Авӑн уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Йӗпреҫ районӗнчи Пучинке клубне халӑх нумай пухӑннӑ. Унта Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗн артисчӗсем килнӗ. Хӑнасем «Пирӗн атте авлана-а-ать!» камитпе паллаштарнӑ.
Спектакле Валерий Иовлев лартнӑ. Тӗп сӑнар — Николай — ура ҫинче ҫирӗп тӑракан арҫын, ялта уншӑн ним пахи те ҫук. Унӑн пӳрчӗ тахҫанах пушаннӑ, ывӑлӗ-хӗрӗ саланнӑ. Унӑн чунӗ кӗҫӗн ывӑлӗшӗн ыратать. Ывӑлӗ савнипе вӑрҫӑнса кайсан вӑл ахаль лармасть.
Спектакльте Василий Павлов, Светлана Савельева, Лидия Красова, Валентина Музыкантова, Валентина Сурикова, Венера Пайгильдина, Николай Дмитриев, Ирина Апхипова, Александр Степанов, Станислав Владимиров, Татьяна Зайцева-Ильина тата ҫамрӑк артистсем выляҫҫӗ.
Пучинкесем спектакле ӑшӑ кӑмӑлпа кӗтсе илнӗ. Вӗсем ура ҫине тӑрса тахҫанчченех тӑвӑллӑн алӑ ҫупнӑ.
Сӑнсем (20)
Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче пултаруллӑ ҫамрӑксем ӗҫлеме пуҫланӑ. Вӗсем — Мускавран. Артистсем Мускаври Галина Вишневская ячӗллӗ колледжран вӗренсе тухнӑ та Шупашкара ҫул тытнӑ.
Оперӑпа балет театрне тӑватӑ каччӑ килнӗ. Труппӑра шӑпах йӗкӗтсем ҫитмен. Вӗсемпе пӗрле Элеонора Чалигова балерина та килнӗ. Театрта кун пек балет труппи тахҫанах пулман.
Шупашкара ӗҫлеме килнӗ ҫамрӑксем пурте тенӗ пекех Мускавра ҫуралса ӳснӗ. Алексей Рюмин ҫеҫ Тулӑран.
Вӗсене Мускавра та ӗҫлеме чӗннӗ-мӗн. Анчах вӗсем Шупашкарпа паллашсан, оперӑпа балет театрне ҫитсен кунтах юлма шутланӑ. Кунсӑр пуҫне колледж педагогӗсем те вӗсене Шупашкара суйлама сӗннӗ. Ара, кунта иртекен балет фестивалӗ пирки чылайӑшӗ пӗлеҫҫӗ-ҫке.
Мускавран килнӗ артистсен ӑсталӑхӗ пысӑк. Вӗсене сцена ҫинче тӗп партисене шанса панӑ. Апла, вӗсем Чӑваш Ен ҫыннисен кӑмӑлӗсене каяҫҫех.
Константин Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче ҫӗнӗ, 98-мӗш сезона, ӗнер уҫрӗ кӑна-ха. Ун пирки эпир пӗлтернӗччӗ. Сезон уҫӑлнӑ-уҫӑлман куракансем валли халӑх юратнӑ театр премьерӑпа савӑнтарасшӑн.
Николай Терентьевӑн «Ыйӑх ҫухатнисем» пьеси тӑрӑх спектакле академи драма театрӗн артисчех лартнӑ. Вӑл — Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ, Чӑваш Республикин Ҫамрӑксен патшалӑх премийӗн лауреачӗ Валерий Карпов. Художникӗ — Людмила Сидорова. Премьерана авӑнӑн 30-мӗшӗнче кӗтеҫҫӗ.
Пьесӑри кашни мӑшӑр хӑй телейне тӗрлӗ майпа тупать. Геннадипе Любӑшӑн вӑл — мул кӑларнӑ вырӑнта, Петӗрпе Ольгӑшӑн — трактор, тыр-пул пулса ҫитнӗ хир. Ҫамрӑксем вара телее мӗнре кураҫҫӗ-ха? Тепӗр тесен, спектакле кайса курмалла та йӑлтах уҫӑмланӗ.
Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче — премьера. Унта нумаях пулмасть 83-мӗш сезон уҫӑлнӑ. Артистсем куракансем валли парне хатӗрленӗ — сцена ҫине ҫӗнӗ спектакль тухнӑ.
Ку — хальхи юмах. Ӑна ача-пӑча ҫывавҫи Владислав Николаев ҫырнӑ. Театр ачасене сиенлӗ апат-ҫимӗҫрен сивӗтмешкӗн тӗллев лартнӑ. «Ванюк каникулӗсем» вара шӑпах ҫак темӑпа ҫыхӑннӑ.
Ванюк каникула асламӑшӗ патӗнче ялта ирттерет. Ӑна, хальхи ытти ачасем пекех, ялти апата хӑнӑхма йывӑр. Вӑл ҫав апат сӗтел ҫине мӗнле лекнине те пӗлмест. Унӑн шухӑшӗпе — апат-ҫимӗҫ лавккана ахаль ҫеҫ лекет. Чӑннипе вара мӗнле? Ванюка кун пирки Ҫӑкӑр, Сӗт, Ҫӗрулми каласа кӑтартаҫҫӗ.
Юмах — интерактивлӑ. Ачасем сӑнарсемпе пӗрле чуста ҫӑрма, ҫӑкӑр пӗҫерме, ҫӗрулми кӑларма, утӑ ҫулма вӗренеҫҫӗ. Постановкӑна икӗ чӗлхепе — вырӑсла тата чӑвашла — лартаҫҫӗ.
Ҫамрӑксен театрӗ аслисем валли те премьера хатӗрленӗ. Вӑл — «Ҫерем ҫинчи ҫиҫӗм» ятлӑ. Ку постановка — фронтовик шӑпи пирки.
Кӑҫал Шупашкар ҫыннисемпе Шупашкар хӑнисене Вырӑс драма театрӗ тӗрлӗ хуларан килекен сцена ӑстисен пултарулӑхӗпе паллаштарма шантарать. Юпа–раштав уйӑхӗсенче республикӑн тӗп хулине Ярославль облаҫӗнчи Рыбинск хулинчи драма театрӗ, Пушкӑртстанри Стерлӗри вырӑс драма театрӗ, Иваново облаҫӗнчи Кинешма хулинчи А.Н. Островский ячӗллӗ драма театрӗ, Мускав облаҫӗнчи Ногинскри драма театрӗ килмелле.
Рыбинскри артистсем Шупашкарта юпан 8–10-мӗшӗсенче пулӗҫ. Ку театр Раҫҫейри чи аслисенчен пӗри шутланать. Театр труппи каҫхине виҫӗ спектакль тата ачасем валли юмах лартӗ.
Юпан 22–23-мӗшӗсенче Стерлӗри театр йыхравлать.
Чӳк уйӑхӗн 11–13-мӗшӗсенче Кинешма хулинчи артистсем пулӗҫ. Театра 1897 ҫулта йӗркеленӗ. Вӑл хулара 19-мӗш ӗмӗрӗн 60–80-мӗш ҫулӗсенче Александр Островский вырӑс драматургӗ пурӑннӑ.
Раштавӑн 11–13-мӗшӗсенче Ногинскри драма артисчӗсен спектаклӗсемпе киленме май килӗ.
Шупашкарта театрсем сезона кӗҫех уҫасси пирки унччен те хыпарланӑччӗ. Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗ черетлӗ сезонне «Нарспи» оперӑпа пуҫӑни пирки те сайтра пӗлтернӗччӗ.
Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗ сезона хӑйне евӗр акцирен пуҫӑнасси нумаях пулмасть паллӑ пулнӑ. ЧР Культура министерствин пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, оперӑпа балет театрӗ куракансене тӳлевсӗрех кӗртӗ. Билета укҫасӑрах парӗҫ-ха, анчах ун вырӑнне кураканӑн пӗрле чечек ҫыхи йӑтса кӗмелле.
Театр ӗҫченӗсем юратнӑ артистсене чечек ҫыххи парнелеме ан вӑтанӑр тесе калаҫҫӗ. Артиста ку савӑнӑҫ кӳрӗ, спектакль вара куракан кӑмӑлне ҫӗклӗ.
Акци авӑн уйӑхӗн тӑршшӗпех пулӗ. Аса илтерер: Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗ сезонне авӑнӑн 11-мӗшӗнче уҫӗ. Эппин, ҫынсен спектакльсене чечек ҫыххи йӑтса килсех курма май пулӗ.
Шупашкарта авӑн уйӑхӗн 22-24-мӗшӗнсече театр педагогики енӗпе семинар иртмелле. Маҫтӑр-класа Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Ҫамрӑксен театрӗнче пухӑнӗҫ.
Ҫамрӑксен театрӗнчен пӗлтернӗ тӑрӑх, семинарта «театр педагогики» дисциплинӑна хӑнӑхтарӗҫ: шкул ачисене культурӑпа, вӗсене Ҫамрӑксене театрӗн репертуарӗнчи спектакльсемпе кӑсӑклантарас меслетсемпе майсем пирки каласа кӑтартӗҫ. Театр урокӗсем йӗркелеме вӗрентӗҫ. Семинара шкулсенчи учительсене тата тетартпа кӑсӑкланакан ытти мӗнпур ҫынна йыхравлаҫҫӗ.
«Ачасем театра ҫӳреме кӑмӑлламаҫҫӗ. Ку ыйтупа ӗҫлемелле. Унпа теартсен тимлемелле. Ачасем театра юратчӑр, ӑнланччӑр, туйччӑр», – тесе шухӑшлать семинарта маҫтӑр-класс ирттерекен Ольга Андрейкина.
Тренинга унччен ҫӗршыври 10 ытла хулара ирттернӗ. Ольга Андрейкина пирки каласан, вӑл искусствоведени кандидачӗ, Театр ӳнерӗн патшалӑх инстиуттне вӗренсе пӗтернӗ. Театр педагогин ӑсталӑхне вӑл Германире те туптанӑ. Семинара ҫавӑн пекех Ольга Шевнина ача-пӑча психологӗ хутшӑнмалла.
Ҫӗнӗ Шупашкар хула администрацийӗ тата ЧР Культура министерстви проект пуҫарнӑ. Вӑл Ҫӗнӗ Шупашкар 55 ҫул тултарнипе ҫыхӑннӑ.
Химиксен хулинче пӗр эрне спектакльсем кӑтартӗҫ. Унта Чӑваш Енри паллӑ театрсем хутшӑнӗҫ. Социаллӑ культура проекчӗ «Театр эрни ятлӑ». Аса илтерер: химиксен хули ҫурлан 30-мӗшӗнче 55 ҫулхи юбилейне паллӑ тӑвӗ.
Паян «Химик» культура керменӗнче 18 сехет ҫурӑра «Сарпике» балет лартнӑ. Ыран, ҫурлан 26-мӗшӗнче, унтах Ҫамрӑксен театрӗ ачасем валли «Один дома» спектакль кӑтартӗ.
Ҫурлан 27-мӗшӗнче «Химик» культура керменӗнчи концерт залӗнче Чӑваш драма театрӗ «Чикагӑри асаттен пурлӑхӗ» спектакле лартӗҫ. Унтах тепӗр кун Вырӑс драма театрӗ «Азалия» камит кӑтартӗ.
Ҫурлан 30-мӗшӗнче 15 сехетре «Клоунсен карнавалӗ» шоу пулӗ. Унта Чӑваш патшалӑх эксперимент драма театрӗн артисчӗсем хутшӑнӗҫ.
Чӑваш патшалӑх драма театрӗ сезона Оперӑпа балет театрӗнчен кӑшт каярах уҫӗ. Театр куракансене зала авӑнӑн 23-мӗшӗнче пухӗ.
Кӑҫал драма театрӗ 98-мӗш сезонне Иоаким Максимов-Кошкинскин «Константин Иванов» («Вӗри юнлӑ ҫемҫе чун») спектаклӗпе уҫӗ.
Ҫурлан 20-мӗшӗнче театр труппи пухӑннӑ. ЧР культура министрӗ Вадим Ефимов коллектива тухӑҫлӑ ӗҫленӗшӗн тав тунӑ, Чӑваш драма театрӗ республикӑра иртекен паллӑ пулӑмсене хастар хутшӑннине палӑртнӑ.
Кӗҫех театрсем сезон уҫса халӑха савӑнтарма тытӑнӗҫ. Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗ сезон уҫасси инҫех мар.
Театр чи малтан сцена ҫине «Нарспи» опера кӑларӗ. Труппа отпускран тухнӑ ӗнтӗ. Халӗ ҫӗнӗ постановкӑсене хатӗрленет.
Илемлӗх ертӳҫи Ольга Нестерова каланӑ тӑрӑх, сезонра репертуар пуян пулӗ. Халӗ ав Даницеттин «Любовный напиток» оперине хатӗрлеме тытӑннӑ. Ку таранччен ку опера унти сцена ҫинче янӑраман. Постановкӑна чӳк уйӑхӗн вӗҫӗнче курма май пулӗ. Унпа пӗтӗм тӗнчери опера фестивальне уҫӗҫ.
Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗ сезона авӑн уйӑхӗн 11-мӗшӗнче уҫӗ. Хирпӳн «Нарспи» оперине Чӑваш Енри К.Иванов ҫулталӑкне халалласа лартӗҫ. Ӑна ЧР Элтеперӗн гранчӗпе лартнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (12.03.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 743 - 745 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Турхан Якку, чӑваш сӑвӑҫи, куҫаруҫи ҫуралнӑ. | ||
| Козлов Константин Иванович, Пӑрачкав районӗнче ӳснӗ сӑвӑҫ ҫуралнӑ. | ||
| Арапов Владимир Яковлевич, ӳнерҫӗ, график ҫуралнӑ. | ||
| Грибанов Владимир Иванович, сӑвӑҫ, тӑлмач, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |