Спортӑн ҫак енӗпе кӑсӑкланса тӑракансем хӗрарӑмсен Раҫҫей ушкӑнӗ тӗнче чемпионатӗнче кун пек ҫитӗнӳ туни пулманнине пӗлеҫҫӗ-ха. Ҫавӑнпа та куншӑн чӑннипех тивӗҫлӗ ҫитӗнӳ тесе хӑпӑртланма ирӗк пур.
Ӑмӑрту Канадӑри Сент-Джон хулинче иртет. Виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑнассишӗн Раҫҫей хӗрарӑмӗсем Кӑнтӑр Корейӑри спортсменкӑсемпе кӗрешӗве тухнӑ. Тӑххӑрмӗш энд умӗн пирӗннисем 4:3 шутпа пынӑ, анчах кайран виҫӗ чула выляса янӑ. Вуннӑмӗш эндра вӗсем пӳрте икӗ чул кӗртнӗ. Экстра-энд хыҫҫӑн Раҫҫей ушкӑнӗ 7:6 шутпа выляса илнӗ.
Мускав облаҫӗнчи Химки хулин техникумӗнче чӑваш наци кӗрешӗвӗ енӗпе турнир ирттернӗ. Ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесӗнчен пухӑннӑ кӗрешӳҫӗсем турнира совет салтакӗсене Афганистанран илсе тухнӑранпа 25 ҫул ҫитнине, унта пуҫ хунӑ интернационалист салтаксене халалларӗҫ. Вӗсенчен иккӗшӗ — Игорь Жариновпа Сергей Михуткин — шӑпах ҫак техникумра вӗреннӗ.
Турнирта тӗрлӗ наци спортсменӗ пулнӑ. «Пиҫиххипе кӗрешни — чӑваш халӑхӗн спорт енӗ. Анчах та ун евӗрли ытти тӗрӗк халӑхӗн те пур. Юлашки ҫулсенче спортӑн ҫак енӗ тӗнчипех сарӑлса пырать», — пӗлтерет техникум директорӗн вӗрентӳпе воспитани парас енӗпе ӗҫлекен ҫумӗ С.А. Горшкова.
Химкире иртнӗ ӑмӑртӑва Мускав хулипе облаҫӗнчи командӑсемсӗр пуҫне Чӑваш, Тутар, Хакас республикисенчен килнӗ ҫамрӑксем хутшӑннӑ. Пӗрремӗш вырӑна Мускав облаҫӗ йышӑннӑ, иккӗмӗшӗнче — Чӑваш Ен каччисем, виҫҫӗмӗшсем — Тутарстанран килнисем.
Чӑваш наци кӗрешӗвӗн регионсем хушшинчи федерацийӗн президенчӗ, Чӑваш наци конгресӗн спорт комитечӗн ертӳҫи Виталий Васильев ҫӗнтерӳҫӗсен парадне уҫнӑ.
Ҫӗнтерӳҫӗсене саламлама РФ Патшалӑх Думин депутачӗ, интернационалист-салтак пулса кӑкӑр тулли орден-медале тивӗҫнӗ тава тивӗҫлӗ спорт мастерӗ Владимир Вшивцев, Чӑваш Республикин Раҫҫей Президенчӗ ҫумӗнчи элчи Леонид Волков, Мускав чӑвашӗсен пӗрлӗхӗн ертӳҫи Анатолий Григорьев ҫитнӗ.
Пуш уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Муркаш районӗнче шашка енӗпе чемпионат иртнӗ. Шашка ӑс-тӑна ҫивӗчлетме пулӑшать кӑна мар, ку вӑйӑ кӑсӑклӑ та. Чемпионата 5 ушкӑн хутшаннӑ. ЧР ШӖМӗн Муркаш районӗнчи уйрӑмӗ, «Оринино», «Ударник» тата районти тӗп пульницӑн «Одаркина» ушкӑнӗ.
Хӗрарӑмсен хушшинче Наталья Дмитриева чи лайӑх кӑтартупа палӑрнӑ. Иккӗмӗш вырӑна — Алевтина Авдеева, виҫҫӗмӗш вырӑна Алина Репина йышӑннӑ.
Арҫынсен ушкӑнӗнче Леонид Андреев ҫӗнтернӗ. Иккӗмӗш — Виталий Егоров, виҫҫӗмӗш Александр Ермолаев пулнӑ. Командӑсене илес тӗк «Оринино» — пӗрремӗш, «Ударник» — иккӗмӗш, тӗп пульница ушкӑнӗ виҫҫӗмӗш вырӑнсене тухнӑ.
Ишес тесен пӑрлӑ шывӗ кунтах пур та, анчах Чӑваш Енӗн аквайсерӗсем (сивӗ шывра ишекенсене ҫапла калаҫҫӗ иккен) Мурманск хулинче иртекен Ҫурҫӗр уявне хутшӑннӑ. Кӑҫал тӗнче шайӗн правилисемпе йӗркеленӗ мероприяти хальхинче 80-мӗш ҫул пуҫтарӑннӑ иккен.
Унта Раҫҫейӗн 26 хулинчи тата 6 ҫӗршыври: Австралири, Аслӑ Британири, Италири, Чехири, Америкӑри Пӗрлешӳллӗ Штатсенчи, Кӑнтӑр Африкӑри 230 спортсмен пуҫтарӑннӑ. Чӑвашсен ушкӑнне 8 ҫын кӗнӗ.
Татьяна Александрова, вӑл «АквАйСпорт–Чӑваш Ен» федерацин президенчӗ, 450 метра ишессипе, Валерий Губаньков финн брасс мелӗпе ишсе ылтӑн медале тивӗҫнӗ. Валерий Губаньков тепӗр тӗрлӗ стильпе ишсе те ҫӗнтерме пултарнӑ. Ылтӑн мар та, анчах кӗмӗле ҫӗннӗ. Кӗмӗл медале Михаил Андронов та тивӗҫнӗ. Маларах асӑннӑ Татьяна Александрова 25 тата 50 метра ишнӗ чух та лайӑх енчен палӑрнӑ — бронза медале ҫӗннӗ. Бронза медаль унччен каланӑ Валерий Губанькова та лекнӗ. Ӑна вӑл 25 метра тупӑшнӑшӑн илнӗ. Тепӗр бронза хуҫи — 450 метра ишнӗ Алексей Лисов.
Мурманскран чӑвашсем Финляндинчи Ровани хулинче Хӗлле ишевпе иртекен 9-мӗш тӗнче чемпионатне тухса кайнӑ. «АквАйСпорт-Чӑваш Ен» федерацин президенчӗ 450 метра ишсе унта пӗрремӗш кунхинех «ылтӑнлӑ» пулса тӑнӑ.
Ҫак эрнере Чӑваш Енре ҫӗнӗ Хушу йышӑннӑ. Унпа килӗшӳллӗн малашне кашни уйӑхра республикипех сывлӑхпа спорт кунӗсем ирттерме тытӑнмалла. Сӑмах май, паянтан ӑна пуҫласа йӗркелерӗҫ те ӗнтӗ.
Спортпа сывлӑх кунне ирттермелле тени ӑна хӑҫан йӗркелессине палӑртса хумаллине пӗлтерет. Палӑртнипех ҫырлахмалла мар — хӑҫан пулассине хаҫат, радиопа телекурав, тӗнче тетелӗ урлӑ ҫынсем патне ҫитермелле. Сывлӑхпа спорт кунӗнче вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсен тата тӗрлӗ харпӑрлӑх хурмиллӗ организацисен спорт сооруженийӗсемпе объекчӗсене халӑха тӳлевсӗр кӗртмелле.
Иккӗшӗ пӗр-пӗринпе мӗнле ҫыхӑннӑ-ши тесе пуҫ вататӑр пулӗ те, анчах Канаш хӗрӗсем теннисла вылянине Пӗтӗм Раҫҫейре наркотика хирӗҫле иртекен «Сывлӑхшӑн тата ачамӑрсен хӑрушсӑрлӑхӗшӗн» тата «Ҫамрӑксем — сывӑ пурнӑҫ йӑли-йӗркишӗн» акцисен шучӗпе корт умне тӑнӑ.
Ӑмӑртӑва Уҫырма ял тӑрӑхӗнчи Культура аталанӑвӗн тата вулавӑш тивӗҫтерӗвӗн центрӗнче ирттернӗ. Теннисла выляс шухӑшлӑ хӗрсене асӑннӑ учреждени ертӳҫи Юлия Николаева пухнӑ.
Теннис ракеткине тытнисем вӑйӑ кӑмӑла кайнине, ӳлӗмрен те корт умне тӑма хирӗҫ маррине палӑртнӑ-мӗн.
Пушарпа кӗрешекенсем Шупашкарти «Олимпийский» стадионта «Коньки ҫинчи ҫӑлавпа пушар флешмобӗ» ятлӑ профилактика акцийӗ иртнӗ.
Стадиона ярӑнма пухӑннисене Чӑваш Енӗн пушарпа кӗрешекен тӗп инспекторӗ Николай Петров саламланӑ май инкек е пушар пулсан часрах 1 е 112 номерсемпе шӑнкӑравлама чӗнсе каланӑ. «Пулӑшӑва мӗн чухлӗ хӑвӑртрах чӗнетӗр, профессилле ҫӑлавҫӑсем ҫавнӑ чухлӗ иртерех ҫитеҫҫӗ», — палӑртса хӑварнӑ вӑл.
Акцие хутшӑнакансем валли тӗрлӗ конкурс йӗркеленӗ. Вӗсем коньки ҫине тӑрса футбол мечӗкне хӑваланӑ, пушар ҫаннине туртассипе тупӑшнӑ, хоккей туйипе шайба ҫапса кӗртессипе ӑмӑртнӑ. Ҫӗнтерӳҫӗсене Пӗтӗм Раҫҫейри ирӗклӗ пушар обществин ячӗпе пылак апат-ҫимӗҫпе хавхалантарнӑ.
Флешмоба хутшӑннӑ Константин ятлӑ ҫӳллӗ пукане инкекрен ҫӑлӑнмаллине вӗрентекен хутсене валеҫсе панӑ, ачасемпе тата аслисемпе сӑн ӳкерӗннӗ.
Сӑнсем (26)
Муркаш районӗн Калайкасси вӑтам шкулӗн йӗлтӗр ҫулӗ ҫинче Чӑваш Ен чемпионне Юрий Федотова асӑнса XII йӗлтӗр эстафети иртнӗ.
Ҫак спорт мероприяйӗн сумӗ ҫулран-ҫул ӳҫет. Кӑҫал акӑ ӑмӑртӑва Муркаш, Шупашкар, Етӗрне, Элӗк, Красноармейски районӗсенчи, Шупашкар хулинчи шкулсен командисем килнӗ. Ку кӑна мар: тупашӑва Мари Республикин спортсменӗсем те ҫитнӗ.
— Паянхи ӑмӑрту Олимп ҫулталӑкӗнче иртнипе паллӑ. Мероприяти тухӑҫлӑ пуласса иккӗленместӗп, — тенӗ Юрий Федотовӑн пиччӗшӗ, Шупашкарта Муркаш районӗн ентешлӗхне ертсе пыракан Александр Федотов.
Тупӑшура сумлӑ хӑна пулнӑ. Вӑл — РФ спорт мастерӗ, Сиднейре иртнӗ Олимп вӑййисенче хӑвӑрт утассинче пӑхӑр медаль ҫӗнсе илнӗ Владимир Андреев. Вӑл ӑмӑртӑва Олимп факелне йӑтса килнӗ, унпа кашниех сӑн ӳкерӗнме пултарнӑ.
Аслӑрах ӳсӗмрисен ушкӑнӗнче Элӗк районӗ ҫӗнтернӗ. Иккӗмӗш вырӑна — Калайкасси шкулӗ, виҫҫӗмӗш вырӑна Ҫатракасси шкулӗ тухнӑ. Вӑтам ӳсӗмрисен йышӗнче Калайкасси шкулӗ маттур пулнӑ. Иккӗмӗшпе виҫҫӗмӗш вырӑнсене Элӗк тата Красноармейски районӗсем йышӑннӑ.
Ӗнер, пушӑн 10-мӗшӗнче, Хӗрлӗ Чутай районӗнче Республика депутачӗн Валерий Павловӑн парнисене ҫӗнсе илессишӗн йӗлтӗрҫӗсем хушшинче эстафета иртрӗ. Ӑмӑртӑва Етӗрне, Элӗк тата Хӗрлӗ Чутай районӗсен ҫамрӑк спортсменӗсем хутшӑнчӗҫ. Чи малтанах Валерий Павлов Василий Вазина 10 ҫухрӑм чупассипе республикӑра иртнӗ ӑмӑртура 3-мӗш вырӑн йышӑннӑшӑн Республикӑри Физкультурӑпа спорт министерствин дипломӗ парса чысларӗ. Йӗлтӗрҫӗсем ҫулӗсене кура хӗрачасемпе арҫын ачасем хушшинче тупӑшрӗҫ: 2000 ҫулта кун ҫути курнисемпе вӗсенчен кӗҫӗнреххисем, 1998–1999 ҫҫ тата 1996–1997 ҫҫ. Унтан ӑмӑртӑва аслисем хутшӑнчӗҫ.
Паян, пуш уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, Шупашкарти аэроклуб сакӑр теҫетке ҫул тултарать. 1995 ҫултанпа клуб Совет Союзӗн Паттӑрӗн А.В. Ляпидовскин ячӗпе хисепленет.
Аэроклубӑн пӗрремӗш пуҫлӑхӗ М.Н. Плохов летчик пулнӑ. Унӑн ӗҫченӗсем шкулсем тата Пионерсен ҫурчӗсем ҫумӗнче авиамоделистсен кружокӗсене ертсе пынӑ. Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫи тухсан клуб воспитанникӗсем те тӑшманпа кӗрешме тухса кайнӑ.
Аэроклуб ӗҫленӗ ҫулсенче норматива тултарса СССР тата Раҫҫей спорт маҫтӑрӗсен ятне 200 ытла ҫын тивӗҫнӗ, вӗсенчен пиллӗккӗшӗ тӗнче класлӑ спорт маҫтӑрӗсем пулса тӑнӑ.
РОСТОн авиаклубӗ шутланаканскер Раҫҫейӗн хӗҫпӑшаллӑ ҫарӗсем валли специалистсем хатӗрлет. Спорт авиацийӗпе туслашас текенсем те унтан татӑлма пӗлмеҫҫӗ темелле. Халӗ унта спортӑн экстремаллӑ енӗсене те — пейнтбол, дайвинг тата ытти те — хӑнӑхтарать.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.05.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 743 - 745 мм, 6 - 8 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Евсевьев Макар Евсевьевич, ҫыравҫӑ, этнограф, мордва чӗлхин ҫыруллӑхне никӗслекенни вилнӗ. | ||
| Кӗҫтӳк Кольцов, чӑваш сӑвӑҫи вӑрҫӑра пуҫне хунӑ. | ||
| Белова Валентина Александровна, сӑвӑҫ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |