Тӗн
![]() Пӗлтӗрхи сӑнӳкерчӗк Православи тӗнне ӗненекенсем Иисус чӗрӗлнипе ҫыхӑннӑ уява, Мӑнкуна, ҫак эрнери вырсарникун ҫӑмарта пӗветсе, уяв сӗтелӗ ҫине ытти ӗҫме-ҫиме лартса уявлӗҫ. Иерусалимри Христос чӗрӗлӗвӗн чиркӗвӗнчен «Иерусалим валли тӑнӑҫлӑх ыйтӑр» акципе килӗшӳллӗн сӑваплӑ ҫулӑма пирӗн ҫӗршыва, ҫӗршыва ҫеҫ мар, республикӑна та ҫулсерен илсе килеҫҫӗ. Инҫет ҫӗр ҫинчи ҫулӑм патне РФ Патшалӑх Думине Чӑваш Енре суйланнӑ Анатолий Аксаковпа Олег Николаев та кайӗҫ. Вӗсем ҫӗршыв делегацийӗн йышне кӗнӗ. Мускава ятарлӑ авиарейспа ҫитерсен ҫулӑма Кирилл Патриарха парӗҫ. Унтан вӑл Шупашкара та килмелле. Сӑмах май, Чӑваш Енри турра ӗненекенсем валли Шупашкара пӗлтӗр те ҫулӑма РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Анатолий Аксаков илсе килнӗччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |