пичетленӗ. Ку графике официаллӑ майпа ҫирӗплетнӗ.
Кӑҫал раштавӑн 30-мӗшӗнчех канма пуҫлӑпӑр. Кӑрлачӑн 9-мӗшӗнче ӗҫе тухмалла. Кӑрлачӑн 6-мӗшӗ, шӑматкун, пушӑн 9-мӗшӗ ҫине куҫӗ. Ҫапла майпа пушӑн 8-11-мӗшӗсенче канӑпӑр.
Нарӑсӑн 23-25-мӗшӗсенче те ӗҫе тухмалла мар. Акан 29-мӗшӗнчен пуҫласа ҫу уйӑхӗн 2-мӗшӗччен кантарӗҫ. Акан 29-мӗшӗ, шӑматкун, тунтикуна, акан 30-мӗшӗ ҫине, куҫӗ. Ҫӗнтерӳ кунӗнче пӗр кун ҫеҫ канӑпӑр. Ҫӗртмен 10-12-мӗшӗсенче – канмалли кунсем. Чӳк уйӑхӗн 3-5-мӗшӗсенче те ӗҫе тухмӑпӑр.
Ӗнер Шупашкарта Финансист кунне тата Раҫҫей финанс тытӑмне туса хунӑранпа 215 ҫул ҫитнӗ ятпа халалласа савӑнӑҫлӑ мероприяти ирттернӗ. Уява Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче йӗркеленӗ. Унта Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев мӑшӑрӗпе хутшӑннӑ.
Уява Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх Думин депутачӗсем Алена Аршинова, Леонид Черкесов, Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн Ертӳҫи Валерий Филимонов тата ыттисем хутшӑннӑ.
Республикӑн финанс министрне Светлана Енилинӑна Леонид Черкесов тав ҫырӑвӗпе чысланӑ. Вӑл республикӑра финанс пайӗнче ӗҫлекенсем тӳрӗ кӑмӑллӑ, хӑйсене шанса панӑ тивӗҫе яваплӑха туйса, халӑх ырлӑхӗшӗн таса чунпа ӗҫленине палӑртнӑ.
Светлана Енилина республика Элтеперӗ ют ҫӗршывсемпе те ӗҫлӗ ҫыхӑнусене тытнине, республикӑн экономики ҫирӗпленсе пытӑр тесе тӑрӑшнине палӑртса хӑварнӑ.
Ӗнер И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн пӗрремӗш курс студенчӗсем валли Чӑваш патшалӑх филармонийӗнче уяв туса панӑ.
Савӑнӑҫлӑ мероприяти «Юрай» ансамбль пултарулӑхӗпе киленнинчен пуҫланнӑ. «Корпорация Добра» (чӑв. Ырӑлӑх корпорацийӗ) волонтер организацийӗпе, ЧППУн «Память» (чӑв. Астӑвӑм) шырав отрячӗн музейӗн экспозицийӗпе, «Королевство снов» (чӑв. Ыйхӑ патшалӑхӗ) мода театрӗпе паллаштарнӑ.
Уява Владимир Иванов ректор уҫнӑ. Аслӑ вӗренӳ заведенине пуҫласа ура ярса пуснисене Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев саламланӑ. Вӑл вӗренӳ отрасльне хыснаран укҫа нумай уйӑрнине ҫирӗплетсе кашни виҫҫӗмӗш тенке ҫак отрасле янине пӗлтернӗ. Унтан вӑл федерацирен шкулсем юсама тата тума «кӗмӗл» уйӑрнине те асӑнса хӑварнӑ.
Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, уявсенче Чӑваш Енре халӑх йышлӑ ҫӳрекен вырӑнсенче эрех-сӑра сутмаҫҫӗ. Авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнче те ҫакна пӑрахӑҫламӗҫ.
Пӗлӳ кунӗнче эрех-сӑра суттармӗҫ. Ҫакна ЧР Министрсен Кабинечӗ 2012 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 14-мӗшӗнче йышӑннӑ постановленипе килӗшӳллӗн пурнӑҫлӗҫ.
Сӑмах май, ҫамрӑксем 9-мӗш тата 11-мӗш класран вӗренсе тухнӑ чухне те, юлашки шӑнкӑрав кунӗнче, спиртлӑ шӗвексем сутман. Яш-хӗр ӑсату каҫне паллӑ тунӑ чухне те лавккасенче эрех-сӑра сутма чарнӑ.
Пӑрачкав ял уявне паллӑ тунӑ чухне ҫамрӑк ҫынсене пӑшалтан пенӗ. Ҫакна ЧР ШӖМӗн пресс-служби те ҫирӗплетет.
Уяв ҫурла уйӑхӗн 26-мӗшӗнче пулнӑ. Ку ҫӗрле пуҫланнӑ. Ҫурҫӗр тӗлнелле кафе умне машина пырса чарӑннӑ. Унччен те пулман — пӑшал сасси илтӗннӗ. Кафе умӗнче тӑнӑ икӗ каччӑн ури аманнӑ.
1990 тата 1997 ҫулсенче ҫуралнӑ икӗ йӗкӗт пульницӑна лекни пирки ирхи 3 сехет те 40 минутра ШӖМе пӗлтернӗ. Вӗсене УАЗ Патриот машинӑран пенӗ-мӗн. Ҫамрӑксен аялти ура пайӗ суранланнӑ.
ШӖМ пӗлтернӗ тӑрӑх, пӑшалтан перекен ҫын ҫакна ятарласа туман. Анчах пӑшала машинӑра илсе ҫӳренӗ чухне йӗркене пӑснӑ вӑл.
Кӗҫех Ҫӗнӗ Шупашкар ҫуралнӑ кунне паллӑ тӑвӗ. Хула ҫыннисемпе хӑнисене парне кӗтет: ҫав кун пӗр троллейбус тӳлевсӗрех илсе ҫӳрӗ.
Вӑл 54-мӗш маршрутпа ҫӳрекен троллейбус пулӗ. Ӑна ятарласа хӑмпӑсемпе илемлетӗҫ, ҫавна май вӑл инҫетренех курӑнӗ, ӑна палласа илме ҫӑмӑл пулӗ.
Троллейбус тӳлевсӗр кӑна илсе ҫӳремӗ, унта конкурссем те ирттерӗҫ, юрлӗҫ, парнесемпе хавхалантарӗҫ. Вӑл ирхи 10 сехетрен пуҫласа каҫхи 10 сехетчен ҫӳрӗ.
Сӑмах май, Ҫӗнӗ Шупашкар уявне анлӑн паллӑ тӑвӗ. Ҫав кун «Челси» ушкӑн концерчӗ пулӗ, фейерверк тӳпене ялкӑштарӗ.
Красноярск крайӗнче кӑҫалхипе ҫиччӗмӗш хут «Чӳклеме» уява пуҫтарӑннӑ. Чӑваш халӑх культурине халалланӑ уява крайри чӑвашсем ҫулсерен урӑх хулара е ялта ирттереҫҫӗ. Кӑҫал вӗсем ӑна ҫурла уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Ачинскра уявланӑ.
Уяв Чӳклемене халалланӑ юрӑпа тата вӑйӑ картипе пуҫланнӑ. Ҫӗнтерӳ паркӗнче нацисен 20 картишне йӗркеленӗ. Хӑнасене наци апат-ҫимӗҫӗпе сӑйланӑ.
Арҫынсем спорт лапамӗнче кире пуканӗ йӑтассипе, ачасем кӗвенте йӑтса чупассипе тупӑшнӑ.
Вӑйӑ картине Ачинск хула мэрӗ Илай Ахметов тӑнӑ.
Красноярск крайӗнчи чӑвашсен автономине ертсе пыракан Геннадий Храмов та уявра халӑхпа савӑннӑ, унта тӗрлӗ мероприяти ялан йӗркелет. Геннадий Храмов — Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ.
Шупашкар хулин ҫуралнӑ кунӗнче Пӗтӗм Раҫҫейри «Туризм мисӗ» илем конкурсӗ иртесси пирки Чӑваш халӑх сайтӗнче кӑшт маларах хыпарланӑччӗ. Ӑна Хӗрлӗ тӳремре йӗркеленӗ.
Сцена ҫине 30 чиперук тухнӑ. Вӗсем наци костюмне кӑтартнӑ, илемлӗ кӗпе тӑхӑнса утнӑ тата купальникпе тухнӑ. 1-мӗш вице-мисс ятне Чӑваш Ен пики Александра Николаева ҫӗнсе илнӗ. 2-мӗш вице-мисс — Тӗменри Ксения Земляникова.
«Туризм мисӗ – 2017» ята вара Тутарстанри Зульфия Шарафеева тивӗҫнӗ. Ӑна Германири дизайнер кӗпине парнеленӗ. Ҫавӑн пекех вӑл ювелир салонӗн парнине, чечек ҫыххисене тата ытти парнене тивӗҫнӗ.
Сарӑту облаҫӗнчи Пасар Карабулак районӗнчи Ӗшнеуй (выр. Шняево) ялӗ никӗсленнӗренпе 325 ҫул, Сарӑту облаҫӗнчи чӑваш наципе культурин «Ентеш» автономийӗ йӗркеленнӗренпе 20 ҫул ҫитнине халалласа утӑ уйӑхӗн вӗҫӗнче регионта пысӑк уяв иртнӗ. Кун пирки «Чӑваш хӗрарӑмӗ» хаҫат пӗлтернӗ.
Унта Чӑваш Ен, Пушкӑртстан, Чӗмпӗр, Пенза облаҫӗнчи делегацисем те кайнӑ.
Сарӑту облаҫӗнче чӑвашсен наципе культура автономине Сергей Васильев ертсе пырать. Хӑнасене ял халӑхӗ юрӑ-ташӑпа кӗтсе илнӗ. Уява валли чӑваш, вырӑс, мӑкшӑ, тутар тата ытти халӑх картишӗсем йӑла-йӗркепе паллаштаракан курав йӗркеленӗ.
«Уяв театрализациленӗ акаран пуҫланнӑ. Аслӑраххисем ака пуҫне йӑтса утнӑ, хӗрсемпе каччӑсем тырӑ акнӑ. Ҫакӑ хирти ӗҫсене сӑнланисӗр пуҫне пурнӑҫӑн пӗр чарӑнми ҫаврӑнӑвне те палӑртать: ака пуҫӗ — арҫын, ҫӗр аннемӗр — хӗрарӑм», — тесе ҫырнӑ «Чӑваш хӗрарӑмӗнче».
Шупашкарӑн ҫуралнӑ кунӗнче йӑлана кӗнӗ «Кӗрешӳ» наци кӗрешӗвӗ иртнӗ. Тупӑшу ҫурла уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Искусствӑсен аллейинче пулнӑ. Унта 26 ҫын хутшӑннӑ.
Турнир пилӗк виҫе категорийӗнче иртнӗ. 30 килограмм тайманнисен виҫе категорийӗнче Андрей Насенкӑна ҫитекенни пулман. Игорь Цариков 40 килограмм тайманнисен ушкӑнӗнче ҫӗнтернӗ. Иван Кириллов – 50 килограмм, Дмитрий Лушенков 60 килограмм, Арнольд Иванов 70 килограмм тайманнисен ушкӑнӗнче мала тухнӑ.
Тӗп парнене – такана – Дмитрий Лушенков ҫӗнсе илнӗ. Вӑл ҫивӗч кӗрешӳре мала тухнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (10.06.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 21 - 23 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кабалин Иван Андреевич, Совет Союзӗн Паттӑрӗ ҫуралнӑ. | ||
| Тихонов Вячеслав Архипович, хӑрушлӑхсӑр министрӗ пулнӑ патшалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Митта Ваҫлейӗ, паллӑ чӑваш сӑвӑҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
| Вдовина Ираида Григорьевна, паллӑ чӑваш юрӑҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Куславккара Н.И. Лобачевский ячӗллӗ музей уҫӑлнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |