
Чӗрчунсен тӗнчине сыхлакан дирекци республикӑра ҫулталӑк пуҫланнӑранпа миҫе кашкӑр тытнине шутланӑ.
Палӑртмалла: ытларах чухне сунарҫӑсем кашкӑрсене ушкӑнпа тытаҫҫӗ. Ҫулсерен ҫак чӗрчунсене Йӗпреҫ тата Вӑрнар районӗсенче переҫҫӗ. Кӑҫал ҫулталӑк пуҫланнӑранпа Чӑваш Енре сунарҫӑсем 11 кашкӑр тытнӑ.
Сунарҫӑсем Вӑрнар районӗнче – 5, Шӑмӑршӑ районӗнче - 3, Йӗпреҫ районӗнче – 2, Ҫӗмӗрле районӗнче 1 чӗрчуна тытнӑ.

Чӑваш Енре иртнӗ эрнере шӑнса пӑсӑлнӑ 12 ҫынна шута илнӗ. Вӗсенчен чылайӑшне иртен-ҫӳрен асӑрханипе васкавлӑ пулӑшу чӗнсе илнӗ. Кун пирки Катастрофа тата васкавлӑ медицина пулӑшӑвӗн республикӑри центрӗнче пӗлтернӗ.
Маларах асӑннӑ 12 инкекрен саккӑрӑшӗ ҫынсем ӳсӗр пулнипе ҫыхӑннӑ. Самай хӗрӗнкӗскерсем утнӑ ҫӗртех тӳнсе кайнӑ та урамра темиҫе сехет выртнӑ. Юрать, мӑнтарӑнсем, кипкепе ҫуралнӑ та.
Иртнӗ эрнере васкавлӑ пулӑшу машинисем 7 пин хутчен ҫула тухнӑ. Ҫав шутран 600-шӗнче вӗсене ӳсӗр ҫынсем патне чӗнсе илнӗ.
Васкавлӑ пулӑшура ӗҫлекен тухтӑрсем эрех сиенӗ пирки аса илтереҫҫӗ. «Симӗс ҫӗлекен» текен хаяр шӗвек шӑнса пӑсӑлсан ӑшӑнма та пулӑшмасть, чир-чӗре те сиплемест. Сиенӗ вара, чӑн та, аванах.

Шел те, Чӑваш Енре эрехпе наркӑмӑшланса вилекенсем ҫулсеренех пур. Пӗлтӗр, 2018 ҫулпа танлаштарсан, эрехе пула пурнӑҫран уйрӑлакансен йышӗ 2,1 процент ӳснӗ. Кун пирки Роспотребнадзор пӗлтерет.
Чӑваш Енре эрехпе наркӑмӑшланакансен йышӗ ҫулталӑкра чакнӑ: 789 тӗслӗх пулнӑ, кӑтарту 618-а ҫитнӗ. Наркӑмӑшланакансен 79,5 проценчӗ – арҫынсем.
Ку кӑна мар, 14 ҫула ҫитмен ачасен йышӗнче эрехпе наркӑмашланнӑ 41 тӗслӗхе шута илнӗ, ҫамрӑксен хушшинче – 10 тӗслӗх. Роспотребнадзор пӗлтернӗ тӑрӑх, 387 ҫын этанол ӗҫсе шар курнӑ, 201 ҫын паллӑ мар спиртпа аптӑранӑ. 27 ҫын вара метанолпа наркӑмӑшланнӑ.

ЧР Ӗҫлев министерствин пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Енре кӑҫал чухӑнлӑхпа кӗрешес ӗҫ малалла пырӗ. Ҫав вӑхӑтрах ҫакна та палӑртмалла: республикӑра чухӑнсен йышӗ чакнӑ, 8300 ҫын ку йышран тухнӑ. Ҫапах кунпа кӑна лӑпланасшӑн мар - ҫак ӗҫе вӑйлатма та палӑртнӑ.
Чӑвашстат малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, республикӑра чухӑн пурӑнакансем сахалланнӑ. Кӑҫал шутланӑ тӑрӑх, 2018 ҫул вӗҫнелле чухӑнлӑх шайӗ, 2017 ҫулпа танлаштарсан, 0,6 процент чакнӑ, ку кӑтарту 17,8 процентпа танлашнӑ.
Ҫапла майпа Чӑваш Енре 8300 ҫын лайӑхрах пурӑнма тытӑннӑ. Чухӑнсен йышӗнче хальлӗхе 219 пин ҫын шутланать.

«Пӗр ҫын ҫуралнӑ, пилӗк ҫын вилнӗ пулать вара Елчӗк тӑрӑхӗнче? Ытти районсенче мӗнлерех-ши? Шухӑшлаттарать. Ӗлӗк Елчӗк районӗнче 45-50 пин ҫын пурӑннине астӑватӑп, халь вара 15 пин ҫын анчах шутланса тӑрать тет», — тесе ҫырнӑ Турцинче пурӑнакан Елчӗк чӑвашӗ Надина Джавадова Фейсбукри «Тӗнчери чӑвашсем» пабликра.
Надина Джавадова Елчӗк район администрацийӗн сайтӗнчи цифрӑсене тишкернӗ. Унта канашлусенчен пӗринче ЗАГС пайӗн ӗҫ-хӗлне тишкернӗ иккен. Асӑннӑ пай пуҫлӑхӗ Надежда Баймушкина пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗлтӗр граждан тӑрӑмӗн 481 актне ҫырса хунӑ. Вӗсенчен 63-шӗ — ҫурални ҫинчен. 30 арҫын ачапа 33 хӗрача ҫуралнӑ. 321 ҫын вилнӗ, ҫав шутра — 155 арҫын тата 166 хӗрарӑм. Вилнӗ арҫынсен вӑтам ӗмӗрӗ — 65 ҫул, хӗрарӑмсен — 81 ҫул.

Чӑваш йӗтӗнӗ чикӗ леш енне ӑсанать. Паян унӑн пӗрремӗш партине (пурӗ 50 тонна) Литвана илсе кайма тиесе янӑ.
Пирӗн республикӑра йӗтӗнӗн «Итиль», «Северный», «Еруслан» сорчӗсене туса илеҫҫӗ тесе пӗлтерет республикӑн Ял хуҫалӑх министерстви.
Раҫҫейре йӗтӗн туса илессине ӗнер Раҫсейӗн ял хуҫалӑх министрӗн пӗрремӗш ҫумӗ Джамбулат Хатуов ерсте пынипе ирттернӗ канашлура сӳтсе явнӑ. Унта пирӗн республикӑрисем те хутшӑннӑ. Чӑваш Ен ял хуҫалӑх министрӗн ҫумӗ Сергей Лисицын канашлура палӑртнӑ тӑрӑх, пӗлтӗр пирӗн тӑрӑхра йӗтӗне 1,5 пин гектар ҫинче ӳстернӗ. Ӑна пурӗ 1524 тонна пухса кӗртнӗ. Тухӑҫ гектартан вӑтамран 9,8 центнер тухнӑ. Йӗтӗн туса илессипе Пӑрачкав районӗнчи «ЭкоПродукт» малта пырать. Унта йӗтӗне пӗлтӗр 600 гектар акнӑ. Хуҫалӑх ӑна Европӑна ӑсатма ӗмӗтленет. Пӗрремӗш партие паян Литвана тиесе янӑ.

Чӑваш Енри ял хуҫалӑх предприятийӗсем хӑйсен продукцине 37 ҫӗршыва ӑсатаҫҫӗ. Кун пирки республикӑн Ял хуҫалӑх министерствинче пӗлтереҫҫӗ.
2019 ҫулта пирӗн тӑрӑхри продукцие аграрисем ют ҫӗршыва 25,6 миллион долларлӑх сутнӑ. Ку вӑл планпа палӑртнинчен 4,9 процент нумайрах. Экспорт калӑпӑшӗ пӗлтӗр 2018 ҫулхинчен 8 процент ӳснӗ.
Агроэкспортӑн тытӑмӗнче 80 проценчӗ тарӑннӑн тирпейленӗ продукци: кондитер изделийӗсем, соус, кетчуп, горчица, сӑра, хӑмла. 20 проценчӗ — чӗртавар: вика, пӑрҫа, йӗтӗн, сар пӑрӑҫ, ыраш, урпа тата ытти те.
Пирӗн республикӑри аграрисем экспорт калӑпӑшне 2024 ҫул тӗлне 46 миллион доллара ҫитересшӗн. 2014 ҫулхипе танлаштарсан агроэкспорт калӑпӑшӗ 2018 ҫулта 3,2 хут ӳснӗ.

Раштав уйӑхӗн 12-мӗшӗнчен пуҫласа кӑрлачӑн 8-мӗшӗччен Шупашкара 16 пин ытла турист килсе курнӑ. Ку, унчченхи ҫулсемпе танлаштарсан, 10 процент нумайрах.
Туристсем хулара вӑтамран 1-2 кун тытӑнса тӑнӑ, ҫапах хӑна ҫурчӗсенче вырӑнсем пулнӑ, вӗсем тулса ларман. Хула администрацийӗ палӑртнӑ тӑрӑх, кӑҫал Шупашкара, ытти ҫулхи пек, ытларах ушкӑнпа мар, пӗчченшерӗн-икшерӗн килнӗ. Ҫӳлерех асӑннӑ кунсенче пирӗн патра Мускавра, Питӗрте, Хусанта, Чулхулара, Пермьре, Кировра, Ярославльте, Костромара, Владимирта пурӑнакансем пулса курнӑ.
Туристсене ытларах «Амазони» этнокомплекс килӗшнӗ. Унта уявӑн тӗп мероприятийӗсем иртнине палӑртмалла. Туристсем Анне палӑкӗ патне, Арбата та ҫитсе курнӑ.

Юлашки ултӑ ҫулта Раҫҫейӗн чылай хулинче кивӗ (сӑмах иккӗмӗш рынок текенни пирки пырать) ҫуртсенчи хваттер хакӗ палӑрмаллах ӳснине эпир пӗлтернӗччӗ. Ҫынсем хваттер тара илсе пурӑнасси те анлӑ сарӑлнӑ. «Мир квартир» (чӑв. Хваттерсен тӗнчи) портал эксперчӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, тара илекенсем йышӗ юлашки вӑхӑтра йышланнӑ.
Ҫав вӑхӑтрах тара илме те йӳнӗ мар. Иртнӗ ҫул аренда хакӗ Раҫҫейре вӑтамран 5-7%, ҫав шутра пӗр пӳлӗмлисем 6,7% ӳснӗ.
Пӗр пӳлӗмлӗ хваттерсене тара илме 70 хуларан 65-шӗнче хакланнӑ. Новокузнецк, Череповец, Аҫтӑрхан, Воронеж, Ярославль, Шупашкар, Якутск, Ӗрӗнпур, Омск тата Махачкала хулисенче хаксем уйрӑмах хӑпарнӑ.
Сарту, Сочи, Пенза, Симферополь тата Липецк хулисенче кӑштах йӳнелнӗ.
Пӗр пӳлӗмлӗ хваттере тара илме уйӑхсерен вӑтамран 12,6 пин тенкӗ кӑларса хумалла.

Чӑваш Енре тискер чӗрчунсемпе кайӑксене шутлӗҫ. Хӗллехи учет нарӑс уйӑхӗн 29-мӗшӗнче вӗҫленӗ.
Чӑваш Енӗн Ҫутҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, тискер чӗрчунсемпе кайӑк-кӗшӗке яланах шута илни сунар ӗҫне йӗркелеме: квота палӑртма тата ӑҫта миҫе чӗрчунпа кайӑк тытассин виҫине палӑртма — кирлӗ. Кунсӑр пуҫне пирӗн тӑрӑхра мӗнле тискер чӗрчунсемпе кайӑксем пурӑннине пӗлме май килӗ.
Ҫак тапхӑрта специалистсем пӑши, хир качаки, хир сысни, ҫӳлевӗҫ, кашкӑр, тилӗ, сӑсар, пӑсара, юс, пакша, шурӑ мулкач, карсак, пӑчӑр, ӑсан, карӑк, сӑрӑ хир чӑххи йышне шутлӗҫ.
Чӑваш Енӗн Ҫутҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, тискер чӗрчунсемпе кайӑксене ытти ҫул та шута илнӗ.
