Ҫак кунсенче Китайри Вожунг хулинче хӑвӑрт утас енӗпе пӗтӗм тӗнчери ӑмӑрту иртнӗ. Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ командине чӑваш спортсменӗ Иван Трофимов, Александр Яргунькин, Татьяна Сибилева тата Кирилл Фролов кӗнӗ.
Спортсменсем тӑватӑ кунра 16, 15, 10 тата 15 ҫухрӑмсене чупнӑ. Ӑмӑртӑвӑн хӑйне евӗрлӗхӗ пулнӑ: спортсмен йӑнӑшсан ӑна кун пирки асӑрхаттарнӑ, кашни асӑрхаттарушӑн хӑвӑрт утакана 1 минутлӑха чарнӑ. Штрафланӑ вӑхӑт иртсен спортсмен малалла — финиша — утнӑ.
Пӗтӗмлетӳпе килӗшӳллӗн, чӑваш спортсменӗ Петр Трофимов чи лайӑх кӑтартупа палӑрнӑ. Пӗтӗмлетӳллӗ ӑмӑртура вӑл ҫӗнтерӳҫӗ пулса тӑнӑ. Анчах харпӑр зачетра пьедесталӑн ҫӳлти картлашкинчен кӑшт ҫеҫ юлнӑ.
Аса илтерер: пӗлтӗр вӑл кунашкал ӑмӑртура кӗмӗл медаль ҫӗне илнӗ. Кӑҫалхи ӑмӑртура Китай команди пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ. Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ команди вара (арҫынсем те, хӗрарӑмсем те) тӑваттӑмӗш вырӑна тухнӑ.
Чӑваш Енре Ҫамрӑксен пӗрлехи информаци кунӗ иртнӗ. Ку вӑл вӑй-хал культурипе спорта аталантарас тӗллевӗллӗ мероприяти Ҫамрӑксен пӗрлехи информаци кунне спорт волонтерӗсен юхӑмне аталантарассине халалланӑ.
Пӗрлехи информаци кунне юпан 16-мӗшӗнче йӗркеленӗ. Ӑна республикӑри районсемпе хуласенче ирттернӗ. Ҫавӑнта ҫамрӑксен организацийӗсен, студентсемпе ҫамрӑксен, влаҫ органӗсенче ӗҫлекенсен 1000 ытла пайташӗ хутшӑннӑ иккен. Волонтерсен юхӑмне аталантарассине сӳтсе явнипе пӗрлех унта Шупашкарта иртнӗ Пӗтӗм тӗнчери спорт канашлӑвӗнче хайхисем епле ӗҫленине сӳтсе явнӑ.
Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ Шупашкарта пӗтӗм тӗнчери «Раҫҫей — спорт ҫершывӗ» канашлӑва ирттернӗ чухне икӗчӗлхелӗхе пӑхӑнманнине сивлет.
Гуманитари институчӗ тӗнче тетелӗнче ҫынсем Шупашкарти чарӑнусен чӑвашла ячӗсене хуратнине сӳтсе явнине асӑрханӑ. Хула влаҫӗ канашлу умӗн чарӑнусен ячӗсене улӑштарнӑ. Юпан 7-мӗшӗнче хулари тӗп урамсенче чарӑнусен икӗ чӗлхеллӗ ячӗсене илсе ҫӗннисене вырнаҫтарнӑ. Анчах — вырӑсла ҫеҫ.
Халӑх тӳре-шараран кун пирки кӑсӑкланнӑ. Вӗсем чӑвашла ҫырнисене хатӗрлесе ӗлкӗреймен-мӗн…
Гуманитари институтӗнче палӑртнӑ тӑрӑх, кунта влаҫран чӑвашла куҫарма ыйтса ҫырнӑ пӗр ҫыру та килмен. Ӑсчахсем, институт «Чӗлхе саккунне» пӑхӑнмаллине аса илтереҫҫӗ.
Ҫак кунсенче Польшӑри Пуцк хулинче сусӑрсем хушшинче армспорт енӗпе тӗнче чемпионачӗ иртнӗ. Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ командине Чӑваш Енрен иккӗн кӗнӗ. Вӗсем — Сергей Ванинпа Дмитрий Кудряшов. Иккӗшӗ те вӗсем хӑлха начар илтнине пула сусӑр.
Пирӗн республика спорстменӗсем 63 тата 70 килограмчченхи виҫесенче вӑй виҫнӗ. Иккӑшӑӗ те вӗсем команда валли награда кӳме пултарнӑ.
Пӗрремӗш кунхине Сергей Ванин та, Дмитрий Кудряшов та сулахай алӑпа вӑй виҫсе хӑйсен конкуренчӗсене ҫӗнтернӗ. Сылтӑм алӑпа вӑй виҫнӗ чух чемпионатӑн ылтӑн медальне ҫӗнсе илнӗ. Сергей Ванин кӗмӗл призер пулса тӑнӑ.
Ҫулла Дмитрий Кудряшов «A1 Russian Open» пӗтӗм тӗнчери турнирта бронза медале тивӗҫнӗччӗ.
Кантӑр Корейӑра юниорсен самбо енӗпе тӗнче ӑмӑртӑвӗ иртнӗ. Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ команди унта ҫӗнтернӗ.
Команда йышне Чӑваш Енӗн пикисем те кӗнӗ. 48 килограмм тайман виҫе категорийӗнче Эдера Лаврентьева ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ. Вӑл Казахстанри Айжан Жилкубаевӑна 12:0 шутпа выляса илнӗ.
44 килограмм тайман виҫе категорийӗнче Вера Лоткова ҫӗнтернӗ. Вӑл Казахстанри Жадыри Пайыза 1 минут та 11 ҫеккунтра ҫӗнме пултарнӑ.
Наталья Степанова вара ылтӑн медаль илеймен. Вӑл финалта Монголири спортсменкӑна выляса ярса кӗмӗл медаль илнӗ.
Пӗтӗмпе Раҫҫей спортсменкисем ӑмӑртура 25 медале тивӗҫнӗ.
Бокс енӗпе экс-чемпион Николай Валуев Шупашкарта пулни пирки унччен пӗлтернӗччӗ ӗнтӗ. Вӑл кунта тинех хӑйӗнчен ҫӳллӗрех ҫынна тӗл пулнӑ-мӗн.
Николай Валуев «Твиттерта» сенсациллӗ сӑнӳкерчӗке «Ҫыхӑнура» халӑх тетелне кӑларса хурасси пирки пӗлтернӗ. «Тепӗр темиҫе минутран сенсациллӗ сӑнӳкречӗк кӑларса хурӑп», — ҫырнӑ вӑл.
Николай Валуев 2 метр та 13 сантиметр ҫӳллӗш. «Шупашкар хурчкисем» баскетбол командинче 19-мӗш номерпе вылякан Алексей Бауэр унран 7 сантиметр ҫӳллӗрех. Алексей 220 сантиметр ҫӳллӗш, 104 килограмм йывӑрӑш.
Алексей Бауэр — спорт мастерӗн кандидачӗ, Пӗрремӗш лигӑн чемпионӗ.
Юпа уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Шупашкарта «Спорт бульварӗ» иртнӗ. Унта Патшалӑх Думин депутачӗ, боксер Николай Валуев ҫитсе курнӑ.
Николай Валуевсӑр пуҫне унта Александр Карелин спортсмен та пулнӑ. Карл Маркс урамӗнче спорт федерацийӗсем тата ассоциацийӗсем ӗҫленӗ. Унта сценӑсем, рингсем, катоксем, лапамсем хатӗрленӗ. Спортсменсем уяв тумӗ тӑхӑнса хӑнасене тем те пӗрпе савӑнтарнӑ.
Кашниех хӑйӗн валли вӑйӑ суйлама пултарнӑ. Пӗрисем — шашкӑлла, теприсем шахматла вылянӑ. Теприсем дротик ывӑтнӑ, ташланӑ, юрланӑ. Чылайӑшӗ икерчӗпе сӑйланӑ.
Шупашкарта Пӗтӗм тӗнчери спорт канашлӑвӗ иртнӗ май Шупашкар районӗнче курав йӗркеленӗ. «Шупашкар районӗн спорт мӑнаҫланӑвӗ» ят панӑскере уҫма спорт элити пухӑннӑ тесе пӗлтерет район администрацийӗ.
Куравра шашка енӗпе Чӑваш Енӗн пӗрремӗш чемпионӗ пулса тӑнӑ Л.К. Кирилловпа паллаштаракан материалсем, сӑмахран, вырӑн тупнӑ. Е тата ирӗклӗ кӗрешӗве районта пуҫарса янӑ В.И. Смородинов, лапталла выляссипе тренерта тӑрӑшнӑ А.И. Иванов, Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ тренерӗ С.К. Скворцов...
Курава савӑнӑнҫлӑ лару-тӑрура уҫма пуҫтарӑннисем умӗнче спорт ветеранӗсем тата ҫамрӑк чемпионсем тухса калаҫнӑ. Вӗсем пурте спорта юратма чӗнсе каланӑ. Кирек камӑн та пурнӑҫӗнче вӗрентекен пур. Спортсмена ҫул кӑтартаканни – тренер. Вӗсем те пулнӑ.
Спортсменсен династине тӑсакансене илсен, Ишекри Скворцовсене асӑнмалла. Сергей Кузьмич хӗрӗ Надежда хӑлха илтменнипе сусӑрсене бадминтон енӗпе хатӗрлет. Надежда Тонина – Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ командин тренерӗ. Халӗ вӑл Шупашкарти 1-мӗш спорт шкулӗнче ӗҫлет.
Сӑнсем (41)
Ӗнер Чӑваш Ене ҫӗршыв Президенчӗ Владимир Путин килсе ҫитнӗ. Паян вӑл Шупашкарта Физкультурӑпа спорта аталантарассипе ӗҫлекен канаш ларӑвне ертсе пынӑ. Унччен вӑл Пӗтӗм тӗнчери спорт канашлӑвне хутшӑннӑ. Унта спорт резервне хатӗрлессине, ӗҫе тата хӳтӗленӗве хатӗр комплекса чӗртсе тӑратассине, Раҫҫейре ирттермелли пысӑк спорт мероприятийӗсене сӳтсе явнӑ. Форума хамӑр ҫӗршыври тата чикӗ леш енчи 20 ҫӗршыври 2 пин ытла специалист ҫитнӗ.
Унсӑр пуҫне Владимир Путин Олимп резервӗллӗ ача-пӑчапа ҫамрӑксен спорт шкулӗне ҫитнӗ, 2014 ҫулта ҫамрӑксен ҫуллахи Олимп вӑййисене хутшӑннӑ Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ командипе тӗл пулнӑ.
Сӑнсем (5)
Ҫывӑх вӑхӑтра «Кӗрешӳ» регионсем хушшинчи федераци Пӗтӗм Раҫҫейри праваллӑ пулса тӑмалла. Ҫапла тума кӑҫалхи ҫулла «Раҫҫей Федерацийӗнчи физкультурӑпа спорт ҫинчен» саккуна улшӑну кӗртнӗ хыҫҫӑн май тупӑннӑ. Унта спортӑн наци енӗсене аталантарасси пирки каланӑ иккен. Тивӗҫлӗ тӳрлетӳсене нумаях пулмасть Чӑваш Ен Правительстви физкультурӑпа спорт ҫинчен калакан республика саккунне кӗртнӗ.
Кӗрешӳ евӗр спорт енӗ ытти халӑхсен те пур. Казахсен вӑл кураш ятлӑ, пушкӑртсен — куреш, чӑвашсен — кӗрешӳ. «Кӗр» тенине тӗрӗк чӗлхинчен куҫарсан «пуян, вӑйлӑ, хӑюллӑ» тенине пӗлтерет.
Кӗрешӳпе маларах сахал ҫын кӑсӑкланнӑ. Официаллӑ майпа ӑна 1995 ҫулта Елчӗк районӗнчи Ҫӗнӗ Пӑва ялӗнчи Николай Петров спортсмен тата историк чӗртсе тӑратнӑ темелле. Ҫав ҫулхине кун енпе Чӑваш Ен шайӗнчи пӗрремӗш ӑмӑрту йӗркеленӗ. Ҫавӑн чухнех республикӑра федераци йӗркеленӗ.
Унтанпа кӗрешӗве тӗрлӗ ҫӗрте йӗркелеҫҫӗ. Хамӑр республикӑра кӑна мар, Мускавра та, Самар тата Чӗмпӗр облаҫӗсенче те. Чӗмпӗр облаҫӗнче ӑна Иван Яковлев вӗрентекенӗмӗре халалланӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (10.05.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 742 - 744 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мӗтри Ваҫлейӗ, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Кӗҫтӳк Кольцов, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Куснар-Иванов Станислав Александрович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Якимов Сергей Александрович, агроном, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ агрономӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |