Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +13.3 °C
Вӗренни мулран хаклӑ теҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: спорт

Спорт

Ӗнер Цюрих хулинче ҫӑмӑл атлетика енӗпе иртекен Европа чемпионачӗн виҫҫӗмӗш кунӗ вӗҫленнӗ. Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ командин пухматӗнче — 3 ылтӑн, 1 кӗмӗл, 2 пӑхӑр медаль.

Ылтӑн медальсенчен пӗрине Анжелика Сидорова шӑчӑпа ҫӳллӗшне сиксе тивӗҫнӗ. Вӑл чемпионатра Чӑваш Ен тата Мускав чысне хӳтӗлет. Анжелика 4,65 метр ҫӳллӗшне сикнӗ.

Виҫҫӗмӗш кун иртсен Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ команди виҫҫӗмӗш вырӑна ҫитнӗ. Паян старта Чӑваш Ен спортсменӗ Александр Яргунькин тухнӑ. Вӑл 50 ҫухрӑма утнӑ. Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ командинче чӑваш спортсменӗсем татах пур: Михаил Рыжов тата Иван Носков.

 

Спорт

Сӗнтӗрвӑрринче Андриян Николаев космоса пӗрремӗш хут ҫӗкленнине халалласа Атӑл урлӑ ишнӗ. Андриян Николаевич Поповичпа орбитӑра «Течет река Волга» юрра юрланӑ. Ҫавна май сӗнтӗрвӑррисем Атӑл урла ишсе каҫассине ҫулсерен йӗркелеҫҫӗ.

Кӑҫал унта 32 ҫын хутшӑннӑ. Ӑмӑрту пиллӗкмӗш хут иртнӗ. Чылайӑшӗ парне илессишӗн мар, вӑйне тӗрӗслессишӗн ӑмӑртать.

Атӑл Сӗнтӗрвӑрри ҫывӑхӗнче 1 ҫухрӑм сарлакӑш. Анчах юхӑмӗ вӑйлӑ. Ҫавӑнпа ӑмӑртуҫӑсен диагональпе ишме тивет.

Кӑҫал ӑмӑртуна триатлонпа туслӑ ҫамрӑк спортсменсем те хутшӑннӑ. Ҫӗнӗ Шупашкарти Евгений Степанов Атӑла 19 минут та 20 ҫеккунтра ишсе каҫнӑ. Ку — чи лайӑх кӑтарту. Михаил Андропов чи паттӑррисен йышне кӗнӗ. Протезпа ҫӳрекенскер Атӑла пӗрре мар ишсе каҫнӑ.

 

Республикӑра

Ачасен правине хӳтӗлес енӗпе ӗҫлекен республикӑри уполномоченнӑй Вячеслав Рафинов тата Чӑваш Енӗн Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерствин пай пуҫлӑхӗ Инесса Ядранская айӑплава ирттерекен ачасем патне паян тӗрлӗ парне ӑсатнӑ. Кун пирки ачасен хӳтӗлевҫин аппарачӗ хыпарлать.

Пушкӑртстанри Стерлӗ (Стерлитамак) хулинче вырнаҫнӑ арҫын ачасемпе яшсен юсанмалли учрежденийӗнче пирӗн республикӑри 42 ача айӑплав ирттерет иккен. Пӗчӗкле йӑнӑш ҫул тӑнӑ мӑнтарӑнсем тӑван ҫӗршӗн тата ҫемьешӗн тунсӑхлаҫҫӗ тесе хыпарлать Ачасен правине хӳтӗлес енӗпе ӗҫлекен уполномоченнӑй аппарачӗ. Ҫурлан 14-мӗшӗнче колонире спартакиада иртмелле-мӗн те, ҫавӑнта кирлӗ пулать тесе ачасем валли футбол тата волейбол мечӗкӗсем, чӑваш наци символикиллӗ футболкӑсем ӑсатнӑ.

 

Ял пурнӑҫӗ

Шупашкар районӗнчи Вӑрман-Ҫӗктер ял тӑрӑхне кӗрекен Малти Ункӑпуҫ ялӗнче ял уявне ирттернӗ. Вӑл асӑну хӑми уҫнипе пуҫланнӑ. Ӑна, ҫывӑхри ялсенчен чи малтан Малти Ункӑпуҫне ҫутӑ кӗртнӗ Иван Барабаш электрикӑн ҫурчӗ ҫине вырнаҫтарнӑ. Асӑну хӑми уҫнӑ ҫӗрте Вячеслав Спиридонов ялти депутат, Георгий Вавилов ӗҫ ветеранӗ, Шупашкар районӗн Депутатсен пухӑвӗн депутачӗ Николай Матюшкин, тата Барабашӑн аслӑ ывӑлӗ Владимирпа Ольга кинӗ тата Михаил Фомин тухса калаҫнӑ.

Елена Барабашпа Елена кинӗ хуранпа уяв яшки пӗҫернӗ. Хӑнасене ҫӑкӑр тӑварпа кӗтсе илнӗ, уяв сӗтелӗпе хӑналаннӑ. Уява Вячеслав Спиридонов йӗркелесе ертсе пынӑ. Концерт программине Ункӑпуҫ ялӗн пултарулӑх ушкӑнӗ «Тӑван ял» юрӑпа пуҫланӑ. Ватӑ ҫынсене хисеп тунӑ май 80 ҫулхи Ефросинья Ермакована тата 75 ҫулхи Георгий Ярдухинпа Римма Рязанована чысланӑ.

Вячеслав Спиридонов «Чи таса хуҫалӑх» конкурса пӗтӗмлетсе ҫӗнтерӳҫӗсене Тав хучӗсемпе парнесем панӑ. Кунта Раиса Афандерован, Федор Черновпа Вениамин Ванеевӑн хуҫалӑхӗсем ҫӗнтернӗ. Михаил Фомин спорт вӑййисене ирттернӗ.

Малалла...

 

Хулара

Куславкка хула кунне тата Физкультурниксен уявне паллӑ тунӑ. Ҫак кун «Атӑл» сывлӑха ҫирӗплетмелли комплекс халӑха тӳлевсӗр йышӑннӑ. 10 сехетрен пуҫласа тӗрлӗ ӑмӑртусем иртнӗ.

Атӑл хӗрринче велосипедҫӑсем чупнӑ. Пляжра волейболистсем вӑй виҫнӗ. Хула кунӗнче культура мероприятийӗсем иртнӗ. Ҫӳллӗ пуканесем ачасене те, аслисене те савӑнтарнӑ. Унтах «Пулас ӑрӑва халаллатпӑр…», «Хулан поэчӗсем пур», «Кӗнеке бульварӗ чӗнет…» акцисем йӗркеленнӗ.

Куславкка хула пуҫлӑхӗ Александр Ларионов, район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Валентин Колумб, Куславкка хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Андрей Васильев ентешӗсене уявпа саламланӑ. Сумлӑ хӑнасен йышӗнче ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Александр Никоноров, Куславкка ентешлӗхӗн председателӗ, ЧР тава тивӗҫле тухтӑрӗ Юрий Зорин тата ыттисем пулнӑ.

Ӗҫре палӑрнисене Хисеп хучӗсемпе чысланӑ. 19 сехетре концерт пуҫланнӑ. Хусанти «Дорогудо» рок-н-рол ушкӑнӗ те килнӗ. Унтан куславккасене Хусанти «Авиация» шоу-балет тата Куславккари «Женское счастье» (чӑв. Хӗрарӑм телейӗ) савӑнтарнӑ.

Сӑнсем (95)

 

Спорт

РФ Президенчӗ Владимир Путин халӑхсем хушшинче иртекен «Раҫҫей — спорт ҫӗршывӗ» спорт канашлӑвне Шупашкарта ирттерме йышӑнса Хушу алӑ пуснӑ. Кун пирки ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев ҫурлан 7-мӗшӗнче пӗлтернӗ.

— Пирӗн тӗллев — ҫак мероприятие ҫӳллӗ шайра ирттересси, малашне хушма инвестицисем илсе спорт инфратытӑмне аталантарасси, — тенӗ Михаил Васильевич.

Канашлу Чӑваш Енре кӑҫалхи юпа уйӑхӗн 9–11-мӗшӗсенче иртӗ. Халӗ республикӑра Раҫҫейри пысӑк, пӗлтерӗшлӗ мероприятие — «Раҫҫей — спорт ҫӗршывӗ» спорт канашлӑвне — хатӗрленме тытӑннӑ.

Канашлу иртнӗ кунсенче Чӑваш Ене Раҫҫей правительствин пайташӗсем, Патшалӑх Думин депутачӗсем, министерство тата спорт управленийӗн ертӳҫисем, регионсен пуҫлӑхӗсем, Олимп комитечӗн, спорт федерацийӗсен элчисем, пысӑк компанисен директорӗсем, спорт «ҫӑлтӑрӗсем» килӗҫ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/view/72305
 

Спорт Вӑрнарти каток ҫурчӗ
Вӑрнарти каток ҫурчӗ

Физкультурниксен кунӗ умӗн Вӑрнар поселокӗнче «Кристалл» пӑр катокӗ уҫӑлнӑ.

Ӑна уҫнӑ ҫӗре ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев, ЧР Патшалӑх Канашӗн комитет председателӗ Николай Малов, ЧР спорт министрӗ Сергей Мельников хутшӑннӑ. Михаил Васильевич пӑр катокӗ спортӑн хӗллехи тӗсӗсене аталанма пулӑшасса шанать. Ӑна хута ямашкӑн 135 миллион тенкӗ тӑкакланӑ. Йӑлтах — ачасемшӗн, ҫамрӑксемшӗн, аслӑ ӳсӗмрисемшӗн. Элтепер кунта ветерансем те сывлӑхне ҫирӗплетме килессе шанать.

Катока 2012 ҫул вӗҫӗнче тума тытӑннӑ. Унӑн лаптӑкӗ — 1800 тӑваткал метр. Вӗренӳ ҫулӗ пуҫлансан кунта хоккей тата эрешлесе ярӑнакансен уйрӑмӗсене уҫма палӑртнӑ. Секцисене Вӑрнар районӗнчи ачасем кӑна мар, ҫывӑхри районсенчисем те ҫӳреме пултарӗҫ.

Пӑр ҫине пӗрремӗш республикӑри хоккей воститанникӗсем, «Спартак» спорт шкулӗн вӗренекенӗсем тухнӑ. «Сокол — 2001» команда вара хоккей вылянӑ. Ыран вара, Пӗрлехи спорт кунӗнче, катока конькипе ярӑнма юратакансене чӗнеҫҫӗ.

Сӑнсем (36)

 

Ял пурнӑҫӗ Халӑх — уявра
Халӑх — уявра

Вӑрнар районӗнчи Уйкас Кипек ял уявне анлӑ паллӑ тунӑ. Спорт ӑмӑртӑвӗсем, куравсем, концерт… Йӑлтах савӑнӑҫлӑ иртнӗ, халӑх кӑмӑлӗ ҫӗкленнӗ. Уявра уйкас кипексем, хӑнасем какай шӳрпипе сӑйланнӑ.

Уйкас Кипек ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ А.В.Петров кунти халӑх ҫакнашкал уява чӑннипех те тивӗҫ пулнине палӑртнӑ, мӗншӗн тесен ҫынсем ӗҫчен, тӑван кӗтес аталанӑвӗшӗн тӑрӑшаҫҫӗ.

Уйкас Кипек культура центрӗн директорӗ Л.А.Михайлова «Кипек ен» фольклор ушкӑнне ҫӳрекенсене Хисеп грамотисемпе чысланӑ. Вӗсен йышӗнче — Ольга Осипова, Агриппина Игнатьева, Юлия Петрова, Галина Петрова, Людмила Христофорова, Юлия Христофорова, Лидия Васильева, Галина Данилова.

Концерта Ярмушкари «Утмӑлтурат» ушкӑн, Хорнсор Ҫармӑсри «Тарават», Ҫавалкас ял клубӗн культйӗркелӳҫи Екатерина Федорова, чӑваш эстрада юрӑҫисем хутшӑннӑ.

Ачасем батут ҫинче сиксе савӑннӑ.

Кӑҫал Уйкас Кипек тата Ҫӗнӗ Сӑрьел ялӗсен командисем волейболла выляса вӑй виҫнӗ. Уйкас Кипек маттурӗсем хӑнасене ҫӗнтернӗ.

Малалла...

 

Вӗренӳ

Республикӑри шкулсем ҫӗне вӗренӳ ҫулӗ валли хатӗрленеҫҫӗ. Кӑҫал авӑн уйӑхӗ тӗлне республикӑри 26 шкул валли ҫӗнӗ оборудовани туянӗҫ, спорт пӳлӗмӗсене юсӗҫ.

Чӑваш Енри шкулсем кӑҫал «Ача-пӑча спорчӗ» проектпа килӗшӳллӗн спортзалсене юсамашкӑн, ҫӗнӗ хатӗр туянмашкӑн хушма укҫа-тенке тивӗҫнӗ. Ҫак тӗллевпе федераци хыснинчен — 21 миллион, республика хыснинчен 1,1 миллион тенкӗ уйӑрнӑ.

 

Спорт Чемпионат арени
Чемпионат арени

Ҫӑмӑл атлетикӑн пӗтӗм Раҫҫейри федерацийӗ Швейцаринчи Цюрих хулинче иртекен Европа чемпионатне хутшӑнмалли наци ушкӑнне палӑртнӑ. Унта Раҫҫейӗн 92 спортсменӗ кӗнӗ. Йышра Чӑваш Енри 6 спортсмен та пур.

Наци комнадине лекнисем хушшинче — Александр Яргунькин (вӑл 50 километра хӑвӑрт утассипе тупӑшӗ), Вера Соколова (20 километра утӗ), Елена Наговицына (10 пин километра чупӗ), Анжелика Сидорова (шӑччӑ ҫинче сикӗ), Наталья Пучкова тата Альбина Майорова (иккӗшӗ те марфона чупӗҫ).

Европа чемпионачӗ ҫурлан 12-мӗшӗнчен пуҫласа 17-мӗшӗччен пырӗ.

 

Страницӑсем: 1 ... 104, 105, 106, 107, 108, 109, 110, 111, 112, 113, [114], 115, 116, 117, 118, 119, 120, 121, 122, 123, 124, ... 149
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере финанс лару-тӑрӑвӗ ҫирӗпех мар. Укҫӑра перекетлӗр. Харпӑр хутшӑнура тата профессире йывӑрлӑхсем сиксе тухаҫҫӗ. Тен, юратнӑ япала ҫухалӗ. Эрне вӗҫне йӑлтах йӗркене кӗрӗ. Ырӑ ҫынсем пулӑшнипе ӑна шыраса тупатӑр. Юратнӑ ҫынпа пӗр-пӗрне ӑнланатӑр, ӑна шанатӑр. Специалистах мар ҫынсен канашне итлеме ан тӑрӑшӑр.

Ака, 20

1874
151
Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ.
1983
42
Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа арӑмӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
кил-йышри арҫын
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа хӑй
хуть те кам тухсан та
хуҫа тарҫи