Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 0.0 °C
Шӗшкӗ авмасӑр мӑйӑр татаймӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хулара: Халӑхсен пӗрлӗхӗн уявне 11 пине яхӑн ҫын килнӗ

Ӗҫ Интернет лавккана аталантарас енӗпе партнет шыратӑп. Паллашу Zoom урлӑ.
Паллашу Ырӑ кӑмӑллӑ илемлӗ ялти пурнӑҫа килӗштерекен хӗр-хӗрарӑмпа паллашса Ҫемье ҫавӑра...
Сутатӑп Тĕртнĕ(пусма) маска , 100 тенкĕпе сутатăп
Софья Савнеш 04.11.2017 19:47 | 839 хут пӑхнӑ
Хулара

Паян Шупашкарта Халӑхсен пӗрлӗхӗн кунне паллӑ тунӑ. Хӗрлӗ тӳремре иртнӗ уява 11 пине яхӑн ҫын пухӑннӑ.

Константин Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ умӗнче «Эпир пӗрле» митинг иртнӗ, концерт пулнӑ. Уява ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев та ҫитнӗ. Михаил Васильевич хамӑрӑн ҫӗршыв историне хисеплемеллине палӑртнӑ. Вӑл хӑйӗн сӑмахӗнче ветерансене тав тунӑ.

Уявра ЧР Патшалӑх Канашӗн председателӗ Валерий Филимонов та пулнӑ. Вӑл Чӑваш Енре пурӑнакан халӑх ҫыннисем экономикӑна аталантарас ӗҫе тӳпе хывнине кӑна мар, республикӑри туслӑха та витӗм кӳнине палӑртнӑ.

Митинг хыҫҫӑн иртнӗ концертра пултарулӑх ушкӑнӗсем юрланӑ. Унтан тӳпене кӑвак, шурӑ, хӗрлӗ тӗслӗ хӑмпӑсем вӗҫтернӗ.

#уявсем, #Шупашкар, #Элтепер, #концертсем, #митингсем

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/45679
 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Шупашкарта «Йӑрӑ ача» ача пахчи уҫӑлнӑ
2017, 06, 20
Республика кунӗпе китайла та саламлӗҫ
2017, 06, 22
Хулан ҫуралнӑ кунӗнче «Браво» юрлӗ
2017, 07, 31
Хула кунӗпе Варнава та, Элтепер те саламланӑ
2017, 08, 21
Хитре юрлакан вӗрентекенсем канма кайӗҫ
2017, 10, 07

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org