Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Сочире иртекен Олимп вӑййинче паян юлашки ӑмӑртусем иртӗҫ. Ҫав шутра хоккей финалӗ те. Унта Швеципе Канада тӗл пулӗҫ.
Паянпа ӗнер Раҫҫей ушкӑнӗ пурӗ 3 ылтӑн медаль ҫӗнсе илнине шута илсе пирӗннисем медальсен йышӗпе те ушкӑнсен тупӑшӗвӗпе те чи малти вырӑна тухрӗҫ. Уйрӑмах паян тухӑҫлӑ пулчӗ теме пулать — йӗлтӗрпе 50 ҫухрӑма чупассипе пирӗн арҫынсем пӗтӗм малти вырӑнсене йышӑнчӗҫ. Мала Александр Легков тухрӗ, иккӗмӗш вырӑна — Максим Вылегжанин, виҫҫӗмӗшне — Илья Черноусов.
Паянах олимп вӑййине чыслӑ уяв ирттерсе хупӗҫ. Вӑл 20 сехетре пуҫланмалла. Олимп вӑййине уҫни илемлӗ те кӑсӑклӑ пулнине шута илсен хупни те япӑхах мар пек пулмалла.
Серте Унтри // 2878.71.9166
2014.02.24 14:16 | |
Александр Легков темле чăваш сăнлă пек туйăнчĕ. Ханты-Мансийский автономный окрругран та, унта чăвашсем çук мар. Пĕлес пулать тĕпчес пулать. | |
