Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -9.0 °C
Выртакан чул мӑкланать, ҫӳрекен чул якалать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Персона: Нина Григорьева юбилейӗ ячӗпе курав уҫӑлӗ

Пулӑшу (Услуги) Хваттерте ремонт ӗҫӗсем тӑватӑп, плитка хуратӑп.
Сутатӑп Йывăçран тунă çурт сутатăп. Тăррине çĕнĕрен витнĕ, никĕсне çирĕплетнĕ. Мунча пур...
Туянатӑп Николай Терентьевăн "Суйласа илнисем" кĕнекин 1-мĕш томне (1994 ç. тух...
Таисия Ташней 07.11.2018 21:46 | 150 хут пӑхнӑ
Персона

Шупашкарти Ҫеҫпӗл Мишши музейӗнче чӳк уйӑхӗн 15-мӗшӗнче «Женская судьбина в ролях Нины Григорьевой» (Нина Григорьева ролӗсенчи хӗрарӑм шӑпи) курав уҫӑлӗ. Ӑна К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн артистки, РСФСР халӑх артистки, К.В. Иванов ячӗллӗ патшалӑх премийӗн лауреачӗ, «Чӑваш Республики умӗнче тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден кавалерӗ, Нина Григорьева ҫуралнӑранпа 80 ҫул ҫитнине халаллӗҫ.

Курава Чӑваш наци музейӗн тата академи драма театрӗн фондӗнчи коллекцийӗнчен йӗркеленӗ.

Нина Григорьева – Ҫеҫпӗл Мишшин премине пуҫласа тивӗҫнӗ пӗрремӗш хӗрарӑм. Ӑна Чингиз Айтматовӑн «Манӑн хӗрлӗ тутӑрлӑ тополӗм» спектакльти Асель тата Иван Куприяновӑн «В двух шагах от экватора» Хи Ен сӑнарӗсемшӗн 1967 ҫулта панӑ.

Театрта Нина Григорьева 50 ытла тӗп сӑнара вылянӑ. Вӑл хӗрарӑмӑн пусмӑрлӑ шӑпине сӑнарлакан рольсене самай калӑпланӑ.

#театрсем, #юбилейсем, #музейсем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Драмтеатр музей уҫасшӑн
2018, 01, 25
Владимир Милютинӑн юбилейӗ ячӗпе «Ӗмӗрсен ташши» уяв иртнӗ
2018, 05, 23
Чӑваш сценин ӑстисем сумлӑ юбилея хатӗрленеҫҫӗ
2018, 07, 04
Атнер Хусанкая хисеплесе курав уҫӑлнӑ
2018, 10, 08
Валентина Музыкантован пултарулӑх каҫне йыхравлаҫҫӗ
2018, 10, 26

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org