Елчӗк район прокуратури чиновниксене ҫирӗп хушу панӑ: ҫӳп-ҫап куписене пӗтермелле. Ку икӗ ял тӑрӑхне пырса тивет.
Елчӗк район прокуратури нумаях пулмасть тӗрӗслев ирттернӗ. Шӑпах ун чухне районти икӗ ял тӑрӑхӗнче ирӗк паман ҫӳп-ҫап куписене тупса палӑртнӑ. Ҫавна май ял тӑрӑхӗсен пуҫлӑхӗсем тӗлӗшпе административлӑ йӗркене пӑснӑ тесе ӗҫ пуҫарнӑ.
ЧР прокуратурин пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, икӗ ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхне штраф панӑ. Ӗҫе суд пӑхса тухнӑ. Вӑл прокурор ыйтнине тивӗҫтернӗ. Халӗ ҫав пуҫлӑхсен санкцилемен ҫӳп-ҫап куписене пӗтерме тиветех.
Ҫӗнӗ Шупашкар прокуратури вӗренӳ тытӑмӗнче йӗркене пӑснине тупса палӑртнӑ. Ҫул ҫитмен ача хулари пӗр шкулта вӗреннӗ. Анчах вӑл шкула ҫӳреме пӑрахнине пӗлӳ ҫурчӗн администрацийӗ ниҫта та пӗлтермен.
Ача ҫав шкулта пуҫламӑш классенчен вӗренсе тухнӑ. Шкул администрацийӗ ача асламӑшӗпе пурӑннине, унӑн ашшӗ-амӑшӗ тепӗр хулара ӗҫленине пӗлнӗ.
Прокуратура пӗлтернӗ тӑрӑх, 2013 ҫулта ашшӗ-амӑшӗ ывӑлне тата унӑн докуменчӗсене шкултан тепӗр хулана илсе кайнӑ. Анчах 2 ҫул вӗсем ачине шкула вырнаҫтарман. Асламӑшӗ саккунлӑ представитель те мар. Ача вара унпа пурӑннӑ, шкула ҫӳремен. Шкул администрацийӗ ҫакна пӗлсе кун пирки опекӑпа попечительлӗх органне пӗлтермен.
Ҫӗнӗ Шупашкар прокуратури шкул директорӗ тӗлӗшпе представлени ҫырнӑ, йӑнӑша тӳрлетме ыйтнӑ.
«Ирӗклӗх» пӗрлӗхе чӑвашла хурав паманни пирки эпир унччен пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер, ун чухне вӗсем тӳре-шарасем патне чарӑну вырӑнӗ пек усӑ куракан суту-илӳ павильонӗсем ҫине чарӑну ячӗсене вырӑсла кӑна ҫырса хуни килӗшменрен ҫыру шӑрҫаланӑччӗ. Ӑна вара чӑвашла ҫырнӑ пулнӑ. Тӳре-шара та чӑвашлах хуравламалла пулнӑ. Кӑна «Чӑваш Республикинчи чӗлхесем ҫинчен» саккунӑн 11 статьи ыйтать. Анчах та чӑвашла ҫырма техника майӗсем ҫук тесе прокуратура ун чухне вырӑсла хурав ҫитернӗ.
«Ирӗклӗх» пӗрлӗх саккуна пӑсни пирки тепӗр ҫыру ҫырнӑ. Халь вара ҫав ыйтупа хурав килнӗ. Ленин район прокуратурине республика прокуратуринчен сӑмах тивнӗ иккен — хӑйсен ӗҫӗ-хӗлне тӗрӗс йӗркелесе пыманнишӗн вӗсене ятланӑ. Малашне хут ӗҫӗсене саккуна пӑхӑнса туса пыма каланӑ тата хут ҫаврӑнӑшӗ мӗнле пынине тимлӗн пӑхса тӑма хушнӑ. Ҫак ӗҫе пуҫарни пирки «Ирӗклӗхе» республика прокуратури хуравласа каласа панӑ та.
Тутарстанри Кайпӑҫ районӗнче пурӑнакан 44-ри арҫынна ют пурлӑха вӑрланӑшӑн айӑпланӑ. Кун пирки Тӑвай район прокурорӗ Оксана Ястребова пӗлтерет.
Вӑйпитти уйран утӑ вӑрласа Чутай районӗнчи «Чутей» ял хуҫалӑх кооперативне 5 пин те 600 тенкӗлӗх сӑтӑр кӳнӗ.
Пӗр кунхине ҫав арҫын хире машинӑпа икӗ хутчен вӗҫтерсе ҫитнӗ: малтанах тӑватӑ рулон, кайран тата тепӗр виҫҫӗ тиесе кайнӑ. Анчах уй куҫлӑ та вӑрман хӑлхаллӑ теҫҫӗ. Рулона куҫ хывнӑ ҫыннӑн урапине хуҫалӑх ӗҫченӗсем асӑрханӑ та часрах йӗрке хуралҫисене систернӗ.
Выльӑх-чӗрлӗх валли апат хатӗрлесшӗн ҫунакан арҫын утта туянас тесе хуҫалӑх кантурне те кайнине пӗлтернӗ. Никам пулман пирки ку ыйтӑва унӑн уҫӑмлатма май килмен-мӗн. Вара вӑл вӑрлас шухӑш патне ҫитсе тухнӑ.
Арҫын судра айӑпа йышӑннӑ, куляннине пӗлтернӗ. Суд ӑна 10 пин тенкӗлӗх штрафлама йышӑннӑ.
Нумаях пулмасть Канаш районӗнчи Шӑхасанти психиатри пульницине тӗрӗсленӗ. Йӗркене пӑснӑ чылай тӗслӗх ҫиеле тухнӑ.
Шӑхасанти психиатри пульницине ҫынсен правине хӳтӗлекен уполномоченнӑйӑн пулӑшуҫи Сергей Тихонов комиссипе пӗрле тӗрӗсленӗ. Тӗрӗссипе, ҫав пульницӑра 2014 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнчех йӗркене пӑснине тупса палӑртнӑ. Вӗсене пӗтернӗ-и? Комисси ҫакна та тӗрӗсленӗ.
Пульницӑра ҫуртӑн пайӗ япӑх лару-тӑрура-мӗн. Канализаци те, тасатакан сооружени те ҫук. Кунсӑр пуҫне пульницӑра чирлисене вырнаҫтарма пӳлӗмсем ҫителӗксӗр. Ҫавна май чирлисене коридорта кравать лартса вырттарнӑ. Тӑванӗсемпе курнӑҫмалли пӳлӗм вара — апатланмалли зал.
Пульница уйрӑмӗсенче механика вентиляцийӗ, видесӑнав те ҫук. Уҫӑлса ҫӳремелли картише те хӑтлӑлатман.
Ведомство пӗлтернӗ тӑрӑх, пациентсемпе сиплевпе ӗҫ терапине ирттермешкӗн укҫа-тенкӗ сахал-мӗн. Тумбочка та ҫителӗксӗр, ҫавна май пӳлӗмсенче «казарма» пекех.
Тӗрӗслев пӗтӗмлетӗвне прокуратурӑна ярса панӑ.
Шупашкар районӗнче пурӑнакан пӗр хӗрарӑм упӑшкине вӗрекен шывпа сапнӑ. Тӗпчевҫӗсем пӗлтерни тӑрӑх хакласан ку пӑтӑрмах хӗрсе кайнӑ самантра ӑнсӑртран сиксе тухнӑ темелле мар.
Ҫу уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, ҫурҫӗр ҫитеспе, ҫемьере харкашу сиксе тухнӑ. Кайран арҫын ҫывӑрса кайнӑ. Тарӑхнӑ арӑмӑн, вӑл хӑй ӳсӗр пулнӑ, ыйхи вӗҫсе кайнӑ курӑнать. Вӑл 15 литр кӗрекен савӑтпа шыв ятарласа вӗретнӗ тесе пӗлтереҫҫӗ тӗпчевҫӗсем. Ҫав шывпа 49 ҫулти хӗрарӑм хуп турттаракан упӑшкине пырса сапнӑ та.
Арҫыннӑн кӗлетки 75 процент таран пиҫсе кайнӑ. Кӗлеткин 40 проценчӗ уйрӑмах сиенленнӗ.
Ҫынна ятарласа йывӑр сиен кӳнӗ фактпа пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ӑна Шупашкар район прокуратури нумаях пулмасть ҫирӗплетсе суда ярса панӑ.
Чӑваш Енри 14 ҫынна патшалӑх хӳтӗлет. Кун пирки Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствин пресс-служби хыпарлать.
Патшалӑх хӳтлӗхӗ кирлисене пулӑшу кӳрекен подразделени асӑннӑ министерствӑра 2008 ҫулхи юпа уйӑхӗнченпе ӗҫлет. Уйрӑм епле тимленине ведомствӑсен хушшинчи ӗҫ ушкӑнӗн паянхи ларӑвӗнче сӳтсе явнӑ. Ӗҫ ушкӑнӗ пирки каласан, унта прокуратурӑра, Следстви комитечӗнче, Федерацин миграци службинче, Федерацин суд приставӗсен службинче тата республикӑн Аслӑ судӗнче тӑрӑшакансем кӗреҫҫӗ.
Патшалӑх хӳтлӗхӗ кирлисене пулӑшу кӳрекен подразделени тӳресене, правӑна сыхлакан органсенче вӑй хуракансене, преступление пула шар курнисене, кӳнтеленсене тата пуҫиле суд производствине явӑҫтарнӑ ытти ҫынна, вӗсен тӑванӗсене, ҫывӑх ҫыннисене хӳтӗлет.
Чӑваш Енӗн прокуратури нумаях пулмасть Улатӑр районӗнчи пӗр кинемее хӳтӗленӗ. 82 ҫулти ҫав ватӑ вӑрҫӑра вилнӗ салтак арӑмӗсене те хваттер парасси пирки илтнӗ те саккунта калакан ҫав ирӗкпе усӑ курас тенӗ. Анчах тӳре-шара унӑн упӑшки вӑрҫа хутшӑнни пирки аптӑранӑ, ҫавна ӗнентерекен фактсем ҫук тесе салтак арӑмне пулӑшма килӗшмен.
Аптӑранӑ ватӑ прокуратурӑна кайнӑ. Унта вӑл Улатӑр хулипе Улатӑр район администрацийӗн халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен пайӗ ватта ҫурт туянма е тума пӗр хут паракан укҫа тӳлевне парас мар тесе йышӑнни пирки евитленӗ. Прокурорсем тӗрӗсленӗ те, кинемейӗн упӑшки Украинӑра националистсене пӗтерес тесе 1944 ҫултан тытӑнса 1951 ҫулччен пулнине палӑртнӑ. Кинемее укҫа пама хистекен тавӑҫпа прокуратура район судне тухнӑ.
Пӑрачкав районӗнче почтальон тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫе асӑннӑ район прокурорӗ суда ярса панӑ.
Асӑннӑ районти Мишуковӑри ҫыхӑну уйрӑмӗнче ӗҫлекен 51 ҫулти хӗрарӑм-почтальон ют ҫырӑва уҫса унти кредит краттине кӑларса илнӗ, ӑна активизацилесе ют ҫын укҫипе усӑ курса пурӑннӑ. Анчах укҫана вӑл кредит картти ҫине каялла хурса пыман. Карттӑн хуҫи ячӗпе банкран кредита тавӑрса пама ыйтса ҫыру килме тытӑннӑ. Вӑл 128 пин тенкӗ парӑма кӗрсе кайнӑ тесе пӗлтернӗ кредит учрежденийӗ. Аптӑранӑ хӗрарӑм правӑна сыхлакан органсенчен пулӑшу ыйтнӑ, хӑй нимле кредит та илменнине, картта таврашне куҫпа та курманнине ӗнентернӗ вӑл.
Ют ҫын ҫырӑвне уҫнӑ хӗрарӑм тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӗн виҫӗ статйипе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Унӑн ют ҫырӑва тӗкӗннӗшӗн тата тӳлев карттипе усӑ курса улталанӑшӑн явап тытма тивӗ.
Шупашкарта икӗ ваккат йӗркене пӑснӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Вӗсем тӗлӗшпе РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн ертӳҫи пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Арҫынпа хӗрарӑм пӗрле калаҫса татӑлса ушкӑнпа улталанӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ.
Тӗпчевҫӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, пӗлтӗрхи юпа уйӑхӗнчен пуҫласа раштавччен арҫын-ваккат хӑйӗн пулӑшуҫине, хӗрарӑма, ҫынна тӳлевсӗр юрист пулӑшӑвӗ кӳни пирки суя хутсем хатӗрлеме хушнӑ. (Сӑмах май, паянхи кун тӗлне илсен, пулӑшуҫӑ-хӗрарӑм хӑй те ваккат статусне илме ӗлкӗрнӗ). Хута ӗненсен, ваккат 52 ҫулти Шупашкарта пурӑнакан 52 ҫулти хӗрарӑма, вӑл пӗрремӗш ушкӑн сусӑр иккен, килне кайса пулӑшнӑ пулать. Ӗҫ пирки отчет тӑратнине кура вакката республика хыснинчен 5 пин тенкӗ ытла укҫа куҫарса панӑ. Ӑна ваккатпа пулӑшуҫи хӑйсене кирлӗ пек тӑкакланӑ пулать.
Пуҫиле ӗҫе Чӑваш Енӗн Юстици министерстви тата прокуратура органӗсем ярса панӑ материалсем тӑрӑх пуҫарнӑ-мӗн.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |