Чӳк уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Тутапстанри Пӑва районӗнчи Кипеккассинче «Пӑва районӗнчи чӑваш пики — 2017» титулшӑн ӑмӑрту пулса иртнӗ.
Тӳрере культура управленийӗн ертӳҫисем, Пӑва тӑрӑхӗнчи Чӑваш наципе культура центрӗн ертӳҫи Владимир Ильин, Рункӑ ял хутлӑхӗн пуҫлӑхӗ Роберт Гордеев, 2017 ҫулхи «Уяв пики» Анастасия Павлова, 2016 ҫулхи «Раҫҫей чӑваш пики» Ксения Романова пулнӑ.
Сцена ҫинче ултӑ хӗр тухнӑ. Спонсорсем хушшинче чӳречепе алӑк кӑларакансем те, ылтӑн сутакансем те, усламҫӑсем те пулнине пӗлтерет «Сувар» хаҫатра Константин Малышев.
Тӗрлӗрен номинацире мала тухнисене ювелир салонӗнче тавар туянмалӑх 5 пин тенкӗлӗх сертификат панӑ.
Мӑкӑр шкулӗнче 11-мӗш класра вӗренекен Екатерина Тюплина мала тухнӑ. Екатерина кӑҫал «Тӑхӑрьял шӑпчӑкӗнче» те палӑрнӑ, ҫитес ҫул ҫуркунне Хусанта иртекен «Тутарстанри чӑваш пики» конкурсра Пӑва районӗн чысне хӳтӗлӗ.
Тутарстанра чӑваш ялӗсем сахал мар. Хӑш-пӗр районсенче вӗсен шучӗ ҫирӗмрен те иртет. Ҫав вӑхӑтрах тӗл-тӗл ҫеҫ тӗл пулаканнисем те пур. Сӑмахран, Ҫӗнӗ Шешме районӗнче пӗр ял кӑна — Чӑваш Шупашкарӗ. Шӑп та лӑп ҫав ял пирки хаҫатӑн ҫӗнӗ кӑларӑмӗ хыпарлать те.
«Чувашская Чебоксарка – село потомков Ивана и Лукерьи» (чӑв. Чӑваш Шупашкарӗ — Йӑванпа Лукарье тӑхӑмӗсен ялӗ) ят панӑскерте ялти культура тытӑмӗпе паллашма пулать. Ялти вулавӑшра, сӑмахран, 656 кӗнеке чӑвашлисем тесе пӗлтерет хаҫат. Статья авторӗ, Лариса Фёдорова, ялти шкула та ҫитсе курнӑ, кунти апатланӑш мӗнпе сӑйланине пӗлнӗ. Ҫавӑн пекех вулакан ял халӑхӗ епле пурӑннине вуласа пӗлме пултарӗ — кам ӑҫта ӗҫлеме ҫӳрет, укҫа-тенке мӗнле тӑвать тата ытти те.
Сӑмах май, тутарла пӗлекенсем статьяпа тутарла та паллашма пултараҫҫӗ.
Ӗнер Тутарстанра Хусан хулине ярса илнӗ кунпа хурланса митинг иртнӗ. Аса илтеретпӗр, вӑл кашни ҫулах иртет, чӑвашсем те унта тӑтӑшах хутшӑнаҫҫӗ.
Кӑҫал вара митинг хыҫҫӑн чӗлхе политики тавра ҫавра сӗтел-канашлу ирттерчӗҫ. Халӑх Хусанти «Волга» хана ҫуртӗнче пухӑнчӗ. Пӳлӗмне пысӑках маррине уйӑрнӑран (50 ҫын аран хӗсӗнсе вырнаҫма пултарчӗ) сахал мар ҫын коридорта та тӑчӗ. Пурӗ ҫапла 80 ҫын патнелле хутшӑнчӗ теме пулать. Вӗсем хушшинче ытти регионсенчен килнисем те пулчӗҫ. Пӗчӗк мар делегаци Чӑвашран та ҫитнӗччӗ.
Ҫавра сӗтел-канашлура чӗлхе политикине ҫулран ҫул хӗсни пирки каларӗҫ. Вырӑс мар халӑхсен чӗлхе лару-тӑрӑвӗ япӑхланса пыран пулин те Мускавран вӗсене хӗснӗ хыҫҫӑн хӗссе пыни пирки сӑмахларӗҫ. Малтан вӗренӳ программинчен наци компоненчӗсене хӑйпӑтса илчӗҫ, кайран федераллӑ стандарт шухӑшласа кӑларчӗҫ, халь вара Владимир Путин Йошкар-Олара каланӑ сӑмах хыҫҫӑн наци чӗлхисене ытла нумай вӗрентессинчен прокуратурӑпа хӑратаҫҫӗ. «Мускав ытла ҫӑткӑн», — терӗҫ тухса калаҫакансем.
Ытти тӑрӑхсенчен ҫитнисене те сӑмах пачӗҫ. Вӗсене хӑйсен патӗнчи чӗлхе лару-тӑрӑвӗ пирки каласа пама ыйтрӗҫ.
Кӳршӗллӗ регионти «События» (чӑв. Пулӑмсем) тетелти кӑларӑм тӗрлӗ халӑх ҫыннисенчен мӗншӗн тутар чӗлхине вӗренни пирки тӗпчесе ыйтнӑ. Хуравлакансен йышӗнче узбек, американ, яппун тата ытти халӑх ҫыннисем пулнӑ. Хуравлакансен йышӗнче Тутарстанӑн Ҫӗпрел районӗн пуҫлӑхӗ Александр Шадриков та пулнӑ.
– Пирӗн районта тутарсем чӑвашла пӗлеҫҫӗ, чӑвашӗсем вара — тутарла. Сӑмах май, пирӗн тӑрӑхра вырӑссем сахал, ҫавна пула ытларах чӑвашсемпе тата тутарсемпе хутшӑнма тивет. Хамӑн пӗлӗшсемпе тата кӳршӗсемпе калаҫа-калаҫа эп хамах тутарла вӗрентӗм. Ҫавна май яланах юлташсен чӗлхипе калаҫатӑп, — тенӗ вӑл хуравра.
Александр Валерьевич пӗлтернӗ тӑрӑх тутар чӗлхине вӗренни усӑллӑ ҫеҫ пулнӑ. Тутарсен ялне ҫитсен вӑл ялан халӑхпа тутарла калаҫать имӗш. Ҫавӑн пекех тутарсен литературипе те кӑсӑклансах паллашать.
Александр Шадриков Ҫӗпрел районне кӗрекен Алешкин Саплӑк ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Аслӑ пӗлӗве Хусанти патшалӑх педагогика институтӗнче илнӗ, «физикӑпа информатика вӗрентекенӗ» специальноҫе алла илнӗ. 2006 ҫулта Чӑваш патшалӑх университетӗнче юрист специальноҫпе пӗлӳ илнӗ.
Ӗнер, юпа уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, Чӑваш Ен хастарӗсем Хусанта иртекен пӗтӗм Раҫҫейри ҫамрӑксен «Тӗрӗксен ылтӑнӗ» форумне тухса кайнӑ. Халӑхӑмӑрӑн ятне ҫӳлте тытма, чӑваш сӑнне тивӗҫлипе кӑтартма вӗсене культура министрӗн ҫумӗ Вячеслав Оринов пил панӑ.
Чӑваш Енӗн Культура министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫак форум Хусанта Раҫҫейӗн нацисен ӗҫӗсен агентстви тата Тутарстан правительстви пулӑшнипе иртет. Иккӗмӗш хут йӗркеленекен форума ҫӗршыври 15 регионти тюркологипе ҫыхӑннӑ проектсене пурнӑҫа кӗртекен 150 ҫамрӑк хутшӑнать. Хастар яшсемпе хӗрсем ҫак кунсенче хӑйсен проекчӗсемпе программисем пирки ыттисене каласа кӑтартӗҫ, паллӑ тӳре-шарапа, артистсемпе, спортсменсемпе тата усламҫӑсемпе тӗл пулӗҫ. Форум уяв концерчӗпе хупӑнӗ.
Тутарстан Республикинчи Чӑвашсен наци культурин автономийӗн ертӳҫи, Тутарстан Республикин Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Дмитрий Самаренкин Чӑваш Енри культура учрежденийӗсемпе паллашнӑ.
Дмитрий Самаренкинпа Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев та тӗл пулнӑ. Ертӳҫӗсем чӑвашсене ҫутта кӑлараканӑмӑр, паллӑ ӑсчах Иван Яковлевич Яковлев ҫуралнӑранпа 170 ҫул ҫитнине асӑнса ирттерекен мероприятисем пирки канашланӑ, К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрне 100 ҫул ҫитнине паллӑ тӑвасси пирки сӳтсе явнӑ.
Республикӑн культура, наци ӗҫӗсен, архив ӗҫӗсен министрӗпе хӑна Чӑваш тӗррин музейне ҫитсе курнӑ. Унти экспонатсемпе паллашнӑ май Тутарстан хӑни музей йӗркеленине пысӑка хурса хакланӑ. Раҫҫей халӑх художникӗн Ревель Федоровӑн ӗҫӗсем уйрӑмах килӗшнӗ ӑна. Чӑваш наци музейӗнче те пулнӑ вӑл.
Тутарстанри Руслан Айсин политолог «Азатлык» радиона панӑ интервьюра наци чӗлхисене ирӗксӗрлесе вӗрентмелле марри пирки ҫӗршыв ертӳҫи каланин сӗмне урӑхларах курать. Ун шучӗпе Мускав малтан Пушкӑртстана хӗснӗ, халӗ Тутарстана хӗсесшӗн.
Наци чӗлхине вӗрентесшӗннисене пусарас шутпа урӑхла юхӑм пуҫлӗҫ: вырӑс чӗлхине шкулта вӗрентнине хӗсеҫҫӗ тесе ашшӗ-амӑшӗ шӑв-шав ҫӗклӗ, вӗсене информаци тӗлӗшӗнчен пулӑшӗҫ.
Тутарстанри политолог шухӑшланӑ тӑрӑх, Пушкӑртстан ертӳҫи Рустам Хамитов федералсене халех парӑннӑ: вӑл пушкӑрт чӗлхине ашшӗ-амӑшӗн кӑмӑлне шута илсе вӗрентмелле тенӗ. Тутарстанра та Мускав хистенине пӑхӑнма пултараҫҫӗ.
...РФ вӗренӳ министрӗ Ольга Васильева регионсенче патшалӑх чӗлхи тесе ҫирӗплетнӗ наци чӗлхисене вӗрентни ачасен правине пӑсмасть тени шанчӑк парсан кӑна...
Тутарстанри усламҫӑ Ҫӗрпӳ районӗнче чутах экологи катастрофи туман. Хусанта пурӑнакан 47 ҫулти арҫын Янсакасси ялӗнче ҫӑм сӑрлас ӗҫ пуҫарнӑ. Хӑйӗн ӗҫӗнче вӑл хром кӗрекен ҫумалли хутӑшпа усӑ курнӑ. Шӑпах ҫав сиенлӗ япала тавралӑха вараланӑ та.
Следстви палӑртнӑ тӑрӑх, 2013 ҫулхи ака уйӑхӗнчен пуҫласа кӑҫалхи акаччен сиенлӗ хутӑшсем канализаци пӑрӑхӗ витӗр юрӑхсӑра тухнӑ тасатмалли сооруженисене лекнӗ. Унтан вара инҫех мар вырнаҫнӑ ҫырмана юхнӑ.
Ҫапла майпа усламҫӑ 700 тӑваткал метр лаптӑка вараланӑ. Усламҫа ҫакӑншӑн явап тыттарасшӑн. Ун тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе малалла тӗпчеҫҫӗ.
Шупашкар хулин ҫуралнӑ кунӗнче Пӗтӗм Раҫҫейри «Туризм мисӗ» илем конкурсӗ иртесси пирки Чӑваш халӑх сайтӗнче кӑшт маларах хыпарланӑччӗ. Ӑна Хӗрлӗ тӳремре йӗркеленӗ.
Сцена ҫине 30 чиперук тухнӑ. Вӗсем наци костюмне кӑтартнӑ, илемлӗ кӗпе тӑхӑнса утнӑ тата купальникпе тухнӑ. 1-мӗш вице-мисс ятне Чӑваш Ен пики Александра Николаева ҫӗнсе илнӗ. 2-мӗш вице-мисс — Тӗменри Ксения Земляникова.
«Туризм мисӗ – 2017» ята вара Тутарстанри Зульфия Шарафеева тивӗҫнӗ. Ӑна Германири дизайнер кӗпине парнеленӗ. Ҫавӑн пекех вӑл ювелир салонӗн парнине, чечек ҫыххисене тата ытти парнене тивӗҫнӗ.
Ӗнер Шупашкарта тӗрӗк халӑхӗсен фестивалӗ уҫӑлнӑ. Унта Самар, Ӗрӗнпур, Липецк, Аҫтӑрхан, Челепи, Омск облаҫӗсенчи, Тутарстан, Калмӑк, Пушкӑртстан, Мӑкшӑ, Мордва республикисенчен, Алтай крайӗнчен килнӗ пултарулӑх ушкӑнӗсем Шупашкарти тӗп сцена ҫинче пултарулӑха кӑтартнӑ. Унччен куракансене тӗрӗк халӑхӗсен историйӗпе паллаштарнӑ, вӗсен йӑли-йӗрки ҫинчен каласа панӑ.
Паян пултарулӑх ушкӑнӗсем тӗрлӗ сцена ҫине тухнӑ. 18 сехетре вӗсен гала-концерчӗ пуҫланнӑ. Унтах чи пултаруллисене дипломсемпе наградӑлама палӑртнӑ. Чӑваш тӗррин музейӗнче паян тӗрӗк халӑхӗсен ҫавра сӗтелӗ иртнӗ.
Аса илтерер, фестиваль ҫурла уйӑхӗн 19-21-мӗшӗсенче иртет. Ӑна йӗркелеме Раҫҫейӗн культура министерстви, Раҫҫейӗн халӑх пултарулӑхӗн ҫурчӗ тата Шупашкар хула администрацийӗ пулӑшнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (13.07.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Александров Михаил Александрович, паллӑ авиаконструктор ҫуралнӑ. | ||
| Патман Николай Кириллович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Абужаров Анатолий Ильич, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ вӑрманҫи ҫуралнӑ. | ||
| Золотов Арсений Иванович, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ вӗрентекенӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |