Улатӑр районӗнчи тӗп пульница шутланнӑ ҫурт Вырӑс православи чиркӗвӗн унти епархине куҫнӑ.
«Тем тӑвакан та пур пуль. Рейдерсем-тӗр...» — тесе ассӑн сывласа кулянма тытӑнакансене лӑплантарар: пульница ҫуртне чиркӳ ҫыннисем сӗмсӗррӗн тапӑнса ярса илмен.
Патшалӑх пурлӑхӗ шутланнӑ ҫурта чиркӗве куҫарса парас тесе Чӑваш Енӗн Правительствин пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Владимир Аврелькин йышӑннӑ. Ҫак тӳре-шара республикӑн экономика аталанӑвӗн, промышленноҫӑн тата суту-илӗвӗн министрӗнче ӗҫлет.
Патшалӑх пурлӑхӗнчи ҫурта чиркӗве куҫарасси пирки Владимир Аврелькин ӗнер, утӑ уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, 508-р номерлӗ йышӑну кӑларнӑ. Эпир калакан пӗр хутлӑ кирпӗч ҫуртра малтан пульницӑн администрацийӗ вырнаҫнӑ.
Ҫу уйӑхӗн 23-мӗшӗнче республикӑра ҫул ҫинче икӗ ҫын вилнӗ. Иккӗшӗ те — водитель айӑпӗпе. «Нурӑс – Патӑрьел – Елчӗк» ҫул ҫинче правасӑр водитель руле итлеттереймен — ҫаврӑнса ӳкнӗ. Водитель вырӑнтах вилнӗ. 16 ҫулти пассажира вара Патӑрьелти пульница илсе ҫитернӗ.
21 сехетре «Вӑрнар — Упи — Красноармейски» ҫул ҫинче паллӑ мар водитель ҫуран утакан ҫын ҫине кӗрсе кайнӑ. 55 ҫулти арҫын ҫавӑнтах сывлама чарӑннӑ. Васкавлӑ медпулӑшу киличченех… Водитель вара вырӑнтан тарнӑ.
Патшалӑх автоинспекцийӗ ҫак аварие куракансене шырать. Вӗсене 24-27-97 е 24-27-11 номерпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ. Патшалӑх автоинспекцийӗ ҫынсен шӑпишӗн пӑшӑрханать. Ӳсӗр водительсене курсан 8(8352) 24-27-11, 24-07-70 номерсемпе шӑнкӑравлама та ыйтаҫҫӗ.
Шупашкартан Ҫӗнӗ Шупашкара тухса кайнӑ тӗлте ҫӗкленекен ҫӗнӗ микрорайонта поликлиника тума йышӑннӑ. Маларах унта ача пахчи тӑвасси пирки калаҫнӑ, тӗмсӗлнӗ пулсан, унта пурӑнакансем хула влаҫӗсемпе нумаях пулмасть курнӑҫнӑ чух ача пахчи мар-тӑк халӑх усӑ курмалли епле те пулин урӑх ҫурт пирки ӗмӗтленнине пӗлтернӗ-мӗн.
Чирлемесӗр-мӗнсӗр, пульницӑна хутламсӑр никам та пурӑнмасть, тухтӑр ҫурчӗ ҫывӑхра пулнине мӗн ҫиттӗр.
Хулан тӗп архитекторӗ Вениамин Мамуткин яваплисемпе канашлу ирттернӗ, унта Ҫӗнӗ хулан пӗрремӗш микрорайонӗнче тума йышӑннӑ. Ҫав вырӑнта тӗпленнисем калама ҫук хӗпӗртенӗ, пульница тума йышӑннӑшӑн хула влаҫӗсене чунтан тав тунӑ тесе республикӑн тӗп хулин администрацийӗ пӗлтерет.
Республикӑра кӑҫал геронтологи центрӗ ӗҫлеттерсе ярасшӑн.
Чӑваш Енре хальлӗхе паллиативлӑ пулӑшу кӳрекен 5 уйрӑм ӗҫлет. Кӑҫал республика шайӗнче геронтологи центрӗ уҫасшӑн. Ҫакӑ, республикӑн Сывлӑх сыхлав министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑрӑм ӗмӗрлисен шучӗ юлашки ҫулсенче йышланса пынипе ҫыхӑннӑ. Пилӗк ҫулта вӗсен йышӗ 5 пине яхӑн хутшӑннӑ. 2010-мӗш ҫултан пуҫласа пурнӑҫ тӑршшӗ вӑтамран 2,4 ҫул хушӑннӑ, ҫапла вара хальхи вӑхӑтра ҫынсен вӑтам ӗмӗрӗ 71 ҫулпа танлашать. ЧР Сывлӑх сыхлав министерствин штатра тӑман гериатрӗ Елена Иванова экспертсем палӑртнине шута илсе каланӑ тӑрӑх, 100 ҫултан кӑҫал 26 ҫын иртме, ҫапла вара пӗр ӗмӗр урлӑ ярса пуснисен йышӗ 90 ҫын таран хушӑнма пултарать.
Республикӑра уҫма палӑртакан геронтологи центрӗн пӳлӗмӗсемпе амбулатори центрӗсем кашни поликлиникӑрах уҫӑлмалла. Шупашкар районӗнче, сӑмахран, вырӑнти район хаҫачӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ун пеккине кӑҫалхи виҫҫӗмӗш кварталта ӗҫлеттерсе ярасшӑн.
Ҫӗнӗ Шупашкарти пепкелӗх центрӗнче ача ҫуратнӑ хӗрарӑмпа ачине кӗтсе илнӗ чухне тӑванӗсене сӑн ӳкерттерме юрамасть теҫҫӗ. Тӗрӗсрех каласан, хӑйсен фотоаппарачӗпе усӑ курма юрамасть-мӗн, мӗншӗн тесен унта фотограф ӗҫлет имӗш.
Наталия Семенова «Про Город» хаҫата пӗлтернӗ тӑрӑх, аппӑшне ачипе кӗтсе илнӗ чухне оператор вӗсене пепкене кипкепе чӗркенӗ пӳлӗме кӗртмен, фотоаппаратпа ӳкерме чарнӑ.
Лешӗ укҫалла ӳкерет-мӗн. Кусен хӑйсен профессионал фотоаппарат пулнӑ, ҫавӑнпа хирӗҫленӗ. Оператор вӗсене пур пӗрех кӗртмен.
Медицина центрӗн тӗп тухтӑрӗ Алексей Кизилов оператор тӗрӗс мар хӑтланнине каланӑ. Унта операторсем чӑнах та ӗҫлеҫҫӗ. Анчах вӗсен ун пек хӑтланма юраманнине каланӑ тухтӑр.
Кун пек чухне ача ҫураттармалли ҫуртӑн заведующийӗ патне каймалла тесе пӗлтернӗ Алексей Кизилов.
Етӗрне районӗнчи Урпаш ялӗнчи Ксюша Максимова районти ӑмӑртура йӗлтӗрпе чупнӑ хыҫҫӑн комӑна кӗрсе ӳкни пирки унчченех пӗлтернӗччӗ. Ксюша халӗ те тӑна кӗмен, анчах ҫывӑх ҫыннисем алӑ усмаҫҫӗ. Вӗсем тӗрлӗ пульницӑран пулӑшу ыйтаҫҫӗ.
Шупашкар тухтӑрӗсем ачана операци тума килӗшмен. Мускав специалисчӗсем те вӗсен шухӑшӗпе килӗшнӗ. Ҫывӑх ҫыннисем Ксюшӑн диагнозне палӑртнӑ документсене Раҫҫейри 20 клиникӑна янӑ.
Хӗрӗн организмӗ 24 сехет апат йышӑнман. Телее, ӗнер лару-тӑру улшӑннӑ — Ксюша каллех апата йышӑнма тытӑннӑ. Унӑн органӗсем лайӑхах ӗҫлеҫҫӗ. Анчах диагноз — «пуҫ мимине юн кайни» — ырринех кӑтартмасть.
Ксюшӑн ҫывӑх ҫыннисем пульницӑран пӗр утӑм та каймаҫҫӗ. Ҫемье тӗпренчӗкӗн пурнӑҫӗшӗн кӗрешнӗ чухне тӗнче тетелӗнче ултавҫӑсем тупӑннӑ. Вӗсем хӗрачана сиплеме тесе укҫа пухаҫҫӗ. Анчах вӗсене ӗненмелле мар. Ҫемье хальлӗхе укҫа-тенкӗ пухмасть.
Пӗр енчен вар хытиччен кулмалла, тепӗр енчен ларса макӑрмалла ку тӗслӗхе тусӑм иртнӗ эрнере каласа кӑтартрӗ. Шӑнса пӑсӑлнӑ хыҫҫӑн сывалаймасӑр вӑрах пурӑннӑ хыҫҫӑн тухтӑр патне кайнӑ. Унта тем тӗрлӗ сиплев ҫырса панӑ, эмелне йӗркипех асӑнса кайнӑ. Каланӑ — тунӑ. Анчах чир иртсе кайманнине кура кӑштахран (пирӗнтен чылайӑшӗ сывлӑхран ытла ӗҫе мала хурать мар-и ҫав...) тусӑм тепре пульницӑна ҫул тытнӑ. Пӗр пӳлӗмрен тепӗр пӳлӗме ҫӳренӗ май тусӑм амбулатори карттине шӗкӗлчесе ларнӑ. Ак тамаша! Пӑх та кур: вӑл диспансеризаци тухнӑ-мӗн. Хут тӑрӑх. Тӗрӗссипе, пульница тӑрӑх хутламан тусӑм.
Диспансеризаци тухнӑ пек кӑтартни темех мар тейӗпӗр. Унта кашни ҫыннӑнах тӗл пулма пултаракан диагнозсем ҫырса хунине те курмӑш пулса ирттерме пулать тейӗпӗр. Тӗлӗнтерекенни татах асӑрханӑ тусӑм. Амбулатори картти тӑрӑх шутласан, ман тусӑм пек пульница тӑрӑх йӑрккакан ҫын та ҫук темелле: унта вӑл вӗҫӗмех кайса ҫӳренӗ имӗш. Чи кӑсӑкли — ӗҫпе республика тӑрӑх командировкӑсенче ҫӳренӗ кунсене те пульницӑна пынӑ пек кӑтартнӑ, тусӑм ӗҫлекен организаци хӑй юбилейне савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура палӑртнӑ чух та тусӑм ҫынсемпе савӑнас чухне пульница тӑрӑх ҫӳренӗ пулать.
Хӗрлӗ Чутай районӗн тӗп пульницине тӗпрен юсамашкӑн 4,6 миллион тенкӗ уйӑрса панӑ. ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, унта вырӑнти халӑх кӑна мар, Ҫӗмӗрле хулипе районӗнчен те пулӑшу ыйтма килеҫҫӗ.
Халӗ пульницӑра юсав ӗҫӗсем пыраҫҫӗ. Унта тӑррине ҫӗнетеҫҫӗ, урайне сараҫҫӗ. Пульницӑн тӗп тухтӑрӗ Иван Игнатьев пӗлтернӗ тӑрӑх, виҫӗ уйӑхра инфекци корпусӗ тӗппипех ҫӗнелӗ: фасадне, чӳречисене улӑштарӗҫ, ҫӗнӗ сантехника лартӗҫ, пӑрӑхсемпе пралуксене улӑштарӗҫ, сӗтел-пукан туянӗҫ.
Строительство ӗҫӗсене 2016 ҫулхи пуш уйӑхӗччен вӗҫлеме палӑртнӑ. Сӑмах май, инфекци уйрӑмӗн ҫуртне 1974 ҫулта хута янӑ. Юсав вӑхӑтӗнче пациентсене кӳршӗ районсем йышӑнӗҫ.
Онкологи чи усал чиртен пӗрине пурте пӗлеҫҫӗ. Чире вӑхӑтра палӑртса ҫийӗнчех сиплеме ыттӑнсан амака ҫӗнтерме пулать тесе лӑплантараҫҫӗ-ха тухтӑрсем. Шупашкарта вырнаҫнӑ республика шайӗнчи онкологи диспансерӗ ҫумӗнче тума пуҫланӑ хирурги корпусне специалистсем пысӑк шанӑҫпа кӗтеҫҫӗ. Специалистсенчен ытла вӑл чирлисене кирлӗ тесен те тӗрӗс.
Ӗнер, раштавӑн 7-мӗшӗнче, Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев ултӑ хутлӑ ҫав корпуса тӑвасси епле пынипе паллашнӑ. Ӑна хута янин хакӗ 950 миллион тенкӗпе танлашать. Хирурги объектне 2012 ҫулта тума тытӑннӑ. Хальхи вӑхӑтра шалти ӗҫсем пыраҫҫӗ-мӗн: стенасене йӗркене кӗртеҫҫӗ, урайсене сараҫҫӗ, электричество, вентиляци, сантехника ӗҫӗпе аппаланаҫҫӗ.
Хирурги корпусне туса пӗтерме килес ҫул федераци хысничнен 294 миллион тенкӗ уйӑрасса шанаҫҫӗ. Республика бюджетӗнче 68,7 миллион пӑхса хӑварнӑ.
Ҫӗнӗ корпуса хута ярсан ҫулталӑкра 5 пин операци тума май килӗ.
Сӑнсем (11)
Раҫҫейри Литература ҫулталӑкне тата Чӑваш Енри Константин Иванов ҫулталӑкне халалласа наци литературин чи паха тӗслӗхӗсене тупса палӑртас тата вулакансен хастарлӑхне ӳстерес, нумайрах вулама хистес тӗллевпе Наци вулавӑшӗ республика шайӗнче «Чӑваш литературин ылтӑн ҫӳпҫи: вуламалли 100 кӗнеке» проект пурнӑҫа кӗртнӗччӗ.
Кӗнекесен списокне сӳтсе явма Наци вулавӑшӗ хӑйӗн сайтӗнче сасӑлав вырнаҫтарнипе усӑ курса 2 пине яхӑн вулакан хӑйне кӑмӑла каякан хайлавсемшӗн сасӑланӑ.
Сасӑлав пӗтӗмлетӗвӗсене пӑхса тухнӑ хыҫҫӑн экспертсен ушкӑнӗ кӗнекесен татӑклӑ списокне ҫирӗплетрӗ.
Ҫак хайлавсемпе Елчӗк районӗнчи тӗп вулавӑш ӗҫченӗсем районти больницӑри терапи уйрӑмӗнчи «Милосердие» реабилитаци шкулӗн пайташӗсене паллаштарнӑ. Вулакансем чӑваш литературин ылтӑн ҫӳпҫинчи хайлавсен пуххисем тӑван халӑх ӑс-хакӑлне, чун пуянлӑхне уҫса панине палӑртнӑ.
Сӑнсем (9)
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ.
| Абзалов Ринат Абзалович, биологи ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Владимир Николаевич, Чӑваш Республикин Вӗренӳпе ҫамрӑксен политикин министрӗ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |