Тӗрмере хӗнени пирки калаҫҫӗ-ха, анчах унта ӗҫлекенсен тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнине йӑпӑр-япӑр илтеймӗн. Юсанмалли 1-мӗш колонире ӗҫлекен 33 ҫулти арҫын тӗлӗшпе вара хальхи вӑхӑтра тӗпчев пырать. Ҫав ҫынна кӑҫалхи ҫурла уйӑхӗн вӗҫӗнче тӗрмере ларакана хӗненӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ. «Патак ҫиекеннине» вӑрланишӗн тата наркотикшӑн ҫулталӑк каялла айӑпланӑ. Ӑна 3 ҫул та 7 уйӑх хупса усрамалла тунӑ.
Тӗрмере ӗҫлекенпе ларакан хушшинче мӗне пула пӑтӑрмах сиксе тухнине РФ Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗ каламан.
Колонире ӗҫлекенӗн айӑпне следстви тата суд ҫирӗплетсе парсан ҫавскере ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курнӑшӑн, алӑ ҫӗкленӗшӗн 3 ҫултан пуҫласа 10 ҫул таран ним мар хупма пултараҫҫӗ. Пуҫиле ӗҫе прокуратура органӗсем тӑратнӑ материал тӑрӑх пуҫарнӑ.