Ҫитес эрне ӗҫлекенсемшӗн кӗскерех пулӗ. Ку уявпа ҫыхӑннӑ. Тунтикун, чӳк уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, Халӑх пӗрлӗхӗн кунне паллӑ тӑваҫҫӗ. Эрнере 5 кун тӑрӑшакансем чӳкӗн 2-4-мӗшӗсенче канӗҫ, ӗҫе ытларикун ҫеҫ тухӗҫ.
Ҫапах хӑш-пӗр организаци уяв кунне пӑхмасӑрах ӗҫлеме тухма йышӑннӑ-мӗн. Вӗсем куншӑн Ҫӗнӗ ҫулта, раштав уйӑхӗн 31-мӗшӗнче, канӗҫ. Кӑҫал вӑл ытларикуна лекӗ.
Палӑртмалла: ку эрнере, уяв умӗнхи канмалли кунсем умӗн, эрнекун кӗскетнӗ ӗҫ кунӗ пулмӗ.
Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Чӑваш автономи облаҫне туса хунӑранпа 100 ҫул ҫитнине уявласси ҫинчен хушу кӑларнӑ. Ҫавӑн пирки вӑл ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсен тата муниципалитетсен ертӳҫисемпе хӑй ӗнер ирттернӗ канашлура пӗлтернӗ.
Аса илтерер: Чӑваш автономи облаҫне йӗркеленӗренпе килес ҫул 100 ҫул ҫитӗ. Ӑна Шупашкарта тата Хӗрлӗ Чутай райнӗнче анлӑн уявӗҫ.
Чӑваш Ен Правительствин мероприятисен планне йӗркелемелле, уншӑн е куншӑн яваплисене палӑртмалла. Районсемпе хуласенче те республикӑмӑрӑн пӗр ӗмӗрхине халалласа тӗрлӗ мероприяти ирттермелле. Ҫавӑн пирки те асӑнса хӑварнӑ Михаил Игнатьев хушӑвӗнче.
Хӗрлӗ Чутай районне республика хыснинчен укҫа уйӑрса парӗҫ. Кун пирки те хушура каланӑ.
Чӑваш Енри тӗрӗ ӑстисем Чӑваш тӗрррин кунӗ пирки ӗмӗтленеҫҫӗ.
Ӑстасем Михаил Игнатьев Элтеперпе юпа уйӑхӗн 11-мӗшӗнче тӗл пулнӑ. Курнӑҫу Чӑваш тӗррин музейӗнче иртнӗ. Унта чӑваш халӑхӗн пуян культура эткерлӗхне упраса хӑварас ыйтусене сӳтсе явнӑ. Тӗлпулӑва ЧР культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министрӗ Константин Яковлев та хутшӑннӑ.
Тӗрӗҫӗсенчен пӗри, Чӑваш Республикин культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Евгения Жачева, Чӑваш тӗррин кунне йышӑнма сӗннӗ. Вӑл шухӑшланӑ тӑрӑх, ун пек кун ӳнерӗн ҫак енӗпе халӑха кӑсӑклантарма, ӑстасен опытне анлӑ сарма пулӑшӗ.
Паян, сӑмах май, Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институтӗнче преподавательсем студентсене халӑх ӳнерӗпе ҫывӑхлатаҫҫӗ.
Ӑстасем тӗлпулӑва хӑйсен ӗҫӗсене илсе пынӑ.
Раҫҫей ертӳҫин пресс-секретарӗ Дмитрий Песков РФ Президенчӗ Владимир Путин ҫуралнӑ кунне тӑванӗсемпе тата тусӗсемпе уявлассине пӗлтернӗ. Ют ҫӗршыври ӗҫтешӗсем те саламлаҫҫӗ ӑна. Ҫапла ҫырать «Новости» информаци агентстви.
Тунтикун, юпа уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, Раҫҫей Президенчӗ хӑйӗн 67 ҫулхине уявлать.
«Кӑнтӑрла хыҫҫӑн пӗтӗмлетӳлллӗ хыпар пӗлтерӗпӗр. Паян ирхи вуннӑран вӑл ют ҫӗршыври ӗҫтешӗсенчен салам йышӑнать», — каланӑ пресс-секретарь.
Ют ҫӗршывсенчи ӗҫтешсем саламланӑ вӑхӑтрах ӗҫпе ҫыхӑннӑ ыйтусене хускатнӑ. Ҫапла паян кӑнтӑрлаччен Путин ӗҫ пиркиех шухӑшланӑ.
Маларах Владимир Путин Президента Дмитрий Медведев премьер-министр саламланӑ. Вӑл ӑна Раҫҫей ырлӑхӗшӗн ӗҫлеме ырлӑх-сывлӑх суннӑ.
Паян – Ватӑ ҫынсен кунӗ. РФ Пенси фончӗн республикӑри уйрӑмӗ уяв тӗлне Чӑваш Енре 100 ҫул тултарнӑ миҫе ҫын пурӑннине шутланӑ.
Паянхи кун тӗлне республикӑри 56 ҫын пӗр ӗмӗр хыҫа хӑварнӑ. Вӗсенчен 49-шӗ – хӗрарӑмсем. Статистика та ҫакнах ҫирӗплетет: хӗрарӑмсем ытларах пурӑнаҫҫӗ.
Пӗтӗмпе республикӑра 80 ҫултан иртнӗ 44,3 пин ҫын пурӑнать, вӗсенчен 77,4 проценчӗ – хӗрарӑмсем. 5216 ҫын 90 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ.
Танлаштармашкӑн: 2018 ҫулхи пуш уйӑхӗнче республикӑра 100 ҫул тултарнӑ 65 ҫул пурӑннӑ, вӗсенчен 62-шӗ хӗрарӑм пулнӑ.
Пӗтӗм тӗнчери ваттисен уявӗ ҫывхарнӑ май Шупашкар хула администрацийӗ акци ирттерет. Авӑн уйӑхӗн 30-мӗшӗнче тата юпан 1-мӗшӗнче хулари хӑш-пӗр парикмахерскире 100 тенкӗпе ҫӳҫ кастарма май пулӗ. Анчах унта 60 ҫултан аслӑрах ҫынсене ҫеҫ йышӑнӗҫ.
Акцие хулари 22 парикмахерски хутшӑнма хатӗр. 100 тенкӗпе ҫӳҫ касас килсен «Алла» парикмахерские ҫитмелле. Унашкаллисем темиҫе адреспа вырнаҫнӑ. Ытти парикмахерски те ваттисен ҫӳҫне 100 тенкӗпе касӗ. Вӗсен списокӗпе сӑнӳкерчӗкре паллашма пултаратӑр.
Ыран, авӑн уйӑхӗн 26-мӗшӗнче, Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн Чӑваш Енри йышӑну пӳлӗмӗнче «хӗрӳ лини» телефонӗ ӗҫлӗ. Ӑна тӗрлӗ ведомство пӗр шухӑшлӑ пулса ӗҫлеттерӗҫ. «Хӗрӳ линие» Пӗтӗм тӗнчери ваттисен кунӗ ҫывхарнӑ май йӗркеленӗ.
Ваттисен ыйтӑвӗсене тӗрлӗ социаллӑ ведомство: РФ Пенси фончӗн управленийӗн, Ӗҫлев тата социаллӑ хӳтлӗх министерстви, Медицинӑпа социаллӑ экспертиза тӗп бюровӗн, Медицина обязательнӑй страхованийӗн фончӗн, Социаллӑ страховани фончӗн специалисчӗсем — хуравлӗҫ.
«Хӗрӳ лини» телефон номерӗ — (8352) 39-36-81. Ыйтусене, аса илтерер, ыран, авӑн уйӑхӗн 26-мӗшӗнче, 10 сехетрен пуҫласа 12 сехетчен йышӑнӗҫ. Шӑнкравлӑр, хӑвӑра хумхантаракан ыйтусене специалистсем пулӑшнипе уҫӑмлатӑр.
Чӑваш Ен Правительство ҫуртӗнче республикӑн пӗр ӗмӗрхине хатӗрленсе ирттермелли мероприятисене сӳтсе явнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Канашлура республикӑн информаци политикин министрӗ Михаил Анисимов МИХсенче ӗҫлекенсене мероприятисене анлӑ ҫутатма хушнине пӗлтернӗ. Кун пирки ЧР влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче хыпарланӑ.
Министр мӗнпур уяв пирки сюжетсем ирттерме тӗллев лартнине каланӑ. «Апла пулсан, Чӑваш Республики ҫинчен тӗнчипех ырӑ хыпарсем сарӑласси паллӑ, тӗрлӗ халӑх пирӗн ҫитӗнӳсемпе паллашӗ, ырӑ енсене курса ӗненӗ. Федераци шайӗнче уяв чаплӑ иртесси пӗрре те никама та иккӗлентермӗ», — пӗтӗмлетнӗ Чӑваш Ен влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче.
«Ҫӑкӑр-тӑварпа кӗтсе илчӗҫ. Малтанах Иван Яковлевич Яковлевӑн палӑкӗ умӗнче чечек кӑшӑлӗсем хуртӑмӑр, музейпа паллашрӑмӑр. И.Я. Яковлев уҫнӑ шкул халӗ те тирпейлӗ, ҫирӗп ларать. Питӗ нумай экспонатсене курса тӗлӗнтӗмӗр», — тесе пӗлтернӗ Муркаш районӗнчи «Сывлӑмпи» ача-пӑча фольклор ушкӑнӗ Тутарстана кайса килни пирки.
Тутар Республикинчи Теччӗ районӗнчи Кӑнна Кушки ялӗнче «Чӳклеме» уявӗ иртнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ.
Фольклор уявне Чӑваш Ен делегацийӗ те хутшӑннӑ.
Кӑнна Кушкисем иккӗмӗш хут ирттернӗ уява пуҫараканӗ, аслӑ режиссерӗ, проектӑн никӗсне хываканӗ — Чӑваш Республикинчи культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Эдуард Бахмисов.
Уява Тутарстанри Теччӗ, Пӑва, Ҫӗпрел районӗсенчи, Хусанти тата Чӑваш Республикинчи пултарулӑх ушкӑнӗсем хутшӑнчӗҫ. Чӑваш Енрен «Чӳклемене» Муркаш районӗнчи Катькасри культура ҫурчӗ ҫумӗнчи «Сывлӑмпи» ача-пӑча фольклор ушкӑнӗ кайнӑ.
Ҫитес ҫул пирӗн республика хӑйӗн юбилейне, 100 ҫулхине, уявлама хатӗрленет. Чӑваш Ен Правительство ҫуртӗнче паян юбилея хатӗрленсе ирттермелли мероприятисене сӳтсе явнӑ.
Республикӑн Элтеперӗн Администрацийӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, 2020 ҫулта уяв пирӗн тӑрӑхри кашни районпа хулана ҫитӗ. Раҫҫей тата тӗнче шайӗнчи 40-е яхӑн мероприяти ирттермелле. Вӗсен шутӗнче йӑлана кӗнӗ Пӗтӗм чӑвашсен Акатуйӗ, «Раҫҫей ҫӑлкуҫӗсем», «Руҫ ӑстисем» йӑлана кӗнӗ фестивальсемпе пӗрлех халиччен пулманнисем те. Сӑмахран, «Раҫҫей купӑсҫисен Атӑлти кӗвӗ тупӑшӑвӗ», «Асанне арчинчен» арт-проект, хорсемпе классика музыкин шыв ҫинчи фестивалӗ. Чӑваш Енӗн 3 пинлӗ хор юрлӗ, Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗ «Ҫичӗ фестивале» хутшӑнса уҫӑ пӗлӗт айӗнче наци постановкисене кӑтартӗ. Ача-пӑча пултарулӑхӗн «Песенка года» (чӑв. Ҫулталӑк юрри) фестивальне (унӑн ертӳҫи — Раҫҫей халӑх артисчӗ Ангелина Вовк) ирттерес пирки калаҫу ирттереҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (10.04.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Воскресенский Виталий Григорьевич, артиллерин генерал-лейтенанчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Юхма Мишши, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи, драматургӗ ҫуралнӑ. | ||
| Нухрат Антонина Ивановна, чӑваш журналисчӗ, общество ӗҫченӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |