Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ ҫӗнӗрен те ҫӗнӗ акцисемпе проектсем пурнӑҫа кӗртме тӑрӑшать. Халӗ, акӑ, асӑннӑ учреждени Республикӑри психиатри пульницинче «Килте пӗччен» интерактивлӑ спектакль кӑтартнӑ. Ку вӑл — «Театрӑн васкавлӑ пулӑшӑвӗ» социаллӑ проектпа килӗшӳллӗн пулса пыракан ӗҫ. Ӑна вӑл пӗлтӗр пурнӑҫа кӗртме тытӑннӑ. Асӑннӑ проектпа килӗшӳллӗн лартнӑ спектакльсемпе артистсем пульницӑсене, ача-пӑча ҫурчӗсене, интернат-ҫуртсене, ҫулланнисем пурӑнакан ҫуртсене ҫитеҫҫӗ.
Спектакльти тӗп сӑнарсем — Пӗчӗк ачапа Карлсон. Астрид Линдгрен швед ҫыравҫин хайлавӗнчи ку сӑнарсене пӗлмен ҫын та ҫук-тӑр. Ҫамрӑксен театрӗ лартнӑ спектакльти персонажсем килте епле тытмаллине вӗрентеҫҫӗ, хӑйсемпе вӑййа та хутшӑнма чӗнеҫҫӗ.
Юратса пурнӑҫланӑ ӗҫе ачасем те, аслисем те кӑмӑлтан йышӑннине пӗлтереҫҫӗ. Вӗсем спектакле кӑмӑлтан пӑхнӑ иккен, кулмалла ҫӗрте ахӑлтатса кулнӑ, сӑнарсемшӗн пӑшӑрханмалла чух вӗсемпе хурланнӑ. Тухтӑрсем вара театра тав тунӑ, тата пырса ҫӳреме чӗннӗ.
Сӑнсем (3)