Иртнӗ шӑматкун ветеран йӗлтӗрҫӗсемпе спортӑн ҫак енне юратаканcем республика Элтеперӗн парнисене ҫӗнсе илессишӗн йӗлтӗр йӗрӗ ҫине тӑнӑ.
Ӑмӑрту Шупашкарти 2-мӗш спорт шкулӗн йӗлтӗр йӗрӗ ҫинче иртнӗ. Сивӗ ҫанталӑка пӑхмасӑрах унта Шупашкар, Ҫӗнӗ Шупашкар, Канаш, Улатӑр хулисенчи, Шупашкар, Куславкка, Шӑмӑршӑ, Ҫӗмӗрле, Вӑрнар, Красноармейски районӗсенчи тата Мари Элти 120 ҫын йӗлтӗр сырса пухӑннӑ.
Сӑмах май, кӑҫал Чӑваш Енре ҫӗршывра та халиччен ирттермен спартакиада йӗркелӗҫ. Унта ветерансем хутшӑнӗҫ. Вӗсем спортӑн тӗрлӗ енӗпе тупӑшӗҫ.
Ӑмӑртӑва хутшӑннисен хастарлӑхне ҫула кура 12 ушкӑна пайласа палӑртнӑ. Хӑйсен ушкӑнӗнче Джамалия Баранова, Николай Федоров, Владислав Васильев (Шупашкар районӗ), Наталья Кузьмина, Александр Антонов, Валерий Матвеев (Шупашкар), Сергей Павлов (Канаш хули), Юрий Мануйлов (Куславкка районӗ), Виктор Серенков (Улатӑр хули), Николай Алексеев (Сӗнтӗрвӑрри районӗ), Михаил Ямолкин, Александр Антонов (Мари Эл) палӑрнӑ.
Кӑрлачӑн 24-мӗшӗнче «Росинка» физкультурӑпа спорт центрӗнче «Чемпионсен каҫӗ» иртнӗ. Республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, унта иртнӗ ҫулхи спорт сезонне тишкернӗ. Мероприятие спорт федерацийӗсемпе организацийӗсен ертӳҫисене, пултаруллӑ спортсменсемпе тренерсене йыхравланӑ. «Чемпионсен каҫне» Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев хутшӑннӑ.
Михаил Васильевич иртнӗ ҫула республика спорт енӗпе тивӗҫлипе вӗҫленине палӑртнӑ. Спортпа тата физкультурӑпа туслисен шучӗпе пӗлтӗр Чӑваш Ен Раҫҫейре малта пыракан виҫӗ регион шутне кӗнӗ.
Физкультурӑпа спорта аталантарассине пысӑк тӳпе хывнисенчен пӗрисем тӗрлӗ хисепе тивӗҫнӗ. Европа шайӗнче ҫӗнтерекен йывӑр атлетсене хатӗрлекен, Етӗрне районӗнчи «Присурье» (чӑв. Сӑрҫум) спорт комплексӗн тренер-преподавателӗ Зиновий Неопалимский «Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ тренерӗ» пулса тӑнӑ.
Раҫҫейӗн Олимп комитечӗн Фэйр плэй (акӑлчанран ӑна «ултавсӑр вӑйӑ» тесе куҫарма пулать) Раҫҫейри комитечӗн дипломӗпе Шупашкарти Олимп резервӗн сӗтелҫи теннис тата ухӑран перессипе спорт шкулӗн трнерне Галина Малована наградӑланӑ.
Ыран Студентсен кунӗ шутланать те ҫавна май Шупашкарти «Спартак» ача-пӑчапа ҫамрӑксен спорт шкулӗ аслӑ шкулсенче ӑс пухакансене конькипе ярӑнма йыхравлать. Каток ҫине кӑнтӑрла иртни икӗ сехет те 55 минутра кӗртме пуҫланине пӗлтереҫҫӗ. Кӗнишӗн укҫа тӳллеттерместпӗр, конькие проката илнишӗн кӑна укҫа ыйтатпӑр теҫҫӗ. Кӗсьене паспортпа студент билетне чикмеллине аса илтереҫҫӗ.
Аса илтеретпӗр, Студентсен кунне уявласси икӗ ӗмӗр ытла пырать. 2005 ултан ӑна ҫӗршыв Президенчӗн указӗпех ҫирӗплетнӗ. Малтанласа ӑна Ломоносов ячӗллӗ Мускаври патшалӑх университечӗ йӗркеленнӗ кун евӗр палӑртнӑ.
Олимп вӑййиччен миҫе кун юлнине те шутласа пыраҫҫӗ хӑшӗсем. Пирӗн те, чӑвашсен. Мухтавлӑ ывӑл-хӗрӗ унта хутшӑнма тивӗҫ пулнӑ. Раҫҫей спортсменӗсем Олимп вӑййине 1904 ҫулта хутшӑнма тытӑннӑ-ха, СССР команди вара ҫуллахи вӑййа чӑвашсем вара пуҫласа 1952 ҫулта, хӗллехине 1956 ҫулта хутшӑннӑ. 1952 ҫулта чӑвашсенчен унта А. Игнатьев хутшӑннӑ. Тепӗр тӑватӑ ҫултан хутшӑннӑ чух вӑл унтан 400 метра чупассипе ӑмӑртса бронза медальпе таврӑнать.
Олимп вӑййин пӗрремӗш чемпионӗ ята 1968 ҫулта В. Соколов боксер тивӗҫет. Тепӗр тӑватӑ ҫултан чемпион ятне В. Ярды велочупуҫӑ тивӗҫет. Шӑп та лӑп 20 ҫул иртсен, 1992-мӗшӗнче, Чӑваш Енрен тепӗр чемпион тухать: вӑл — В. Егорова ҫӑмӑл атлетка. 1996 ҫулта Е. Николаева ҫӑмӑл атлетка чемпион пула тӑрать.
1952 ҫултан тытӑнса Чӑваш Енри 32 спорстмен Олимп вӑййинче бокс, баскетбол, ӑвӑсса ишессипе, велчупупа, маунтинбайк енӗпе, ирӗклӗ мелпе кӗрешессипе, йывӑр тата ҫӑмӑл атлетикӑпа, ухӑран тата пульӑпа перессипе, биатлонпа, йӗлтӗрпе тупӑшассипе тата ытти хӑш-пӗр енпе кӗрешӗве тухнӑ. Вӗсем 7 ылтӑн, 4-шар кӗмӗлпе бронза медале тивӗҫнӗ тесе хыпарлать республикӑн Спорт министерстви.
Шупашкарти 122-мӗш ача-пӑча пахчинче «Ҫӑлтӑрпа зарядка» ирттернӗ. Шӑпӑрлансемпе тӗлпулӑва хӑвӑрт утассипе тӗнче чемпионки Алина Иванова пынӑ. А. Иванова — ҫӑмӑл атлетикӑпа СССРӑн тава тивӗҫлӗ спорт маҫтӑрӗ, 1992 ҫулта XXV Ҫуллахи Олимп вӑййисене хутшӑннӑ, марафон турнирӗсенче Америкӑри Пӗрлешӳллӗ Штатсенче, Европӑра ҫӗнтернӗ, Чӑваш Республикин физкультурӑпа спортӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ.
Шӑпӑрлансене спортсменка спортри ҫитнӗнӳсем пирки каласа панӑ, медальсемпе тӗрлӗ наградӑна кӑтартнӑ. Ачасем спортсмена кӑмӑлтан итленӗ, пӗрле сӑн та ӳкерӗннӗ. Унтан вӗсем «ҫӑлтӑрпа» зарядкӑна тӑнӑ.
Сӑнсем (7)
Куславкка хулинчи «Атӑл» спорт комплексӗнче район ентешлӗхӗн ертӳҫин, Юрий Зорин шӑл тухтӑрӗн (вӑл стоматологи кабинечӗсен хуҫи) парнисене ҫӗнсе илессишӗн волейбол турнирӗ иртнӗ. Ун пек ӑмӑртӑва Зорин тухтӑр кӑҫалхипе 15-мӗш хут йӗркеленӗ.
Турнира арҫынсен ушкӑнӗсем: Шупашкартан «Попутчик», «Дент-а-мед», «Рэмисс», «Старко» ӗҫ коллективӗсен спортсменӗсем тата Ҫӗнӗ Шупашкарти, Куславккари, Ҫӗрпӳри тата Вӑрмарти пӗрлештернӗ командӑсем пырса ҫитнӗ. Малти вырӑна «Ремис» тухнӑ. «Старко» ушкӑнӗ — иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ, виҫҫӗмӗшӗнче — ҫӗншупашкарсем. Чи лайӑх вылякансенчен «Старкори» Антон Львов мечӗке чи лайӑх ҫыхӑнтаракан волейболист ятне твиӗҫнӗ, «Рэмисри» Юрий Гордеев — чи лайӑх тапӑнакан тата ҫав ушкӑнри Илья Троицкий — чи лайӑх хӳтӗлекен.
Сӑнсем (103)
Ҫак уйӑхӑн 12-мӗшӗччен пирӗн республикӑра спортпа сывлӑх вунӑ кунлӑхне ирттерчӗҫ. Раҫҫей шайӗнче ӑна 10-мӗшӗччен тесе палӑртнӑччӗ. «Вырсарникун эпир те Кӳкеҫри стадиона каяс терӗмӗр», — каласа пачӗ республикӑри хаҫатсенчен пӗринче ӗҫлекен ӗҫтешӗм. Икӗ хӗрне те ертсе кайнӑ-мӗн вӑл. Ара, вӑхӑтлӑх ярӑнма маларах коньки те, йӗлтӗр те панӑ иккен те, районти физкультурӑпа спорт комплексне хавас кӑмӑлпах уттарнӑ вӗсем. Вӗсемпе пӗрле пӗлӗшӗсем те пулнӑ. Прокатшӑн тесе кассӑра тӳлесе те хунӑ. Анчах йӗлтӗр илме тесе ҫав инвентарь паракан ҫурт патне васкани кӑлӑхах пулнӑ хайхисен: алӑк питӗрӗнчӗккине кура чека каялла тавӑрса пама тивнӗ.
«Килтен илсе пынӑ конькипе стадионти пӑр ҫинче ачасене ярӑнтарасшӑнччӗ те унта та кӗртмерӗҫ», — малалла каласа парать тусӑм. Вӑл каланӑ тӑрӑх, юра тасатса пӗтереймен иккен. «Ҫӗрле самай хулӑн ҫунӑскере пӗр ҫын ӑҫтан тасатса ӗлкӗртӗр», — текелесе тусӑм хӑй те алла кӗреҫе илсе хырма тытӑннине пӗлтерет. Юр тасатаканни ҫакна кура ҫемҫелнӗ — ачасене вунӑ минутлӑха ярӑнма ирӗк панӑ иккен. Сӑмах май, юр хыракан ҫынни пӑр хытманнипе те каток ҫине кӗртменнине пӗлтернӗ-ха — ара, маларах мӗн чул вӑхӑт ӑшӑ тӑчӗ те.
Урапасен ӑмӑртӑвӗпе кӑсӑкланакансем иртнӗ шӑматкун машинсен хӑвартлӑхӗпе Шупашкартах киленме пултарнӑ. Ӑна Шупашкарӑн Хӗвелтухӑҫ посёлокӗ ҫывӑхӗнче йӗркеленӗ иккен.
Урапасен ункӑллӑ ҫулӗ нефть базин управлӑхӗпе Ҫӗнӗ хула микрорайон хушшинче вырнаҫнӑ. Ун пӗтӗмӗшле тӑршшӗ 1 700 метр, ҫул сарлакӑшӗ 12 метр. Тӑршшӗпе юрлӑ, пӑрлӑ тата тӑпраллӑ вырӑнсем пулнӑ. Урапасемсӗр пуҫне уйрӑммӑн мотоциклистсем тупӑшнӑ. Ҫавӑн пекех юрҫунасен пайӗ те пулнӑ. Кам мала тухни пирки хальлӗхе никам та хыпарламан-ха.
Шӑматкун, кӑрлачӑн 11-мӗшӗнче Урапасен хӗллехи ӑмартӑвӗн 1-мӗш тапхӑрӗ иртнӗ иккен. Ӑна Чӑваш Республикин транспортпа ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министерстви тата Чӑваш автомобиль федерацийӗ йӗркеленӗ. Иккӗмӗш тапхӑрӗ хӑҫан пуласси пирки вара хальлӗхе шарламаҫҫӗ-ха.
Тӑвай районӗнче самбо енӗпе ӑсталӑха тин ҫеҫ туптама тытӑннисен «Пӗрремӗш чӗкеҫ» ятпа ӑмӑрту иртнӗ. Унта вырӑнти кӗрешӳҫӗсемсӗр пуҫне Канаш хулинчи тата Вӑрмар районӗнчи ачасем пырса ҫитнӗ.
27 килограма ҫитичченхисем хушшинче Вӑрмарти Даниил Петров пӗрремӗш вырӑна тухнӑ, иккӗмӗшӗнче — Тӑвай районӗнчи Тӑрмӑшри Даниил Григорьев, виҫҫӗмӗшӗнче — Тӑвайӗнчи Виталий Иванов. 34 килограма ҫитейменнисенчен Вӑрмарти Радий Туймуков, 38 килограмчченхисенчен Тӑвай районӗнчи Тӑрмӑшри Даниил Крылов, 50 килограмчченхисенчен Тӑвайӗнчи Игорь Табаков пӗрремӗш вырӑна тухнӑ. Хӗрачасенчен Вӑрмарти Наталья Кириллова ҫӗнтернӗ, иккӗмӗш вырӑна Тӑвайӗнчи Яна Кузьмина ҫӗнсе илнӗ.
Сӑнсем (15)
Сурхурие халалласа ҫак кунсенче тӗрлӗ мероприяти ирттерекенсем пулнӑ. Красноармейски тӑрӑхӗнчи арҫынсем волейболла выляма пуҫтарӑннӑ. Турнира Красноармейскинчи «Уют-Монтаж», «Динамо», «Дрим-тим», Чатукассинчи «Ункӑ», Кӗҫӗн Шетмӗри «Спартак» тата Еншик Чуллӑ ялӗн арӗсем пухӑннӑ. Турнир «Уют-Монтаж» вӑйлӑраххине кӑтартса панӑ. Кӗҫӗн шетмӗсем иккӗмӗш вырӑна тухнӑ. Чи лайӑх вӑйӑҫӑсене те палӑртнӑ. Вӗсен йышне «Ункӑ» ушкӑнри Николай Романов, «Дрим-тимри» Виктор Васильев, «Спартакри» Владимир Александров, «Уют-Монтажри» Андрей Ананьев лекнӗ.
Ҫӗнтерӳҫӗсене тата вӑййа хутшӑннисене район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Андрей Шестаков саламланӑ.
Сӑнсем (13)
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.05.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 743 - 745 мм, 6 - 8 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Евсевьев Макар Евсевьевич, ҫыравҫӑ, этнограф, мордва чӗлхин ҫыруллӑхне никӗслекенни вилнӗ. | ||
| Кӗҫтӳк Кольцов, чӑваш сӑвӑҫи вӑрҫӑра пуҫне хунӑ. | ||
| Белова Валентина Александровна, сӑвӑҫ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |