Чӗмпӗр облаҫӗнчи чи пысӑк чӑваш ялӗнче — Кивӗ Улхашра — ирӗклӗ майпа кӗрешсе пӗртӑван Майрабеевсен парнисене илессишӗн регионсен хушшинчи 5-мӗш турнир иртрӗ. Унта пилӗк тӑрӑхран — Чӗмпӗр тата Самар облаҫӗсенчен, Тутарстанран, Мӑкшӑ, Чӑваш Республикинчен — килнӗ 200 ытла ҫамрӑк кӗрешӳҫӗ хутшӑнчӗ.
Ӑмӑртӑва уҫма Чӑнлӑ район пуҫлӑхӗ Х.В.Рамазанов, Чӗмпӗр хули пуҫлӑхӗн пӗрремӗш ҫумӗ П.К.Столяров, УОЧНКА пуҫлӑхӗ В.И.Сваев, полици подполковникӗ А.П. Вражкин тата ыттисем килнӗччӗ.
Турнира тӑваттӑмӗш хут килекен хӑна, Мӑкшӑ Республикинчи Атяшево районӗнчи спорт тата ҫамрӑксен ӗҫӗсен пайӗн пуҫлӑхӗ Д.П.Горбунов ҫапла каларӗ: «Майрабеевсен турнирӗ йӗркелӳ енчен — Атӑлҫи Федераллӑ округра чи лайӑххисенчен пӗри тесе шутлатӑп. Кунта яланах ҫӑкӑр-тӑварпа кӗтсе илеҫҫӗ, ачасене тӳлевсӗр апатлантараҫҫӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсене, парне илекенсене кубоксӑр, хисеп хучӗсемпе медальсӗр пуҫне самаях пысӑк сум укҫа параҫҫӗ».
Ӑмӑрту 1996-2003 ҫулсенче ҫуралнисем хушшинче иртрӗ. Вӗсене ҫулне кура виҫӗ ушкӑна пайланӑччӗ.
Командӑсем хушшинче Аслӑ Нагаткин спортсменӗсем ҫӗнтерчӗҫ, 2-мӗш вырӑнта — кавир хуҫисем, виҫҫӗмӗшсем — Ирҫел ялӗнчен (пурте Чӑнлӑ районӗнчисем).
Комсомольскинчи «Кӗтне» вӑй-хал культурипе спорт комплексӗ хута кайни иккӗмӗш ҫул ӗнтӗ. Ҫак кӗске вӑхӑтра миҫе ҫын унта пулса сывлӑхне ҫирӗплетмерӗ-ши?
Нумаях пулмасть Чӑваш Республикин вӑй-хал культурипе спорт министерствин анлӑ коллегийӗнче комплекссен 2012 ҫулхи ӗҫ-хӗлне сӳтсе явнӑ. Пӗтӗмлетӳ тунӑ хыҫҫӑн Комсомольскинчи «Кӗтне» ФСК смотр-конкурсра виҫҫӗмӗш вырӑна тухнине палӑртнӑ, хисеп хучӗпе чысланӑ. Ҫавӑн пекех 40 пин тенкӗлӗх сертификат парса наградӑланӑ. Яллӑ районсем хушшинче вара Каҫалсем — иккӗмӗшсем (малта — Шупашкар районӗнчи Кӳкеҫ поселокӗнчи ВКСК).
«Ку пире малалла тата та лайӑхрах, тӑрӑшарах ӗҫлеме хавхалантарать», — терӗ ВКСК директорӗ Евгений Тихонов.
Комсомольски районӗнчи Нӗркеҫ шкулӗнче вӗренекенсемшӗн хоккей вӑййи хӗлле яланах юратнисен шутне кӗрет.
Ҫак кунсенче халӑх хушшинчи хӳтӗлевпе спорт ӗҫӗн уйӑхлӑхӗ пырать, ӑна халалласах ӗнтӗ нарӑсӑн 12-мӗшпе 16-мӗшӗсенче шкулта 5–8 классенче вӗренекенсем хушшинче хоккейпа ӑмӑрту иртрӗ.
Ҫӗнтерӳҫӗ ятне 7-мӗш класрисем илчӗҫ. Вӗсем 5-мӗш класрисенчен 7:0 счетпа, 8-мӗшсенчен 7:1 шутпа выляса илчӗҫ. Ҫапла май вӑтам классенче вӗренекенсем хушшинче вӗсем чи маттурисем пулни палӑрчӗ.
Хоккей вӑййисем шкулта вӗҫленмен-ха — ҫак эрнере 9–11 класра вӗренекенсем вылӗҫ.
Иртнӗ канмалли кунсенче Вӑрмарти хоккей лаптӑкӗнче Вӑрмарпа Тӑвай районӗсен хоккей ушкӑнӗсем хушшинче тӗлпулу иртрӗ — вӗсем ҫак вӑйӑра хӑйсен ӑсталӑхне тӗрӗслерӗҫ.
Кӳршӗллӗ районсен ушкӑнӗсен тӗлпулӑвӗ 5:5 счётпа вӗҫленчӗ. Матч хыҫҫӑнхи хушма вӑхӑтра вара мала вӑрмарсем тухрӗҫ — 2:1.
Пӗлме: нарӑсӑн 14–15-мӗшсенче Йӗпреҫре республикӑн VI хӗллехи ял спорт вӑййисем иртӗҫ. Ку тӗлпулу икӗ ушкӑншӑн та ҫак ӑмӑртӑва хатӗрленас тӗлӗшпе самай пысӑк пулӑшрӗ теме пулать.
Сӑнсем (85)
Ӗнер, кӑрлачӑн 5-мӗшӗнче, спорт уявне ирттернӗ май Куславккари «Атӑл» ятлӑ вӑй-хал культурипе сывлӑх сиплевӗн комплексӗнче уҫӑ алӑксен кунӗ иртрӗ.
Ҫак кун «Атӑл» комплекса 1 168 ҫын килчӗ. 400 ҫын бассейра шыва кӗчӗ, 308 ҫын — универсаллӑ пӳлӗмпе ҫырлахрӗ. Тренажерсен залӗ 150 ҫынна илӗртрӗ, кардиотренажерсен залӗ — 30 ҫынна. Прокатра та ҫын сахал мар пулчӗ: 250 ҫын тӑркӑч илчӗ, 30 ҫын — йӗлтӗр.
Ӗнерех Ю.А. Зорин парнисемшӗн республика шайӗнчи волейбол ӑмӑртӑвне те ирттерчӗҫ. Пурӗ 13 волейболҫӑ ушкӑнӗ хутшӑнчӗ. Ҫак турнира Шупашкарти «Дент-а-мед» професилле стоматологин тӗп тухтӑрӗ Юрий Александрович Зорин йӗркеленӗ. Кӑҫалхи парне калӑпӑшӗ 40 пинпе танлашнӑ. Малти вырӑнсене Ҫӗнӗ Шупашкартан килнисем йышӑнчӗҫ. Пӗрремӗш вырӑна «Старко» ушкӑн тухрӗ, хӑйсемпе пӗрле вӗсем 20 пин илсе кайрӗҫ. Иккӗмӗш вырӑн «Рэмисс» ушкӑна (12 пин) лекрӗ, виҫҫӗмӗш — «Средняя Волга» (чӑв. «Вӑтам Атӑл») ушкӑна.
Спорт уявне вӑй-хал культурипе сывлӑх сиплевӗн комплексӗнче ирттерни пурне те кӑмӑла кайрӗ.
Ӗнер, кӑрлачӑн 5-мӗшӗнче, республикӑри кашни тӑрӑхра спорт уявӗ иртрӗ. Ҫав шутра Сӗнтервӑрри районӗнчи Ӗсмел (Октябрьски) ялӗнче те.
Ҫак кун ялти стадион шкулта ӗҫлекен пур вӗрентекене те пухрӗ, Григорьев Г.П. директор та вӗсенчен юлмарӗ. Вӑй-хал культурине вӗрентекенсем йӗркеленипе сӑрт ҫинчен йӗлтӗрпе ярӑнчӗҫ, хӑвӑрт чупассипе ӑмӑртрӗҫ. Тӑркӑчпа та ярӑнса канчӗҫ ҫак кун — ара пӗр кун маларах ятарласа тенӗ пек катока тасатрӗҫ-ҫке!
Уяв епле иртнипе пурте кӑмӑллӑ юлчӗҫ!
Паян, раштавӑн 5-мӗшӗнче, Куславккари «Атӑл» вӑй-хал культурипе сывлӑх управӗн комплексӗнче Куславкка районӗн сусӑррисем хушшинчи спорт фестивалӗ иртрӗ.
Сусӑррисем виҫӗ спорт енӗпе ӑмӑртрӗҫ: дартс, шашка тата шахмӑт вӑййисенче.
Дартсра мала Ишменецкая Ираида Владимировна тухрӗ. Иккӗмӗш вырӑна — Садовников Андрей Владимирович, виҫҫӗмӗш вырӑна —Васильева Людмила Никитична йышӑнчӗ.
Шашка вӑййинче мала Садыков Гумар Нуруллович тухрӗ — вӑл пурне те ҫӗнтерме пултарчӗ. Иккӗмӗш вырӑнта Зайцев Николай Гаврилович пулчӗ, виҫҫӗмӗшӗ вара Егоров Георгий Егоровича лекрӗ.
Шахмӑт вӑййинче Зайцев Николай Гавриловичран вӑйли пулаймарӗ. Иккӗмӗш вырӑна Садыков Гумар Нуруллович (шашкӑпа вӑл мала тухрӗ) виҫҫӗмӗшне Модин Евгений Юрьевич йышӑнчӗ.
Фестиваль вӗҫленнӗ хыҫҫӑн ҫӗнтерӳҫӗсене хисеп хучӗсемпе чысларӗҫ, кайран вара пӗрле ларса чей ӗҫрӗҫ.
Европӑри ҫӑмӑл атлетикӑн Ассоциацийӗн Бухарестра иртнӗ ларӑвӗ 2014 тата 2015 ҫулта ҫӑмӑл атлетика енӗпе Европӑри командӑсен чемпионатне ирттерме тивӗҫ хуласене палӑртрӗ.
Европа ӑмӑртӑвне ирттерме кӑмӑл тунисен йышӗнче 9 хула пулнӑ. Германири Брауншвейг ыттисенчен пур енӗпе те вӑйлӑрах пулнӑ, ӑмӑртӑва 2014 ҫулта ирттерме ҫӗнсе илнӗ. Шупашкар та унран кая маррине кӑтартса панӑ. 2015 ҫулта ҫӑмӑл атлетика енӗпе Европӑри командӑсен чемпионатне ирттерме тивӗҫ пулчӗ.
Республика умӗнчи паянхи тӗллев — чемпионата хатӗрленесси. Европӑн ҫӑмӑл атлетика пӗрлешӗвӗн членӗсем пӗр саслӑн пулса Шупашкар хули чемпионат ирттерме тивӗҫлине пӗлтернӗ пулин те тумалли сахал мар-ха. Тӗп ҫитменлӗхрен пӗри — хулан Европӑпа тӳрремӗн ҫыхӑну ҫукки. Шупашкар аэропорчӗ ыттисенчен кая мар пулин те ҫак ыйтӑва татса пама ҫӑмӑлах мар. Ҫавӑнпа 2015 ҫулта Мускавпа Хусана ҫӳрекен автобуссен хушма маршручӗсене йӗркелеме палӑртаҫҫӗ. Тепӗр чӑрмав — спортсменсемпе курма килекенсене вырнаҫтарма хӑна ҫурчӗ сахалли. Малтан палӑртнӑ тӑрӑх ӑмӑрту ирттернӗ чухне чылай ҫын пулӗ: ҫӑмӑл атлетсен йышӗнчех кашни ушкӑнра 25 хӗрарӑмпа 25 арҫын пулмалла, журналистсемех 500 яхӑн.
Чӑваш Енри кашни район центрӗнче вӑй-хал культурипе сывлӑха ҫирӗплетмелли центрсем уҫнӑ. Кӑҫал, сӑмахран, Тӑвайра «Аль» ӗҫлеме пуҫарӗ.
Ку ӗҫе кӳленни ялсенче те тӗл пулать — сӑмахран, кӑҫал чӳк уйӑхӗн вӗҫӗнче Вӑрнар районӗнчи Кӑмпалта спорт клубне уҫмалла. Ӗнер, чӳкӗн 4-мӗшӗнче, спорт керменне тӑвас ӗҫе йӗркелекенӗ Краснов Виталий Павлович спорт клубӗпе паллаштарчӗ — хӑтлав ирттерчӗ.
Мероприятире Аҫӑмҫырми ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Олег Петров, «Кӗрешӳ» федерацийӗн президенчӗ Виталий Васильев тата вице президенчӗ Виталий Никифоров, Калинино вӑтам шкулӗн директорӗ Татьяна Ефимова, Элӗк районӗн бокс федерацийӗн председателӗ Владислав Максимов тата ыттисем хутшӑнчӗҫ. Краснов Виталий Павлович хӑй те спортра ют ҫын мар — вӑл Чӑваш Республикин «Профсоюзный бокс Поволжья» (чӑв. ~Атӑлҫи тӑрӑхӗн профсоюз боксӗ) обществӑлла организацийӗн президенчӗ, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ бокс тренерӗ, Чӑваш Республикин вӑй-хал культурипе спортӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ.
Шупашкарти 500 ҫуллӑх паркӗнче велоспорт центрне тума тытӑннӑ. Эрнекун, юпан 26-мӗшӗнче, пулас спорт комплексӗнче Чӑваш Республикин вӑй-хал культурин, спортӑн тата туризм министрӗ Сергей Мельников пулса курчӗ.
Спорт министрӗ каласа панӑ тӑрӑх кунта пысӑк комплекс пулмалла: шывра ишме икӗ бассейн, 60 вырӑнлӑ хӑна ҫурчӗ, конференц-зал, чи ҫӗнӗ меслетсемпе ӗҫлекен сывлӑха ҫирӗплетекен медицина центрӗ, уҫӑ велодром, 7 ҫухрӑмлӑ унлӑлла ҫул тата ытти ӗскерсем. Уйрӑмах маутинбайк спортри ӑсталӑха ҫивӗчлетме кунта питӗ меллӗ пулӗ. «Раҫҫейӗн пӗрлӗхлӗ хӗрсен маунтинбайк командинче 70% — пирӗн ентешсем», — пӗлтерчӗ Сергей Мелников.
Министр хӑйӗн сӑмахӗнче ҫак комплекс ахаль ҫынсем валли те усӑллӑ пуласса шанчӗ — кунта велосипедпа канма условисем лайӑх пулӗҫ.
Велоспорт центрне «Спецстройкоммуникация» ТМЯО хӑпартать, ӑна 2014 ҫулта хута ямалла. Ҫак проекта пурнӑҫлама пурӗ 442 миллион тенкӗ кирлӗ пулӗ. Паянхи куна федераллӑ хыснаран 5 миллион куҫарнӑ та ӗнтӗ, ҫавӑн чухлех республика та уйӑрнӑ.
Сӑнсем (4)
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (31.05.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 23 - 25 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Будниченко Лариса Александровна, вырӑс чӗлхи тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Краснов-Кӗҫӗнни Григорий Иванович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |