Ӗнертенпе пирӗн республикӑра тава тивӗҫлисен йышӗ хутшӑннӑ. Ҫӗршыв тата республика шайӗнчи наградӑна тивӗҫнисен хушшинче тӗрлӗ ҫӗрте тӑрӑшакансем пур. Вӗсене чыслама хутшӑннӑ Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев хӑйсен ӗҫӗнче ҫитӗнӳ уйрӑмах тунисене асӑнса хӑварнӑ. Акӑ, сӑмахран, Президентӑн пепкелӗх центрӗн акушер-гинекологӗ Татьяна Дерипаскӑна илес тӗк, вӑл — амӑшӗсемпе ачисене виҫӗ шайлӑ медицина пулӑшӑвӗ кӳрес ӗҫе республикӑра йӗркелесе яраканӗсенчен пӗри. Е тата Йӗпреҫри район пульницин хирургӗ Юрий Андреев — тӗрлӗ операцин тӗлӗнмелле технологийӗсен 10 патент авторӗ. Комсомольски районӗнчи Александровкӑри шкул вӗрентекенӗ Сергей Антонов вара ачасене Пӗтӗм Раҫҫейри олимпиадӑсем валли хатӗрлесе ҫӗнтерӳҫӗсем ӳстерет.
Чыс-хисепе тивӗҫҫисем чылаййӑн пулнӑ. Маларах асӑннӑ Татьяна Дерипаско «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медальне тивӗҫнӗ. Ҫак орден медалӗ «Брындинсен типографийӗ» директорне Анатолий Брындина тивӗҫнӗ. Республикӑри кардиологи диспансерӗн тӗп врачне Татьяна Мизурована «Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ тухтӑрӗ» хисеплӗ ят панӑ. «Ҫавал» ансамбль вокалисткине Любовь Ильинана Чӑваш Республикин артистки ят панӑ, Федерацин травматололги центрӗн тӗп врачне Николай Николаева татат Вӑрмар район пульницин уйрӑмӗн пуҫлӑхне Татьяна Алексеевана — Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ тухтӑрӗ ята. Хисеплӗ ятсене тивӗҫнисем тата самай — кӗске хыпарта пурне те асӑнса пӗтереймӗпӗр.
Migulaj // 2084.00.6830
2013.12.29 23:16 | |
Сăнӳкерчĕкре ют чĕлхепе çырни çеç курăнать. |