Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.3 °C
Пӗр хулӑ хуҫӑлать, пин хулӑ хуҫӑлмасть.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Сывлӑх: Вӑйлӑ хакланнӑ теме иртерех

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Вера Эверкки 29.10.2013 19:31 | 1190 хут пӑхнӑ
Сывлӑх

Нумаях пулмасть республикӑн сывлӑх сыхлавӗн министрӗ Алла Самойловӑпа иртнӗ брифингра хаксем пирки ыйту хускатнӑ. «Тӳлевлӗ медицина пулӑшӑвӗ кӳресси вӑйлӑ хакланнӑ теме иртерех», — тенӗ унта Алла Самойлова.

Иртнӗ ҫулхи раштаврипе танлаштарсан иртнӗ уйӑхра массаж хакӗ унчченхинчен 54,4 процент чухлӗ хакланса кайнӑ. Шӑл кӑларма та йӳнӗ мар — асӑннӑ тапхӑртинчен халӗ 42,3 процент ытларах кӑларса хума тивет. Физиотерапи процедурисемшӗн унчченхинчен чӗрӗк процент таран нумайрах тӑкакланмалла, вар-хырӑма ультрасасӑпа тӗрӗслеттерес тесен 32 процент ытларах ыйтаҫҫӗ. Специалистсем патне малтанхи йышӑнӑва каяс тесен кӗсье ҫӳхе пулмалла мар — хаксем 14,5 процент хӑпарнӑ, пӗтӗмӗшле юн анализне пӗлес тесен 11,8 процент хаклӑрах тӳлемелле.

Тӳлевлӗ медицина пулӑшӑвӗ кӳрессин хакӗ хӑпарнӑ пулин те, Чӑваш Енӗн сывлӑх сыхлав министрӗ каланӑ тӑрӑх, вӑл Атӑлҫи федераци округӗнче чи йӳннисенчен пӗри-мӗн. Кунсӑр пуҫне Алла Самойлова ытти регионта юлашки 5–6 ҫул хушшинче хаксене пӗрре кӑна мар ӳстернине, пирӗн патра юлашки вунӑ ҫулта пӗр пек тӑнине ӗнентернӗ.

Сӑмаха ҫирӗплетме уйрӑм процедурӑсен хакӗсене илсе кӑтартнӑ. Сӑмахран, массаж 60 тенкӗ тӑнӑ, халӗ ӑна 90 тенке ҫитернӗ. Хак пӗрре-виҫҫӗмӗш пайӗ чухлӗ хӑпарнӑ пулин те пирӗн республикӑра массаж тутарма Атӑлҫи тӑрӑхӗнчинчен чи йӳнни-мӗн. Чулхула облаҫӗнчех, сӑмах май, уншӑн кӗсьене 272,6 тенкӗ чухлӗ ҫӳхетмелле иккен. Юнӑн пӑтӗмӗшле анализне пӗлес тесен те, специалитсем патне малтанхи хут лекес тесен те пирӗн патра чи йӳнни иккен.

Тӳлевлӗ пулӑшупа усӑ куракансем пирӗн республикӑра сахаллине те палӑртса хӑварнӑ. Патшалӑх пульницисене пыракансенчен 5 проценчӗ кӑна тӳлевлӗ майпа тӗрӗсленет е сипленет иккен. Асӑннӑ учрежденисенче укҫа кӑларса хунинчен чылай пайӗ, 60 проценчӗ, шӑл юсаттарассипе ҫыхӑннӑ.

#сывлӑх, #хаксем, #пульницасем

 

Комментари:

Г.Зотова // 1525.69.1681
2013.10.29 22:17
"Чирлесе курман çын çеç хаксем пысăк мар", - тесе калать.Шупашкарта больницăна пыратăн, калăпăр, санăн сывлăхна тĕрĕслеттермеллех. Кабинета талон çук. Укçалла, тархасшăн, тӳлевсĕррине вара пĕр-ик уйăхах кĕтмелле. Çул укçи йӳнĕ мар, çав укçа çавах тухса каять тесе, укçа тӳлесех кĕме тивет. Пур енлĕ тĕрĕсленме пулать ĕнтĕ халь, укçу кăна пултăр. Больницăна халĕ хăвăнпа пĕрле эмел чиксе пырас çук, тесе савăнтарчĕç-ха,вăл та лайăх.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем