Ӗнер Шупашкарта Финансист кунне тата Раҫҫей финанс тытӑмне туса хунӑранпа 215 ҫул ҫитнӗ ятпа халалласа савӑнӑҫлӑ мероприяти ирттернӗ. Уява Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче йӗркеленӗ. Унта Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев мӑшӑрӗпе хутшӑннӑ.
Уява Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх Думин депутачӗсем Алена Аршинова, Леонид Черкесов, Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн Ертӳҫи Валерий Филимонов тата ыттисем хутшӑннӑ.
Республикӑн финанс министрне Светлана Енилинӑна Леонид Черкесов тав ҫырӑвӗпе чысланӑ. Вӑл республикӑра финанс пайӗнче ӗҫлекенсем тӳрӗ кӑмӑллӑ, хӑйсене шанса панӑ тивӗҫе яваплӑха туйса, халӑх ырлӑхӗшӗн таса чунпа ӗҫленине палӑртнӑ.
Светлана Енилина республика Элтеперӗ ют ҫӗршывсемпе те ӗҫлӗ ҫыхӑнусене тытнине, республикӑн экономики ҫирӗпленсе пытӑр тесе тӑрӑшнине палӑртса хӑварнӑ.
Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ авӑн уйӑхӗн 26-мӗшӗнче черетлӗ ҫӗнӗ сезона «Виҫ кӗтеслӗ юрату» премьерӑпа уҫӗ.
Культура учрежденийӗн пресс-секретарӗ Надежда Андреева шухӑшланӑ тӑрӑх, «вӑл куракансене хӑйӗн шухӑш-туйӑмӗпе, асамлӑ сывлӑшӗпе килӗшӗ».
Пьесӑна Геннадий Челпир драматург ҫырнӑ иккен, Иосив Дмитриев режиссер лартнӑ. Спектакле Гуля Кабилова художник декорацийӗсемпе илемлетнӗ. Кӗвви-ҫеммине Лолита Чекушкина ҫырса хатӗрленӗ.
Надежда Андреева тӗп сӑнарсене Наталья Ахмед, Дмитрий Михайлов, Светлана Дмитриева, Любовь Красова калӑплассине пӗлтерет.
Сӑмах май ҫакна та хаваспах пӗлтерер: Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗшӗн кӑҫалхи сезон юбилейлӑ — вӑл хӑйӗн асамлӑ чаршавне куракан валли 85-мӗш хут уҫӗ.
Пушкӑртстанра ҫывӑх кунсенче иртекен «Туганлык» пӗтӗм халӑхсем хушшинчи тӗрӗк халӑхӗсен фестивалӗ 11 театра пӗр сцена ҫине пухӗ. Унта Хакас Республикинчи, Кӑркӑстанри, Дагестанри, Азербайджанри, Кабарда Балкарти, Тыва Республикинчи, Казахстанри, Тутарстанри, Пушкӑртстанри, Чӑваш Енри тата Турцири театрсем ҫитӗҫ.
Шупашкарти теартсенчен фестивале К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ каймалла. Авӑн уйӑхӗн 13-мӗшӗнче вӑл «Куккуклӑ сехет» спектакльне кӑтартӗ. Пьеса авторӗ — Марина Карягина.
Фестивальте ҫичӗ номинаципе чыслӗҫ: «Чи лайӑх режиссура», «Арҫыннӑн чи лайӑх сӑнарӗ», «Хӗрарӑмӑн чи лайӑх сӑнарӗ», «Чи лайӑх сценографи», «Чи лайӑх юрӑ-ҫемӗ», «Иккӗмӗш планти чи лайӑх арҫын сӑнарӗ» тата «Иккӗмӗш планти чи лайӑх хӗрарӑм сӑнарӗ».
«Умра ман — ҫул ҫӳрев уйӑхӗ», — тесе пӗлтерчӗ ҫак кунсенче ҫак вӑхӑтри пултаруллӑ сӑвӑҫ, драматург, кӑсӑклӑ телекӑларӑмсем хатӗрлекен журналист Марина Карягина.
Чӑн та, ҫаплах пулӗ вӑл уншӑн. Ытларикун, авӑн уйӑхӗнче, Марина Мускава иртекен Раҫҫейри халӑхсен литература фестивальне тухса кайӗ. Унта чӑваш литератури ҫинчен каласа парӗ, сӑвӑ вулӗ, кӗнекесем хӑтлӗ.
Авӑн уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Ӗпхӗае ҫул тытӗ. Унӑн «Куккуклӑ сехет» пьеси тӑрӑх спектакльне Ӗпхӳре, Пӗтӗм тӗнчери тӗрӗк чӗлхиллӗ халӑхсен театр фестивалӗнче, кӑтартӗҫ.
Авӑн уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ Мускава Валерий Яковлев тӗп режиссер лартнӑ виҫӗ спектакльпе: «Константин Иванов», «Куккуклӑ сехет» тата «Пихампар чунӗ манра» — каять. Гастроле культура учрежденийӗ чӑваш театрӗ 100 ҫул тултарнине халалланӑ. Марина Карягинӑна пьеса авторӗ пек тата тележурналист евӗр сюжет ӳкерме илсе каяҫҫӗ.
Пур енлӗ пултаруллӑ калем ӑсти унтанах ют ҫӗршыври кинофестивале кайӗ — вӑл ӳкернӗ документлӑ фильма акӑлчанла куҫарнӑ. Тӗплӗнрех кун пирки каярах пӗлтерӗпӗр.
Шупашкар районӗнчи Шемшер ялӗнче 1957-мӗш ҫулта ҫуралнӑ Фаина Хлебникова Мускаври С.В. Образцов ячӗллӗ патшалӑх академи пукане тӗп театрӗнче бутафор пулса ӗҫлет. Шупашкар районӗнчи «Тӑван Ен» хаҫатӑн ӗнерхи номерӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗршывӑн тӗп хулине хӗрарӑм ывӑлӗ Мускава вӗренме кӗрсен тухса кайнӑ.
Шупашкарти пукане театрӗн ӗнерхи ӗҫченӗ ҫӗршывӑн тӗп хулинче урай шӑлакана вырнаҫнӑ. Шӑпа кайран ӗмӗтленнӗ учреждение — театра — илсе ҫитернӗ-ҫитернех. Вӑхӑтлӑх тесе тӗрлӗ ӗҫ пурнӑҫлакана вырнӑҫнӑскер кӑштахран тулли ставкӑпа тӑрӑшма пуҫланӑ. Нумаях пулмасть вӑл Екатерина Образцова лартнӑ «Дон Кихот» спектакльти пуканесене калӑпланӑ.
Пушӑ вӑхӑтра хӗрарӑм кӗпе тавраш тӗрлесе илемлетет, эскизӗсене хӑй шухӑшласа кӑларать.
Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнчи пуҫлӑх пуканне Валентин Федоров тунтикун йышӑнӗ. Чӑваш Енри художниксен пӗрлешӗвне 2013 ҫултанпа ертсе пыраканскер оперӑпа балет театрӗнче 1989 ҫултанпа тӗп художникра ӗҫлет. Йӗпреҫре 1960 ҫулта ҫуралнӑ Валентин Федоров Мускаври ӳнер театрӗ ҫумӗнчи Немирович-Данченко ячӗллӗ шкул-студине 1988 ҫулта вӗренсе пӗтернӗ хыҫҫӑн пӗр ҫул Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче художникра тӑрӑшнӑ.
Тимӗр Акташ журналиста Валентин Федоров пуҫлӑх ӗҫне тунтикунтан кӳлӗнессине пӗлтернӗ. Ҫывӑх вӑхӑтри плансенчен вӑл театр Галкинӑн «Атилла» балетне лартассипе ӗҫленине пӗлтернӗ.
Тӑван культура учрежденийӗнче ӗҫлекенсемпе вара улшӑнусем пулмӗҫ. Ҫапларах хуравланӑ вӑл Тимӗр Акташа.
«Культура России 2012-2018» (чӑв. Раҫҫей культури 2012–2018) федераци программинче Чӑваш Ене уйӑрма малтанласа палӑртнӑ укҫана касса илнӗ. Федералсем «кӗмӗл» хӗснӗрен Чӑваш патшалӑх филармонийӗ уйрӑмах шар курать.
«Правда ПФО» интернет-хаҫат ҫырнӑ тӑрӑх, укҫана катни республикӑн Культура, наци ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗсен министерствин ертӳҫи Константин Яковлев ӗҫлесе ҫитерейменнипе ҫыхӑннӑ.
Мускавран пӗлтӗрех 150 миллион тенкӗ илес шанчӑк пулнӑ. Анчах культурӑшӑн яваплӑ ведомство кирлӗ хутсене вӑхӑтра хатӗрлейменнипе юсав проектне тивӗҫлӗ органсемпе ҫураҫтарайман. Ӗҫе кӑҫал ҫеҫ, 10 уйӑх иртсен, вӗҫленӗ. Анчах кая юлнине кура укҫа уйӑрас ыйту патне федералсем каярах таврӑнма шантараҫҫӗ-мӗн. Ку сӑмах тӳрре килесси пирки теприсем иккӗленеҫҫӗ.
Паян Чӑваш Енӗн культура, нациольноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министрӗн ҫумӗ Вячеслав Оринов утмӑл ҫул тултарнӑ.
Вячеслав Оринова тӑван республикӑмӑрта тӳре-шара пулнинчен ытла режиссер тата актер евӗр пӗлеҫҫӗ пулӗ. Вӑл Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Сӗренкасси ялӗнче ҫуралнӑ. Шупашкарти музыка училищинчи актерсене хатӗрлекен уйрӑмра тата Мускаври В.В. Луначарский ячӗллӗ театр институтӗнче режиссерсене хатӗрлекен факультетра вӗреннӗ.
Зоя Яковлева режиссер калашле, унӑн пӗтӗм пурнӑҫӗ Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗпе ҫыхӑннӑ. Унта ӗҫленӗ чухне вӑл 25 ытла сӑнар калӑпланӑ.
Режиссер И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче, Культура институтӗнче те вӑй хунӑ. Кинофильмсем те вӑл пӗрре кӑна мар ӳкернӗ.
Иртсе кайнӑ канмалли кунсенче Тутарстанра Пӗтӗм Раҫҫейри драматургсен семинарӗ иртнӗ. Унта пирӗн республикӑран Марина Карягина хутшӑннӑ.
Паллӑ телеертӳҫӗ, пултаруллӑ поэт литературӑра драматурги жанрӗпе те тухӑҫлӑ ӗҫлет. Унӑн хайлавӗсем чӑваш сцени ҫинче вырӑн тупаҫҫӗ. Маларах Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче «Кӗмӗл тумлӑ ҫар» пьеса лартнӑччӗ, пӗлтӗр Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ куракан патне унӑн «Куккуклӑ сехетне» ҫитерчӗ.
Тутарстанри семинар пирки Марина Карягина Фейсбукра пӗлтернӗ тӑрӑх, унта «ҫӗнӗ ҫынсемпе паллашнӑ — ҫӗнӗ тӗнчесем уҫнӑ». Семинар Тутарстанри ҫыравҫӑсен пӗрлӗхӗн ертӳҫин Данил Салиховӑн ялти ҫуртӗнче, Хусантан утмӑл ҫухрӑмра, иртнӗ. «Эрнекунран пуҫласа тунтикунччен 40 хӑнана пӑхма, тӑрантарма, вырнаҫтарма, юрама ансат мар. Чаплӑ пӑхрӗҫ. Эпир йӗркелесе ирттерейӗпӗр-и ҫапла усӑллӑ семинарсем?» — тесе ҫырнӑ Чӑвашри хальхи вӑхӑтри драматург.
Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗ Раҫҫейри чи пысӑк тупӑшлӑ 25 театр йышне лекнӗ. Укҫа-тенкӗне РБК журнал шутласа тухнӑ. Пӗтӗмлетӳ савӑнмаллиех мар — хыснаран илекен укҫа-тенкӗне шута илмесен Раҫҫейре пӗр тупӑшлӑ патшалӑх театрӗ те ҫук. Театрсене тишкерме аналитиксем Раҫҫейри 650 патшалӑх театрӗн пӗлтӗрхи тупӑшӗсемпе тӑкакӗсене илнӗ.
Танлаштарӑмра пӗрремӗш вырӑна 7 823 млн тенкӗ пӗтӗмӗшле тупӑшпа Раҫҫей Пысӑк театрӗ йышӑннӑ. Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗ рейтингра 19-мӗш вырӑна лекнӗ: пӗтӗмӗшле тупӑш 137 млн тенкӗ, комерциллӗ тупӑш — 16 млн тенкӗ, тӑкак — 100 млн тенкӗ. Чи нумай укҫаллисен йышне ҫавӑн пекех И.Гончаров ячӗллӗ Чӗмпӗрти драма театрӗ (17-мӗш вырӑн), Удмуртин вырӑс драма патшалӑх театрӗ (20-мӗш вырӑн) лекнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (13.03.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 741 - 743 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кокель Алексей Афанасьевич, чӑваш живописецӗ, графикӗ ҫуралнӑ. | ||
| Константин Иванов, чӑваш сӑвӑҫи ҫут тĕнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Жакова Вера Николаевна, Пӑрачкав районӗнче ҫуралнӑ ҫыравҫӑ (22 ҫулта) вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |