Ӗнер Шупашкар хули 548-мӗш ҫуралнӑ кунне уявларӗ. Ҫак кун уяв ячӗпе пухӑннӑ ентешсене Шупашкар тата Чӑваш Ен митрополитчӗ Варнава ӑшшӑн саламланӑ. «Кунта ӗҫчен те пултаруллӑ халӑх пурӑнать. Вӗсене пула, тӑван хуламӑр кунран-кун ешерсе илемленсе, хӑватланса пырать. Турӑ пурне те пулӑштӑр. Пӗрне-пӗри яланах хисеплӗр, тарават пулӑр, килӗштерсе, ӑнланса пурӑнма тӑрӑшӑр», - тесе пилленӗ Шупашкар тата Чӑваш Ен Епархийӗн Управляющийӗ.
Михаил Игнатьев Элтепер хула ҫыннисене ырӑ суннӑ.
Шупашкар хулин администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков хӑйӗн сӑмахӗнче пухӑннӑ халӑха саламланӑ май муниципалитет Раҫҫейри чи таса та хӑрушлӑхсӑр вунӑ хула йышӗнче пулнине пӗлтернӗ. «Эпир — ҫӗршыври чи хӑтлӑ, илемлӗ хуласенчен пӗринче пурӑнатпӑр. Чи пахи, кашни ҫын хула аталанӑвӗшӗн хӑйӗнчен мӗн килнине пурнӑҫлани. Шупашкар – пирӗн кил, сирӗн ҫӗнтерӗвӗрсен хули!», — тенӗ вӑл.