Пушкӑртстанри Стерлӗ (Стерлитамак) хулинче яллӑ вырӑнсенче вырнаҫнӑ вӗренӳ учрежденийӗсем хушшинче футболла выляссипе Пӗтӗм Раҫҫейри ӑмӑрту иртет. Унта 13–15 ҫулсенчи ҫамрӑксем вӑй виҫеҫҫӗ.
Пушкӑртстанри, Тутартсанри, Дагестанри, Ҫурҫӗр Осетинчи, Мӑкшӑри, Ӗремпур, Курган, Ярославль, Чулхула, Челепи облаҫӗсенчи ушкӑнсемпе пӗрлех чӑваш яшӗсем те тупӑшӗҫ. Кун пирки республикӑн Ял хуҫалӑх министерстви Пушкӑртстанри Ял хуҫалӑх министерстви хыпарлани тӑрӑх пӗлтерет. Хӑш шкулти ачасем хутшӑнни пирки, шел те, асӑнман...
Ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ районӗнче пурӑннӑ майӑн Раща таврашӗнче кӗске шӑлаварсемпе чупакан спортпа туслӑ ҫынсене час-часах курма май лекет. Вӗсенчен пӗрисем Етернӗ шоссе хӗррипе, ятарласа асфальт сарнӑ тротуар тӑрӑх чупаҫҫӗ, теприсем вара Перентей вӑрманӗнче ӑсталнӑ спорт кӗтесӗнче шӑм-шака «ҫемҫетеҫҫӗ».
Паянхи кунчен Перентей вӑрманӗнчи спортпа хатӗрленмелли кӗтесре икӗ турник, тата пуленке ҫеҫ выртатччӗ тесен те йӑнӑш пулмӗ. Мускав районӗн администрацийӗ вара сывлӑхлӑ пурнӑҫпа пурӑнакансем валли спорт тӳремне лайӑхлатма шут тытнӑ, ӗҫе Хула кунӗ ҫитичченех пуҫарӑннӑ.
Паянхи куна гимнастика хулине хута ярассипе ӗҫӗн ҫуррине тума та ӗлкернӗ: спорт хатӗрӗсемпе тренажерсене вырнаҫтарнӑ. Ҫитес кунсенче вара Етернӗ ҫулӗ енчен карта тытма пуҫлӗҫ.
Гимнастика хулине официаллӑ ҫак эрнере уҫма планланӑ.
Cӗтел теннис вӑййине выляс йӑлана аталантарас, туслӑ ҫыхӑнусене ҫирӗплетес тата сывлӑхлӑ пурнӑҫа пропогандалас тӗлӗшпе ҫурлан 16-мӗшӗнче 18:00 сехетре Йӗпреҫ районӗнчи Энтриел культурӑпа информаци центрӗнче хӗрсемпе тата каччӑсем хушшинче сӗтӗл теннисӗ вӑййипе турнир иртнӗ.
Ӑмӑртӑва хутшӑнакансене регистрациленӗ хыҫҫӑн культура йӗркелевҫи Архипова Вера каҫа уҫнӑ, чи малтанах пурне те турнир иртмелли йӗркесемпе паллаштарнӑ, вӑййа иртерессипе яваплӑ ҫынсене суйланӑ.
Турнирта пӗтӗмӗшле 12 парти вылянӑ. Яшсем хушшинче ҫӗнтерӳҫӗ ятне Ерилеев Алексей (3-мӗш вырӑн), Петров Константин (2-мӗш вырӑн), Федоров Василий (1-мӗш вырӑн) тивӗҫнӗ. Хӗрсем хушшинче чи маттурисем Цветкова Екатерина (3-мӗш вырӑн), Коннова Татьяна (2-мӗш вырӑн) тата Хакимова Яна (1-мӗш вырӑн) пулнӑ. Вӗсене пурне те хисеп хучӗсемпе чысланӑ.
Сӑнсем (7)
Ваттисем те ҫамрӑксенчен нимпе те кая мара. Ҫакна иртнӗ кунсенче Сархурӑн ялӗн аслӑрах йышӗ ҫирӗплетсе панӑ.
Ҫурлан 15-мӗшӗнче Шупашкар районӗнчи асӑннӑ ялти ватӑсемпе ҫамрӑксем хушшинче мини-футбол вӑййипе матч иртнӗ. Ҫамрӑксен ушкӑнне 25 ҫулчченхи яшсем кӗнӗ, ватӑсем шутӗнче вара — 25 ҫултан аслӑрах ҫулхисем. Сӑмах май, чи аслӑ хутшӑнакан 61 ҫулта пулнӑ.
Матч самай хӗрӳллӗ иртнӗ. Пӗтӗмлетӳ тӑрӑх 8:1 кӑтартупа «Ватӑсем» ушкӑн ҫӗнтернӗ. Мечӗке хӑвалакансене пурне те асӑнмалӑх парнесемпе тивӗҫтернӗ.
«Хӗрарӑма чӑтма тунӑ», — тенине эпӗ пӗрре ҫеҫ мар илтнӗччӗ. Чӑнах та паянхи вӑхӑтра хӗрарӑмсем хӑйсен черчен хулпуҫҫи ҫине пур ӗҫе те тийӗҫҫӗ: ачисене те ашшӗсемсӗр ура ҫине тӑратаҫҫӗ, йывӑр ӗҫсенче те арҫынсемпе пӗр тан тӑрса ӗҫлеҫҫӗ тата ытти те.
Ҫапах та хӗрарӑм чӑтӑмлӑхне пурнӑҫри йывӑр пулӑмсене мӗнлерех тӳссе ирттернинче кӑна мар курма пулать. Тӗрлӗ спорт ӑмӑртӑвӗсенче те хӗрарӑмсен йышӗ хӑйсен ҫирӗп чун хавалӗпе, чӑтӑмлӑхӗпе палӑраҫҫӗ.
Нумаях пулмасть пирӗн ентеш Татьяна Александрова Берингов проливӗ урлӑ ишсе каҫассипе халӑхсем хушшинчи эстафетӑна хутшӑннӑ. 15 патшалӑхран килнӗ 60 хутшӑнакан сахалтан та 134 ҫухрӑм ишсе тухнӑ.
Ӑмӑрту йывӑр пулнӑ, шывӗ те 11 градус таранах сивӗ тӑнӑ, ҫил кӑларакан 6 метрлӑ хумсем те ишме чӑрмантарнӑ. Ҫапах та Татьяна Александрова лартнӑ тӗллеврен пӑрӑнман, вӗҫне ҫитиченех ишсе тухса хӑйӗн пӗчӗк рекордне лартнӑ. Татьяна ҫак ӑмӑртура пирӗн республика чысне хӳтелекен пӗртен-пӗр спортсменка пулнӑ. Хӑйӗн тӗслӗхӗпе вӑл тепӗр хут чӑваш хӗрарӑмӗсем чӑтӑмлӑ, хастар, тӗллевлӗ пулнине ҫирӗплетме панӑ.
Пирӗн республика яланах сывлӑхлӑ пурнӑҫа пропагандӑланӑ. Ӗнер, ҫурлан 18-мӗшӗнче Шупашкар хули хӑйӗн ҫуралнӑ кунне паллӑ тунӑ чухне те ку йӑла пӑрахӑҫланман. Шупашкар ҫыннисем, хула хӑнисем Хӗрлӗ тӳремре иртекен массӑллӑ ирхи зарядкӑна тухнӑ. Чӑваш Енӗн ШӖМ управленийӗнче палӑртнӑ тӑрӑх унта пурӗ 28 пин ҫын хутшӑннӑ.
Тӗрлӗ професси ӗҫченӗсем, студентсем, шӑпӑрлансем пӗрлӗхлӗ упражнени комплексне тунӑ. Массӑлӑ зарядкӑна Чӑваш Республикин Элтеперӗ Михаил Игнатьев, Шупашкар хула пуҫлӑхӗ Леонид Черкесов, министертсвӑпа ведомствӑ ертӳҫисем тата депутатсем те хутшӑннӑ.
Сехет хушши паллӑ спортсменсемпе тренерсем сцена ҫинчен стэп-аэробикӑпа физкультура упражненийӗсен элеменчӗсене кӑтартнӑ. Вӗсен шутӗнче совет союзӗн биотлонисчӗ, тӑватӑ хутчен олимп чемпионӗ, вунпӗр хутчен тӗнче чемпионӗ Александр Тихонов та пулнӑ. Унсӑр пуҫне зарядкӑна хутшӑнакансене пурне те хӑйӗн ҫӗкленӳллӗ кӑмӑлӗпе Виктор Логинов («Счастливы вместе» сериалта Гена Букин рольне выляканӗ) актер савӑнтарнӑ.
Массӑллӑ зарядкӑна ватти-вӗтти те хутшӑннӑ.
Ҫак кунсенче Канаш хулинче V Ҫуллахи физкультурӑпа спорт Спартакиади иртнӗ. Ӑмӑртӑва республикӑри 16 хуласемпе районсенчен килнӗ спортсменӗсем хутшӑннӑ.
Улатӑр чысне шывра ишес ӑмӑртура (комбинаци эстафети) вӑй-хал культурипе спорт комплексне ҫӳрекен Никита Келин, Андрей Тилеев, Ксения Воробьёва тата Евгения Финогентова хӳтеленӗ.
Республикӑри вӑйлӑ спортсменсемпе пӗр танӑ ӑмӑртса Улатӑрсем япӑх мар кӑтартусем тунӑ — ҫӗнтерӳ картлашкинче иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ.
Паян Етӗрне районӗнчи Мӑн Явӑш ялӗнче культурӑпа спорт центрӗ уҫма палӑртнӑ. Ӑна «Выла» тесе ят панӑ. Центра яла комплекслӑ аталантарас программӑпа килӗшӳллӗн туса лартма май килнӗ. Халӗ мӗнпур ӗҫе вӗҫленӗ ӗнтӗ. Центра савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура ирхи вунӑ сехетре уҫӗҫ.
Ҫурла уйӑхӗн 22–27-мӗшӗсенче Шупашкарта парашют спорчӗ енӗпе Тӗнче кубокӗ тата Европа чемпионачӗ тата юниорсен ӑмӑртӑвӗ иртет. Ӑна А.В. Ляпидовский ячӗллӗ аэроклубра йӗркелӗҫ. Ӑмӑртӑва хутшӑнакансем хӑйсен пултарулӑхне акробатика тата тӗл анса ларас енӗпе кӑтартрӗҫ.
Унта 20 ҫӗршыври 200-е яхӑн спортсмен килсе ҫитмелли пирки пӗлтерет республикӑн Спорт министерстви. Чи йышлӑ ушкӑн Китайран килмелле иккен — унтан 20 ҫын хутшӑнмалла. Раҫҫей те кая юласшӑн мар — ӑмӑртӑва 17 парашютист тухмалла.
Ҫурлан 10-мӗшӗнче Раҫҫейре Физкультурниксен кунне паллӑ тӑваҫҫӗ. Ҫӗмӗрлесем вара ҫак кун тӗлнӗ тӗрлӗ енлӗ ятарлӑ программа хатӗрленӗ.
«Труд» стадионта чи пӗлтерӗшлӗ мероприяти иртӗ. Унта хулари ача-пӑча клуб пӗрлешӗвӗсен хушшинче «Пирӗн картиш кубокӗ» ятпа мини-футбол турнирне ирттерӗҫ. Унсӑр пуҫне стадионта пляж волейболӗпе хула турнирӗ, хулара тӗрлӗ ушкӑнра ӗҫлекенсен ХII спартакиадин зачёчӗпе ҫӑмӑл атлетика енпе ӑмӑртусем, ахаль ҫынсем хушшинче стритболпа турнир, армспорт турнирӗ, ача-пӑча сывлӑхне ҫирӗплетекен «Соснячок» спорт уявӗ, тата ытти тӗрлӗ турнирсемпе ӑмӑртусем ирттерме палӑртнӑ.
Кӑмӑл пулсан ҫак кунхинех «Олимп» вӑй-хал культурин комплексӗ хӑнана йыхравлать — вӑл тивӗҫтерекен кашни спорт пулӑшӑвӗпе кашни тӳлевсӗр паллашма пултарӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.06.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 742 - 744 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Чернышова Юлия Тимофеевна, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ тухтӑрӗ ҫуралнӑ. | ||
| Воронова Зинаида Ивановна, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ, паллӑ алӗҫ ӑсти ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |