Шупашкара йӗркеленӗренпе 550 ҫул ҫитнине халалласа ҫырнӑ гимнсен конкурсне ирттерессине Чӑваш халӑх сайчӗ маларах пӗлтернӗччӗ. Пурӗ 116 заявка пулнӑ.
Хайлава каярах «Контактра» халӑх ушкӑнӗнчи «Открытый город» (чӑв. Уҫӑ хула) ушкӑнра халӑхпа суйларӗҫ. Тӗнче тетелӗнче сасӑлакансем 10-мӗш номерлӗ хайлава килӗштернӗ. Унӑн авторӗ — Роман Сакулин. Ҫӗнтернӗшӗн ӑна 200 пин тенкӗ парса хавхалантарӗҫ. Роман — профессилле музыкант, композитор тата аранжировщик. Унӑн хайлавне тӗнче тетелӗнчисем пысӑка хурса хакланӑ: «Чунтан хатӗрленӗ ӗҫ. Итлерӗм, пӑхрӑм, питрен йӑл кулӑ каймарӗ!))»; «Ром, юрӑ супер! Геленджик саншӑн сасӑлать!» т.ыт.те.
Юрра ҫурла уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Шупашкарти Юрӑ уйӗнче пуҫласа шӑрантарӗҫ. Ӑна «Русское радио» ирттернӗ «ХаРРошая премия» финалисчӗсем Турецкий хорӗпе юрлӗҫ.
Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин Чӑваш Ен Президентне Михаил Игнатьева тата Шупашкарта пурӑнакансене республикӑн тӗп хулин юбилейӗпе саламланӑ.
1469 ҫулхи летопиҫсенче пуҫласа асӑннӑ хула Атӑлҫи тӑрӑхӗнче экономика, культура енӗпе пӗлтерӗшлӗ центрсенчен пӗри пулса тӑнине, пысӑк порт хули пулнине палӑртнӑ.
«Эсир хулан мухтавлӑ страницисемпе, литераторсемпе ученӑйсен, ҫар пуҫӗсемпе космонавтсен, артистсемпе спортсменсен ӑрӑвӗпе тивӗҫлипе мӑнаҫланатӑр», — хакланӑ Президент.
Шупашкар паян — пысӑк, хитре, хальхи вӑхӑтри хула пулнине те асӑннӑ телеграммӑра. Кунта промышленность, ӑслӑлӑх, вӗренӳ вӑй-хӑвачӗ, социаллӑ пурнӑҫпа транспорт инфраструктури вӑйлӑ аталаннине палӑртса хӑварнӑ. Нумай нациллӗ хулара пурӑнакансем Шупашкар, Чӑваш Республикин, Раҫҫей аталанӑвне ырӑ витӗм кӳнине палӑртнӑ.
Шупашкар районӗнчи Кӗҫӗн Сӗнтӗрте иртнӗ ял уявӗнче пӗчӗк ачасенчен пуҫласа шур сухалсем таранах чысланӑ. Унта Вӑрман-Ҫӗктер ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Олег Ерманов, ял мухтарӗ тата Ваттисен канашӗн ертӳҫи Чаптай Эльмень, Чӑваш Енри таврапӗлӳҫӗсен ертӳҫи, Таврапӗлӳлӗхпе туризм центрӗн ертӳҫи Сергей Сорокин, Ҫӳлтикассинчи вӑтам шкул директорӗ Татьяна Майорова хутшӑннӑ. Ял ҫыннисене хисеплӗ ятсемпе, дипломсемпе, грамотӑсемпе, тав хучӗсемпе, парнесемпе тата чечексемпе хавхалантарнӑ.
Уява хутшӑннӑ ишлейсемпе олкашсен «Акӑшпи» ансамблӗ, Стас Владимиров юрӑҫ, Эльменсемпе тата Майоровсен ҫемйисем юрӑ-ташӑпа савӑнтарнӑ.
Валентина Эльмен тата унӑн мӑнукӗ Валерия юрланӑ та, сӑвӑсем те вуланӑ. Ача пахчине ҫӳрекен Аня Майорова «Качака» шӳтлӗ юрра шӑрантарнӑ.
Шупашкар ҫуралнӑ кунне уявланӑ чухне кӳлмеке вӑхӑтлӑх маршрут яма палӑртнӑ. Ку Юрламалли уйра концерт пулнипе ҫыхӑннӑ.
Уявра транспорт мӗнле ҫӳрессине тӳре-шара нумаях пулмасть хула администрацийӗнче иртнӗ канашлура сӳтсе явнӑ. Унта ҫакна йышӑннӑ: ҫурла уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Ленин проспекчӗпе, Карл Маркс урамӗпе ҫӳрекен маршрутсене улӑштарма, общество транспортне 24.00-1.00 сехетчен ҫӳреттерме палӑртнӑ.
Канашлура кӳлмек тавра вӑхӑтлӑх маршрут ярас ыйтӑва та пӑхса тухнӑ. Маршрут тӑршшӗ 4,84 ҫухрӑмпа танлашӗ, транспорт кашни 15-20 минутран ҫӳремелле. Вӑл Президент бульварӗпе, Академик Крылов, Савут урамӗсемпе, Мускав проспекчӗпе кайӗ.
Томск чӑвашӗсем Питрава Пӗтрекке тенине Тутарстанри «Сувар» хаҫат нумаях пулмасть пӗлтернӗ.
Томск тӑрӑхӗнчи Горьковка-Петровка ялӗнчи чӑвашсем иртнӗ уйӑхра Питрава пухӑннӑ. Ӑна вӗсем Пӗтрекке теме хӑнӑхнӑ. Уяв ячӗпе така пусса шӳрпе пӗҫернӗ, тултармӑш хатӗрленӗ.
Томск чӑвашӗсемпе савӑнма Кемер облаҫӗнчи Прокопьевск районӗнчи Михайловкӑри «Хӗлхем» ансамблӗ пырса ҫитнӗ. Ушкӑн юрӑсемпе ташӑсенчен, миниатюрӑсенчен тӑракан концерт кӑтартнӑ.
«Ку ансамбле ҫынсем Томск облаҫӗнчи Чӑваш культура обществин 20 ҫуллӑхӗнчен пӗлеҫҫӗ. Уйрӑмах ансамблӗн ертӳҫине Вера Спиридоновӑна тата Александр Спиридонов, Александр Чернов, Алефтина Мурзина солистсене кӑмӑллӑн кӗтсе илнӗ.
Яков Мульдияров ертсе пыракан «Палан» ансамбль тата уяв хуҫи Анна Мульдиярова та тав сӑмахӗсене тивӗҫрӗҫ», — ҫырнӑ «Суварта».
Шупашкар ҫуралнӑ кунне паллӑ тӑвас умӗн йӑлана кӗнӗ тӑрӑх хулан хисеплӗ ҫыннине суйлаҫҫӗ. Ҫак ята ултӑ ҫынран пӗри тивӗҫӗ. Ӑна «Уҫӑ хула» порталти сасӑлав пӗтӗмлетӗвӗпе суйлӗҫ. Ҫавӑн пекех Шупашкарти депутатсен хула пухӑвӗн депутачӗсен шухӑшне шута илӗҫ. Сасӑлав ҫурла уйӑхӗн 5-мӗшӗччен пырӗ.
Кӑҫал ҫак кандидатсене тӑратнӑ:
- «Уяв» Чӑваш наци фольклор ансамблӗн ертӳҫи Зинаида Козлова;
- Тихонов ячӗллӗ спортшкулӗн инструктор-методисчӗ, бокс енӗпе СССР тӗнче класлӑ спорт мастерӗ Валерий Львов;
- Республикӑри клиника пульницин эндокринологи уйрӑмӗн заведующийӗ, ЧР тава тивӗҫлӗ тухтӑрӗ Игорь Мадянов;
- Шупашкарти В.И.Чапаев ячӗллӗ производство пӗрлешӗвӗн ӗҫ тӑвакан директорӗ, тӗнче шайӗнчи фейерверксен фестивалӗн йӗркелӳҫи Михаил Резников;
- «Дорисс» ПАОн тулашри консультачӗ, Чӑваш Енри ҫулйӗрҫӗсен династийӗн пуҫаруҫи Игорь Рощин;
- И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУ профессорӗ, ЧР тава тивӗҫлӗ энергетикӗ Владимир Щедрин.
Палӑртмалла: ку таранччен ҫак хисеплӗ ята 35 ҫын тивӗҫнӗ.
Ҫурла уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Чӗмпӗрти «Ниме» чӑваш культура центрӗнче ҫӗнӗ пыл уявӗ пулӗ. Тутарстанри «Сувар» хаҫатра пӗлтернӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫапларах чӑвашсем Ӗлен кунне паллӑ тӑвӗҫ. Вырӑнти утарҫӑсене тата уява хутшӑнма кӑмӑл тӑвакансене Ленин Комсомолӗн проспектӗнчи 4А ҫурта ирхи 9 сехетрен пуҫласа 19 сехетчен кӗтеҫҫӗ.
«Халӑх промыслисене аталантарас тӗллевпе нимеҫӗсем ҫак ярминккере хӑйсен пылне сутакансенчен хырҫӑ илмеҫҫӗ», — тесе ҫырнӑ «Сувар» хаҫат. Кӑларӑма «Ниме» чӑваш культура центрӗн правленийӗн председателӗ Герман Мадюков пӗлтернӗ.
Тутарстанра Учук иртӗ. Ваттисем лайӑх ҫанталӑкшӑн кӗлӗ вулӗҫ унта. Аслисен така пусмалла. Шурӑ тӗслӗскерне. Ҫамрӑксен пӑтӑ пӗҫермелле.
Тутарстанри Азнакай районӗнчи Ҫутӑ Кӳлӗ ялӗнче ирттерӗҫ Учука. Утӑ уйӑхӗн 20-мӗшӗнче. 14 сехетре.
«Таканкки» тӑвӗ ҫинче иртӗ чӑвашсен авалхи йӑли. Ҫынсен унта хӑйсен кашӑкӗсемпе тата тирӗкӗсемпе пуҫтарӑнмалла. 500-шер тенкӗ памалла кашни килтен.
Ҫакна та каласа хӑвармалла: Тутарстанри Азнакай районӗнчи Ҫутӑ Кӳлӗ ялӗнче тӗне кӗмен чӑвашсем пурӑнаҫҫӗ. Авалхи йӑласене манӑҫтарасшӑн мар вӗсем. Ҫавӑнпа уй чӳкне ирттереҫҫӗ. Ӗлӗкхи йӑла-йӗркене аса илӗҫ унта. Така шӳрпине ас тивме май килӗ. Калаҫса ларма. Ял-йышпа пӗрле пулма. Халӑхпа савӑнма. Шӳтлесе кулма. Хавасланма.
Халӑх академикӗсен шучӗ йышланнӑ. Нумай пулмасть Чӑваш таврапӗлӳҫисен пӗрлешӗвӗн Тутарстанри уйрӑмӗн ертӳҫине Александр Семенова «Халӑх академикӗ» ят панӑ. Таврапӗлӳҫӗсен Кама леш енчи уйрӑмӗн ертӳҫине Евгений Мадурова «Хисеплӗ таврапӗлӳҫӗ» теме йышӑннӑ.
Чӑваш наци академийӗн президенчӗ Евгений Ерагин Тутарстанри Уява хутшӑннӑ. Уяв Тутарстанри Аксура иртнӗ. Академикпа хисеплӗ таврапӗлӳҫӗ ят панине Уявра каланӑ Николай Ерагин.
Аксури чӑваш Уявне таҫтан та хутшӑннӑ. Паллах, вырӑнтисем хастар пулнӑ. Унта Тутарстанри Чӑваш наци-культура автономийӗ ҫумӗнчи Чӑваш ҫыравҫисен пӗрлешӗвӗ, Чӑваш наци академийӗн Тутарстанри ушкӑнӗ, Чӑваш таврапӗлӳҫисен пӗрлешӗвӗн Тутарстанри уйрӑмӗ, Аксу районӗн тӗп вулавӑшӗ хутшӑннӑ.
РФ Правительстви ҫитес ҫул мӗнле канасси пирки халех пуҫ ватать. Ҫак кунсенче 2020 ҫулта хӑш кунсенче кантарасси пирки постановлени алӑ пуснӑ.
Кӑрлачӑн 4-5-мӗшӗсем канмалли кунсене лекнӗрен вӗсене ҫу уйӑхӗн 4-5-мӗшӗсем ҫине куҫарнӑ. Ҫитес ҫул Ҫӗнӗ ҫул хыҫҫӑн кӑрлачӑн 1-8-мӗшӗсенче кантарӗҫ. Темиҫе куна тӑсӑлакан «каникул» пилӗк хутчен пулӗ: нарӑсӑн 22-24-мӗшӗсем, пушӑн 7-9-мӗшӗсем, ҫу уйӑхӗн 1-5-мӗшӗсем, ҫу уйӑхӗн 9-11-мӗшӗсем, ҫӗртмен 12-14-мӗшӗсем.
Кунсӑр пуҫне чӳкӗн 4-мӗшӗнче кантарӗҫ. Республика кунӗнче, ҫӗртмен 24-мӗшӗнче, ӗҫе тухмалла мар. Каласа хӑвармалла: кӑҫал раштав уйӑхӗн 31-мӗшӗ ӗҫлемелли кун пулӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (10.04.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Воскресенский Виталий Григорьевич, артиллерин генерал-лейтенанчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Юхма Мишши, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи, драматургӗ ҫуралнӑ. | ||
| Нухрат Антонина Ивановна, чӑваш журналисчӗ, общество ӗҫченӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |