Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Тӗн
![]() Сар.ru сӑнӗ Шупашкарта Мӑнкуна хатӗрленнӗ май виҫӗ чиркӳ умне ӑсталаса эрешленӗ ҫӑмарта тата праҫник кроликне лартса хурӗҫ. Кун пирки паян, ака уйӑхӗн 2-мӗшӗнче, хула администрацийӗнче иртнӗ канашлура культурӑпа туризм аталанӑвӗн управленийӗн пуҫлӑхӗ Людмила Маркова пӗлтернӗ. Ҫав пысӑк теттесене Пукравпа Татиана тата Введени соборӗсен, Асапланакансен тата Тӗне ӗненекенсен ячӗпе лартнӑ чиркӳсен умне вырнаҫтарӗҫ. Каласа хӑвармалла, Мӑнкун эрнинче тӗп хулари культурӑпа кану паркӗсенче тӗрлӗ мероприяти иртӗ. А.Г. Николаев космонавт ячӗллӗ ача-пӑча паркӗнче тата «Амазони» этнокомплексра ака уйӑхӗн 7-8-мӗшӗсенче Мӑнкун фестивалӗ кӗрлӗ, Шупашкарти ытти паркра ӑсталӑх класӗсем, лармасем, концертсемпе конкурссем йӗркелӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |