Чӑваш Енре аслӑ ӳсӗмрисен хушшинче «Спортлӑ вӑрӑм ӗмӗр» республика спартакиади иккӗмӗш хут иртнӗ. Йӗркелӳҫисем — ЧР Транспорт министерстви тата «Урожай» вӑй-хал культурипе спорт обществи. Хальхинче спортсменсене Йӗпреҫ районӗ йышӑннӑ.
Ӑмӑртӑва республикӑри район-хуласенчи 26 команда — пӗтӗмпе 234 ҫын — хутшӑннӑ. Тивӗҫлӗ канӑва тухнӑ ҫынсем ишессинче, ҫӑмӑл атлетикӑра, сӗтелҫи теннисӗнче, перессинче, шахматра, эстафетӑра тупӑшнӑ.
Спартакиада ҫӑмӑл атлетика турнирӗпе уҫӑлнӑ. Арҫынсемпе хӗрарӑмсем 400 тата 200 метра чупассинче тупӑшнӑ. Кунта Комсомольски районӗнчи Галинӑпа Анатолий Давыдовсене ҫитекенни пулман. Ҫапах ҫак район команди ҫак тӗсре 3-мӗш вырӑн ҫеҫ йышӑннӑ. Елчӗк тата Хӗрлӗ Чутай районӗсем 1-мӗшпе 2-мӗш вырӑнсене пайланӑ.
Кун хыҫҫӑн спортсменсем вӑй-хал культурипе спорт комплексне кӗнӗ. 50 метра ишессинче Йӗпреҫ районӗнчи Владимир Васильев йышӑннӑ. Хӗрарӑмсен йышӗнче Шупашкарти Фрида Кузнецова ҫӗнтернӗ. Шупашкар районӗнчи Людмила Федорова тата Шупашкарти Сергей Юрьев сӗтелҫи теннисӗнче ҫӗнтернӗ.
Раҫҫейре «Ӗҫе тата хӳтӗленӗве хатӗр» комплекса чӗртсе тӑратма йышӑнчӗҫ. Шкулсенче ӑна кӑҫалхи авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пурнӑҫа кӗртме тытӑнӗҫ. Владимир Путин йышӑннӑ хушӑва пурнӑҫланӑ май 6 ҫултан пуҫласа 70-чченхи кашни ҫыннӑн йӗтре тӗртме, вӗрен тӑрӑх утма, ҫӳллӗ вырӑнтан шыва сикме, граната пеме пӗлмелле.
Чӑваш Енри 30 вӗренӳ учрежденийӗсемшӗн ку комплекс ҫӗнӗлӗх мар темелле. Вӗсем ГТО виҫине ятарлӑ проекта пурнӑҫа кӗртессипе пилотлӑ лаптӑксем шутланаҫҫӗ. Ҫав шутра Шупашкарти 38-мӗш шкул та пур. Унта ӗҫлекенсем палӑртнӑ тӑрӑх, унта вӗренекен 329 ача ишме ҫӳреҫҫӗ, 79-шӗ конькипе ярӑнаҫҫӗ, 51-шӗ тухӑҫри кӗрешӳ мелӗсене алла илнӗ. Пӗлтӗртенпе 100 ытла ача «Шахмат енӗпе пулас вундеркинчӗ» республикӑри юхӑма хутшӑнаҫҫӗ-мӗн. 38-мӗш шкул ачисем ӑҫта хӑҫан тата епле ҫӗнтернисене асӑнса каймӑпӑр.
Ачасене спортпа туслаштарассипе Анатолий Петров вӑй-хал культурин учителӗ йышшисем тӑрӑшаҫҫӗ иккен. Ун шучӗпе, ГТО виҫине атвӑрса питӗ тӗрӗс тӑваҫҫӗ. Ку вӑл ҫамрӑксене тӗрӗс хаклама май парать.
Канаш районӗнчи суд приставӗсем вырӑнти «Атлант» спортпа сывлӑх центрне ӗҫлеме чарса лартнӑ. Ҫапла тума вӗсене Патшалӑхӑн пушар надзорӗн ӗҫченӗсем пӗлтӗрхи юпа уйӑхӗнче тупса палӑртнӑ кӑлтӑксем хистенӗ. Пушар хӑрушсӑрлӑхӗн правилисене пӑснӑшӑн спорт обьектне административлӑ майпа айӑпласа 30 пин тенкӗлӗх штрафланӑ-ха.
Кӑҫалхи пуш уйӑхӗнче центра тепре тӗрӗсленӗ те каллех кӑлтӑк сиксе тухнӑ. Ҫӗннисем мар, унчченхисенех пӗтермен иккен. Ҫитменлӗхсене йӗркипе асӑнса кайма кирлех мар-тӑр. Инкек-синкек сиксе тухасса кӗтсе ларман, пушарпа кӗрешекенсем суда тавӑҫпа тухнӑ. Тӳре центра ӗҫлеме 30 кунлӑха чарса лартма йышӑннӑ. Суд йышӑнӑвне пурнӑҫласа приставсем «Атланта» ӗҫлеме вӑхӑтлӑха чарнӑ.
Спорт сывлӑха ҫирӗплетет. Ҫамрӑксенчен чылайӑшӗ сывӑ пурнӑҫ йӗркине пӑхӑнать кӑна мар, ӑмӑртусене хутшӑнса пысӑк ҫитӗнӳсем те тӑвать.
Акӑ нумаях пулмасть «Олимпийски» стадионта ҫӑмӑл атлетика енӗпе Чӑваш Ен Кубокӗ пулнӑ. Кубока ҫӗнсе илессишӗн 150 ытла спортсмен вӑй виҫнӗ.
Шупашкар районӗ хӑйӗн маттур ывӑлӗпе мухтанма пултарать! 1997–1998 ҫулсенче ҫуралнӑ арҫын ачасен йышӗнче 400 метра чупассинче Кӳкеҫри 1-мӗш шкулта вӗренекен, Олимп резервӗсен ачасемпе ҫамрӑксен В.Егорова ячӗллӗ 1-мӗш спорт шкулӗнче ӑсталӑхне туптакан Никита Удалов 1-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Никита РФ тата ЧР тава тивӗҫлӗ тренерӗ В.И.Васильев, И.Ю.Свинцов патӗнче ӑсталӑхне туптать.
Паян Красноармейскинчи тӗп стадионта «Ял пурнӑҫӗ» район хаҫачӗн парнисене ҫӗнсе илессишӗн ҫӑмӑл атлетика ӑмӑртӑвӗ иртнӗ. Унта 30 команда хутшӑннӑ. Сывӑ пурнӑҫ йӗркине пропагандӑланӑшӑн тата 65 ҫулхи юбилей ячӗпе Иван Прокопьева Красноармейски район администрацийӗн Тав хутне панӑ.
Ветерансен командисен йышӗнче Пикшик ял тӑрӑхӗ ҫӗнтернӗ. Кӗҫӗн класра вӗренекенсен хушшинче Мӑн Шетмӗ вӑтам шкулӗ малта пулнӑ. Иккӗмӗш вырӑна Трак вӑтам шкулӗ тухнӑ. Красноармейски вӑтам шкулӗ виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑннӑ.
5–9-мӗш класра вӗренекенсен йышӗнче Красноармейски вӑтам шкулӗ ҫӗнтерӳҫӗ пулнӑ. Вӗсем хыҫҫӑн — Трак вӑтам шкулӗ. Пикшик вӑтам шкулӗн команди финиша виҫҫӗмӗш ҫитнӗ.
Аслӑ класра вӗренекенсен командисем хушшинче Трак вӑтам шкулӗ, Красноармейски вӑтам шкулӗ, Пикшик вӑтам шкулӗ малти вырӑнсене пайланӑ.
Ял тӑрӑхӗсен командисен йышӗнче каллех Пикшик енчисем маттур пулнӑ. Кӗҫӗн Шетмӗ ял тӑрӑхӗ — иккӗмӗш. Предприятисем, организацисем, учрежденисем хушшинче Красноармейски ял тӑрӑхӗн «Композит-21» команди пӗрремӗш вырӑна тухнӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкарти А.И. Андрианов ячӗллӗ ачасемпе ҫамрӑксен пултарулӑх центрӗн «Кредо» туризм клуб пайташӗсем Ҫурҫӗр полюса темиҫе хутчен те ҫитсе килнӗ. Хӑйсем тӗллӗн мар-ха. «Йӗлтӗрпе — Ҫурҫӗр полюса» ҫамрӑксен экспедицине хутшӑнакансен йышне кӗнӗ май вӗсене ҫӑмӑл мар ҫула парӑнтарма май килнӗ.
«Кредо» пайташӗсемпе паян Чӑваш Эн Элтеперӗ Михаил Игнатьев тата икӗ министр — вӗренӳ ведомствин пуҫлӑхӗ Владимир Иванов тата Физкультурӑпа спорт министерствин пуҫлӑхӗ Сергей Мельников курнӑҫнӑ.
Ҫурҫӗр полюса 2008 ҫулта ҫитсе килнӗ Степан Шеверталов, Анна Карпова (2010 ҫулта) тата Евгений Мартьянов (2012 ҫулта) ҫулҫӳрев ҫинчен каласа кӑтартнӑ. Тӗрӗссипе, ытти ачасем те ҫулсерен ҫулҫӳреве хутшӑннӑ. Вӗсен тренерӗ Мария Бовина пӗлтернӗ тӑрӑх, ачасем спорт енчен лайӑх пиҫӗхеҫҫӗ кӑна мар, пурнӑҫ шкулне тухаҫҫӗ теме те юрать.
Асӑннӑ клуб 1986 ҫултанпа ӗҫлет иккен. Ку вӑхӑтра ун витӗр 600 ытла ача тухнӑ. «Кредон» тӗп тӗллевӗ — спорт туризмӗ тата вӗренӳпе тӗпчев экспедицийӗсем. Кун пирки клуб ертӳҫи Андрей Ширшов пӗлтернӗ.
Беларуҫри Пинск хулинче шашка енӗпе Европа ӑмӑртӑвӗ вӗҫленнӗ. Сакӑр ҫӗршыври 190 спортсмен виҫӗ программа тӗсӗнче ҫӗнтерӳшӗн тупӑшнӑ.
Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ командине пӗлтӗр Тӗнче чемпионӗн ятне виҫӗ хут ҫӗнсе илнӗ Даниил Леонидов кӗнӗ. Турнирта ӳсӗме кура тӑватӑ ушкӑнра тупӑшнӑ. Ҫамрӑк шашистсем 24 медальшӗн вӑй виҫнӗ. Вӗсенчен 2 ылтӑн тата 1 кӗмӗл медальсем — Даниил Леонидовӑн.
«Энергия» ачасемпе ҫамрӑксен спорт шкулӗнче Вячеслав Сухович патӗнче ӑсталӑхне туптаканскер 26 спортсмен хушшинче чи лайӑх кӑтартупа палӑрнӑ, 9 вӑйӑра 17 очко пухнӑ. Чи вӑрӑм программӑра та Шупашкар ҫамрӑкӗнчен иртекенни пулман.
Пӗр вӑйӑра ҫеҫ Даниил Леонидов командӑри юлташне Никита Волкова 1 очко выляса янӑ.
Нумаях пулмасть Саранск хулинче Раҫҫей ҫамрӑкӗсен спорт гимнастики енӗпе округри III ҫуллахи спартакиади иртнӗ. Унта Тутарстанри, Пушкӑртстанри, Мӑкшӑ тата Удмурт республикисенчи, Мари Элти, Самар, Чулхула, Чӗмпӗр облаҫӗсенчи тата Чӑваш Енри спортсменсем хутшӑннӑ.
Пирӗннисем унта ушкӑнпа иккӗмӗш вырӑна тухнӑ. Ҫапла вара йыш Раҫҫей шайӗпе иртекен асӑннӑ ӑмӑртӑва хутшӑнма тивӗҫнӗ.
Чӑваш хӗрӗсен хушшичне Улатӑр пики Ирина Яшина та пулнӑ. Кун пирки вырӑнти хула администрацийӗ мӑнаҫланса пӗлтерет. Уйрӑм тупӑшура Ирина тӑваттӑмӗш вырӑн йышӑннӑ. Уйрӑм номинацисенче хӗр кӗмӗл тата пӑхӑр медальсене тивӗҫнӗ.
Олимп резервӗсен Ҫӗнӗ Шупашкарти училищин студентки Анастасия Тарасова сумо енӗпе Европа чемпионӗн ятне тивӗҫнӗ.
Ӑмӑрту ака уйӑхӗн 25–27-мӗшӗсенче Варшавӑра иртнӗ. Унта Европӑри 15 ҫӗршыв спортсменӗсем хутшӑннӑ. ЧР тава тивӗҫлӗ тренерӗ Николай Петров патӗнче ӑсталӑхне туптаканскер 95 килограмм тайман виҫе категорийӗнче пурне те ҫӗнтернӗ, пьедесталӑн чи ҫӳллӗ картлашки ҫине хӑпарнӑ.
Николай Петров тренер каланӑ тӑрӑх, юлашки тупӑшура Анастасия Тарасова командӑри юлташне, Раҫҫейӗн чемпионкине Елена Шитиковӑна парӑнтарнӑ, ҫапла майпа вӑл мала тухнӑ.
Чӑваш Ен спортсменки тепӗр медаль те ҫӗнсе илнӗ. Настя команда ӑмӑртӑвӗнче (унта кашни ҫӗршывран чи лайӑх виҫӗ сумоистка тупӑшнӑ) кӗмӗл медале тивӗҫнӗ.
Китайри Тайцан хулинче ҫу уйӑхӗн 3–4-мӗшӗсенче Хӑвӑрт утассипе иртекен тӗнче кубокне пирӗн ҫӗршывран камсем тухса каяссине ҫирӗплетнӗ. 21 ҫынтан тӑракан Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ ушкӑнне Чӑваш Енри ултӑ спортсмен кӗнӗ.
Йышра ҫамрӑксем те, ҫулланнӑрах спорстсменсем те пур. Ҫамрӑксен хушшинче Анастасия Чернова, Клавдия Афанасьева, Денис Сергеев, Марина Пандакова. Тӗп йыша Вера Соколова тата Петр Трофимов лекнӗ.
Унчченхи Тӗнче кубокӗпе танлаштарсан Чӑваш Ен ҫыннсиен йышӗ икӗ хут ӳснӗ. 2012 ҫулта Саранскра иртнӗ Кубока пирӗн тӑрӑхран Кирилл Фроловпа Надежда Леонтьева юниорсем тата тӗп йышпа Ирина Юманова кӑна хутшӑннӑ. Ун чухне виҫӗ спортсмен та ушкӑнпа ылтӑн медале тивӗҫнӗ. Надежда Леонтьева уйрӑм зачетра бронзӑна тивӗҫнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.05.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 743 - 745 мм, 6 - 8 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Мӗтри Ваҫлейӗ, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Кӗҫтӳк Кольцов, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Куснар-Иванов Станислав Александрович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Якимов Сергей Александрович, агроном, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ агрономӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |