Шупашкарти Мускав районӗн сучӗ Раҫҫей Федерацийӗн Геройне Евгений Борисова «Астармӑш вӑйӑсем йӗркеленӗшӗн тата ирттернӗшӗн», «Сӗтев панӑшӑн» статьясемпе килӗшӳллӗн айӑпланине Чӑваш халӑх сайчӗ кӑҫалхи ака уйӑхӗнче пӗлтернӗччӗ.
Аса илтеретпӗр, суд сакки ҫине лекнӗ ултӑ ҫын лекнӗ. Айӑпланнисенчен пӗрине, Евгений Борисова, 6 ҫул ҫурӑллӑха ҫирӗп режимлӑ колоние ӑсатнӑ. Тӳре унран Герой ятне те туртса илме йышӑннӑ. Евгений Борисова Раҫҫей Геройӗн ятне 2000 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Ҫурҫӗр Кавказра паттӑрлӑх кӑтартнӑшӑн панӑ.
Нумаях пулмасть Шупашкарти Мускав районӗ прокурорӗ Евгений Борисова Герой ятне тавӑрса пама ыйтса Чӑваш Енӗн Верховнӑй судне тухнӑ. Паянхи суд ларӑвӗнче Евгений Борисова наградӑна тавӑрса памалла мар йышӑну кӑларнӑ.
Канаш районӗнчи ачасемпе ҫамрӑксен приючӗ йӳнӗ путевка илме тивӗҫ мар ачанах ун пеккине тыттарнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Пӑтӑрмаха вӑл тӑрӑхри прокуратура асӑрханӑ. Тӗрӗслев хыҫҫӑн йӗрке хуралҫисем пуҫиле ӗҫ те пуҫарнӑ.
Чӑваш Енӗн Ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министерствине пӑхӑнса тӑракан приют ҫӑмӑллӑхлӑ путевка панӑ ачасенчен пӗри асӑннӑ учреждени ертӳҫин тӑванӗ пулнӑ иккен. Йӗрке тӑрӑх ӑна йывӑр лару-тӑрӑва лекнӗ ҫемьесенчи ачасене кӑна памалла. Асӑннӑ ача ун пек йыша кӗнине ҫирӗплетсе паракан хутсем пулман. Пуҫлӑх тӑванӗн ачи ҫуллахи лагерьте приют шучӗпе 21 кун каннӑ, путевка хакне 5 процент кӑна тӳлеттернӗ.
Пӑтӑрмахлӑ лару-тӑрӑва халӗ малалла тӗпчеҫҫӗ, пуҫиле ӗҫе ҫирӗплетсе пама май килсен суда ярса парӗҫ.
Вӑрмар районӗнчи прокуратура вӑл тӑрӑхра пассажирсене турттаракансенчен пӗрне тӗрӗсленӗ те ку енӗпе кӑлтӑк тупса палӑртнӑ.
Н.М. Иванов хушаматлӑ уйрӑм усламҫӑ пассажирсене турттарасси ҫинчен калакан саккуна пӑснӑ. Ятарласах мар пулӗ те, анчах саккуна пӗлменни яваплӑхран хӑтармасть тесе ахальтен каламан ҫав.
Транспортра вырӑнсен номерӗсене кӑтартмалли, ҫулӑма сӳнтерекен хатӗр ӑҫтине ҫырса хумалла, пассажирсене кам турттарнине, водитель ятне кӑтартмалла. Н.М. Иванов транспортӗнче кун пек пӗр пӗлтерӳ те пулман. Прокуратура тӗрӗслевӗ ытти хӑш-пӗр кӑлтӑка та асӑрханӑ.
Йӗркене пӑснӑ усламҫӑна республикӑн Арбитраж сучӗ Раҫҫей Федерацийӗн Административлӑ право пӑсни ҫинчен калакан кодексӑн 14.1 статйин 3-мӗш пайӗпе айӑпласа 3,5 пин тенкӗлӗх штрафланӑ.
РФ Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗн тӗпчевҫисем Шупашкарти ваккат тата унпа пурӑнакан арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫсем пуҫарнине эпир унччен пӗлтернӗччӗ. Халӗ ҫав ҫынсем пирки республика прокуратури айӑплава ҫирӗплетсе суда ярса панӑ.
Аса илтеретпӗр, 45 арҫын тата унпа пурӑнакан, унран икӗ ҫул кӗҫӗнрех хӗрарӑм Федерацин хӑрушсӑрлӑх службин ӗҫченне сӗтев сӗннӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Хӗрарӑм ваккат пулса ӗҫленӗ-мӗн, арҫынӗ официаллӑ майпа ниҫта та тар тӑкман. 43-ри ваккат вӑйӑ бизнесне саккунлӑ мар майпа тытса тӑракан ҫынна хӳтӗлеме килӗшнӗ. Хӑй хӳтӗлесе пӗтереймессе ӑнланнипе-ши, унпа пӗрле пурӑнакан арҫын Федерацин хӑрушсӑрлӑх службинче тӑрӑшакана пуҫиле ӗҫе чарса лартма пулӑштӑр тесе 500 пин тенкӗ пама пулнӑ. Пуш уйӑхӗн 11-мӗшӗнче хӗрарӑм-ваккат банксенчен пӗрин ячейкине 495 пин тенкӗ кайса хунӑ та унӑн уҫҫине хӑрушсӑрлӑх органӗн ӗҫченне тыттарнӑ.
Шупашкар районӗнчи Ленин ячӗллӗ ял хуҫалӑх кооперативӗнче ҫынсене ҫӗршывра ҫирӗплетнӗ чи пӗчӗк шалуран, 7500 тенкӗрен те, сахалтарах тӳленӗ.
Пӑтӑрмаха Шупашкар районӗнчи прокуратура ӗҫ укҫине епле тӳленине тӗрӗсленӗ чухне асӑрханӑ. Кунсӑр пуҫне Апашри хуҫалӑхра (Ленин ячӗллӗ ял хуҫалӑх производство кооперативӗн кантурӗ унта вырнаҫнӑ) ӗҫ укҫипе те вӑхӑтра татӑлма васкамаҫҫӗ иккен.
Ӗҫ саккунне пӑснӑ хуҫалӑх ертӳҫи тӗлӗшпе прокуратура административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Материала республика Ӗҫ инспекцийӗ пӑхса тухнӑ хыҫҫӑн директора 5 пин тенкӗлӗх штрафланӑ.
Сӑмах май каласан, асӑннӑ районти панкрута тухас патне ҫитнӗ «Чӑваш бройлерӗ» чӑх-чӗп хапрӑкӗнче те ҫынсене вӑхӑтра шалу тӳлемеҫҫӗ.
Тӗрмере хӗнени пирки калаҫҫӗ-ха, анчах унта ӗҫлекенсен тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнине йӑпӑр-япӑр илтеймӗн. Юсанмалли 1-мӗш колонире ӗҫлекен 33 ҫулти арҫын тӗлӗшпе вара хальхи вӑхӑтра тӗпчев пырать. Ҫав ҫынна кӑҫалхи ҫурла уйӑхӗн вӗҫӗнче тӗрмере ларакана хӗненӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ. «Патак ҫиекеннине» вӑрланишӗн тата наркотикшӑн ҫулталӑк каялла айӑпланӑ. Ӑна 3 ҫул та 7 уйӑх хупса усрамалла тунӑ.
Тӗрмере ӗҫлекенпе ларакан хушшинче мӗне пула пӑтӑрмах сиксе тухнине РФ Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗ каламан.
Колонире ӗҫлекенӗн айӑпне следстви тата суд ҫирӗплетсе парсан ҫавскере ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курнӑшӑн, алӑ ҫӗкленӗшӗн 3 ҫултан пуҫласа 10 ҫул таран ним мар хупма пултараҫҫӗ. Пуҫиле ӗҫе прокуратура органӗсем тӑратнӑ материал тӑрӑх пуҫарнӑ.
Патӑрьел районӗнчи хӑш-пӗр организацире, ҫав шутра «Дуслык» (тутарларан чӑвашла куҫарсан ку сӑмах туслӑх тенине пӗлтерет) ял хуҫалӑх кооперативӗнче те, ӗҫ саккунӗпе туслах маррине унти прокуратура асӑрханӑ.
А.Ж. Халилов хушаматлӑ уйрӑм усламҫӑ ӗҫе ют ҫӗршыв ҫыннисене илнӗ. Анчах вӗсене хӑй патӗнче тар тӑктарни пирки ҫав ҫын хут ҫырса аппаланман. Ӗҫ укҫине те уйӑхра икӗ хутчен тӳлемен — «кӗмӗле» пӗрре кӑна тыттарса пурӑннӑ.
Маларах асӑннӑ «Дуслык» та ӗҫ саккунӗпе туслӑ мар. Унта тӑрӑшакансене шалу мӗнрен тӑнине хутпа ҫырса паллаштарман, расчет хучӗсене те ҫынсене паман. Унсӑр пуҫне ӗҫ укҫипе хуҫалӑх 125 пин тенкӗ ытла парӑм пухса янӑ.
Саккуна пӑснӑшӑн прокуратура административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Ун тӑрӑх республикӑн Ӗҫ инспекцийӗ усламҫӑна 4 пин тенкӗлӗх штрафланӑ, ял хуҫалӑх кооперативӗн ертӳҫине — 3 пинлӗх.
Тӑвай районӗнчи пӗр ялта пурӑнакан 34 ҫулти арҫын кӳрше каҫса пӑшалпа хӑратнӑ. Чӗнмен хӑна пускил хӗрарӑмӗ патне вӑл унӑн ашшӗне начар пӑхать тесе вӗҫтерсе ҫитнӗ.
Кил хуҫин хӗрӗ ӳсӗр кӳршине хапӑл пулман — тухса тасалма ыйтнӑ. Тарӑхнӑ арҫын кӗсйинчен пневматика пӑшалӗ туртса кӑларнӑ та хапӑл мар пускиле хӑвалама тытӑннӑ. Хӑраса ӳкнӗ ҫамрӑк хӗрарӑм пӳлӗмсенчен пӗрне кӗрсе пытаннӑ. Хӑранипе вӑл: «Ан вӗлер», — тесе куҫҫуль витӗр тархасласа ыйтнӑ. Шӑв-шава илтсе ача та вӑраннӑ, вӑл та йӗме тытӑннӑ. Ҫавна кура арҫын лӑпланса тухса утнӑ.
Вӗлерессипе хӑратса ҫӳренӗ арҫын пирки йӗрке хуралҫисене пӗлтернӗ. «Ку пӑтӑрмаха ҫывӑх вӑхӑтра судра пӑхса тухмалла», — тесе пӗлтерчӗ Тӑвай район прокурорӗ Оксана Ястребова.
Тӑвай районӗнчи 1-мӗш мировой суд участокӗ пӗрле пурӑнакан хӗрарӑма апат ӑшӑтса паманшӑн хӗненӗ арҫын ӗҫне пӑхса тухнӑ.
Асӑннӑ район прокурорӗ Оксана Ястребова пӗлтернӗ тӑрӑх, 34 ҫулти вайпиттине РФ Пуҫиле кодексӗн 116-мӗш статйипе айӑпланӑ.
Пӑтӑрмахӗ кӑҫалхи ҫурла уйӑхӗн 8-мӗшӗнче пулса иртнӗ. Вӑл кун ирпе арҫын хӑйӗн пӗр тӑванӗ патӗнче эрех ӗҫнӗ. Киле таврӑнсан хайхи пӗрле пурӑнакан хӗрарӑма апат ӑшӑтса пама ыйтнӑ. Лешӗ кутӑнлашнине кура пуҫӗнчен чышкӑпа шӑлса панӑ. Хӗрарӑм тарма тӑни те пулӑшман — килхушшинче хӑваласа ҫитнӗ те тапса пӗтернӗ.
Судра арҫын текех алӑ ҫӗклемессине шантарнӑ-ха. Ҫапах та тӳре те, хӗрарӑм та алли ҫӳлте этеме каҫарман. Чунтан ӳкӗннине кура ун тӗлӗшпе суд 120 сехет ӗҫлеттермелле йышӑну кӑларнӑ.
Шупашкар районӗнче вырнаҫнӑ «Жемчужина Чувашии» (чӑв. Чӑваш Енӗн ахах пӗрчийӗ) тулли мар яваплӑ общество ӗҫ сыхлавӗн йӗркине пӑснӑ.
Шупашкар район прокурорӗ Зелфинас Карама пӗлтернӗ тӑрӑх, санаторипе сиплев комплексӗнче РФ Ӗҫ кодексне пӑснӑ.
Ҫынпа ӗҫ килӗшӗвне татасси пирки пуҫлӑх приказ кӑлармалла, унпа ҫынна алӑ пустарсах паллаштармалла. «Чӑваш Енӗн ахах пӗрчинче» тӑрӑшнӑ Е.И. Терентьева ятлӑ ӗҫчен нимле хут та курман, алӑ та пусман.
Асӑннӑ обществӑра прокуратура ӗҫченӗсем тепӗр кӑлтӑк та тупса палӑртнӑ: ӗҫ укҫине хӑҫан тӳлессине ӗҫ килӗшӗвӗнче кӑтартман. Ӗҫ условине палӑртманнине те асӑрханӑ.
Ӗҫ кодексне пӑсакан тӗп директора, Е.Н. Семенована, тата обществӑна хӑйне административлӑ майпа явап тыттарма йышӑннӑ: пуҫлӑха 10 тенкӗлӗх штрафланӑ, предприятие — 35 пин тенкӗлӗх.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |