Шупашкарта вырнаҫнӑ Травматологин, ортопедин тата эндопротезированин федераци центрӗ Раҫҫей правительствин пахалӑх премине тивӗҫнӗ. Ҫакӑн пирки калакан йышӑнӑва ҫӗршыв премьер-министрӗ Дмитрий Медведев алӑ пуснӑ.
Продукци тата пулӑшу кӳрессипе самай ҫитӗнӳ тунисене паракан ҫак премие кама уйӑрассине палӑртнӑ чух пахалӑх менеджменчӗн меслечӗсене тухӑҫлӑн пурнӑҫа кӗртнине те шута илеҫҫӗ. Травматологи центрӗсӗр пуҫне Шупашкарта тата 9 компани наградӑна тивӗҫнӗ.
Аса илтеретпӗр, ку премие РФ праивтельствин 1996 ҫулхи ака уйӑхӗн 12-мӗшӗнчи йышӑнӑвӗпе ҫирӗплетнӗ.
Паян, Аннесен кунӗ умӗн, ҪҪХПИ ӗҫченӗсем ҫамрӑк амӑшӗсене саламланӑ.
ЧР ШӖМӗн официаллӑ порталӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, пакунлисем Шупашкарта акци ирттернӗ. Вӗсем Пепкелӗх центрне ҫитсе ҫамрӑк амӑшӗсене саламланӑ, ҫемҫе теттесем парнеленӗ.
Пресс-служба пӗлтернӗ тӑрӑх, инспекторсем ҫамрӑк амӑшӗсене пульницӑран киле кӑларнӑ чухне ҫемҫе тетте тата тӗттӗмре ҫутатакан япала тыттарнӑ. Кунсӑр пуҫне полицейскисем ҫамрӑк хӗрарӑмсене ачасене транспортра илсе ҫӳремелли правилӑсемпе паллаштарнӑ, ятарлӑ ларкӑчсемпе усӑ курмаллине аса илтернӗ.
Чӑваш Енре пурӑнакансем пульницӑра сипленни мӗн хака ларни пирки пӗлсе тӑма пуҫлӗҫ. Сипленнӗ хыҫҫӑн вӗсене ҫакна кӑтартакан хут ҫырса парӗҫ.
Анчах хальлӗхе пур ҫӗрте те мар. Обязательнӑй медицина страхованийӗн федераци фончӗ сӗннипе ку проекта Раҫҫейӗн темиҫе субъектӗнче пурнӑҫа кӗртӗҫ.
Тухтӑр пулӑшӑвӗ мӗн хака ларни пирки Чӑваш Енре Республикӑри клиника, Республикӑри ача-пӑча клиника, Ҫӗнӗ Шупашкарти хула тата Канашри район пульницисенче пама тытӑннӑ.
Хак пирки ҫырнӑ справкӑсене тухтӑр патне кӗрсе тухнӑ, тӗрӗсленнӗ хыҫҫӑн шӑрҫалӗҫ. Ҫулталӑк вӗҫлениччен ҫӗнӗлӗх ытти сиплев учрежденине те ҫитмелле.
ЧР Сывлӑх министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, чӳк уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Республикӑри офтальмологи клиника пульницинче Уҫӑ алӑксен кунӗ иртӗ. Ӑна Пӗтӗм тӗнчери куҫ курманнисен кунне халаллӗҫ.
Ҫак кун кирек кам та куҫ епле курнине тӳлевсӗр тӗрӗслеме, офтальмолог тухтӑрпа канашлама пултарать.
Кунашкал акци Шупашкарта час-часах иртет. Ҫак пульницӑрах юпа уйӑхӗн 10-мӗшӗнче те ҫакӑн пек акци иртнӗ. Ун чухне ӑна Пӗтӗм тӗнчери куҫ ҫивӗчлӗхӗн кунне халалланӑ. Ҫак кун специалист патӗнче 50 яхӑн ҫын тӗрӗсленнӗ. Пациентсем рефрактометри, периметри, тонометри, биометри, ультрасасӑ витӗр тухнӑ.
Ҫапла майпа 11 ҫыннӑн гиперметропи пулни ҫиеле тухнӑ, тепӗр 11-шӗ миопипе чирлӗ. 9 ҫынӑнне катаракта тупса палӑртнӑ. Тепӗр 5 ҫыннӑн та чирӗ ҫиеле тухнӑ. Тухтӑрсем 12 ҫынна тӗплӗ калаҫмашкӑн чӗннӗ.
Чӳк уйӑхӗн 14-мӗшӗ — Пӗтӗм тӗнчери сахӑр диабечӗпе кӗрешмелли кун. Ӑна 1991 ҫулта Пӗтӗм тӗнчери диабет федерацийӗпе Пӗтӗм тӗнчери сывлӑх сыхлав организацийӗ йышӑннӑ.
Ку куна уяв тесе йышӑнмалла мар. Ӑна сахӑр диабечӗн хӑрушлӑхӗ пирки ҫынсене каласа кӑтартассине ӳстерес, чиртен асӑрхаттарас, ӑна аталанма парас мар, чирлисен пурнӑҫ пахалӑхӗпе пурнӑҫ тӑршшӗне ӳстерес тӗллевпе туса хунӑ.
Эрнекун Республикӑри эндокринологи диспансерӗ (вӑл Шупашкарти 139-мӗш Стрелоксен дивизи урамӗнчи 7-мӗш ҫурт) «Уҫӑ алӑксен кунне» ирттерет.
«Уҫӑ алӑксен кунӗ» ирхи 8 сехетре врачсен консультацийӗнчен пуҫланать. Йышӑнура эндокринолог, ача-пӑча эндокринологӗ, невролог, офтальмолог, акушер-гинеколог, эндокринолог-подиатр пулӗҫ. Вӗсем 12 сехетчен пырӗ. Глюкоза шайне пӗлме ирхи саккӑртан пуҫласа вуннӑччен 105-мӗш пӳлӗмре юн пама пултарӗҫ.
Кӑнтӑрла иртсен сахӑр диабечӗ пирки лекцисем вулӗҫ, викторина ирттерӗҫ.
Шупашкарти 1-мӗш клиника пульницин профпатологи центрӗн заведующийӗ пулнӑ хӗрарӑма суд 8 ҫуллӑха условлӑ майпа айӑплама йышӑннӑ. Тӗрӗслев вӑхӑтне ӑна 4 ҫуллӑха палӑртнӑ. Кунсӑр пуҫне тухтӑра 10 миллион тенкӗлӗх штрафлама йышӑннӑ. Кунсӑр пуҫне хӗрарӑмӑн сывлӑх сыхлав сферинче ертӳҫӗ пуканне 3 ҫул йышӑнма юрамӗ. Ҫакӑн пек кӑра айӑплава хӗрарӑм сӗтев илнӗшӗн, ҫав шутра хӑратса та, «тивӗҫнӗ».
Следстви комитечӗн республикӑри Следстви управленийӗ тата суд палӑртнӑ тӑрӑх, хӑйне пӑхӑнса тӑракансенчен хайхи хӗрарӑм 2009 ҫулхи утӑ уйӑхӗнченпе 2012 ҫулхи ҫурлаччен 630 пин тенкӗ ытла сӗтев илнӗ. Ҫав укҫана лешсем хавхалантармалли тӳлеврен уйӑрса тӑнӑ. Пама килӗшмесен тӳлеве памассипе хӑратнӑ пулать.
Суд приговорӗ хальлӗхе саккунлӑ вӑя кӗмен-ха. Айӑплавпа килӗшмесӗр кассаци ҫӑхавӗ ҫырмалли вӑхӑт — вунӑ кун.
Чӑваш Енре правӑна ытларах чух ӳсӗрле пӑсаҫҫӗ тесе пӗлтереҫҫӗ иккен йӗрке хуралҫисем. «Ӳсӗр преступленисен» шучӗ Раҫҫейре 29 процентпа танлашть пулсан, пирӗн патра ҫак кӑтарту 42 процент-мӗн. Ӳсӗрсене урӑлтармалли вырӑн уҫсан правӑна пӑсакансен шучӗ чакасса шанаҫҫӗ иккен полицейскисем.
Шупашкарти урӑлтаркӑча темиҫе ҫул каялла хупнӑ. Ку вӑл Раҫҫейри юхӑм пулчӗ-ха. «Киккирикне хӗртнисене» ун чухне пульницӑсене илсе кайса урӑлтарма йышӑнчӗҫ. Шурӑ халатлисем вара хӑйсем патне илсе пынӑ ӳсӗрсенчен 70 процентне тухтӑр пулӑшӑвӗ кирлӗ мар тесе ӗнентереҫҫӗ иккен. Хыпса лартнӑскерсем пульницӑра шавлаҫҫӗ, пульница йӗркине пӑсаҫҫӗ.
Ӳсӗрсене урӑлтармалли ятарлӑ вырӑн кирлине Чӑваш Енре тахҫанах палӑртаҫҫӗ имӗш. Ку ыйтӑва нумаях пулмасть Раҫҫей правительстви те хускатнӑ. Унта 100 пин ытла ҫын пурӑнакан хуласенче урӑлтаркӑчсем кирли пирки калаҫнӑ. Пирӗн патра ку енпе пӗрремӗш утӑма тунӑ та иккен. Урӑлтаркӑч евӗр усӑ курма ҫурт та тупса хунӑ. Вӑл — Шупашкарти Декабристсен урамӗнчи 2 хутлӑ ҫурт. Республикӑн Сывлӑх сыхлав тата социаллӑ аталану министерствине ҫавӑн валли штат йӗркелеме хушнӑ.
Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ ҫӗнӗрен те ҫӗнӗ акцисемпе проектсем пурнӑҫа кӗртме тӑрӑшать. Халӗ, акӑ, асӑннӑ учреждени Республикӑри психиатри пульницинче «Килте пӗччен» интерактивлӑ спектакль кӑтартнӑ. Ку вӑл — «Театрӑн васкавлӑ пулӑшӑвӗ» социаллӑ проектпа килӗшӳллӗн пулса пыракан ӗҫ. Ӑна вӑл пӗлтӗр пурнӑҫа кӗртме тытӑннӑ. Асӑннӑ проектпа килӗшӳллӗн лартнӑ спектакльсемпе артистсем пульницӑсене, ача-пӑча ҫурчӗсене, интернат-ҫуртсене, ҫулланнисем пурӑнакан ҫуртсене ҫитеҫҫӗ.
Спектакльти тӗп сӑнарсем — Пӗчӗк ачапа Карлсон. Астрид Линдгрен швед ҫыравҫин хайлавӗнчи ку сӑнарсене пӗлмен ҫын та ҫук-тӑр. Ҫамрӑксен театрӗ лартнӑ спектакльти персонажсем килте епле тытмаллине вӗрентеҫҫӗ, хӑйсемпе вӑййа та хутшӑнма чӗнеҫҫӗ.
Юратса пурнӑҫланӑ ӗҫе ачасем те, аслисем те кӑмӑлтан йышӑннине пӗлтереҫҫӗ. Вӗсем спектакле кӑмӑлтан пӑхнӑ иккен, кулмалла ҫӗрте ахӑлтатса кулнӑ, сӑнарсемшӗн пӑшӑрханмалла чух вӗсемпе хурланнӑ. Тухтӑрсем вара театра тав тунӑ, тата пырса ҫӳреме чӗннӗ.
Сӑнсем (3)
Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Ҫӗнӗ Атикасси ялӗнче паян фельдшерпа акушер пункчӗ уҫлнӑ.
Ял халӑхне ҫав ятпа саламлама тӗрлӗ шайри тӳре-шара пырса ҫитнӗ: Чӑваш Патшалӑх Канашӗн депутачӗсем Николай Малов тата Валерий Павлов, Тӗрӗслевпе шутлав палатин ертӳҫи Татьяна Минина. Тата район ертӳҫисем. Вырӑнти ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Юрий Чертов тата районти тӗп пульницӑн тӗп тухтӑрӗ Иван Игнатьев та кун пек пулӑмран юлман паллах.
Ҫӗнӗ тухтӑр ҫуртӗнче мӗнпур услови туса панӑ, ҫутӑ тата газ кӗртсе панисӗр пуҫне шыв патне те урама тухмалла мар. Кун пек фельдшерпа акушер пунктӗнче чылай процедурӑна ирттерме пулать. Эмел тавраш те унта илме май килӗ.
Сӑнсем (31)
Чӑваш Енре ҫынсем паллӑ мар наркотикпе сиенленни пирки эпир пӗлтернӗччӗ. Усал япала тӗрлӗ региона пырса тивнӗ. Тухтӑрсем патне ытларах чух ҫамрӑксем лекеҫҫӗ иккен.
Аса илтеретпӗр, ҫав хатӗр наркотиксен йышне унччен кӗмен пулнӑ.
Чӑваш Енӗн тӗп наркологӗ Ирина Булыгина каланӑ тӑрӑх, темӗнле япалапа сиенленнисем пирӗн патра чи малтан авӑн уйӑхӗн 25-мӗшӗнче пульницӑна лекнӗ. Кайран вӗсен йышӗ ӳссе пынӑ. Ҫак темиҫе кунта тӗрлӗ япалапа наркӑмӑшланнисем пирки шур халатлисене 46 хутчен чӗнсе илнӗ, ҫав шутран 20 хутӗнче вӗсем пӗр пекрех асапланнӑ, тепӗр майлӑ каласан, паллӑ мар япалапа сиенленнӗ пек туйӑннӑ.
Бусыгина ӗнентернӗ тӑрӑх, наркотикпе сиенленессине чарас тата унпа наркӑмӑшланнисене сиплес тесе яваплӑ тытӑмсем, Шалти ӗҫсен министерстви, наркотиксемпе кӗрешекенсем, тухтӑрсем пурте пӗр шухӑшлӑн кар тӑнӑ. Ҫавӑнпах халӗ тухтӑрсем патне ҫав сӑлтавпа лекекенсен йышӗ чакма пуҫланӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ.
| Абзалов Ринат Абзалович, биологи ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Владимир Николаевич, Чӑваш Республикин Вӗренӳпе ҫамрӑксен политикин министрӗ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |