Чӑваш чӗлхин кунӗ ячӗпе Шупашкарта паян йӗркеленӗ митинг «Анлӑн янӑра, чӑваш чӗлхи!» флешмоб ятпа иртнӗ.
Унта вӗренекенсем, культура тата ӳнер ӗҫченӗсем, студентсем, хастар ытти ҫынсем пухӑннӑ. Тухса калаҫакансем хушшинче ЧР культура министрӗ Константин Яковлев, Чӑваш наци конгресӗн президенчӗ Николай Угаслов, Чӗмпӗр облаҫӗнчи чӑваш наци автономийӗн ертӳҫи Олег Мустаев, Тутарстанри Теччӗ районӗнчи чӑваш обществин ертӳҫи Володар Тимофеев, ЧР вӗрентӳ министрӗн ҫумӗ Алевтина Федорова, Чӑваш халӑх поэчӗ Валери Туркай, Виталий Станьял ӑсчах, Чӑваш халӑх писателӗ Анатолий Кибеч тата ыттисем пулнӑ.
Митингра тӑван чӗлхе пӗлтерӗшӗ пирки калаҫнипе пӗрлех чӑваш юрри-такмакӗ янӑранӑ. Унта Иван Яковлевӑн «Халалӗ» те янӑранӑ.
Ака уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Шупашкарта чӑваш чӗлхипе тата литературипе пӗтӗм тӗнче олимпиади иртнӗ. Олимпиадӑна И.Я. Яковлев ҫуралнӑранпа 170 ҫул ҫитнине халалланӑ. Унта «Чӑваш чӗлхин илемӗ» енпе студентсем тата «Чӑваш чӗлхи – тӑван чӗлхе» енпе шкул ачисем ӑс-хакӑл, пултарулӑх, тавҫӑрулӑх енчен хӑйсен вӑйне виҫнӗ.
Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче паян пӗлтернӗ тӑрӑх, шкул ачисен олимпиадине Чӑваш, Тутар тата Пушкӑрт республикисенчи, Чӗмпӗр облаҫӗнчи шкулсенче 9-11 классенче вӗренекен 52 ача хутшӑннӑ.
Ҫӗнтерӳҫӗ ята Вӑрмар районӗнчи Аслӑ Чак шкулӗнчи Регина Теплова тата Ираида Якимова, Тӑвай районӗнчи Тушкилти Лидия Морякова, Диана Мердеева, Тутар Республикинчи Ҫӗпрел районӗнчи Матак шкулӗнчи Марина Ермолаева, Анастасия Иванова Анастасия, Патӑрьелти 1-мӗш шкулти Светлана Солдатова, Наталия Путякова, Мария Ядрицова, Йӗпреҫри 2-мӗш шкулти Алена Ядрицова, Анастасия Мочалова, Шупашкар хулинчи 62-мӗш шкулти Нина Егорова тивӗҫнӗ.
Тутарстанри Лениногорскра районти нацисен чи хитре те пултаруллӑ пикисене палӑртнӑ. «Лениногорск илемӗ» конкурс пирки Тутарстанри чӑвашсен «Сувар» хаҫачӗ пӗлтернӗ. Конкурса ултӑ наци пики хутшӑннӑ. Ҫав йышра Лениногорскра экономиста вӗренекен 19 ҫулти Мария Исаева чӑваш хӗрӗ пулнӑ.
Хӗрсем хӑйсен пултарулӑхне «Эпӗ хамӑн халӑхӑн хӗрӗ» визиткӑра, наци апат-ҫимӗҫӗ хатӗрлесе, пултарулӑх конкурсӗсенче тата дефилере кӑтартнӑ. Конкурсҫӑсене «Халӑх чунӗ», «Наци колоричӗ», «Ҫепӗҫ чӗлхе», «Туслӑх элчи», «Халӑх йӑли-йӗркин управҫи», «Халӑхӑн кӗмӗл сасси» номинацисенче чысланӑ. Чӑваш хӗрӗ «Наци колоричӗ» номинацире палӑрнӑ.
Чӑваш пикине халӑхӑн илемӗпе, культурипе паллаштарма районти ЧНКЦ тата Лениногорск хулинчи «Шурӑ хурӑн» чӑваш ансамблӗ пулӑшнӑ.
Ака уйӑхӗн 13-14-мӗшӗсенче Пушкӑртстанри Пелепей районӗнче чӑваш ачисемпе ҫамрӑкӗсен VII «Силпи асамачӗ» фестиваль-конкурс иртнӗ. Унта пухӑннисене чӑваш халӑх артисчӗ Вячеслав Христофоров хакланӑ.
«Урал сасси» хаҫатӑн халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринче Надежда Родионова пӗлтернӗ тӑрӑх, конкурса Пушкӑртстанпа Тутарстанри, Чӑваш Енри, Челепи облаҫӗнчи 300-е яхӑн ачапа ҫамрӑк хутшӑннӑ. Пурӗ 74 заявка килнӗ.
Пысӑк масштаблӑ мероприяти РФ Президенчӗн фончӗ пулӑшнипе иртнӗ. Конкурса тӑратнӑ номерсене чӑваш халӑх артисчӗ Вячеслав Христофоров ертсе пыракан жюри ушкӑнӗ хакланӑ. Суйлав турӗ вӗҫленнӗ хыҫҫӑн ҫамрӑк артистсем мероприятийӗн тӗп уявне — гала-концерта — пуҫтарӑннӑ.
Тутарстанри Ҫыранҫи Чаллӑ хулинче ӗҫленӗ прокурора Чӑваш Енӗн прокурорӗн пӗрремӗш ҫумне ҫирӗплетнӗ. Хушӑва РФ генпрокурорӗ ӗнер алӑ пуснӑ.
Иртнӗ ҫулхи нарӑс уйӑхӗнченпе пушӑ пулнӑ ҫак должноҫ. Чӑваш Енӗн надзор органӗнчи самай ҫӳллӗ пукан тивӗҫлӗ канури Виталий Щетинкин ӗҫрен кайнӑ хыҫҫӑн пушаннӑччӗ.
Малашне пирӗн республикӑри прокурор ҫумӗ пулса Александр Евграфов тӑрӑшӗ. Александр Евграфов 1966 ҫулта Тутарстанри Аксу районӗнче ҫуралнӑ. Хусанти патшалӑх университетӗнче «юриспруденци» специальноҫа алла илнӗ. Ӗҫ биографине Тутарстанри прокуратура тытӑмӗнче пуҫланӑ. Тӗпчевҫӗрен пуҫласа прокурора ҫитнӗ. 2006—2008 ҫулсенче вӑл Архангельск облаҫӗнче прркурор ҫумӗ пулнӑ. Юлашки ҫулсенче Ҫыранҫи Чуллӑ прокурорӗнче ӗҫленӗ. Унта вӑл 10 ҫул тӑрӑшнӑ.
Нумаях пулмасть Шупашкарти 47-мӗш вӑтам шкулта чӑваш чӗлхипе литературине верентекенсен республикӑри конкурсӗн финалӗ иртнӗ. Ҫӗнтерме 10 педагог, вӗсен шутӗнче Тутарстанри те пулнӑ, ӑнтӑлнӑ.
Вӗрентекенсем чӑваш чӗлхи урокне епле ирттернине кӑтартса панӑ, тӳресен умне чӑваш тумӗпе тухнӑ. Пуринчен ытла балл пухса Шупашкарти 40-мӗш шкулта ӗҫлекен Александр Степанов ҫӗнтернӗ. Каярах вӑл Мускавра иртекен наци чӗлхисен учителӗсен Пӗтӗм Раҫҫейри ӑсталӑх сехетӗнче хӑйӗн профессири пултарулӑхне кӑтартӗ.
Маларах Чӑваш халӑх сайчӗ пуш уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Шупашкарта «Ҫулталӑк вӗрентекенӗ — 2018» конкурса пӗтӗмлетнине пӗлтернӗччӗ. Хулари 40-мӗш шкулта чӑваш чӗлхипе литература вӗрентекен Александр Степанов унта «Педагог дебючӗ» номинацире ҫӗнтернӗччӗ.
Татарстан Республикинче «Чӑваш шӑпчӑкӗ» конкурс вун иккӗмӗш хут иртет. Кӑҫал вӑл пуш уйӑхӗн 30-мӗшӗнче пуҫланнӑ та ака уйӑхӗн 28-мӗшӗчченех пырӗ.
Ку конкурс «Тутарстан Республикин 2014-2020 ҫулсенчи патшалӑх наци политикине пурнӑҫласси» программӑна кӗнӗ, ҫавна май ӑна республикӑн Культура министерстви, Тутарстан Халӑхсен ассамблейи, Чӑваш наципе культура автономийӗ, Тутарстан халӑхсен Туслӑх ҫурчӗ, Аксy районӗн администрацийӗ йӗpкелeҫҫӗ. Конкурс икӗ тапхӑртан тӑрать, пӗрремӗшӗ ака уйӑхӗн 15-мӗшӗччен районсенче иртет, иккӗмӗшӗ ака уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Аксу районӗнчи Аксу поселокӗнче пулать. Районсенчен кашни номинациех 2 ҫынран е ансамбльтен ытла мар хутшӑнма пултараҫҫӗ. Конкурс йӗpкине «Сувар» хаҫат сайтне вырнаҫтарнӑ.
Ҫак кунсенче Чӑваш Ен тӗп хулинче Пӗтӗм Раҫҫейри канашлу ӗҫлет. Унта кӑҫалхи навигаци вӑхӑтӗнчи (пӑрахутсем шыв ҫинче ҫӳренӗ тапхӑрти) турист карапӗсен расписанийӗпе графикне ҫирӗплетӗҫ.
Пӗтӗм Раҫҫейри ҫакӑн пек канашлу икӗ ҫул каяллата Шупашкартах иртнӗччӗ. Апла пулсан Чӑваш Ен тӗп хулин хӑнасене йышӑнас опыт пур. Вӑл ҫеҫ те мар, пирӗн республика туристсене кӑсӑклантарма тӗрлӗ майсем туса параять.
Шупашкарти канашлӑва Мускавран, Питӗртен, Чулхуларан, Самартан, Ярославльтен, Костромараран, Тутарстанран, Карелирен, Удмурт Республикинчен, Краснодар тӑрӑхӗнчен 50 ҫын ытла килсе ҫитнӗ. Вӗсем пурте — туризмпа ӗҫлекенскерсем: е круиз компанийӗн ертӳҫисем, е ҫак енӗпе тӑрӑшакан ытти ӑстаҫӑсем.
Чӑваш Ен Хусанта иртекен Пӗтӗм тӗнчери тӗрӗк киновӗн фестивальне хутшӑнать. Кинофорума пуш уйӑхӗн 21-25-мӗшӗсенче пуҫтарӑнӗҫ.
Вӑл Стамбулта пӗлтӗр иртнӗ Тӗрӗк тӗнчи кино ассоциацийӗн президиум ларӑвӗн йышӑнӑвӗпе пулать. Кинофорум валли Тутарстана суйласа илнине темиҫе сӑлтавпа ӑнлантараҫҫӗ. Тутарсен, сӑмахран, мӑсӑльман киновне ирттерес опыт пур тата республикӑра халӑхсен йӑли-йӗркине аталантарассипе ҫине тӑраҫҫӗ.
Тӗрӗк киновӗн фестивальне Турцирен, Казахстанран, Кӑркӑстанран, Узбекистанран, Азербайджанран тата Туркменистанран килсе ҫитмелле. Хамӑр ҫӗршыври регионсенчен, Тутарстансӑр пуҫне, Пушкӑртстанран, Якут Республикинчен, Хакас Республикинчен тата, маларах каларӑмӑр ӗнтӗ, Чӑваш Енрен хутшӑнмалла.
Пирӗн республикӑри Кинематографистсен пӗрлешӗвӗн ертӳҫин ҫумӗ Ильтимер Ефремов ҫак йӗркесен авторне пӗлтернӗ тӑрӑх, чӑвашсем Марат Никитинӑн «Хорло» фильмӗпе кайӗҫ.
Тутарстанри Халӑхсен туслӑхӗн ҫуртӗнче пуш уйӑхӗн 24-мӗшӗнче «Рукопожатие трёх республик» (чӑв. Виҫӗ республика пӗр-пӗринпе алӑ парӗҫ) ятпа поэзи концерчӗ иртмелле. Ҫакӑн пирки темиҫе кун каяллах Халӑхсен туслӑхӗн ҫурчӗн сайтӗнче хыпарланӑ. Мероприятие Пӗтӗм тӗнчери поэзи кунне халалланӑ.
Унта ҫырнӑ тӑрӑх, поэзи концертне виҫӗ республика: Тутарстан, Чӑваш Ен тата Мари Эл — хутшӑнмалла. Пирӗн республикӑран кам каяссине пӗлес тесе паян ҫак йӗркесен авторӗ Чӑваш Енӗн Культура, наци ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерствипе те, Чӑваш Республикинчи профессилле ҫыравҫӑсен пӗрлешӗвӗпе те ҫыхӑнчӗ. Анчах нихӑшӗнче те Тутарстанри поэзи концертне кам каяссине калаймарӗҫ.
Асӑннӑ культура мероприятине тутарсем, сӑмах май, иккӗмӗш хут ирттереҫҫӗ. Ӑна унти вырӑссен наципе культура пӗрлешӗвӗ йӗркеленӗ. Ҫавӑн пекех Вырӑс литература клубӗн ҫармӑссен, чӑвашсен регионти уйрӑмӗсем те пулӑшаҫҫӗ.
Асӑрхаса хӑваратпӑр, ку поэзи каҫне пӗлтӗр Дмитрий Поздеев, Эдуард Фролов, Сергей Тихонов, Наталья Ромашина тата Галина Белгалис хутшӑннӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (13.07.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Александров Михаил Александрович, паллӑ авиаконструктор ҫуралнӑ. | ||
| Патман Николай Кириллович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Абужаров Анатолий Ильич, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ вӑрманҫи ҫуралнӑ. | ||
| Золотов Арсений Иванович, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ вӗрентекенӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |