Шупашкарта «Библиошефство» проект пуҫланнӑ. Хулари Маяковский ячӗллӗ тӗп вулавӑш ӗҫченӗсем хӑйсен вулаканӗсене килти фондпа пайланма сӗнеҫҫӗ. Ҫав кӗнекесене сипленмелли учрежденисене ӑсатаҫҫӗ.
Парнене чи малтанах Васкавлӑ медпулӑшу пульници йышӑннӑ. Вулавӑша ҫынсем чылай кӗнеке илсе килеҫҫӗ-мӗн. Хӑш чухне сӗтел те йӑтӑнать.
Тӗрлӗ жанрлӑ кӗнекесем илсе килеҫҫӗ вӗсем. Классика, детектив… Сайра тӗл пулакан кӗнекесене те илсе килеҫҫӗ. Светлана Березкина ку вулавӑшра чылай ҫул ӗҫленӗ. Вӑл проект пирки пӗлсен килти ҫӳлӗксене ухтарнӑ та чылай кӗнеке йӑтса килнӗ.
Халӗ Васкавлӑ медпулӑшу пульницинче хӑйсен мини-вулавӑшӗ пур. Пациентсемпе медицина ӗҫченӗсем кӗнекесем килессе чӑтӑмсӑррӑн кӗтеҫҫӗ.
Ав унта сипленекен Борис Васильев ҫав ҫӳлӗксем ҫинче хӑйне килӗшекен детективсемпе мелодрамӑсем тупнӑ, хаваспах вуланӑ.
Пульницӑсен кӗнеке фончӗсене кашни ҫын пуянлатма пултарать. Кӗнекесене Маяковский ячӗллӗ тӗп вулавӑша ҫеҫ илсе пымалла.
Пульницӑна никамӑн та йӑпӑр-япӑр каяс килмест. Тунтикунтан пуҫласа эрнекунччен ӗҫлекен ҫынсен уйрӑмах йывӑр унта ҫитме. Кӑҫалтан республикӑн Сывлӑх сыхлав министерствин медицина учрежденийӗсем ҫынсем валли шӑматкунсерен Уҫӑ алӑксен кунне ирттерессине пӗлтереҫҫӗ. Тӗплӗнрех ку графикпа ҫак каҫӑпа cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=11&id=1995590 иртсе паллашма пулать.
Уҫӑ алӑксен кунӗнче пульницӑна ҫитесе тесен малтаналаса ҫырӑнмалла мар тесе ӗнентерет республикӑн Сывлӑх сыхлав тата социаллӑ аталану министерстви хӑйӗн сайтӗнче. Паспорт тата медицина полисӗ вара кирлех.
Тухтӑрсем патне ҫитнӗ май хӑвӑра пӑшӑрхантаракан ыйтусене уҫӑмлатма май килӗ. Ансӑр специалистсем (кунта офтальмолог, кардиолог, эндокринолог, онколог, фтизиатр тата ыттисем кӗреҫҫӗ) канашпа пулӑшӗҫ.
Ӗнер, ака уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, Муркашри тӗп пульницӑра 26 ҫулти тухтӑрӑн виллине тупнӑ. Официаллӑ мар ҫӑлкуҫ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫамрӑкскер Муркашри пульницӑна «Земство тухтӑрӗ» программӑпа ӗҫлеме килнӗ.
Каччӑ реаниматолог анестезиолог пулса ӗҫленӗ. Официаллӑ информаци пӗлтернӗ тӑрӑх, тухтӑр ҫӗрле дежурствӑра пулнӑ. Каҫхи 11 сехетре тӗрӗслев хыҫҫӑн вӑл хӑйӗн пӳлӗмне кайнӑ. Хайхискер ирхине унтан тухманран алӑка ҫӗмӗрсе кӗнӗ.
26-ри тухтӑрӑн вилли урайӗнче выртнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫамрӑкскер хӑйӗн хӑсӑкӗпе чыхӑнса вилнӗ. Чӑнах та ҫапла-и? Ҫакӑ судпа медицина экспертизи тунӑ хыҫҫӑн паллӑ пулӗ. Халӗ следстви умӗнчченхи тӗрӗслев ирттереҫҫӗ.
Республикӑри тухтӑрсем умне тӗллев лартнӑ: ветерансене Ҫӗнтерӳ кунӗччен тӗрӗслемелле, сывлӑхне ҫирӗплетмелле. Тухтӑрсен бригадисем вӗсем патне киле пыраҫҫӗ. Хӑшне сиплев кирлӗ — пульницӑна илсе каяҫҫӗ. Вӗсене ветерансен госпитальне те вырттараҫҫӗ.
Чылай ветерана тӗрӗсленӗ ӗнтӗ. Чи малтанах вӑйлӑ чирлекенсем патне кайнӑ. Республикӑра 20 пин яхӑн ветеран пурӑнать. Диспансеризаци кӑтартнӑ тӑрӑх, вӗсенчен 3 проценчӗ кӑна сывлӑхне ӳпкелет.
Госпитальте ҫулсерен 2 пин ытла ҫын сипленет. Унта кашни ветерана сиплес пулсан темиҫе ҫул кирлӗ. Ҫавӑнпа ку ӗҫпе руспубликӑри мӗнпур пульница ӗҫлет.
Госпитальте сипленмелли направленисене районсем тӑрӑх салатаҫҫӗ. Вырӑнти тухтӑр вара стационара кама вырттармаллине йышӑнать.
Нина Люкшинова вӑрҫӑра медсестра пулнӑ. Халӗ вӑл ав хӑй госпитальте сывлӑхне ҫирӗплетет. Вӑл Сталинград ҫулӑмӗ витӗр тухнӑ. 17-рискер вӑрҫӑ хирӗнче аманнӑ салтаксене сӗтӗрнӗ. Унччен вӑл ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнчи кашни мероприятие хутшӑнма тӑрӑшнӑ. Халӗ 90-рискер йывӑртарах пулнине пӗлтерет. Тухтӑрсем вара кашни ветерана Ҫӗнтерӳ кунӗнче уява ҫитме пулӑшасшӑн, вӗсен сывлӑхне ҫирӗплетессишӗн тӑрӑшаҫҫӗ.
Ҫак кунсенче пирӑн республикӑра «Шура салтак тӳми» уйӑхлӑх пырать. Пуш уйӑхӗн 20-мӗшӗнчен пуҫланнӑскере ӑна Туберкулезпа кӳрешмелли пӗтӗм тӗнчери куна, вӑл — паян шутланать, халалланӑ. Шӑп та лӑп ҫак кун, 1882 ҫулта Берлинта Роберт Кох тухтӑр хӑрушӑ ҫак чирӗн бациллине тупса палӑртнӑ. Унтанпа пӗр ӗмӗр иртнӗ хыҫҫӑн пуш уйӑхӗн 24-мӗшне Туберкулезпа кӗрешмлели пӗтӗм тӗнчреи кун тесе йышӑннӑ. Салтак тӳмине элем вырӑнне йышӑнни ӳпке тасалӑхне пӗлтерет.
Уйӑхлӑх вӑхӑтӗнче республикӑн сывлӑх сыхлав учрежденийӗсенче Уҫӑ алӑксен кунне ирттереҫҫӗ. Туберкулезпа кӗрешекен диспансерта вӑл ӗнер пулнӑ та ӗнтӗ. Черетлӗ ҫав кун тепре пуш уйӑхӗн 28-мӗшӗнче, акан 4, 11, 18-мӗшӗсенче иртмелле. Диспансер Шупашкарти Пирогов урамӗнчи 4 ҫуртӑн «В» корпусра вырнаҫнӑ.
Акан 11-мӗшӗнче Канашри Люксембург урамӗнчи 29-мӗш ҫуртра тата Ҫӗнӗ Шупашкарти Силикат урамӗнчи 6-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ пульницӑсенче йышӑнӗҫ.
Паян ирхи 8 сехетрен пуҫласа 14 сехетчен «Туберкулез профилактики тата сиплевӗ» хӗрӳ лини те ӗҫленӗ.
Шӑматкун Республикӑри кардиодиспансерта Уҫӑ алӑксен кунӗ иртнӗ. Чӗре тухтӑрӗсем хӑйсен сывлӑхне тӗрӗслеттерес кӑмӑллӑ мӗнпур ҫынна пӑхнине пӗлтереҫҫӗ. Сӗнӳ-канашпа кӑна пулӑшман вӗсем, чӗрене электрокардиограмма туса тата ультрасасӑпа тӗрӗсленӗ. Юлашкинчен каланӑ меслетпе вӗсем юн тымарӗсене те пӑхнӑ.
Шурӑ халатлисем ҫынсене чире шала ярасран епле асӑрханмаллине, чирлисене епле сипленмеллине ӑнлантарнӑ. Юн пусӑмне килте виҫсех тӑмаллине те аса илтернӗ. Тӗрӗс апатланни, сывӑ пурнӑҫ йӑли-йӗркипе пурӑнни те пӗлтерӗшлӗ. Чӗрепе тата юн тымарӗсен чирӗпе аптӑракансен холестерин виҫине те тӗрӗслеттерме манмалла мар. Мӑнтӑрланни те сиен кӑна кӳнине шута илсен сивӗтмӗш енне сахалтарах туртӑнмалли куҫкӗрет.
Уҫӑ алӑксен кунӗнче 200-е яхӑн ҫынна йышӑннӑ.
Чӑваш Енӗн Аслӑ сучӗн пуҫиле ӗҫсене пӑхса тухакан коллегийӗ Республикӑри клиника пульницин тӗп тухтӑрӗн ҫумӗн Гульсина Мусалимован аппеляци ҫӑхавне тивӗҫтернӗ. Ун тӗлӗшпе маларах кӑларнӑ приговора пӑрахӑҫланӑ пуҫиле ӗҫе ҫӗнӗрен пӑхса тухма янӑ.
Чӑваш Енӗн Аслӑ сучӗн тӳрисем айӑпланакана суд вӑхӑтӗнче хӳтӗленме май пулман тесе йышӑннӑ иккен. Мусалимова, сӑмахран, почерк экспертизи тума ыйтнӑ. Анчах унчченхи суд ҫав ыйтӑва тивӗҫтермен-мӗн.
Мусалимова тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе прокуратурӑн халӗ ҫӗнӗрен пӑхса тухма тивӗ.
Мусалимована сӗтев илнӗ тесе пӗлтӗрхи чӳкӗн 5-мӗшӗнче Шупашкар хулин Калинин район сучӗ 8 ҫуллӑха тӗрмене хупмасӑр айӑплама тата 10 миллион тенкӗлӗх штрафлама йышӑннӑччӗ.
Глаукомӑпа кӗрешмелли пӗтӗм тӗнчери кунпа килӗшӳллӗн Шупашкарти пульницӑсенче уҫӑ алӑксен кунӗсем иртӗҫ. Унпа килӗшӳллӗн ҫынсем пуш уйӑхӗн 6-мӗшӗччен куҫри юн пусӑмне скрининг мелӗпе тӗрӗслеттерме пултарӗҫ.
Пациентсене Хулари 1-мӗш клиника пульницинчи сывлӑх центрӗнче (Трактор тӑвакансен проспекчӗ, 46-мӗш ҫурт), васкавлӑ медпулӑшу пульницин сывлӑх центрӗнче (Университет урамӗ, 24-мӗш ҫурт), Хулари П.М.Осипов ячӗллӗ 1-мӗш пульницинче (К.Иванов урамӗ, 14-мӗш ҫурт) йышӑнаҫҫӗ.
Пуш уйӑхӗн 5-6-мӗшӗсенче Республикӑри клиника офтальмологи пульницинче те (Ашмарин урамӗнчи 85-мӗш ҫурт) тӗрӗсленме пулать. ЧР Сывлӑх министерствин сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, асӑннӑ кунсенче ирхи 8 сехетрен пуҫласа 15 сехетчен тӗрӗсленме пулать. Уҫӑ алӑксен кунне глаукомӑна тупса палӑртас тӗллевпе ирттереҫҫӗ.
51-36-54 телефонпа шӑнкӑравласа ҫырӑнма, тӗплӗнрех ыйтса пӗлме пулать.
Улатӑр районӗнчи тӗп пульницӑра йыш хушӑннӑ. Унта нумаях пулмасть реаниматолог анестезиолог ӗҫе кӳлӗннӗ. Александр Николаевич Ревацкий — Украина ҫынни.
Унччен вӑл ҫак специалноҫпех Донецк облаҫӗнчи Харцызск хулинчи пульницӑра ӗҫленӗ. Александр Николаевич Раҫҫейре медицина тата фармацевтика ӗҫӗпе вӑй хумашкӑн ирӗк тата специалист сертификатне илнӗ.
Александр Ревацкий ҫынсене пулӑшма, хӑйӗнчен мӗн килнине тума шантарнӑ. Вӑл хӑйӗн ҫемйипе Улатӑра ҫулла килнӗ. Унӑн арӑмӗ те медицина ӗҫченӗ. Вӑл та специалист сертификатне илнӗ те Улатӑр районӗнчи тӗп пульницӑра ӗҫлет.
Украинӑран килнӗ тухтӑр Чӑвашра ҫак ӗҫре тӑрӑшнӑшӑн хӗпӗртет. Ку унӑн медицина ӗҫне малалла тӑсма май парать-ҫке-ха.
Унччен ачасене шкула ярас умӗн медтӗрӗслев витӗр кӑларнӑ. Халӗ ку йӑлана РФ Сывлӑх министерстви пӑрахӑҫланӑ. Унпа килӗшӳллӗн, специалистсен вӑрӑм списокӗ (педиатр, ача-пӑча уролог-андрологӗ, акушер-гинеколог, невролог, хирург, стоматолог, офтальмолог, психиатр) витӗр тухнине кӑтартмасан та юрать.
Ведомство чиновникӗсем палӑртнӑ тӑрӑх, ачине пульница тӑрӑх сӗтӗрсе ашшӗ-амӑшӗ вӑхӑт нумай ирттерет. Ара, кашни вӗренӳ ҫулталӑкӗ пуҫламӑшӗнче шкулта тата ача пахчинче медтӗрӗслев ирттереҫҫӗ-ҫке. Авӑн уйӑхӗ паҫланиччен пульницӑра кӗпӗрленни кирлех-и тесе шухӑшлаҫҫӗ чиновниксем.
Анчах ку ҫӗнӗлӗхӗ чылай тухтӑр ырламасть. Вӗсем диспансеризаци чир-чӗре иртерех тупса палӑртма май панине аса илтереҫҫӗ. Ҫав шутра — туберкулез та.
Ача-пӑча педиатрӗн Григорий Климовӑн шухӑшӗпе, фтизиатр патӗнче пулмаллах, унсӑрӑн шкула туберкулезпа чирлӗ ачасем кайма пултараҫҫӗ.
Шкул вӗрентекенӗсем те питех савӑнмаҫҫӗ куншӑн. Вӗсен шухӑшӗпе медтӗрӗслеве пӑрахӑҫламалла мар, справкӑсен вӑхӑтне ҫеҫ тӑсмалла. Тӗслӗхрен, виҫӗ уйӑхлӑха. Кун пек пульницӑсенче ҫынсем черетре кӗпӗрленмӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ.
| Абзалов Ринат Абзалович, биологи ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Владимир Николаевич, Чӑваш Республикин Вӗренӳпе ҫамрӑксен политикин министрӗ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |