«Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин официаллӑ сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, ЧР Элтеперне Михаил Игнатьева партирен кӑларма пултараҫҫӗ.
Элтепершӗн ҫулталӑк питех лайӑх пуҫланнӑ теме ҫук. Пичет кунӗнче вӑл питех хитре мар каласа хунӑ, кайран, паллах, журналистсен умӗнче каҫару ыйтнӑ. Анчах уявра вӑл каланӑ сӑмаха ОБСЕ, Репортеры без границ» организаци, ҫын прависене хӳтӗленекен ООН управленийӗ те ырламан, хӑшӗ-пӗри Элтепере отставкӑна яма ыйтнӑ.
Нумаях пулмасть тепӗр япала та пулса иртнӗ – Элтепер МЧС офицерӗ тӗлӗшпе шӳтленӗ. Ҫӗнӗ машин уҫҫишӗн сикме сӗннӗ шӳте Генсовет секретарӗ Андрей Турчак ырламан, «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» парти Михаил Васильевича партирен кӑларас ыйтӑва тӑратни пирки пӗлтернӗ. Ку ыйтӑва, тен, татса панӑ та: Элтепере партирен кӑлараҫҫӗ кӑна мар, должноҫран та кӑларас хӑрушлӑх пысӑк.
Партирен кӑларас ыйтӑва кӑрлачӑн 27-мӗшӗнче пӑхса тухӗҫ. Тепӗр кун, кӑрлачӑн 28-мӗшӗнче, Элтепер Патшалӑх Канашӗ патне Ҫырупа тухӗ.
Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче Ҫӗнтерӳ пулнӑранпа 75 ҫул ҫитнӗ май Раҫҫей чукунҫулӗ акци пуҫарнӑ. Кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа ҫулталӑк вӗҫлениччен Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗсемпе сусӑрӗсем пуйӑссемпе тӳлевсӗрех ҫӳреме пултарӗҫ.
Ветерансен купере те, «люксра» та вырнаҫма май пур. Компанин пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗсен хӑть те миҫе хутчен ҫула тӳлевсӗрех тухма юрать. Ку кӑна мар, ватӑскерсене илсе ҫӳрекен пӗр ҫын билетшӑн укҫа тӳлемӗ.
Сӑмах май, хулаҫум пуйӑсӗсенче те ку акципе усӑ курма пулать.
Нумаях пулмасть, кӑрлач уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, РФ президенчӗ Владимир Путин Питӗрте Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗсемпе тата патриотлӑх пӗрлешӗвӗсен элчисемпе тӗл пулнӑ. Владимир Владимирович унта Ҫӗнтерӳ пулнӑранпа 75 ҫул ҫитнӗ май ветерансене 75 пин тенкӗ парассине пӗлтернӗ.
Сӑмах май, ытти ҫул уяв умӗн ветерансене 10 пин тенкӗ панӑ, тыл ӗҫченӗсене – 5 пин тенкӗ.
«Пӗлетӗр-и: паян кунта килнӗ чухне кун пирки шутларӑм, пуҫа ансат шухӑш килчӗ. Мӗн пирки вӑл? Ҫӗнтерӳ пулнӑранпа 75 ҫул ҫитет, ҫавӑнпа эпир ку хисеппе ҫыхӑннӑ пулӑшу парӑпӑр: Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗсене тата ҫак категорипе танлаштарнисене 75-шер пин тенкӗ парӑпӑр, тыл ӗҫченӗсене – 50 пин тенкӗ», - тенӗ Владимир Путин.
Чиркӳ палӑртакан пысӑк уявсем ҫитсен ытти чухне Турӑ саккунӗпе пурӑннипе пурӑнманнисем те чиркӗве талпӑнаҫҫӗ. Кӑшарнинче те ҫавах. Ҫулталӑкӗпе пухӑннӑ ҫылӑха пӗрре шыва чӑмса тухса тасатма пулать теҫҫӗ пулинех: ватти-вӗтти вакка чӑмса тухма талпӑнать. 21-мӗш ӗмӗрте тата ҫав саманта сӑн ӳкерсе илсе тӗнче тетелне вырнаҫтарма май килни те паха пулӗ хӑшӗсемшӗн.
Ҫав вӑхӑтрах специалистсем: тухтӑрсем те, Чӑваш Енӗн Граждан оборони тата инкеклӗ лару-тӑру енӗпе ӗҫлекен министерстви те — ҫынсене асӑрхануллӑ пулма чӗнсе калать. Шыва кӗрес тесен вак ятарлӑ каснӑ вырӑнсене (пирӗн патра ун пеккисене 100-е яхӑн хатӗрлӗҫ) ҫеҫ кайма сӗнет. Унта йӗрке хуралҫисем, ҫӑлавҫӑсемпе тухтӑрсем пулӗҫ. Салтӑнса тӑхӑнмалли тата ӑшӑнса илмелли вырӑнсем те пулӗҫ.
Кӑрлачӑн 19-мӗшӗнче, вырсарникун, Мускавра чӑвашсен Сурхурийӗ иртӗ. Ӑна Раҫҫейӗн патшалӑх ача-пӑча вулавӑшӗ РФ Президенчӗ ҫумӗнчи чӑвашсен полпредствипе пӗрле ирттерӗ. Ку мероприяти «Здравствуй, сосед!» (чӑв. Сывӑ-и, кӳршӗ) проектпа килӗшӳллӗн пулӗ. Ӑна вулавӑш ҫӗршыври халӑхсен культурипе паллаштарас тӗллевпе йӗркелет.
Вулавӑшра «Загадочный праздник волжских болгар-чувашей Сурхури» (чӑв. Атӑлҫи пӑлхар-чӑвашсен асамлӑ Сурхури уявӗ) лекци тата ӑсталӑх сехечӗ иртӗ. Ӑсталӑх сехетӗнче этника стилӗпе декоративлӑ панно тума вӗрентӗҫ.
Уяв 14 сехетре виҫҫӗмӗш хутри трансформер-залта пуҫланӗ. Чӑвашсен Сурхурийӗ кӑсӑклӑ пуласса шантараҫҫӗ, кӑмӑл пуррисене пурне те йыхравланине пӗлтереҫҫӗ.
Республикӑри массӑллӑ информаци хатӗрӗсенче ӗҫлекенсене шӑматкун, кӑрлачӑн 18-мӗшӗнче, професси уявне пухӗҫ. Вӑл 11 сехетре К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче пуҫланӗ.
Уява журналистсем, полиграфистсем, хаҫат-журнала валеҫекенсем, ҫак отрасльпе ҫыхӑннӑ ытти ҫын, ветерансем пуҫтарӑнӗҫ. Меропряитие тӗрлӗ тӳре-шара хутшӑнӗ. Сумлӑ тесе шухӑшлакансене тӗрлӗ шайри Хисеп грамотипе хавхалантарӗҫ.
Чӑваш пичечӗн кунне 2000 ҫултанпа кӑрлач уйӑхӗн виҫҫӗмӗш вырсарникунӗнче уявлаҫҫӗ. Ку кун «Хыпар» хаҫат тухма пуҫланипе ҫыхӑннӑ. Ӑна 1906 ҫулхи кӑрлачӑн 21-мӗшӗнче пуҫласа кун ҫути кӑтартнӑ.
Хальхи вӑхӑтра пирӗн республикӑра 89 МИХа шута илнӗ. Роскомнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, 2019 ҫулхи раштавӑн 31-мӗшӗ тӗлне 73 пичет кӑларӑмӗ (61 хаҫат, 11 журнал, 1 сборник), электронлисем 16 кӑларӑм (1 радиопрограмма, 7 телеканал, 8 радиоканал) шутланаҫҫӗ.
Чӑваш хастарӗсем Шупашкарта Сурхури уявне пуҫтарӑннӑ. Ӑна яланхиллех ирттерекенӗ — чӑваш культурине аталантарма пулӑшса пыракан «Сувар» фонд (ертӳҫи — Чӑваш наци конгресӗн вице-президенчӗ Тимӗр Тяпкин усламҫӑ).
Чӑваш интеллигенцийӗн пайташӗсем тата паллӑ хастарӗсем ЧНК ҫуртӗнче вырнаҫнӑ «Ҫӑлкуҫ» чӑваш наци кухнин кафине пухӑннӑ.
Уяв ака-сухаҫӑсен «Алран кайми аки-сухи» гимнӗпе пуҫланнӑ. Пухӑннисене Чӑваш Республикин халӑх художникӗ Праски Витти саламланӑ.
Чӑвашсен шурсухалӗсем Евгений Райков вакката Чӑваш Енӗн экс-полпредне Леонид Волкова судра тухӑҫлӑ та ӑнӑҫлӑ хӳтӗленӗшӗн тав тунӑ. Райкова «Чуваши: этническая история и традиционная культура» кӗнеке парнелесе хавхалантарнӑ.
Мускаври чӑвашсен ентешлӗхӗ тата Чӑваш офицерӗсен юлташлӑхӗ Чӑваш халӑх сайчӗн тӗп редакторне Николай Плотникова ӑнӑҫлӑ та тухӑҫлӑ ӗҫленӗшӗн медаль парса чыс тунӑ.
Чӑваш халӑх инструменчӗсен паллӑ ӑсти тата мусӑкҫи Николай Фомиряков халӑх кӗввисене янӑратнӑ. Вера Орлова ӗҫ ветеранӗ халӑх юррисене шӑрантарнӑ.
Уява Шупашкар тата Муркаш районӗсенчен килнӗ хастарсем те хутшӑннӑ.
Чӑвашлӑхшӑн чун-чӗрепе ҫунакансем Сурхурине кӑҫал та паллӑ тӑвӗҫ. Яланхи пекех вӑл, кӑрлачӑн 7-мӗшӗнче, «Ҫӑлкуҫ» кафере иртӗ. 12 сехетелле пухӑнма йыхравлаҫҫӗ. Аса илтерер, «Ҫӑлкуҫ» кафе Чӑваш наци конгресӗн ҫуртӗнче вырнаҫнӑ.
Ҫитрӗ, ҫитрӗ сурхури!
Сурхури, сурхури терӗмӗр,
Сурхури ҫитрӗ курӑнать.
Атьӑр тухӑр, ачасем,
Урам тӑрӑх кайӑпӑр,
Килӗрен киле ҫӳрӗпӗр,
Килӗрен кукӑль чӳклӗпӗр.
Чӑваш халӑх сайчӗ те, Сурхурие йӗркелекенсем те сире пурте ҫитсе пыракан Сурхури уявӗ ячӗпе саламлаҫҫӗ!
Ӗнер, кӑрлач уйӑхӗн 3-мӗшӗнче, ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев канашлу ирттернӗ. Унта Чӑваш автономийӗ йӗркеленнӗренпе 100 ҫул ҫитнине халалланӑ мероприятисене ирттересси пирки калаҫнӑ.
Канашлура кӑҫал Республика кунне хӑш районта йӗркелесси пирки те сӑмах хускатнӑ. Ҫӗртме уйӑхӗнче ку уяв яланхи пекех Шупашкарта тата Хӗрлӗ Чутай районӗнче иртӗ.
Элтепер уява хатӗрленмелли пирки, ӗҫ нумаййи ҫинчен каланӑ. «Пирӗн тӗллев – уяв мероприятийӗсене тӗрлӗ ӳсӗмри ҫынсене явӑҫтарасси», - тенӗ Михаил Игнатьев.
Чӑваш Енӗн тӗп хулинче, Шупашкарта, Ҫӗнӗ ҫулпа ҫыхӑннӑ мероприятисем ҫак кунсенче таҫта та иртӗҫ. Шупашкара 500 ҫул культурӑпа кану паркӗнче (халӗ ӑна «Амазони» этнокомплекс тенипе те пӗлеҫҫӗ) Хӗл Мучи резиденцийӗ ӗҫлет. Вӑл раштав уйӑхӗн 28-мӗшӗнче уҫӑлнӑ.
Шупашкарта пурӑнакансемпе Чӑваш Енӗн тӗп хулин хӑнисене паркра кӑрлачӑн 7-мӗшӗчченех кӗтӗҫ. Хӗл Мучин керменӗ тӗп ёлка патӗнче вырнаҫнӑ. Унта Хӗл Мучи пулӗ. Вӑл ачасем сӑвӑ-юмах каланине хаваслансах итлӗ. Юрӑ юрлакансем юрӑ юрлаччӑр, ташлакансем ташласа кӑтартчӑр. Хӗл Мучи пурне те пӗр пек хапӑл тӑвӗ. Юр пике те, юмахри ытти персонаж та пулӗҫ унта. Вӗсем шӑпӑрлансемпе хаваспах вылӗҫ-кулӗҫ. Маттур ачасене Хӗл Мучи ӑшӑ сӑмахпа хавхалантарӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (10.04.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Воскресенский Виталий Григорьевич, артиллерин генерал-лейтенанчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Юхма Мишши, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи, драматургӗ ҫуралнӑ. | ||
| Нухрат Антонина Ивановна, чӑваш журналисчӗ, общество ӗҫченӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |