Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +25.3 °C
Пӗччен пыл ҫиме аван, йышпа ӗҫ тума аван.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: театрсем

Культура Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ артистки Раиса Полякова
Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ артистки Раиса Полякова

Литература ҫулталӑкӗнче Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ ятарлӑ поэтика программи хатӗрленӗ. Кашни спектакль умӗн театр артисчӗсем, ҫамрӑккисем те, аслӑраххисем те, паллӑ ача-пӑча ҫыравҫисен сӑввисене вулаҫҫӗ. Кун валли вӗсем чӑваш поэчӗсен хайлавӗсене кӑна мар, ытти халӑхӑнне те суйласа илеҫҫӗ.

Вырӑсла программа валли вӗсем Анна Ахматова, Марина Цветаева, Михаил Лермонтов, Михаил Зощенко тата ытти авторӑнне суйланӑ. «Поэзи — Пурнӑҫ кӗвви» чӑвашла программӑна Любовь Мартьянова, Раиса Сарпи, Светлана Асамат, Петӗр Эйзин сӑввисем кӗнӗ.

Ӗнерпе паян театрта Агния Барто, Любовь Мартьянова тата Ҫеҫпӗл Мишши сӑввисем янӑранӑ. Вӗсене Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ артистки Раиса Полякова тата Алина Зайцева вуланӑ.

 

Культура

Вырӑс патшалӑх драма театрне Екатеринбургри Сергей Юнганс режиссер таврӑннӑ. Виҫӗ ҫул каялла вӑл кунта «Орфея тата Эвредика» постановка лартнӑ пулнӑ.

Халӗ вӑл ҫӗнӗ «Ятсӑр ҫӑлтӑр» проектпа ӗҫлет. Трагикамит элеменчӗсемлӗ мелодрама сцена ҫине пушӑн 7-мӗшӗнче тухнӑ. Спектакле 6 эрнере лартнӑ. Анчах Сергей Юнганс хӑраса тӑман. Артистсем те ҫанӑ тавӑрсах ӗҫленӗ. Хашӗ-пӗри начарланнӑ та — ара, премьерӑна сцена ҫине кӑлармалла вӗт.

Спектакльте ташӑ нумай, ҫавна май унта икӗ хореограф хутшӑнать. Режиссер унччен «Орфея тата Эвредика» постановкӑна хутшӑннӑ актерсемпех ӗҫленӗ.

Людмила Казимир актриса сцена ҫине ывӑлӗпе Пашӑпа тухнӑ. Дирижер рольне выляканскершӗн ку ку дебют пулнӑ. Ашшӗ — ҫутӑ енӗпе ӗҫлекен ӳнерҫӗ. Вӑл та спектакль вӑхӑтӗнче вӗсемпех ӗҫлет.

«Ятсӑр ҫӑлтӑр» — юрату ҫинчен. Вӑл куракансен кӑмӑлне кайнине режиссер те, актерсем те шанаҫҫӗ.

 

Культура

Кун пек акцие Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ ҫулталӑкра икӗ хутчен ирттерет. Аслисене театр ҫулталӑкра икӗ хутчен тӳлевсӗр кӗртет. Ҫӗршыв хӳтӗлевҫин кунӗ тӗлне вӑл «Аттепе — театра!» акци ирттерет. Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунӗ тӗлне «Аннепе — театра!» акци палӑртса хунӑ. Иккӗшӗ те йӑлана кӗнӗ ӗнтӗ.

Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунӗ тӗлне «Кот в сапогах» мюзикл пырса курма чӗнеҫҫӗ. Мюзикла амӑшӗсем е асламӑшӗсем ачисемпе пыма пултараҫҫӗ. Ачасемшӗн билет туянма тивӗ, анчах амӑшӗсемпе асламӑшӗснее тӳлевсӗрех кӗртӗҫ.

Ку спектакль Шарль Перро ҫыравҫӑн юмахӗ тӑрӑх лартнӑ. Йӑлана кӗнӗ ача-пӑча юмахӗсемпе танлаштарсан ӑна хальхи вӑхӑтри мюзикл евӗр лартнӑ. Унта вокал номерӗсем те, дуэтсем те, ташӑсемпе пластика интермедийӗсем пулӗҫ. Ӑна ҫемьепе пӑхма питӗ аван.

Спектакль Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунӗнче 12 сехетре пуҫланӗ. Фойере ачасем валли вӑйӑсемпе конкурссем йӗркелӗҫ.

 

Культура

Шупашкарта Пӗтӗм тӗнчери XIX балет фестивалӗ кӗҫех уҫӑлӗ. Унччен нумаях вӑхӑт юлмарӗ — фестиваль ака уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче пуҫланать.

ЧР влаҫӗсен официаллӑ порталӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, балет фестивалӗ премьерӑпа — «Баядерка» спектакльпе — уҫӑлӗ. Ӑна 2002 ҫулта куракансем хапӑлласах йышӑннӑ пулнӑ. Ун хыҫҫӑн ӑна ҫӗнӗрен «чӗртнӗ».

Ака уйӑхӗн 23-мӗшӗнче куракансем Мари патшалӑх оперӑпа балет театрӗн балет труппипе киленӗҫ. Вӗсем кӑҫал Чӑваша «Лебединое озеро» постановкӑпа килӗҫ.

Акан 24-мӗшӗнче сцена ҫине Питӗрти тата Мускаври солистсем «Дон Кихот» спектакле кӑларӗҫ. Тепӗр кунхине премьера пулӗ. Чулхулари А.С.Пушкин ячӗллӗ патшалӑх академи оперӑпа балет театрӗ «Бахчисарайский фонтан» балет лартӗ.

Ака уйӑхӗн 26-мӗшӗнче фестиваль гала-концертпа вӗҫленӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/view/76094
 

Персона «Шанель пике» спектакльти самант
«Шанель пике» спектакльти самант

Паян, пуш уйӑхӗн 2-мӗшӗнче, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки, К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш академи драма театрӗнче вылякан Василиса Петрова 55 ҫул тултарать. Юбилей ячӗпе ӑна ӗҫтешӗсем ыран «Шанель пике» спектакль умӗн саламлӗҫ.

Василиса Петрова Етӗрне районӗнчи Ванькушкӑнь ялӗнче ҫуралнӑ. 1983 ҫулта Мускаври М.С. Щепкин ячӗллӗ Аслӑ театр училищине вӗренсе пӗтернӗ хыҫҫӑн Чӑваш патшалӑх академи драма театрне ӗҫлеме килнӗ. Унтанпа Василиса Петрова чылай сӑнара калӑпланӑ. Ҫав шутра Н. Терентьевӑн «Пушар лашинче» — Ливадине, А. Заридзен «Вунсарккӑрта чухӗнче» — Маринӑна, Ф. Достоевский «Юрату мар ку — чирӗнче» — Аделаидӑна тата ытти асра юлмалли самай роле те вӑл ӗнентерӳллӗ вылянӑ. Ыранхи «Шанель пикере» 55-ри артистка Нина Андреевна пулса сцена ҫине тухӗ.

Василиса Петрован хӑйне евӗрлӗхӗ шутне унӑн хаваслӑхне, шӳтлес ӑсталӑхне, чеченлӗхне кӗртеҫҫӗ. Вӑл психологи тӗлӗшӗнчен кӑткӑс сӑнарсене те, кулӑшлисене те пӗр пек ӗнентерӳллӗ вылять. Вӑл эпизодла сӑнарпа та асра юлма пултарни те ку енпе театрсем хушшинчи конкурса ҫӗнтерни те ҫавнах ҫирӗплетет.

Малалла...

 

Культура

Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗ куракансем валли тепӗр ҫӗнӗлӗх хатӗрленӗ. Вӑл «Нимӗҫ юррисен страницисемпе» ятлӑ.

Программӑпа килӗшӳллӗн театрта хӑйне евӗр концерт иртнӗ. Сцена ҫине юрӑҫ тата рояль ҫеҫ тухнӑ.

Ҫак пуҫарӑва Раҫҫей тава тивӗҫлӗ артистки Мария Еланова шухӑшласа кӑларнӑ. Икӗ пайран тӑракан концертра вӑл тата Константин Мокалёв Брамс, Лист, Лёве, Франц Шуберт романсӗсене юрланӑ.

Хайлавсене пурне те оригинал чӗлхипе шӑрантарнӑ. Мария Еланова каланӑ тӑрӑх, ку шухӑш унӑн тахҫанах ҫуралнӑ. Ун чухне вӑл Венӑра нимӗҫ чӗлхине вӗреннӗ. Ку камера кӗвви пулсан та ӑна пысӑк сцена ҫинче шӑрантармалла тесе шухӑшлать вӑл.

Мария Еланова кунашкал юрӑсене филармонире юрланӑ. Вӗсем халӗ чи лайӑххисене суйласа илнӗ-мӗн.

 

Персона

Нарӑсӑн 21-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче Галина Кузнецова 55 ҫул тултарнине халалласа пултарулӑх каҫӗ иртнӗ. Ун чухнех Александр Пӑррта пьеси тӑрӑх лартнӑ «Килех килчӗ Тур ҫырни» спектакле те кӑтартнӑ.

Арсений Димитриев хӑнасене Галина Кузнецовӑн пурнӑҫӗпе паллаштарнӑ. Юбиляра ЧР культура министрӗ Вадим Ефимов та саламлама пынӑ.

Галина Юлиановнӑна театрта нумай ҫул вӑй хунӑшӑн Тав хучӗпе чысланӑ. Театр артисчӗсем те ӑшшӑн саламласа автор юррине шӑрантарнӑ. Ҫак кун Галина Кузнецова йӑл кулӑпа ҫиҫнӗ, ӑна чечек ҫыххисем парнеленӗ.

Театрта, фойере, Галина Кузнецовӑн пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлне ҫутатакан курав йӗркеленӗ. Унӑн сӑнӳкерчӗкӗсемпе кашниех киленме пултарнӑ.

 

Чӑвашлӑх

Республика ҫыннисене Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрне чӗнеҫҫӗ. Мӗн кӑтартӗҫ-ха унта?

Нарӑс уйӑхӗн 12–14-мӗшӗсенче Оперӑпа балет театрӗнче йӑлана кӗнӗ Чӑваш кӗввин уявӗ иртӗ.

Ҫак кунсенче куракансене Г.Хирпӳн «Нарспи» оперине, Ф.Васильевӑн «Сарпике» балетне пӑхса киленме сӗнеҫҫӗ. Шӑматкун театр сцени ҫинче Раҫҫейӗн тата Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ деятельне, республикӑри Патшалӑх премийӗн лауреатне, Тутар Республикин тава тивӗҫлӗ артистне Валерий Важарова халалласа концерт пулӗ.

Кӑҫалхи Чӑваш кӗввин уявне шӑпах Валерий Важаровӑн 75 ҫулхи юбилейне халаллама йышӑннӑ.

Чӑваш кӗввин уявӗпе ҫыхӑннӑ мероприятисем пурте 18 сехет ҫурӑра пуҫланаҫҫӗ. Уяв программипе afisha.cheb.ru сайтра паллашма пулать.

 

Культура

Литература ҫулталӑкӗнче Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗн артисчӗсем шкул ачисем валли вырӑсла тата чӑвашла поэзи программисем хатӗрленӗ. Кун пирки театрӑн литература пайӗн пуҫлӑхӗ Раиса Полякова пӗлтерет.

«Поэзия — музыка слов» вырӑсла программӑра Анна Ахматован «Реквием» поэми тӗп вырӑнта тӑрать иккен, унсӑр пуҫне Михаил Лермонтовӑн, Михаил Зощенкӑн тата ытти авторӑн сӑввисемпе калавӗсем-мӗн.

«Поэзи — Пурнӑҫ кӗвви» чӑвашла программӑра Любовь Мартьянова, Раиса Сарпи, Светлана Асамат тата Петӗр Эйзин хайлавӗсем янӑрӗҫ. Ял-хулари шкулсенче ачасен пушӑ вӑхӑтне йӗркелекенсене маларах шӑнкравласа заказ пама сӗнеҫҫӗ.

 

Спорт

Мероприятийӗ ку маларахах иртнӗ те, ҫапах та пӗлтересех терӗмӗр. Пултаруллӑ ҫын пур енчен те маттур иккен. Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн артисчӗсем волейбол выляссипе ылтӑн медале тивӗҫнӗ.

Мечӗк хыҫҫӑн хӑвалама сцена ӑстисем ахальтен тухман. Иртнӗ уйӑхра вӗсем республикӑн культура тата ӳнер учрежденийӗсем хушшинче йӗркеленӗ II физкультурӑпа спорт спартакиадине хастар хутшӑннӑ.

Финала малтанхи тапхӑрти 6 вӑйлӑ ушкӑн тухнӑ. Вӗсене икӗ ушкӑна пайлаттарса выляттарнӑ. Пӗрремӗш ушкӑнра К. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ Хальхи историн патшалӑх архивӗн тата Чӑваш Наци вулавӑшӗн ушкӑнӗсене пӗр пек: 2:0 — шутпа ҫӗнтернӗ. Иккӗмӗш вырӑна ку ушкӑнра вулавӑшра ӗҫлекенсем ҫӗнсе илнӗ. Тепӗр командӑна пайланса вылякансем те ҫӗнтерӳшӗн хытах тупӑшнӑ. Ара, финала кам тухассине ҫав вӑйӑ кӑтартса панӑ-ҫке. Ҫапла вара Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗпе финала тухнӑ. Кунта чӑваш драма театрӗн артисчӗсем оперӑпа балет артисчӗсенчен маттуртарах пулнӑ. Бронза медале Чӑваш патшалӑх филармонийӗ тивӗҫнӗ.

Воллейбол вӑййипех лӑпланмӗҫ-ха культура ӗҫченӗсем.

Малалла...

 

Страницӑсем: 1 ... 72, 73, 74, 75, 76, 77, 78, 79, 80, 81, [82], 83, 84, 85, 86, 87, 88, 89, 90, 91, 92, ... 100
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (17.06.2024 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 28 - 30 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере шăпа янă паллăсене сăнамалла. Анчах вĕсе хăрушлăх пирки асăрхаттараççĕ-и е лайăххине калаççĕ-и - маларах калаймăн. Юнкун тупăшлă сĕнÿ илме пултаратăр. Эрнекун ĕçе пуçĕпех путăр - çапла элекрен хăтăлатăр.

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа арӑмӗ
кил-йышри арҫын
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуть те кам тухсан та
хуҫа хӑй
хуҫа тарҫи