Кӳршӗре
![]() Чулхулари чӑвашсен культурӑпа наци автономийӗ нумаях пулмасть хваттерлӗ пулнӑ. Унччен автономин хӑйне ят ҫурт пулман. Чулхулари Автосавут районӗн администрацийӗ ентешӗмӗрсене хамӑр чӗлхене, йӑла-йӗркене аталантарма ҫурла уйӑхӗн 9-мӗшӗнче виҫӗ пӳлӗмлӗ хваттер уйӑрса панӑ. Чулхулари чӑвашсен автономине уйӑрса панӑ хваттер Октябрь проспектӗнче вырнаҫнӑ. Хваттерӗн пӗр пӳлӗмне йӑхташсем чӑвашсен таврапӗлӳ музейне йӗркелеме уйӑрасшӑн. Пысӑкрах пӳлӗмре пуху ирттерӗҫ, пӗрле пуҫтарӑнса калаҫӗҫ. Автономин ертӳҫи Алина Артемьева пӗр пӳлӗме хӑй йышӑнӗ. Унта вӑл ӗҫ вырӑнне йӗркелӗ. Хваттерти юсава ассоциаци хӑй вӑйӗпе ирттерет. Пуянсем тупӑнсан вӗсен пулӑшӑвне кӑмӑлтан йышӑнӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |