Чӑваш Енри такси мӗн тӗслӗ пулассине халӑхпа татса парӗҫ. Республикӑн Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министерствин сайтӗнче ҫакӑн пирки ыйтӑм йӗркеленӗ. Унта пуш уйӑхӗн 31-мӗшӗччен хутшӑнма пулать.
Таксине пӗр тӗслӗ тӑвас ыйтӑва ЧР Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев ертсе пынипе ирттернӗ канашлусенчен пӗринче хускатнӑ. Потребительсен прави пирки калаҫнӑ май пӗр тӗслӗ таксис пулсан ҫынсене меллине палӑртнӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министерстви ыйтӑм йӗркеленӗ. Пӗрремӗшӗнчен, такси пӗр тӗслӗ пулмалли пирки мӗнле шухӑшланине пӗлтерме май пур. Иккӗмӗшӗнчен, мӗнле тӗсли аваннине палӑртма. Сарӑ, шурӑ, шурӑпа сарӑ тӗссем кӑтартнӑ ыйтӑмра. Ҫынсем хӑйсем те сӗнме пултараҫҫӗ.
Сасӑлава хальлӗхе хутшӑннисенчен 69 проценчӗ такси тӗсне пӗр пеклетнине хирӗҫ.