Республикӑри ача-пӑча клиникинче пӑралуксӑр ӗҫлекен ультрасасӑллӑ диссектор килсе ҫитнӗ. Килсе ҫитнӗ кӑна мар-ха. Нарӑс уйӑхӗн 10-мӗшӗ тӗлне унпа икӗ операци тума та ӗлкӗрнӗ.
Специалистсем каланӑ тӑрӑх, хирургинче унтан ирттерекен аппарат тӗнчере те ҫук. Пирӗн республикӑри пульницӑсенчен ӑна пуринчен малтан хута янӑ иккен. Ҫӗнӗ йышши хирурги приборӗ шалти органсен тӗртӗмне асӑрханса уйӑрма май парать. Ультрасасӑ вара тӗртӗмсене массаж та тӑвать, юн ҫаврӑнӑшне те лайӑхлатать теҫҫӗ.
Пур енлӗн сывӑ ҫын ҫук, тӗплӗн тӗрӗслеменисепе кӑна сыввӑн курӑнаҫҫӗ ҫивӗч чӗлхеллисем хӑш чух. Халӗ пирӗн ҫӗршывра кӑна мар, республикӑра та ҫынсене тӗплӗ тӗрӗслесси пырать. Пӗлтӗр, сӑмахран, Чӑвашра 231,4 пин ытларах ҫынна диспансеризаци витӗр кӑларнӑ. Ку процедурӑран пӑрӑнакансем те тупӑннӑ иккен-ха: ун пекксиене 1142 ҫын тесе пӗлтерет республикӑн Сывлӑх сыхлав министерстви. Хӑш-пӗр ӗҫрен пульницӑна ыйтса каясси тем тӑрать те, тен, хайъисен кайма май килмен-ши?..
Тухтӑрсем тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн инфекцилле мар чирсемпе аптӑрас хӑрушлӑх 68,3 процентӑн пуррине асӑрханӑ. Ҫав шутран 70 проценчӗ тӗрӗс мар апатланать иккен. Ӳт-пӗве пиҫӗхтерменнисем, хускалма юратманнисем — 26 процент. Юн пусӑмӗ пысӑккисемпе 26 проценчӗ аптӑранине палӑртнӑ, мӑнтӑррисем — 14 процент. Эрех виҫеллӗ ӗҫменнипе те чир-чӗр сарӑлас хӑрушлӑх пысӑк.
Валентина Теллина Шупашкар хулин тӗп пульницӑн тӗп врачӗнче чӗрӗк ӗмӗр ӗҫлет. Ҫак кунсенче вӑл тивӗҫлӗ канӑва тухнӑ.
Паллӑ кунпа кӑрлачӑн 31-мӗшӗнче ӗҫтешӗсем акт залӗнче иртнӗ савӑнӑҫлӑ мероприятие пухӑннӑ. Унта республикӑн сывлӑх сыхлав министрӗ Алла Самойлова тата ыттисем пырса ҫитнӗ. Паян вара хисеплӗ ҫынна республикӑн сывлӑх сыхлав министрӗн ҫумӗ Татьяна Богданова саламланӑ.
Професси карьерине Валентина Теллина Елчӗк районӗнчи Пӑла Тимеш ялӗнчи участок пульницинче тытӑннӑ. Унта вӑл Хусанти мединститута вӗренсе пӗтернӗ хыҫҫӑн лекнӗ. Хӑй вӑл 1950 ҫулта Патӑрьелте ҫуралнӑ. 1986 ҫулта Шупашкара куҫать, тепӗр икӗ ҫултан строительсен медсанчаҫӗ текен пульницӑн тӗп тухтӑрӗнче ӗҫлеме тытӑнать. Унтанпа вӑл учрежденин статусӗ те улшӑнать, сывлӑх сыхлав министрӗсем те ылмашаҫҫӗ. Теллина вара чӗрӗк ӗмӗр тӗп тухтӑр пулса тӑрӑшать. Хӑй вӑхӑтӗнче вӑл ЧР Патшалӑх Канашӗн депутатне те суйланнӑ.
Валентина Теллина ертсе пыракан хулари тӗп больница паян чи лайӑх сиплев учрежденийӗсенчен пӗри шутланать.
Нарӑс уйӑхӗн 8-мӗшӗ — Рак чирӗпе кӗрешмелли пӗтӗм тӗнчери кун шутланать. Ҫав ятпа республикӑри онкологи диспансерӗнче Уҫӑ алӑксен кунне ирттереҫҫӗ. Тухтӑрсен алӑкӗ ҫав тӗллевпе ирхи 10 сехетрен пуҫласа 12 сехетчен уҫӑ тӑрӗ.
Асӑннӑ пульницӑри тухтӑрсем патӗнче консультаци илес текенсен малтан черете ҫырӑнма кирлӗ мар — пырса черет йышӑнмалла. Онколог-врач направлени парсан унтах ультрасасӑ тата рентген тӗрӗслевӗсем ирттерӗҫ.
Тухтӑр патне лекес тесен диспансерӑн регистратурине пымалла. Поликлиника Шупашкарти Гладков урамӗнчи 31-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ. Тӗрӗсленес текесен паспорт тата полис илме манмалла мар.
Паян Шупашкарта медицинӑри каяшсене тирпейлекен участок уҫӑлнӑ. Ӑна Васкавлӑ пулӑшу кӳрекен пульницӑн поликлиникипе юнашар хута янӑ. Унта ӗҫ тухӑҫлӑхӗпе пысӑккисӗр пуҫне экологи хӑрушсӑрлӑхӗ енчен те лайӑххине палӑртаҫҫӗ.
Центра хута яма республикӑн Сывлӑх сыхлав минситерствипе пӗрле Мускаври «Киль» медицина компанийӗсен ушкӑнӗ 40 миллион тенкӗ ытла укҫа хывнӑ иккен. Ҫулталӑкра медучрежденисенче 6 пине яхӑн медиицна хатӗр-хӗтӗрӗн юлашки пухӑнса каять-мӗн те, центр уҫӑлни чӑннипех те аван ӗнтӗ. Вӑл пӗр цикл вӑхӑтӗнче. Тепӗр майлӑ каласан, 30-60 минут хушшинче, 150 килограма яхӑна тирпейлеет иккен.
Ӗнертенпе пирӗн республикӑра тава тивӗҫлисен йышӗ хутшӑннӑ. Ҫӗршыв тата республика шайӗнчи наградӑна тивӗҫнисен хушшинче тӗрлӗ ҫӗрте тӑрӑшакансем пур. Вӗсене чыслама хутшӑннӑ Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев хӑйсен ӗҫӗнче ҫитӗнӳ уйрӑмах тунисене асӑнса хӑварнӑ. Акӑ, сӑмахран, Президентӑн пепкелӗх центрӗн акушер-гинекологӗ Татьяна Дерипаскӑна илес тӗк, вӑл — амӑшӗсемпе ачисене виҫӗ шайлӑ медицина пулӑшӑвӗ кӳрес ӗҫе республикӑра йӗркелесе яраканӗсенчен пӗри. Е тата Йӗпреҫри район пульницин хирургӗ Юрий Андреев — тӗрлӗ операцин тӗлӗнмелле технологийӗсен 10 патент авторӗ. Комсомольски районӗнчи Александровкӑри шкул вӗрентекенӗ Сергей Антонов вара ачасене Пӗтӗм Раҫҫейри олимпиадӑсем валли хатӗрлесе ҫӗнтерӳҫӗсем ӳстерет.
Чыс-хисепе тивӗҫҫисем чылаййӑн пулнӑ. Маларах асӑннӑ Татьяна Дерипаско «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медальне тивӗҫнӗ. Ҫак орден медалӗ «Брындинсен типографийӗ» директорне Анатолий Брындина тивӗҫнӗ. Республикӑри кардиологи диспансерӗн тӗп врачне Татьяна Мизурована «Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ тухтӑрӗ» хисеплӗ ят панӑ.
Вӑрӑран юлать, пушартан юлмасть тесе ваттисем тӗрӗсех каланӑ ҫав. Ҫавӑнпа та ӗнтӗ вут-кӑвартан асӑрханмалли куҫкӗрет. Куҫкӗрет кӑна та мар, инкек сиксе тухас-тӑвас пулсан хатӗр пулмалли пирки те шухӑшламалла теҫӗ пушарпа кӗрешекенсем. Ҫавӑнпах ӗнтӗ вӗсем Федерацин травматологи, ортопеди тата эндопротезировани центрӗнче пушар кӑларнӑ. Ҫук ӗнтӗ, ятарласа тивертмен. Сӑмахпа кӑна ҫапла пӗлтернӗ. Ҫулӑм акт залӗнче хыпса илнӗ пек тунӑ. «Пушара сӳнтерме» сехете яхӑн кирлӗ пулнӑ.
«Темле айкашакан та пур-тӑр», — тесе тӗлӗнме ан васкӑр-ха тархасшӑн. Вут-ҫулӑмпа кӗрешекенсем аташман-айкашман. Ҫулӑм та хыпса илмен. Вӗренӳ кӑна ирттернӗ.
Анчах пурне те мар-ха. Хальлӗхе ҫуррине кӑна. Инкекӗ чӳк уйӑхӗн 22-мӗшӗнче пулнӑ. Шупашкарти 30-мӗш шкулта ӑс пухакан 12 ачана шкулти ирхи апатпа наркӑмӑшланнӑ тесе шухӑшланипе пульницӑна хунӑ. Паян тӗлне вӗсенчен ҫуррине киле янӑ, вӗсенчен виҫҫӗшне ӗнерех пульницӑран кӑларнӑ, тепӗр виҫҫӗшне — паян.
Хальхи вӑхӑтра тухтӑрсемпе Роспотребнадзорӑн ӗҫченӗсем инкек сӑлтавне тӗпчеҫҫӗ, шыв тата апат-ҫимӗҫ пахалӑхне хаклаҫҫӗ. Хулари 2-мӗш ача-пӑча пульницинче вара чирлекенсем тата пуласран саппас тепӗр 30 вырӑн туса хатӗрленӗ.
Тухтӑр ҫурчӗсене пӗр телекоммуникаци тытӑмӗпе ҫыхӑнтарӗҫ. Кун пирки республикӑн Информаци политикипе массӑллӑ коммуникацисен министерстви пӗлтерет. Ӗҫе кӑҫалхи раштавра вӗҫлемелле.
Пӗр тытӑма Чӑваш Енри 62 медицина учрежденине — хуласемпе районсенчи пульницӑсене, ача ҫуратмалли ҫуртсене, стоматологи поликлиникисене пӗрлештерӗҫ. Ҫапла туни медучрежденисене пӗр-пӗринчи информацие пӗлсе тӑма, чирлисене йышӑнассине шайлаштарма май парасса шанаҫҫӗ.
Нумаях пулмасть республикӑн сывлӑх сыхлавӗн министрӗ Алла Самойловӑпа иртнӗ брифингра хаксем пирки ыйту хускатнӑ. «Тӳлевлӗ медицина пулӑшӑвӗ кӳресси вӑйлӑ хакланнӑ теме иртерех», — тенӗ унта Алла Самойлова.
Иртнӗ ҫулхи раштаврипе танлаштарсан иртнӗ уйӑхра массаж хакӗ унчченхинчен 54,4 процент чухлӗ хакланса кайнӑ. Шӑл кӑларма та йӳнӗ мар — асӑннӑ тапхӑртинчен халӗ 42,3 процент ытларах кӑларса хума тивет. Физиотерапи процедурисемшӗн унчченхинчен чӗрӗк процент таран нумайрах тӑкакланмалла, вар-хырӑма ультрасасӑпа тӗрӗслеттерес тесен 32 процент ытларах ыйтаҫҫӗ. Специалистсем патне малтанхи йышӑнӑва каяс тесен кӗсье ҫӳхе пулмалла мар — хаксем 14,5 процент хӑпарнӑ, пӗтӗмӗшле юн анализне пӗлес тесен 11,8 процент хаклӑрах тӳлемелле.
Тӳлевлӗ медицина пулӑшӑвӗ кӳрессин хакӗ хӑпарнӑ пулин те, Чӑваш Енӗн сывлӑх сыхлав министрӗ каланӑ тӑрӑх, вӑл Атӑлҫи федераци округӗнче чи йӳннисенчен пӗри-мӗн. Кунсӑр пуҫне Алла Самойлова ытти регионта юлашки 5–6 ҫул хушшинче хаксене пӗрре кӑна мар ӳстернине, пирӗн патра юлашки вунӑ ҫулта пӗр пек тӑнине ӗнентернӗ.
Сӑмаха ҫирӗплетме уйрӑм процедурӑсен хакӗсене илсе кӑтартнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ.
| Абзалов Ринат Абзалович, биологи ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Владимир Николаевич, Чӑваш Республикин Вӗренӳпе ҫамрӑксен политикин министрӗ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |