Республика кунне ирхи хусканӑва пуҫласси йӑлана кӗчӗ ӗнтӗ. Спорт мероприятине сахаллӑн мар тухаҫҫӗ. Ку халӑх сывӑ пурнӑҫ йӗркине пӑхӑннине, спортпа туслӑ пулнине ҫирӗплетет.
Зарядка пӗлтӗр Хӗрлӗ тӳремре иртнӗ. Унта 28 пине яхӑн ҫын пухӑннӑ. Ун чухне хӑшӗ-пӗри хӗсӗк пулнӑшӑн ӳпкелешнӗ. Кӑҫал администраци зарядкӑна темиҫе ҫӗрте ирттерме шухӑшланӑ. Пӗр вӑхӑтрах Лакрей вӑрманӗнче, «Шупашкар» универмаг умӗнче, «Шупашкар: 500 ҫул» паркра халӑх зарядкӑна пухӑннӑ.
Мероприятие уҫӑ сывлӑшпа киленме, ҫан-ҫурӑма ҫемҫетме ватӑсем те, ачасем те пухӑннӑ. Сцена ҫинче хаваслӑ кӗвӗ янӑранӑ, паллӑ спортсменсем, лайӑх фитнес инструкторсем хусканусене кӑтартнӑ.
Мускав район администрацийӗ зарядкӑна 2000 яхӑн ҫун тухасса кӗтнӗ. Анчах мероприятие ҫын нумайрах пынӑ. «Шупашкар: 500 ҫул» паркра 2700 яхӑн ҫынна шута илнӗ. Ҫакнашкал акци йӗркелени, унта нумаййӑн хутшӑнни Шупашкар спортпа туслӑ хула пулнине тепӗр хут ҫирӗплетнӗ.