Ӗнер Чулхулара газ моторӗн топливи енӗпе канашлу иртнӗ. «Газпром» ПАО директорсен канашӗн ертӳҫи Виктор Зубков ертсе пынӑ ларӑва Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев та хутшӑннӑ.
Виктор Зубков ҫӗршывра газпа ӗҫлекен моторсен шучӗ анлӑн сарӑлнине палӑртнӑ. Топливо вырӑнне ҫутҫанталӑк газӗпе усӑ курас текенсен йышӗ ӳссе пырать. Юлашки вӑхӑтра ҫак йыш 2,5 хута яхӑн ӳснӗ.
«Газ тултарма май паракан компрессор станцийӗсем ҫителӗксӗр. Ҫӗнӗ объектсем хута ярсан ҫитес вӑхӑтра республикӑра чылай ыйту татӑлӗ. Транспортра тарифсене чакарма май килӗ. Ҫак ыйту ялсемпе хуласенче пысӑк пӗлтерӗшлӗ. Халӑх кулленех тӗрлӗ транспортпа усӑ курать. Ҫутҫанталӑк газӗ тӑван тавралӑха та сиен кӳмӗ», — тенӗ канашлу хыҫҫӑн Чӑваш Ен пуҫлӑхӗ.
Газ заправкисене ҫӗршывӑн регионӗсенче уҫма 2019 ҫулта федераци хыснинче 3,3 миллиард тенкӗ пӑхса хӑварнӑ. Кӑҫал вӗсене 87, килес ҫул 117 уҫасшӑн.